Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Депутатсем ларӑва пухӑнчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 21.07.2010 19:50 | 1889 хут пӑхнӑ
Ларура
Ларура

Тунтикун, утӑн 19-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑра район депутачӗсен Пухӑвӗн черетлӗ 36-мӗш ларӑвӗ пулса иртнӗ. Ун ӗҫне, депутатсемсӗр пуҫне, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, предприятисемпе организацисен ертӳҫисем хутшӑннӑ. Кун йӗркине кӗртнӗ пӗрремӗш ыйтупа иккӗмӗш суйлаври Шӑмӑршӑ район Пухӑвӗн депутачӗсен Пухӑвӗн черетлӗ суйлавне ирттересси ҫинчен депутатсем район администрацийӗн ӗҫӗсен управляющийӗ Л.Н.Портнова пӗлтернине итленӗ. Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсене суйласси ҫинчен» Саккунӗн 5-мӗш статйипе, Шӑмӑршӑ район Уставӗн 12-мӗш статйипе никӗсленсе район депутачӗсен Пухӑвӗн ларӑвӗ иккӗмӗш суйлаври Шӑмӑршӑ район Пухӑвӗн депутачӗсен суйлавне 2010 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче ирттерме йышӑннӑ. «Шӑмӑршӑ районӗн 2010 ҫулхи пӗрремӗш ҫурҫулти социаллӑ пурнӑҫпа экономика кӑтартӑвӗсем ҫинчен» ыйтупа ларура район администрацийӗн экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Э.Э.Жамкова туса панӑ доклада сӳтсе явса, депутатсем ҫак кӑтартусене шута илнӗ. Кун йӗркинчи виҫҫӗмӗш ыйтӑва пӑхса тухса, депатутсем Шӑмӑршӑ районӗн муниципаллӑ харпӑрлӑхӗнчи хӑш-пӗр пурлӑха ял тӑрӑхӗсен харпӑрлӑхне парасси ҫинчен йышӑну кӑларнӑ. Район депутачӗсен Пухӑвӗн ларӑвӗн ӗҫне район пуҫлӑхӗ В.П.Фадеев, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ А.В.Максимов хутшӑннӑ. Кун йӗркинчи иккӗмӗш ыйту тӑрӑх В.П.Фадеев сӑмах тухса каланӑ.

#Шӑмаршӑ, #ларусем, #Шӑмаршӑ районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем