Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Андрей Петтоки архивӗн презентацийӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.06.2010 20:35 | 2213 хут пӑхнӑ

Кӑҫӑл чаплӑ чӑваш ҫыравҫи, куҫаруҫи тата общесво ӗҫченӗ Андрей Петокки (1905-1942) ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Ҫӗртмен 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче архив хӑтлавӗ иртрӗ. Мероприятие институтӑн ҫӗнӗ директорӗ Юрий Николаевич Исаев ертсе пычӗ. Итлекенсем — республикӑра тухса тӑракан тӗрлӗ МИХ ӗҫченӗсем пулчӗҫ. Геннадий Анатольевич Дегтярев, Юрий Васильевич Яковлев, Атнер Петрович Хусанкай, Аленчикова Муза Никитичка (Людмила Андреевна Петтоки тусӗ) сӑмах каларӗҫ, А. Петтоки архивӗн пӗлтерӗшне кӑтартрӗҫ. Виталий Григорьевич Родионов ҫак архива Геннадий Анатольевич тӑрӑшулӑхне пула ҫеҫ пухма пултарни пирки пӗлтерчӗ. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ терӗ — кашни ҫын хӑйӗн тӑван ялӗпе ҫыхӑннӑ пӗр ҫыравҫӑн архивне пухма пуҫӑнсан, ӗҫе тӑрӑшса тусан — пирӗн унашкал архивсем чӑннипех те нумайланӗччӗҫ терӗ. Презентацие килнӗ журналистсем архиври япаласемпе (ҫырусемпе, тӗрлӗ сӑнсемпе, документсемпе, кӗнекесемпе) паллашрӗҫ — мультимедиа презентацийӗпе те, алӑпа тытса пӑхма та май пулчӗ вӗсен.

 

Литература анине Петокки 1924-25 ҫулсенче пырса кӗнӗ, 30-мӗш ҫулсенче вара литераторсем унӑн сӑвӑ ӑсталӑхӗ пуррине палӑртнӑ. Вӑл хӑйне, калем тытса, ирӗклӗ поэт пек кӑтартма пултарнӑ, чӑваш поэтикине ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ. Ун аллинче «Ҫирӗм иккӗ» поэма, сӑвӑ ярӑмӗсем ҫуралнӑ, поэт тӗрленчӗксем, калавсем ҫырнӑ, чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсене вырӑсла куҫарнӑ. Константин Ивановӑн «Нарспине» те вӑлах чи малтан тӗнче умне вырӑсла кӑларма мехел ҫитернӗ — кӗнеке 1937 ҫулта Мускавра пичетленсе тухнӑ.

1937 ҫултанпа Андрей Петокки пурнӑҫӗ Самар (вӑл вӑхӑтра Куйбышев ятлӑ пулнӑ) хулинче иртнӗ. Кунта та вӑл хӑйӗн хастарлӑхне ҫухатман — ку тӑрӑхри литература пурнӑҫне хутшӑннӑ. «Волжская новь» альманахра пичетленнӗ, СССР ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн облаҫри уйрӑмӗ ҫумӗнче литература консультанчӗ пулнӑ.

1941 ҫулта А.Петокки Куйбышев педагогика институчӗн истори факультетне вӗренсе тухнӑ. Ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май Самар педагогика университетӗнчи факультет ҫурчӗ ҫине асӑну хӑмине те ҫакрӗҫ.

Андрей Трофимовичӑн пурнӑҫӗ Смоленск патӗнчи ҫапӑҫура татӑлнӑ... Анчах ун ӗҫӗ пурӑнать. Сӑввисем, куҫарӑвӗсем, поэмисем пирӗн чӗре ҫумӗнче. Хӑй те пирӗн асран тухас ҫук.

 

Ҫак ҫулсенче Самарта пурӑнакан кил-йышӗпе (Галина Андреева мӑшӑрӗпе тата Людмила хӗрӗпе) Чӑваш Ен хушшинчи ҫыхӑну татӑлмарӗ. Петокки пултарулӑхне юратакансем икӗ тӑрӑха ҫыхӑнтарсах тӑчӗҫ — конференцисем, литература каҫӗсем тата ытти тӗрлӗ мероприятисем ирттерчӗҫ. Уйрӑмах Петокки тӑванӗсем поэтӑн архивне тирпейлӗ упрани паха.

Шел те, пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче Петтокин арӑмӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайрӗ. Кӑҫал ака уйӑхӗнче хӗрӗ те ҫӗре кӗчӗ. Людмила Андреевна маларах поэт архивне Чӑваш патшалӑх гуманитари институтне парнелерӗ — институт ӗҫченӗсем халӗ вӑл паха материала тӑрӑшса тирпейлеҫҫӗ, йӗрке кӗртеҫҫӗ.

Андрей Петокки архивӗ пире поэт пурнӑҫӗпе, унӑн пултарулӑхӗпе (вӑл шутрах поэт юлташӗсен — Леонид Агаковӑн, Илле Тукташӑн, т.ыт.) паллашма пулӑшать. Архив хучӗсенче 30-мӗш ҫулсенчи лару-тӑру та лайӑх сӑнланнӑ.

 

Сӑнӳкерчӗксем

#архивсем, #презентацисем, #ЧПГӐИ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем