Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Юпан 4-мӗшӗнче чӑваш тетелӗнче олимпиада пуҫланать. Ӑна Н. И. Ашмарин ҫуралнӑранпа 140 ҫул, вӑл хатӗрленӗ чӑваш сӑмахӗсен пуххин пӗрремӗш томӗ тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттереҫҫӗ. Ӑмӑрту http://inset.chv.su сайтра иртӗ.
Йӗркелекенсем: Ҫӗрпӳ район администрацийӗн вӗренӳпе социаллӑ аталану управленийӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ (информаци тата техника тӗлӗшӗнчен пулӑшать), Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ.
Ӑмӑрту — районсем хушшинчи, унта Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Канаш, Красноармейски, Шупашкар районсенчи шкул ачисем хутшанайраҫҫӗ. Вӗсен пӗр сехет хушшинче 10 ыйту хуравне кӑтартмалла пулӗ. Пӗлӳ кӑтартассишӗн укҫа тӳлес ҫук, хуравсене сайт урлӑ ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ (электронлӑ почтӑпа янин усси ҫук).
Интернет-ӑмӑрту юпан 14-мӗшӗччен пырӗ.
insetchuv // 2067.60.2448
2010.10.01 20:56 | |
Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Канаш, Красноармейски, Шупашкар районсенчи шкул ачисем пуçне ытти район е регонсенчен килекен хуравсене те йышăнатпăр. Инçет вĕренÿ центрĕ электрон сертификатне панă ыйтусенчен 80 процентран кая мар хуравланă вĕренекенсене паратпăр. | |
