Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Истори халапӗ тӑрӑх

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 08.11.2010 21:11 | 2179 хут пӑхнӑ
«Вырӑс егерӗсем» вӑл вӑхӑтри ҫарӗҫ хатӗрӗсемпе тата тумсемпе паллаштараҫҫӗ
«Вырӑс егерӗсем» вӑл вӑхӑтри ҫарӗҫ хатӗрӗсемпе тата тумсемпе паллаштараҫҫӗ

Чӳкӗн 4-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗнче Халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявлатпӑр. Чӑвашӑн историйӗнче ку уявпа ҫыхӑннӑ самансем чылай. Вӑл вӑхӑтри паттӑрсене те халӑх манман. Тӗслӗхрен, паллӑ ҫарпуҫ Пайтул пирки нумай чӑваш пӗлет. Ҫар ӑсталӑхӗпе паларнисӗр пуҫне вӑл хӑйӗн пултарулӑхӗпе те пирӗн асра — хальхи вӑхӑт тӗлне унӑн 9 юрри-сӑввине тупма пултарнӑ. Пайтулӑн ҫуралнӑ ҫӗрне палӑртас тесе пӗр вӑхӑт ЧОКЦ самай ӗҫлерӗ — Шупашкаркасси тӑрӑхӗ пулнине ҫирӗплетме пултарчӗ.

Уяв кунӗнче 13 сехет тӗлне Шупашкаркассинче халӑх пуҫтарӑна пуҫларӗ — кунта кӑҫал пӗрремӗш хут Халӑх пӗрлӗхӗн кунне Пайтулпа ҫыхӑнтарса уявлама шут тытрӗҫ.

Уява хӑйӗн сӑмахӗпе Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Хорасев Н.Е. пуҫларӗ. Паянхи уява ирттернӗ май, вӑл калашле, эпир ҫав ӗлӗкхи вӑхӑтсем пирки ҫамрӑксене каласа панӑ май, вӗсене пурнӑҫра тӗрӗс утӑмсем тума, хамӑр мӑнаҫлӑ патшалӑха упрама, хаклама вӗрентетпӗр.

Курма пухӑннисене уяв кӑмӑла кайрӗ. «Вырӑс егерӗ» ятлӑ ҫарпа истори клубӗнче тӑракансем Пайтул вӑхӑтӗнчи тумсемпе ҫарӗҫ хатӗрӗсене кӑтартрӗҫ, паллаштарчӗҫ. Кӳкеҫри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Юманлӑх» («Дубравушка») тата Салапай ялӗнчи халӑх юррисен ушкӑнӗ хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.

#Шупашкар районӗ, #Шупашкаркасси, #Салапай, #Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ, #Кӳкеҫ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем