Кĕнекесем
Кунта эсир кĕнекесен списокне куратăр. Вĕсене кĕртнĕ вăхăтпа йĕркеленĕ. Юлашкинчен кĕртнĕ кĕнекесем çулте, каярах кĕртнисем аяларах вырнаçнă.
Кĕнеке ячĕ çине пуснă хыççăн эсир унпа тĕплĕн паллашма пултаратăр: унта хайлавсен списокĕ пулĕ.
КĕнекесемКунта эсир кĕнекесен списокне куратăр. Вĕсене кĕртнĕ вăхăтпа йĕркеленĕ. Юлашкинчен кĕртнĕ кĕнекесем çулте, каярах кĕртнисем аяларах вырнаçнă. Кĕнеке ячĕ çине пуснă хыççăн эсир унпа тĕплĕн паллашма пултаратăр: унта хайлавсен списокĕ пулĕ. Ӑшӑ ҫумӑрС(Чув)2 Горд 68
Гордеев Д.В. Ӑшӑ ҫумӑр: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кĕнеке издательстви, 1975. — 30 с.
© Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. Суя телейС(Чув) А 23
Капкӑн библиотеки №3(28)
Агаков, Л.Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975.
Чӑваш халӑх писателӗ, кулӑш ӑсти Леонид Яковлевич Агаков ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере самай пурӑнать ӗнтӗ. Халӑх писателӗ пуличчен малтан вӑл Етӗрне районӗнчи Ҫуткассинче ҫуралнӑ (ку событи 65 ҫул ӗлкӗрех пулнӑ), унтан, ытти пур ачасем пекех, утма вӗреннӗ, ултта кайсан парттӑ хушшине ларнӑ, ялти шкул хыҫҫӑн педтехникумра вӗренсе учитель ятне илнӗ, кайран Мускаври театр институчӗн литература факультетӗнче вӗреннӗ, Шупашкара таврӑнсан искусство учрежденийӗсенче ӗҫленӗ, унтан ӑна Совет Ҫарне илнӗ те, вӑл 1939 ҫулта шурӑ финсемпе ҫапӑҫса аманнӑ, Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑ пуҫлансан каллех фронта кайнӑ, стрелковӑй рота командирӗ пулнӑ, дивизи хаҫатӗнче ӗҫленӗ. Нумай курнӑ, нумай тӳснӗ. Ахальтен мар вӑрҫӑ теми унӑн творчествинче тӗп вырӑн йышӑнать. Фронтран таврӑнсан пурин пекех мирлӗ ӗҫе тытӑннӑ, кӗнеке издательствин аслӑ редакторӗ, чӑваш писателӗсен Союзӗн правлени председателӗ, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ пулнӑ. Ҫав пур ӗҫсене тунӑ хушӑрах, 1930 ҫултан пуҫласа шутласан, 52 кӗнеке ҫырса кӑларнӑ, вӗсенчен саккӑрӑшӗ — кулӑшла калавсемпе фельетонсен кӗнекисем. Ку акӑ тӑххӑрмӗш пулать. Икӗ орденпа, ҫичӗ медальпе наградӑланӑ Л. Я. Агакова, Хисеп Грамотисем нумай панӑ, 1967 ҫултанпа вӑл — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗ; 1968 ҫултанпа — Чӑваш АССР искусствисен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, 1974 ҫулта ӑна халӑх писателӗн ятне панӑ. Вулакансем юратаҫҫӗ Леонид Яковлевич ҫырнисене. Ҫавӑнпа хавхаланса, вӑл — ытла ҫамрӑках мар пулин те — ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫлет. Ҫырать. Кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке… — Эпӗ стройри салтак пекех-ха, — тет вӑл. Сана ҫырма сӑмах ҫитетВасильев А. Сана ҫырма сӑмах ҫитет: сӑвӑсем. — Шупашкар, 2014. — 138 с.
© Шупашкар, 2014. Ҫул юлташӗС(Чув)2 С 42
Скворцов Ю.И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кĕнеке издательстви, 1975. — 184 с.
© Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. Ирĕк çилПетрова М. Ирӗк ҫил: сӑвӑсем. — Шупашкар, 2023. — 164 с.
© Шупашкар, 2023. ЕркӗнШупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
© СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. УтартаС(Чув.) Х 21
Харлампьев Г.Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кĕнеке издательстви, 1964. — 84 с.
Ҫав тери илемлӗ те пуян пирӗн ҫӗршыв. Ешӗл вӑрмансем, анлӑ уй-хирсем, чечеклӗ улӑхсем, шӑнкӑртатса юхса выртакан шывсемпе кӳлӗ-пӗвесем… Мӗн-мӗн тӗрлӗ ӳсен-тӑран, мӗнле кӑна чӗрчун ҫук-тӑр пирӗн ҫӗршывра!.. Ҫак илемлӗ те пуян ҫӗршыва чун-чӗререн юратса сӑнаса ҫӳресен, темӗн те пӗр куратăн, темӗн те пӗр пӗлетӗн. Ку кӗнекере автор таҫта инҫетре мар, хамӑр чӑваш ҫӗршывӗнче курни-пӗлнине ҫеҫ ҫырса панӑ. Вуланӑ пулсан, астӑватӑр ӗнтӗ, иртнӗ ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательстви Г. Харлампьев ҫырнӑ «Палюк мучи кӗнеки», «Тӑрна ташши» кӗнекесене пичетлесе кӑларнӑччӗ. Ҫав кӗнекесенче вӑл хамӑр таврара пурӑнакан чӗрчунсемпе кайӑксем, вӗсен кашнин хӑйне май пурнӑҫӗпе йӑли ҫинчен каласа панăччӗ, «Утарта» — ҫав икӗ кӗнекере ҫырнин малалли.
© Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. Ҫул пуҫламӑшӗС(Чув.) О 74
Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: Повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кĕнеке издательстви, 1982. — 96 с. Ҫамрӑк ҫын пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнине сӑнласа панӑ ку кӗнекере автор.
© Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑК 84.09(=Чув.) Н 63
Николаева Ю. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ. Калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. Катӑлнӑ уйӑхС(Чув.) Е 60
Емельянов А. Катӑлнӑ уйӑх. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш АССР кĕнеке издательстви, 1968. — 112 с.
© Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968 ТупмаллиСайта кĕрШыравÇыравçăсем
|
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...