Ку экспозици мӑкшӑ ялӗн пурнӑҫне кӑтартать. Ӑна Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм хатӗрленӗ.
Халӗ Татьяна Пиняева патне ентешӗсем ӗлӗкхи хатӗр-хӗтӗре пӑхма пыраҫҫӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ вара вӗсемпе хаваспах паллаштарать. Кашни экспонат пирки каласа кӑтартать вӑл.
Татьяна Пиняева ӗлӗкхи япаласене ялта пуҫтарнӑ. Акӑ вӑл кустӑрма тупнӑ. Вӑл станок пулнӑ. Татьяна вара унран штурвал тунӑ.
Ку вырӑн канма меллӗ. Унта – чукунсем, карҫинккасем… Тӗрленӗ алшӑлли те тупма пулать унта. Вӗсем Татьянӑна асламӑшӗнчен лекнӗ. Ӗлӗкхи шӑршӑ та кӗрет вӗсенчен.
Пахчара – кӑмака. Унта кукӑль тутлӑ пиҫет. Унта - сӗтел. Ун ҫинче сӑмавар ларать. Ҫакна вӑл хӑйех тунӑ. Хӑваран «Маша тата упа» пӳрт ӑсталанӑ. Унтах «хӗрпе каччӑ» пахча сыхлаҫҫӗ.
Татьянӑна мӑшӑрӗ Юрий пулӑшать. Вӑл Пӑрачкав тӑрӑхӗнче йывӑҫран касса кӑларассипе палӑрса тӑрать. Пиняевсем патӗнче «Эрзянка» ансамбль пухӑнма кӑмӑллать. Уҫӑ тӳпе айӗнче вӗсем ҫӗнӗ юрӑсем вӗренеҫҫӗ.