Ҫимӗкре Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулюра ял уявӗ кӗрленӗ. Халӑх шкул стадионне пухӑннӑ.
Ял халӑхне уявпа саламламашкӑн тӳре-шара ҫитнӗ. Район пуҫлӑхӗ Александр Степанов районти ҫитӗнӳсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Вӑл маттур ентешӗсене чысланӑ. Общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн Шулю ял старостине Иван Крыцова тав ҫырӑвӗ панӑ. Владимир Храмовпа Тамара Окайкинӑна парнесемпе хавхалантарнӑ.
Ял уявӗнче чи лайӑх ҫынсене палӑртнӑ, юбилярсене саламланӑ. Шупашкарта чӑваш эстрада артисчӗсем килнӗ. Шулю шкулӗн вӗренекенӗсем вара ташӑсемпе савӑнтарнӑ. Чишкинсен ҫемйин ансамблӗ уява тата савӑнӑҫ кӳнӗ.
Ҫак кун шулюсен асӗнче чылайлӑха юлӗ. Уявран кашниех тулли кӑмӑлпа киле утнӑ.