Суя телей
С(Чув)
А 23
Капкӑн библиотеки №3(28)
Агаков, Л.Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975.
Чӑваш халӑх писателӗ, кулӑш ӑсти Леонид Яковлевич Агаков ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере самай пурӑнать ӗнтӗ.
Халӑх писателӗ пуличчен малтан вӑл Етӗрне районӗнчи Ҫуткассинче ҫуралнӑ (ку событи 65 ҫул ӗлкӗрех пулнӑ), унтан, ытти пур ачасем пекех, утма вӗреннӗ, ултта кайсан парттӑ хушшине ларнӑ, ялти шкул хыҫҫӑн педтехникумра вӗренсе учитель ятне илнӗ, кайран Мускаври театр институчӗн литература факультетӗнче вӗреннӗ, Шупашкара таврӑнсан искусство учрежденийӗсенче ӗҫленӗ, унтан ӑна Совет Ҫарне илнӗ те, вӑл 1939 ҫулта шурӑ финсемпе ҫапӑҫса аманнӑ, Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑ пуҫлансан каллех фронта кайнӑ, стрелковӑй рота командирӗ пулнӑ, дивизи хаҫатӗнче ӗҫленӗ. Нумай курнӑ, нумай тӳснӗ. Ахальтен мар вӑрҫӑ теми унӑн творчествинче тӗп вырӑн йышӑнать.
Фронтран таврӑнсан пурин пекех мирлӗ ӗҫе тытӑннӑ, кӗнеке издательствин аслӑ редакторӗ, чӑваш писателӗсен Союзӗн правлени председателӗ, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ пулнӑ. Ҫав пур ӗҫсене тунӑ хушӑрах, 1930 ҫултан пуҫласа шутласан, 52 кӗнеке ҫырса кӑларнӑ, вӗсенчен саккӑрӑшӗ — кулӑшла калавсемпе фельетонсен кӗнекисем. Ку акӑ тӑххӑрмӗш пулать.
Икӗ орденпа, ҫичӗ медальпе наградӑланӑ Л. Я. Агакова, Хисеп Грамотисем нумай панӑ, 1967 ҫултанпа вӑл — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗ; 1968 ҫултанпа — Чӑваш АССР искусствисен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, 1974 ҫулта ӑна халӑх писателӗн ятне панӑ.
Вулакансем юратаҫҫӗ Леонид Яковлевич ҫырнисене. Ҫавӑнпа хавхаланса, вӑл — ытла ҫамрӑках мар пулин те — ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫлет. Ҫырать. Кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке…
— Эпӗ стройри салтак пекех-ха, — тет вӑл.
Тупмалли
- Михал Михалчăн икĕ пурнăçĕ | Кулăшла калав | 17 818
- Хăрушă тавăру | Кулăшла калав | 20 390
- Чăтаймарĕ, тӳсеймерĕ… | Кулăшла калав | 26 152
- Суя телей | Кулăшла калав | 36 859
- Çуллахи калав | Кулăшла калав | 19 659
- Литературăпа искусство картишĕнче | Анекдот | 3 340
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...