Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ку тахҫантанпах кӗтнӗ пулӑм. Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмине сасӑпа вуласа аудикокӗнеке кӑларассине унччен те пӗлтерсе тӑнӑччӗ. Халӗ аудиодиск «Книжные новинки» лавккасенче сутлӑха тухнӑ.
Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательстви хыпарлать. Комплекта 2 диск кӗрет. Пӗри – чӑвашла, тепри – вырӑсла. Диска 350 тенкӗпе сутнине пӗлтереҫҫӗ.
Вырӑсла диск 1 сехет те 33 минута тӑсӑлать. Унта автора Михаил Ефремов паллӑ актер вулать. Нарспи амӑшне – Лариса Родик, Нарспие – Диана Яковлева, Сетнера – Николай Ефремов, Михетера – Василий Куприянов, кӳрше – Людмила Коземир, Сетнер амӑшне – Людмила Коземир, Нарспи тусне – Наталья Ромашенко, сиплевҫе – Василий Куприянов, Тӑхтамана – Александр Тырлов, Сенттие – Наталья Ромашенко, арҫынна Бурис Кукин вулаҫҫӗ.
Чӑвашла диск 1 сехет те 18 минута тӑсӑлать. Унта автор сӑмахӗсене Николай Сергеев вулать. Нарспи амӑшне – Ирина Архипова, Нарспие – Татьяна Володина, Сетнера – Николай Тарасов, Михетера – Валерий Карпов, кӳрше – Валентина Ситова, Сетнер амӑшне – Валентина Ситова, Нарспи тусне – Ольга Мацуцина, сиплевҫе – Петр Садовников, Тӑхтамана – Владимир Григорьев, Сенттие – Алевтина Семенова, арҫынна Владимир Григорьев вулаҫҫӗ. Чӑвашла диск 1 сехет те 18 минута тӑсӑлать.
