Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Алена Ядрицова тӑван чӗлхене вӗрентсе Раҫҫейпе палӑрнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.11.2010 17:37 | 2301 хут пӑхнӑ
Алена Ядицева
Алена Ядицева

Тин ҫеҫ темелле, чӳкӗн 22-мӗшпе 25-мӗшӗ хушшинче Мускавра «Тӑван чӗлхене, вӑл шутра вырӑс чӗлхине те, вӗрентекен учительсен пӗтӗм Раҫҫейри мастер-класс — 2010» иртнӗ. Унта Раҫҫейри 29 тӑрӑхри 35 вӗрентекен хутшӑннӑ. Вӑл кӑҫал 4-мӗш хут иртет ӗнтӗ — унта хутшӑнакансен хӑйсен ӗҫне тӗрлӗ енлӗ кӑтартма тивет — тӑван ен пирки те, шкул пирки те, ӗҫ пирки те кӑсӑклӑ каласа памалла. Тӑван чӗлхене ачасен ӑсне хывакансен хӑйсен урокне видеоролик евӗр кӑтартма та тивет. Мастер-класа вӗҫлесе вӗрентекенсен хӑйсен халӑх тумне кӑтартмалла пулнӑ.

Пирӗн чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем кашни ҫул ҫӗнтерӳҫӗ пулса килеҫҫӗ. Хальхинче те вырӑнсӑр таврӑнман — Йӗпреҫри 2-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ядрицова Алёна Андреевна пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ун ӗҫне меслетлӗх тӗлӗшӗнчен ҫӗнӗлӗхсем тупнӑшӑн пысӑк хак панӑ. Шупашкарти 59-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Абрамова Галина Васильевна иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ, «Создатель УМК» номинацире вара ӑна 1-мӗш вырӑнах панӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене РФ Патшалӑх Думинче чысланӑ, Алена Андреевна вара пухӑннисем умӗнче тӑван чӗлхене упраса хӑварасси тата ӑна аталантарасси питӗ пӗлтерӗшлӗ пулни пирки сӑмах каланӑ.

Алена Ядицевӑна ҫак пысӑк хака тивӗҫнӗ ятпа эпир путне чун-чӗререн саламлатпӑр! Ӗҫре те, пурнӑҫра та ӑнӑҫусем сунатпӑр!

#чӑваш чӗлхи, #59-мӗш шкул, #Йӗпреҫ районӗ, #Шупашкар, #шкулсем, #ҫитӗнӳсем, #Йӗпреҫ

 

Комментари:

Елена // 2910.29.7056
2010.12.06 20:40
Николай! Тархасшăн, çĕнтерӳçĕ хушаматне тĕрĕс парăр-ха, аван мар ун пек. Тĕрĕс - Ядрицова.
Irinayagodkina // 1096.32.2880
2010.12.10 20:58
Галина Васильевна Абрамова пек çын пин хушшинче пĕрре пулать.Ун пек кăмăллă та ырă çынна,унăн ăсăшĕн,сăпайлăхĕшĕн чыс та мухтав ! Пирĕн хушăра çавăн пек чăвашлăхшăн тăрăшакан çын пурришĕн эпĕ мухтанатăп. Ăна сывлăх,вăрăм ĕмĕр,телей сунатăп !!!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем