Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Ватӑсен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 28.09.2015 22:20 | 1425 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Авӑнӑн 24-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче ватӑсен тӗп канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Виталий Станьял ирттернӗ.

Унта ҫамрӑк чӑваш ӑсчахсен прависене хӳтӗлесси пирки калаҫнӑ. «Хыпар» хаҫатри А.Бойковӑн Наци лицейӗн шӑпи пирки ҫырнӑ статйине сӳтсе явнӑ. Унтах «Кӗр сӑрине» ирттересси пирки, район энциклопедийӗсем ҫинчен калаҫнӑ. Ытти ыйтӑва та пӑхса тухнӑ унта.

Станьял палӑртнӑ тӑрӑх, гуманитари ӑсчахӗсене ӗҫе вырнаҫтарнӑ, анчах ҫивӗч ыйту сирӗлмен-ха. «Лицей никама та кирлӗ мар-и?» статьяра лицей шӑпишӗн пӑшӑрханнине палӑртнӑ. Администраци ӑна 4-мӗш лицее пама йышӑннӑ. Анчах ку районсенчи пултаруллӑ ачасене хатӗрлеме май памасть. Ку ыйту уҫӑ-ха…

Национальноҫ ӗҫӗсене туса пыракан федераци агентствине янӑ ҫырӑва пӑхса тухнӑ. Унта наци политикин ыйтӑвӗсене ҫӗкленӗ. Унта чӑваш чӗлхине пусмӑрланине палӑртнӑ. Чӑваш чӗлхине тарӑннӑн вӗрентекен классене, шкулсене, Наци лицейне хупнине пӗлтернӗ. Чӑваш орфографине пырса тивекен ыйтӑва та хускатнӑ ҫырура. Чӑваш сӑмахне юратакан журналистсене, ҫыравҫӑсене, вӗрентекенсене «сыхлаҫҫӗ». Вӗсене «экстремистсем» теҫҫӗ. Авторсен шухӑшӗпе, кунта чиновниксем айӑплӑ.

Унтан шухӑшсемпе ылмашӑннӑ. Ҫырӑва кӑшт улӑштарма сӗннӗ. ЧР Конституцийӗнчен «патшалӑх» сӑмаха кӑларни пирки чуна ыраттарса калаҫнӑ. «Президент» сӑмаха «Пуҫлӑхпа» улӑштарни пирки те калаҫнӑ. Тутарстанра Президентах пулнине асӑнса хӑварнӑ. Конституцие «Патшалӑх» сӑмаха тавӑрма сӗннӗ.

«Кӗр сӑрине» юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирттерме йышӑннӑ. Ваттисен канашӗн тепӗр ларӑвӗ юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртмелле.

#Ватӑсен канашӗ, #ларусем, #чӑвашлӑх, #Наци лицейӗ, #ваттисем, #ҫырусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем