Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Сувар» фонд Пӑлхара ҫитсе килчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
ООО СуварСтром 18.11.2010 21:56 | 2782 хут пӑхнӑ
Пӑлхар хулинче
Пӑлхар хулинче

Иртнӗ канмалли кунсенче «Сувар» фонд Шупашкарти гуманитари институчӗн ӑсчахӗсемпе пӗрле тӑван халӑхӑн авалхи несӗлӗсен Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑх вырнаҫнӑ тӑрӑхне кайса килчӗҫ. Институтран Исаев Ю.Н. директор, паллӑ историк, этнограф Иванов В. П., краеведсен пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхӗ Бахмисов Э. К. пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех ушкӑнра вӗрентӳ колледжӗн директорӗ Сапожников В.В. та пурччӗ. Суварсенчен ҫулҫӳреве Тимӗрпе пӗрле В. Алмантай таврапӗлӳҫӗ, халӑх художникӗ Ю. Ювенальев, Аксар Сӗрмек хутшӑннӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен те пулчӗҫ: телекуравран Марина Карягина журналистка , Чӑваш наци радиовӗнчен Роза Деменцова хутшӑнчӗҫ. Тӑкаксене пӗтӗмӗшле фонд хӑй ҫине илнӗ.

Авалхи Пӑлхар хулинче заповедник комплекс директорӗпе тӗлпулу пулчӗ. Вӑл пире музейсемпе тата ытти паллӑ вырӑнсемпе паллаштарчӗ. Пур ҫӗрте те хӗрӳ ӗҫ пырать. Техника тата ҫынсем кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлеҫҫӗ. Кунта Атӑл хӗрринче 6 хутлӑ причал пулать, унтах хӑна ҫурчӗ, конференц зал. Тата ислам центрне тӑваҫҫӗ. Унсӑр пуҫне йывӑҫран тунӑ шывармансем, тимӗрҫӗ лаҫҫисем, ҫӑкӑр пӗҫерекен ҫуртсем темиҫе гектар лаптӑкра кӗҫех ҫӗкленӗҫ. Ҫак ӗҫсене Шаймиев Минтемир ертсе пыракан фонд туса пырать. Пуҫаруллӑ Шаймиев политик ку ӗҫе тума тӑватӑ миллиард тенкӗ таран мускавсенчен укҫа тупма пултарнӑ.

Пӑлхарта пире кунти ентешсен пуҫлӑхӗ Валентина Яклычева ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗ. Тепӗр кунне эпир Пӳлерпе Сӑвар тӑрӑхӗнче пултӑмӑр. Комплекс директорӗ Рафаель Махмутов Авалхи Пӑлхар патшалӑхӗнче паянхи тутар тата чӑваш халӑхӗсем пӗрле пулнине палӑртрӗ. Апла пулсан кунта пулса иртекен тӗпчев, юсав тата строительство ӗҫӗсене чӑвашсене те хутшӑнма чӗнсе каларӗ. Кабинетра ҫыру ҫырса ларнипе кӑна пулмасть ҫав терӗҫ. «Сувар» фонда вара кунта лайӑх пӗлеҫҫӗ. Эпир фондӑн кӗмӗлтен тунӑ паллине, Алмантай сӑвар-чӑваш историне тӗпченӗ кӗнекисене тата календарьсене парнелерӗмӗр. Валентина сӑвар пикине тухья туянма 5 пин тенкӗпе пулӑшрӑмӑр.

Каялла килнӗ чухне Валем хуҫа сӑрт патне кӗрсе тухрӑмӑр. Хамӑр турӑсене тата несӗлсене асӑнса мӑчавар Аксар кӗлӗ каларӗ. Ҫӑкӑр-тӑварпа ваттисен йӑлипе асӑнтӑмӑр. Пӑлхарта Мадуров хамӑрӑн несӗлсене асӑнса лартнӑ чултан касса тунӑ юпана стройкӑпа юнашар ларнине курсан, эпир ӑна сумлӑрах ҫӗре куҫарма май тупма ыйтрӑмӑр. Музейсенче стендсемпе экспонатсене вырнаҫтарас ӗҫсенче нумай ӗҫсем тунӑ тата авалхи пӑлхар-сувар историне тӗпчекене, Ювенальева кунта пӗлеҫҫӗ иккен. Вӑл вара тутарсене палхар-сӑвар-чӑваш стенчӗсене тума пулӑшма хатӗррине пӗлтерчӗ. Ӑсчахсем вара ҫак ӗҫе правительство шайӗнче килӗшӳ туса пӗрле ӗҫлемеллине палӑртрӗҫ.

Ҫитес вӑхӑтра татах та тӗл пулма калаҫса татӑлтӑмӑр.

#ҫулҫӳревсем, #Сувар, #Сӑвар, #Атӑлҫи Пӑлхар, #Пӑлхар, #ЧПГӐИ, #Тутарстан

 

Комментари:

Хайдар // 4106.89.5606
2010.11.18 23:23
"Валентина сăвар пикине тухья туянма 5 пин тенкĕпе пулăшрăмăр",- тенĕ. Тата мĕскер-ши ку? Сăвар пики ăçтан тупăнна-ха, вĕсем динозаворсем пек вилсе пĕтмен-и вара?
аскар // 4136.9.2227
2010.11.23 11:44
Суварсем вилсе пĕтмен ха.Мĕнле калас,кĕтсе илеймĕр.Вĕсем Пăлхарта та Чĕмпĕрте те,Шупашкарта та пур.Хусанкай калашле:эпир пулнă,пур,пулатпăр.
аттила // 4136.9.2227
2010.11.23 16:19
Эпир пулнă, пур,пулатпăр !!!!!!!.
Хайдар // 2241.05.4725
2010.11.24 22:31
Суварсем тек çук ĕнте, иртнĕ ĕмерсенче юлнă, çухалнă - хуннсем пекех. Халĕ Хусанкай калашле:эпир - чăвашсем - пулнă,пур,пулатпăр! Сывă пултăр ЧăВАШ халăхĕ!!! Аннесем пире чăваш тесе çуратнă, чăваш пулма пилленĕ!
аттила // 8568.8.6851
2010.11.26 21:40
Суварсем çухалман.Санпа тĕл пулма хатĕр вĕсем. Хусанкай вăрçăра корреспондент пулнă.Хăйне СУВАР тесе каланă.Мĕскĕн чăваш кăна сувр пĕтнĕ тесе пирĕн несĕлсене таптакансене сутăнать.Çавăнпа эсир нихçан та чĕркуççи çинчен тăраймастăр. Сире суварсем шеллетпĕр те ырă сунатпăр та пулăшма хатĕр.
fаскар // 8568.8.6851
2010.11.27 11:39
Хусанкай хăйне вăрçă вăхăтĕнче СУВАР тесе чĕннине тень нумаĕшĕ пĕлмеççĕ.Ывăлĕнчен Атнертан ыйтма пултаратăр.Ашмарин та Никольский та пирĕн несĕлсем суварсем пулнине пĕлнĕ.Сувар халăхне вара 16мĕш ĕмĕрте кăна чăваш тесе вырăссен кĕнекинче çырма пуçланă.Пугачев çарĕнче суварсем пулнă.Хунсем вара пирĕн эрă пуçланиччен пулнă.Пирĕн аннесем савăнаç кăна хамăрăн несĕлсене манманшăн

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем