Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Паян ачасем шкула кайрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.09.2010 11:45 | 2507 хут пӑхнӑ
cap.ru сӑнӗ
cap.ru сӑнӗ

Ак ачасен ҫуллахи каникул вӗҫленчӗ те — авӑнӑн 1-мӗшӗ ҫитрӗ. Шкул ачисем, студентсем вӗренӳ заведенийӗсене ҫул тытрӗҫ. Паян — пӗлӳ кунӗ.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Чӑваш Енре пурӗ 503 шкул ӗҫлӗ. 126 пин ача ҫӳрӗ (2009-2010-мӗш вӗренӳ ҫулӗнче 125,8 пин пулнӑ). Пӗрремӗш хут партта хушшине 12 842 ача ларӗ (малтанхи ҫул — 12 208). 2009-10 вӗренӳ ҫулӗнче пӗр вӗрентекен ҫине вӑтамран 13 ача (Раҫҫейре — 10) килнӗ. Вӑтамран классенче 19,59 ача пулнӑ (Раҫҫейре — 18), вӑл шутра хула шкулӗсенче — 24,93; ялтисенче — 15,55.

2010-2011 вӗренӳ ҫулӗнче икӗ ҫӗнӗ шкул хута кайӗ: Патӑрьел районӗнче Сӑкӑт шкулӗ уҫӑлӗ, Тӑвай районӗнчеКивӗ Элпуҫ шкулӗ. Ҫуртсене темиҫе уйӑх каялла ҫеҫ хӑпартма пуҫланӑ пулин те раштав уйӑхӗ тӗлне вӗсене уҫасшӑн. Сӑмах май, юлашки 10 ҫул хушшинче республикӑра шкулсем валли пурӗ 152 ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ.

Республикӑра хальхи вӑхӑтра 439 шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗ ӗҫлет, вӗсене пурӗ 53 728 ача ҫӳрет.

22 аслӑ вӗренӳ заведенине пурӗ 73 409 студент вӗренӗ. 31 вӑтам професиллӗ пӗлӳ паракан учрежденине 21 954 студент ҫӳрӗ.

Пирӗн пӗрлӗх пурне те ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлать!

#вӗренӳ, #Патӑрьел районӗ, #Тӑвай районӗ, #Кивӗ Элпуҫ, #Сӑкӑт, #шкулсем, #

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем