Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Нестер Янкас ячӗллӗ правленин черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 08.09.2010 15:54 | 1949 хут пӑхнӑ
Правлени пайташӗсем
Правлени пайташӗсем

Нумай пулмасть Красноармейски район центрӗнчи Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн вулав пӳлӗмӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Пӗрлӗх правленийӗн председателӗ Г.Л.Ефимов ҫуллахи тапхӑрта туса ирттернӗ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, пӗрлӗх умӗнче ҫитес вӑхӑтра кун йӗркинче тӑракан тӗллевсене палӑртрӗ. Ҫитес тапхӑрта пурнӑҫа кӗртмелли ӗҫ планне ҫирӗплетес ыйтупа юрӑ-кӗвӗ секцийӗн ертӳҫи Никоноров Н.М., правлени председателӗн ҫумӗ Ершов Н.Г., ӳнер искусствисен секцийӗн ертӳҫи Серафимов В.С. тата краеведени секцийӗн ертӳҫи Константинов В.З. тухса калаҫнӑ. Правлени членӗсем ҫитес вӑхӑтра ирттермелли мероприятисен шутне хӑй тӗллӗн вӗреннӗ И.Р.Степанов композиторӑн (Кушкӑ ялӗ) юрӑ кӗнекине презентацилессипе, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ Н.Г.Григорьев композиторӑн (Красноармейски ялӗ) 85 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвассипе, Вархуш Эншей поэтӑн (Еншик Чуллӑ ялӗ) 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвассипе тата М.И.Юрьева-Нямань ҫыравҫӑ-публицист ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвассипе ӗҫсем мӗнле пынине сӳтсе яврӗҫ.

Правлени членӗсем Совет Союзӗн Геройӗ, Асла Аттелӗх вӑрҫин паттӑрӗ В.В.Васильев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа шкул ачисен пултарулӑх конкурсне ирттерме йышанчӗҫ, ку мероприятие районти культура ӗҫӗсен планне кӗртме сӗнӳ пачӗҫ.

Правлени ларӑвӗн ӗҫне район администрацийӗн культура, спорт тата ҫамрӑксен ӗҫӗсен пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене туса пыракан Аркадий Лебедев хутшӑнчӗ.

#Красноармейски, #Красноармейски районӗ, #ларусем, #Еншик Чуллӑ, #Кушкӑ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем