Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан тӑлӑх арӑм ҫуртлӑ пулӗ. Ҫулӗ ҫамрӑк мар та, черете кӗтсе илсен тем пекехчӗ тесси кӑна юлать пулӗ...
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене тата вӗсен тӑлӑх арӑмӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермеллине 2008 ҫултах йышӑннӑччӗ. Ҫурт-йӗр условийӗ начаррисене пырса тивекен ҫак саккунпа ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑх Урхас Кушкӑ ял тӑрӑхӗнче сиксе тухнӑ. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ кинемее хваттер черетӗнчен кӑларса ҫапнӑ.
Тӑлӑх салтак арӑмне прокуратура хур туман. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ мӗн сӑлтавпа кинемее черетрен кӑларнипе кӑсӑкланнӑ. Саккунта пӑхса хӑварнисене тӗпе хурсан, салтак арӑмне ҫурт-йӗр черетӗнчен сирме нимӗнле сӑлтав та пулманни ҫиеле тухнӑ. Прокуратура хӳтте кӗнипе кинемее черете тепӗр хутчен кӗртнӗ.