Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Асламассем Пӗрҫырланта ҫӗнтернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 11.03.2016 19:12 | 1782 хут пӑхнӑ
Спорт Ӑмӑртури самант
Ӑмӑртури самант

Ҫак кунсенче Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланта районти тӗрлӗ ялсенчен пухӑннӑ 7 ушкӑн волейбол ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Ку ӑмӑртусем кӑҫалхипе Чурпай ялӗнче пурӑннӑ Сергей Станиславович Григорьева асра тытса 3-мӗш хут иртнӗ.

Сергей Григорьев хӑй вӑхӑтӗнче вырӑнти Тимирязев ячӗллӗ колхоз ертӳҫи, унтан чылай вӑхӑт хушши Етӗрнери электрокомпани пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ. Халӑх ӑна темиҫе хутчен те район депутачӗ пулма суйланӑ. Депутат тивӗҫӗсене вӑл яланах чыслӑн пурнӑҫланӑ. Спорта юратакансем «Заря» (Шурӑмпуҫ") футбол команди йӗркелесен вӑл вӗсене куллен пулӑшма майсем тупма пултарнӑ, Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗнчи «Сӑрьен» тата «Илем» юрӑ ансамблӗсене те яланах спонсорла пулӑшу панӑ.

Пухӑннисем малтанах Сергей Григорьева ырӑ сӑмахсемпе аса илчӗҫ: Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Степанова Н.Ю, вырӑнти депутат Мурзин Николай Михайлович инженер, пӗрле ӳссе ҫитӗннӗ, афган вӑрҫине хутшӑннӑ Козлов Александр Владимирович пухӑннисене ӑмӑртура ӑнӑҫусем сунчӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗ ятне кӑҫалхипе иккӗмӗш хутчен Асламасран килнӗ «Асламасы» волейбол команди ҫӗнсе илчӗ, куҫса ҫӳрекен кубока тивӗҫрӗ. 2-мӗш вырӑнта Етӗрнери ял хуҫалӑх техникумӗн ушкӑнӗ, 3-мӗшсем — Етӗрнери 2-мӗш номерлӗ шкул команди. Вӗсене пурне те медальсем парса чысларӗҫ. Чурпай, Пӗрҫырлан, Кӗҫӗн Йӗкӗт тата «Вӑй» командӑсем ял администрацийӗн Хисеп хучӗсене илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ. Козлов Александр чи активлӑ спортсмена — Етӗрнери ял хуҫалӑх техникумӗн преподавательне, тренера, Селянкин В.А-на уйрӑмӑн чысларӗ.

#Етӗрне районӗ, #Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗ, #Кӗҫӗн Йӗкӗт, #Пӗрҫырлан, #Чурпай, #Асламас, #спорт, #волейбол

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем