Кĕнекесем


Кунта эсир кĕнекесен списокне куратăр. Вĕсене кĕртнĕ вăхăтпа йĕркеленĕ. Юлашкинчен кĕртнĕ кĕнекесем çулте, каярах кĕртнисем аяларах вырнаçнă.

Кĕнеке ячĕ çине пуснă хыççăн эсир унпа тĕплĕн паллашма пултаратăр: унта хайлавсен списокĕ пулĕ.

Кулăш кустăрми


Çĕпритун Шăпчăк. Кулăш кустăрми. — Вăрнар: Вăрнар типографийĕ, 1992. — 84 с.

 

Шӳтлĕ калавсемпе йĕплĕ сăвăсем. Петĕр Ялкирпа И. Иванов пухса хатĕрленĕ.

 

© Чăваш кĕнеке издательстви, 1992 ç.

Тантăшсем


С (Чув)

А48

 

Григорий Алентей. Тантăшсем. Виçĕ калав. Шупашкар, Чăваш АССР государство издательстви, 1952. — 42 с.

 

Ку кĕнекене Григорий Алентейĕн виçĕ калавĕ кĕнĕ: «Тантăшсем», «Вагонра», «Туссем».

 

© Чăваш АССР государство издательстви, 1952.

Ял калавĕ


С (Чув)

А90

 

Степан Аслан. Ял калавĕ. Шупашкар, Чăваш АССР кĕнеке издательстви, 1963. — 102 с.

 

Ку кĕнекене Степан Асланăн калавĕсемпе очеркĕсем, фельетонĕсем тата «Юман паттăр» юмах кĕнĕ. Вĕсенче вулакан ял пурнăçĕпе çывăхрах паллашма пултарĕ.

 

© Чăваш АССР кĕнеке издательстви, 1963 ç.

Том Сойер темтепĕр курса çӳрени


С (Чув)

Т26

 

М. Твен. Том Сойер темтепĕр курса çӳрени. Шупашкар, Чăваш кĕнеке издательстви, 1979. — 232 с.

 

«Том Сойер темтепĕр курса çӳрени» — хаваслă, çав вăхăтра тарăн шухăша яракан кĕнеке. Пĕр ĕмер каялла Америкăри пĕчĕкрех хулара пурăннă Том Сойер ятлă арçын ача çинчен çырса кăтартнă унта.

 

Чăвашла Феодосия Ишетер куçарнă.

 

© Чăваш кĕнеке издательстви, 1979 ç.

Сăвăсемпе поэмăсем


ББК 84 Чув 7–5

А36

 

Айхи Г.Н. Сăвăсемпе поэмăсем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1994. — 239 с.

 

Кĕнекене чăвашсен паллă поэчĕн Геннадий Айхнн тĕрлĕ çулсенче çырнă сăввисемпе поэмисене кĕртнĕ. Поэтшăн чи кирли — чун ирĕклĕхĕпе шухăш гармонийĕ, вăл çынсем хушшинче тăванлăхпа ирĕклĕхĕн сывă туйăмне шырать.

 

ISBN 5-7670-0795-0

 

© Чăваш кĕнеке издательстви, 1994 ç.

Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш том


ББК 84 Чув 7–5

М88

 

Мранька Н.Ф. Ĕмĕр сакки сарлака. Роман. 3-мĕш том. Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1989. — 608 с.

 

Паллă писателĕн революци умĕнхи чăваш халăх пурнăçне кăтартса паракан романĕ.

 

ISBN 5-7670-0164-2

© Чăваш кĕнеке издательстви, 1989 ç.

Çут пайăрка


УДК 821.512.111

ББК 84(2Рос=Рус)6-5

В 75

 

Валери Туркай пухса хатĕрленĕ.

 

Воробьев А.А. Çут пайăрка. Сăвăсем. — Шупашкар: «Çĕнĕ Вăхăт», 2012. — 224 с.

Кĕнекере Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕн, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн Алексей Александрович Воробьевăн (1922-1976) сăввисем пичетленеççĕ. Алексей Воробьĕв хайлавĕсем — нумай нациллĕ Раççей литературин пуянлăхĕ. Вĕсенче тĕп вырăнта — тăван çĕршыва, тăван тавралăха тата Çынна юратни, ырă сунни.

Сăвăсен пуххи Чăваш Республикинчи Çеçпел Мишшин обществăлла ыркăмăллăх фончĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн кун çути курать.

 

© Воробьев А.В., 2012.

Ылханлă хура çĕмĕрт


УДК 821.512.111-93

ББК 84 (2Рос=Чув) 6-4

Ф 53

Филиппова Л.И. Ылханлă хура çĕмĕрт: калавсемпе пьеса/ Л.И. Филиппова. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2012. — 159 с.

Тин кăна пурнăçăн аслă çулĕ çине тăракан çамрăксене такăнмăсăр утма пĕрре те çăмăл мар. Ултавлă юрату серепи те пысăк укçа асамлăхĕ те илĕртсех тăраççĕ.

Тĕрлĕ йывăрлăхсене тӳссе ирттернĕскерсем юлашкинчен пĕр шухăш патне пырса тухаççĕ: çирĕп туслăхпа таса юратуран, çемье ăшшинчен илемли пурнăçра нимĕн те çук иккен.

 

ISBN 978-5-7670-1902-1.

© Филидпова Л.И., 2012

© Чăваш кĕнеке иадательстви, 2012

Хăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăх


ББК 84 (Чув)

Д 53

 

А.Г. Дмитриев (Ырьят). Закат серебряного полумесяца: повести. — Ульновск: Симбирская книга, 2001 — 216 с.

 

Пурнӑҫ чӑнлӑхӗ калама ҫук пуян. Ку чухнехи синкер ахӑрсамана вăхӑтӗнче нимӗнле художник фантазийӗ те шухӑшласа кӑларма пултарайман трагедисем те, кулӑшла самантсем те чылай пулса иртеҫҫӗ. Ҫыравҫӑ хӑйӗн повеҫӗсем валли ҫавнашкал хӑй еверлӗ сюжетсем суйласа илнӗ, вӗсене художник куҫӗпе курса чӗри витӗр кӑларнӑ. Ҫак хайлавсенче автор "чечек пулса тӑкӑнакан" этем кун-ҫулӗн ӗмӗрхи философиллӗ пулӑмӗсене — ҫамрӑклӑхпа юрату, этем кӑмӑл сипетлӗхӗпе чун пахалӑхӗ, ӑру ҫыхӑнӑвӗ, пурнӑҫпа вилӗм ҫинчен калакан ыйтусене хускатать.

 

Жизненная правда безгранично богата. В это непонятно- мрачноватое время происходят такие комедии и трагедии, которые неподвластны фантазиям никакого художника. Писатель для своих повестей отобрал именно такие своеобразные сюжеты, предварительно увидев их глазами художника и пропустив через сердце. В этих произведениях автор поднимает вечные философские вопросы человеческого бытия — молодость и любовь, нравственность и честь, связь поколений, жизнь и смерть.

 

5-8426-0237-7

© Ырьят (Дмитриев) А. Г, 2001

© «Симбирская книга», 2001

© Составление, оформление. Редакция газеты «Канаш», 2001

Акăшсем таврăнаççĕ


ББК 83.3 Чув.

Э 84

 

Эсхель А.А. Акăшсем таврăнаççĕ: калавсемпе повеçсем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1983 — 528 с.

«Акăшсем таврăнаççĕ» кĕнекери çынсем — пурте пирĕн вăхăтри ялпа хула ĕçченĕсем. Автор вĕсен кулленхи пурнăçĕпе ĕçне-хĕлне, савăнăçĕпе хуйхи-суйхине, юратăвĕпе курайманлăхне ĕненмелле, уçăмлăн сăнлăса кăтартнă.

 

(c) Чăваш кĕнеке издательстви, 1983 ç.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 ... 12