Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Доцентсен юбилейӗ ячӗпе тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентесси пирки калаҫӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 18.12.2015 17:59 | 1587 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри «Хальхи тапхӑрта тӑван чӗлхесемпе литературӑсене тӗпчессипе вӗрентессин пӗлтерӗшлӗ ыйтӑвӗсем» конференци ирттерет. Вӑл 2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртӗ. Ӑна пӗтӗм тӗнчери шая кӑларнӑ.

Ӑслӑлӑхпа практика конференцине Юрий Виноградов доцент 70 ҫул, Альбина Волкова доцент 55 ҫул тултарнине халалланӑ.

Конференци программине ҫакнашкал секцисен ӗҫне кӗртме палӑртнӑ: «Хальхи чӗлхепе литература вӗрентӗвӗн аталану ҫул-йӗрӗ», «Тӑван чӗлхине ФГОСа вӑя кӗртнӗ тапхӑрта вӗрентесси»; «Тӑван мар чӗлхесене ФГОСа вӑя кӗртнӗ тапхӑрта вӗрентесси»;«Тӑван литературӑна ФГОСа вӑя кӗртнӗ тапхӑрта вӗрентесси».

Конференцие хутшӑнма Раҫҫейри, ҫывӑх тата инҫет ҫӗршывсен тӗпчевҫисене, аслӑ тата вӑтам шкул преподавателӗсене йыхравлаҫҫӗ.

Конференцие хутшӑнас текенсен хӑйсен заявкине тата доклад материалне йӗркелӳ комитетне кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ҫитермеллине пӗлтереҫҫӗ.

#вӗренӳ, #конференцисем, #юбилейсем, #ӑслӑлӑх, #чӑваш чӗлхи, #вӗренӳ институчӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем