Кĕнекесем


Кунта эсир кĕнекесен списокне куратăр. Вĕсене кĕртнĕ вăхăтпа йĕркеленĕ. Юлашкинчен кĕртнĕ кĕнекесем çулте, каярах кĕртнисем аяларах вырнаçнă.

Кĕнеке ячĕ çине пуснă хыççăн эсир унпа тĕплĕн паллашма пултаратăр: унта хайлавсен списокĕ пулĕ.

Кăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнеке


С (Чув) 2

У89

 

Мария Ухсай. Кăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнеке: Повесть. — Шупашкар: Чăваш АССР государство издательстви. 1956. — 204 с; илл.

Ватă чĕре — çамрăк чун


УДК 894.344

ББК 84 (2 Рос-Чув)

Н62

 

Никитин. Э.Н. Ватă чĕре — çамрăк чун. Пьесăсем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви. 1999. — 240 с; илл.

Кĕнеке чăваш халăх артисчĕ, паллă драматург, эстрада ăсти Ефим Никитин (Кĕлпук Мучи) пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарать. Унăн пьесисемпе кулăшĕсене вулакансемпе куракансем яланах хапăл туса йышăнаççĕ.

 

ISBN 5-7670-1049-8

© Чăваш кĕнеке издательстви, 1999 ç.

Сулпикепе Валĕм хун


Хусанкай П.П. Сулпикепе Валĕм хун: [юмах] / Петĕр Хусанкай. – Шупашкар: Чăваш АССР кĕнеке издательстви, 1963. – 28 с.

 

Сказка о том, как Красавицу Сулбиге насильно выдают замуж за хитрого змея, и о том, как много препятствий ей приходиться преодолеть в борьбе за свое счастье.

Для детей среднего школьного возраста.

Йĕрсем çухалмаççĕ


ББК 84 Чув 7-4

Я 71

 

Ярандай Р.С., Сунтал М.П. Йĕрсем çухалмаççĕ: Повеçсемпе калавсем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1990. — 192 с.

Р. Ярандайăн «Йĕрсем çухалмаççĕ» повеçĕнче район прокуратурин Ю. Назаров следователĕн йывăр та кăткăс ĕçĕ-хĕлĕ çинчен вуласа пĕлме пулать. Следователь тĕрлĕ преступленисен пăтрашуллă ĕçĕсене, тĕплĕн тĕпчесв пĕлсе, тĕрĕс уçса кăтартать.

М. Сунталăн «Алтăр çăлтăр шерпечĕ» повеçĕнчи ĕçсем галактика варринче вырнаçнă инçетри планета çинче пулса иртеççĕ. Çак планета çыннисем пулăшу ыйтнипе çитĕннисемшз пĕрле арçын ача Икар та унта вĕçсе каять. Çĕр çыннисем, вăрăм çула пăхмасăр, аякри планета патне вĕçсе çитеççĕ, ăна хăрушă катастрофăран çăлса хăвараççĕ.

 

ISBN 5-760-0275-4

© Чăваш кĕнеке издательстви, 1990 ç.

Ытла та вăрттăн юрату


УДК 894.344

ББК 84 (2Рос-Чув)

В88

 

Иван Вутлан. Ытла та вăрттăн юрату: Роман. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2002. 222 с.

Произведенире çырса кăтартнă ĕçсем хальхи вăхăтра тĕпрен илсен Чăвашра тата араб çĕршывĕсенче пулса иртеççĕ. Автор вулакансене Раççей салтакĕсемпе офицересен, дипломачĕсемпе тĕрлĕ специалисчĕсен чикĕ леш енчи кăткăс та йывăр пурнăçĕпе паллаштарать.

Сар ачапа сарă хĕр


ББК 84.3-Чув

А24

 

Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарă хĕр: Повесть. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1980. 256 с.

 

«Сар ачапа сарă хĕр» повесть — Хветĕр Агиверĕн прозăпа çырнă тăваттăмĕш кĕнеки. Хăйĕн ытти кĕнекисенчи пекех кунта писатель этем чун-чĕрин ырă енне, унăн çутă ĕмĕт-хавалне ăшшăн сăнарлать. Сакăлта-тумхах урлă талпăннă май пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, лайăха, кирлине çул уçса пыма ырми-канми тăрăшаççĕ повеçри геройсем.

Çавал сарăлсан


ББК 84 Чув

E 60

 

Емельянов А. Çавал сарăлсан: роман. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1966 ç., 294 с.

 

© Чăваш кĕнеке издательстви, 1966 ç.

Кăвак çĕмрен


УДК 894.344

ББК 84 (2 Рос-Чув) — 4

Ю94

Юхма М.Н. Кăвак çĕмрен. Историлле роман. — Шупашкар. «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 стр.

Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши тăван халăхăн вунсаккăрмĕш ĕмĕрти йывăр та асаплă пурнăçĕпе йăли-йĕркине, вырăссемпе тата ытти кӳршĕри халăхсемпе пĕрле ирĕклĕхшĕн паттăррăн кĕрешнине ĕненмелле çырса кăтартать. Романри тĕп герой — маттур чăваш хĕрĕ Укаслу. Вăл вунсаккăрмĕш ĕмĕр варринчи хресчен вăрçи вăхăтĕнче хăй пекех маттур чăвашсенчен çар пухать те пусмăрçăсене хирĕç хастаррăн кĕрешет, Емельян Пугачевăн чи шанчăклă çарпуçĕсенчен пĕри пулса тăрать...

Роман 1971 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче уйрăммăн пичетленсе тухнă. Писатель ăна 1974 çулта çĕнĕрен пăхса тухнă, хушса çĕнетнĕ. Çак юлашки вариант вара 1982 çулта Мускавра «Советский писатель» издательствăра вырăсла пичетленсе тухнă. 1989 çулта ăна тата «Дружба народов» журнал библиотекинче питĕ пысăк тиражпа пичетлесе вулакансем патне çитернĕ. 1996 çулта романа вырăсларан удмуртла куçарса уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларнă. Анчах паян куна çитсе те «Кăвак çĕмрен» романăн хушса çĕнетнĕ, варианчĕ чăвашла пичетленсе тухманччĕ-ха.

 

© «Вучах» библиотеки, 1998

Пулать-çке пурнăçра


Русаков А.Н. Пулать-çке пурнăçра: калавсем, повеçсем. — Шупашкар, 2011.

 

 

Кĕнекене вулавăшра автор ыйтнипе вырнаçтарнă.

Чакăл-ту


Русаков А.Н. Чакăл-ту: сăвăсем. — Шупашкар, 2010.

 

Кĕнекене вулавăшра автор ыйтнипе вырнаçтарнă.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12