Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Афиша: «Нарспи» поэмӑн пӗрремӗш куҫаруҫине халалланӑ конференцие йыхравлаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 03.10.2015 16:13 | 19271 хут пӑхнӑ
Афиша Йыхрав хучӗн хуплашкки
Йыхрав хучӗн хуплашкки

Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Москакасси ялӗнчи Культура ҫуртӗнче чӑвашсен паллӑ сӑвӑҫи, «Нарспи» поэмӑн пӗрремӗш куҫаруҫи Андрей Петтоки ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа «Поэт кун-ҫулӗпе пултарулӑхне ӑса хывни» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртмелле. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.

Чи малтанах, 13 сехетре, поэт ҫуралнӑ ялӗнче — Ахманере — Андрей Петтоки палӑкӗ патне чечек хурӗҫ. Ун хыҫҫӑн юнашар ялта конференци пуҫланӗ.

Андрей Петтоки (Петухов Андрей Трофимович) 1905 ҫулхи юпан 7-мӗшӗнче Ахманере ҫуралнӑ. 1940 ҫулта Куйбышеври педагогика институтне вӗренсе тухнӑ. 1935 ҫултан пуҫласа А. Петтоки Мускавра, унтан Самарта пурӑннӑ, кинематографи тата педагогика институчӗсенче вӗреннӗ, чӑваш литературине вырӑсла куҫарас тӗлӗшпе тӑрӑшнӑ. 1942 ҫулхи ҫулла Витебск патӗнчи ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Пӗрремӗш сӑввине 1925 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ. Хӑйӗн «Ҫирӗм иккӗ» кӗнекине 1932 ҫулта Андрей Трофимович хӑй илемлетсе кӑларнӑ. 1935 ҫулта К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэмине вырӑсла куҫарнӑ, ку паллӑ поэмӑн пӗрремӗш куҫарӑвӗ пулнӑ. Паллӑрах кӗнекисем: «Ҫирӗм иккӗ», «Вунӑ ҫул», «Сӑвӑсемпе поэмӑсем».

#культура, #юбилейсем, #конференцисем, #Москакасси, #Муркаш районӗ, #Ахмане, #Нарспи, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем