Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнче нумай пулмасть тренажерсем вырнаҫтарнӑ — вӗсемпе ачасен сывлӑхне ҫирӗплетме май пулӗ. Ҫӗнӗ спорт хатӗрӗсене илме пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче шкула панӑ 250 пинлӗ грант пулӑшнӑ.
Пӗлтӗр вӗренӳ учрежденийӗсем хушшинче иртнӗ «Образовательная инициатива» ӑмӑртӑва пурӗ 300-е яхӑн шкул хутшӑннӑ. «Шкул ачисен сывлӑхне упраса ҫирӗплетесси» номинацине 35 шкул заявка тӑратнӑ, вӗсенчен 5-ӗшне суйласа илсе 250 пин тенкӗ панӑ, ҫав шутра Чӑрӑшкасси шкулне те.
Ҫак укҫана усӑ курсах шкулӑн 10 вӗренекенӗ ЧППУра «Вӗренӳ процесне хутшӑнакансен сывлӑхне пӑхса тӑрасси тата упрасси» курсра хӑйсен пӗлӗвне ӳстерме пултарнӑ.
Чӑрӑшкасси шкулӗ спорт енӗпе яланах малта пыма тӑрӑшать. Кун пирки коридорти хисеп хучӗсемпе грамотисем питӗ лайӑх ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Шкулӑн вӗсем нумай, пурне те ҫакма стени те ҫитмест теҫҫӗ шкул ертӳҫисем. Ҫирӗп сывлӑх пулсан ҫитӗнӳсем пулаҫҫех. Ҫӗнӗ тренажерсем ку тӗлӗшпе самай пулӑшу парӗҫ.