Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Георгий Фёдоров профессор пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.12.2015 10:46 | 1723 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ӗнер, раштавӑн 9-мӗшӗнче, пирӗнтен Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче те Чӑваш патшалӑх университетӗнче те нумай ҫул хушши ӗҫленӗ литературовед, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, чӗлхеҫӗ, Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Фёдоров Георгий Иосифович профессор вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ.

Георгий Иосифович 1942 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ялӗнчи ҫичӗ ҫул вӗрентекен шкулта пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне ҫул тытнӑ, ӑна 1971 ҫулта пӗтернӗ. Федоров ытларах критикӑпа литература пӗлӗвӗнче палӑрнӑ. Вӑл 9 кӗнеке ҫырнӑ. Георгий Иосифович «Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ», «Художественный мир чувашской прозы», «Художественный мир Федора Ухсая», «Иван Мучи пултарулӑхӗ». «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи», «Вӑр-вӑр кайӑк, вӑр кайӑк», «Туй ачи, пуса ачи» повеҫсен авторӗ. Юлашки вӑхӑтра профессор чӑваш чӗлхин фразеологи словарӗпе ӗҫленӗ. Материала пуҫтарма вӑл 1970-мӗш ҫулсенчех пуҫланӑ — пурнӑҫ тӑршшӗпе пухнӑскере пичетлеме хатӗрлетчӗ. Шел те пурӑннӑ вӑхӑтра вӑл пысӑк словаре тытса кураймарӗ.

Георгий Фёдоровича ыран хулари ҫӑвара пытарӗҫ. 12:30 килтен илсе тухӗҫ.

#ҫухатусем, #ЧПГӐИ, #ЧПУ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Тӑванкасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем