Чӑвашсен «Ирӗклӗх» общество организацийӗ ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева Улӑп палӑкне лартма сӗннӗ. Вӑл Анне монуменчӗ ҫӳллӗш пулмаллине пӗлтернӗ.
Михаил Игнатьев патне янӑ ҫырура палӑртнӑ тӑрӑх, палӑка Етӗрне районӗнче Сӑр юханшывӗ хӗрринче лартма сӗннӗ. Вал унта урапа кайнӑ чухне курӑнтӑр.
Анне монуменчӗ 46 метр ҫӳллӗш. «Ирӗклӗх» общество организацийӗ Улӑпӑн та ҫавӑн ҫӳллӗш пулмаллине калать.
Ҫырура Улӑп палӑкне лартсан Михаил Игнатьевӑн ячӗ историре яланлӑха ҫырӑнса юлнине каланӑ. Ҫавӑн пекех хастарсем палӑк туристсене илӗртессе шанаҫҫӗ. Тӗслӗх те илсе кӑтартнӑ вӗсем: Рио-де-Жанейрӑра Христос-Искупитель палӑкне ҫулсерен 1,8 миллион турист ҫитсе курать.
«Хальхи вӑхӑтра регион бренчӗсем илӗртеҫҫӗ. Ҫавӑн пек брендсене туни ҫынсене Чӑваш Енпе кӑсӑклантарӗ. Тӗслӗхрен, Анне палӑкне МИХсенче час-часах асӑнаҫҫӗ», - ҫырнӑ ҫырура. Пӗр сӑмахпа, «Ирӗклӗх» Улӑп палӑкӗ ытти тӑрӑхра пурӑнакан халӑха чӑваш культурипе тата чӗлхипе кӑсӑклантарма хӗтӗртӗ тесе шутлать.