Муркаш районӗнчи пӗр фермер страус ӗрчетет.
Ильинкӑра пурӑнакан фермер хуҫалӑхӗнче ҫак кайӑк-кӗшӗк тӗпленме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Африкӑри хура старуссем Муркаш районӗнчи климата хӑнӑхнӑ темелле. Чӑваша, Ильинкӑна, вӗсене Александр Назаров фермер ҫулталӑк каялла илсе килнӗ. «Африка страусӗ ятлӑ пулин те вӗсем чӑтӑмлӑ», — ырлать хӑйӗн кайӑк-кӗшӗкне фермер. Кайӑксене вӑл урал тӑрӑхӗнчен илсе килнӗ. Халӗ унӑн 4 аҫа тата 12 ама.
Ҫак пысӑк кайӑк утӑ ҫиет, комбикорм юратать, люцернӑна хапӑл тӑвать.
Страуссем валли ятарлӑ ферма туса лартнӑ. Аслисем валли уйрӑм вите пур, чӗпсем валли — расна. Электроэнергие фермер хӗвел батарейӑран илет.
Ҫӑмартана фермер инкубатора хурать. Ара, кайӑк-кӗшӗк йышне хушмалла-ҫке. Страус, шучӗпе, икӗ кунта пӗрре ҫӑмарта тумалла. Йыш хушӑнсан фермер страуса какая та ярӗ, ҫӑмартине те сутӗ.