Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
I
Пӳлĕмре пăч-тĕттĕм. Çывăракансем хĕрсех хуп турттараççĕ. Ирхи ыйхă питех тутлă çав. Анчах будильник шăнкăртаттарчĕ кăна — йывăç краватьсем чĕриклетрĕç, пĕр енчен тепĕр еннелле çытарсем ыткăнчĕç. Унччен те пулмарĕ, урай хăмине çара ура çатлаттарни илтĕнчĕ. Тахăшĕ каçăхса каясла ахăрса йăлăнчĕ:
— Федя! Федя, тетĕп! Ан кăтăкла! Ан вĕлер! Чуна хăвар, тархасшăн!.. Ха-ха-ха-ха! Хи-хи-хи-хи!..
— Эй!.. Ача купи тума килĕр! — йыхăрчĕ тепри. Малти кĕтесре кĕшĕл-кĕшĕл, кĕптĕр-кĕптĕр турĕç. Йывăç кравать çăтăр-çатăр ишĕлсе анчĕ.
Сасартăках ахăрма чарăнчĕç. Малтанхи сасах юнаса та йĕлпĕрсе кăшкăрчĕ:
— Юрĕ, шереметсем! Ача купи мыскарине кăтартăп сире!
Çуйхашма пуçларĕç:
— Ой-йой-йой, Юман Паттăр! Хыт ан чăмăрта!
— Ванюк, майĕ пултăр!
— Алла хуçатăн!
— Ахă, шереметсем! Аллусене хуçатăп-и?! Мана кăтăкласа антăхтарнă, ача купи айне тунă чухнĕ аванчче-и? Акă ĕнте кăтăк тутине хăвăр тутанса савăнăр!
— Ха-ха-ха-ха!..
— Хи-хи-хи-хи!..
— Ӳлĕмрен çыхланатăр-и?!
— Çук, çук, Юман Паттăр! — Ванюк, каçар!
— Пĕр айăпа турăпа патша та каçарнă теççĕ! Сасартăках электричество ламии çутăлчĕ. Ку ытла та кĕтмен çĕртен пулнипе урайĕнче йăваланакан çамрăксем чемсĕрленчĕç.
Халь çеç пӳлĕме çутатнă прислуга акă мĕн курчĕ: йывăç кравате тĕшĕрсе антарнă, пĕр йĕкĕчĕ тепĕр иккĕшне çĕре тăсса вырттарнă та хăй вĕсем çине утланса ларнă.
Прислуга тӳсеймерĕ, кулса ячĕ:
— Ай, паттăрсем! Ай, намăссăрсем! Икĕ кашкăр пĕр йĕкĕт айĕнчен хăтăлаймаççĕ! Сире çăкăр чыхтарни те кăлăхах. Хуçана паянах калатăп, ан патăр!
— Маруç! — йăлăннăн чĕнчĕ çиелерех выртаканĕ. — Эсĕ унта тухатмăш пек ан палка-ха! Ырă çын пул та пире инкекрен хăтăлма пулăш. Юман Паттăра хирсе пăрах. Вара тĕлĕнмелле тĕлĕк каласа паратăп.
Хĕр-çке-ха, Маруçăн та выляс-кулас килсе кайрĕ. Ванюка вăл мăйĕнчен çатăрлан пек çакăнчĕ.
Айра выртаканнисем тепĕр хут тапаланма пуçларĕç. Ахăрни, çуйхашни вăйланчĕ.
— Ахă, шеремет! Эсĕ вĕсен майлă-çке, — терĕ те Ванюк, аллине каялла ярса, прислугăна пилĕкĕнчен тытре, хăй умнелле туртса илчĕ.
Прислуга, хăвачĕ пĕтнĕн, Ванюк арки çине лĕпсĕрр ӳкрĕ. Кĕпи туртăннипе икĕ кăкăрĕ шĕ панулми пек хăпарнă. Вăйă-кулă сăлтавĕпе чунтăвасса кĕтет-и, тен. Кун пек чухне никам асăрхаса юлаймĕ, никам кулаймĕ.
Хĕрупраç пирки халиччен шухăшласах кайман каччă Маруçа алхасса кăтăклама пикенчĕ. Алли ăнсăртран хĕр кăкăрне леке-леке илсен, лешĕ тата ассарах ахăрчĕ:
— Ха-ха-ха-ха! Хи-хи-хи-хи!.. Чуна хăварсам, тархасшăн. Туйра ташлассине ан пĕтер!
— Ăхă, чуна хăвармалла эппин? Туйра ташласси пĕтет-и? Кала, ӳлĕмрен вĕсен хутне кĕрсе, ман çума çып-çăнмастăн-и?
— Çук, çук, Юман Паттăр!
— Тупа ту!
— Турăшăн та! — выртнă çĕртех кула-кула сăхсăхрĕ прислуга.
— Юрĕ, шеремет, пĕррелĕхе каçарăп! Анчах, самаху çине тăмасан, хăвна ху ӳпкеле. Вара пачах туй тăваймăн!
Прислуга Ванюка çурăмĕнчен чышса хăварчĕ.
— Ахă, сăмах çине тăни çавă-и сан?
— Ак çакă! — чăмăрĕпе юнарĕ хĕр. Хăйне, алăк патĕнче тăраканскере, йĕкĕт текех тытаяс çуккине шанать вăл.
— Ав мĕнле иккен, шеремет... Юрать... Урăх ман алла ан çаклан! — шӳтлерĕ те Ванюк айĕнче выртакан юлташĕсене чĕнчĕ: — Ну, паттăрсем, сирĕнпе мĕн тумалла?
— Паллах, ирĕк памалла!
— Пĕр айăпа турăпа патша та каçарнă терĕмĕр-иç!
— Пĕр айăп çеç пулсан çаплаччĕ те, эсир ку айăпа кашни ирех кĕретĕр.
— Мĕн кутăнланнипе çитет сана. Тĕлĕнмелле тĕлĕк каласа парас вăй-хăвата ан пĕтер!
— Çук, Федя... Хальхинче тĕлĕк халапĕпех хăтăлаймăр. Кравате юсама лекетех.
— Килĕшетпĕр!
— Юсатпăр!
— Тупа тăвăр. Унсăрăн ĕненместĕп.
— Хĕвел пур, турă пур...
— Астăвăр, сăмахăра тытмасан, тепринче кăтăкласă вĕлеретĕп!
Çапла шӳтлесе-туса йĕкĕтсем урайĕнчен тăчĕç, Ванюк краватьне юсарĕç.
— Маруç, ку шереметсене çăкăр çитерни кăлăхах тесе тивĕçсĕр хурларăн эсĕ. Пăх-ха, мĕн турĕç! Куç хупса :иличчен кравате вырнаçтарчĕç. Ентĕ тĕлĕнмелле тĕлеке итлемелли кăна юлчĕ.
Федя сасартăках пит-куçне иккĕленнĕ, пăшăрханнă чухнехи пек тукаларĕ:
— Тĕлĕке каласа парасси нимех те мар. Çак çеç кăштах шухăшлаттарать. Мĕне пĕлтерессине хамăр тĕллĕн чухлайăпăр-ши? Юмăç карчăка чĕнсе чăрманмалла пулмĕ-ши?
— Уншăн ан пăшăрхан, Федя! Тĕлĕке чухлаканни кун тах пур. Ав! — прислуга çине тĕллесе кăтартрĕ Ванюк.
— Сӳпĕлти темерĕн! — кӳреннĕн ехлетрĕ хĕр.
— Апла пулсан, хăлха пуррисем, итлĕр! Ирхине, ыйхăран вăраниччен кăшт çеç маларах, шăп Маруç килсе кĕнĕ вăхатра тĕлленнĕ... Сашăпа иксĕмĕр магазина кайма тухрăмăр пек. Пăхатпăр — Ванюк Маруçа пĕр кĕтесе хупăрланă та антăхсах чуптăвать.
Çамрăксем кулса ячĕç. Вĕсем прислугăна Саша чунтан юратнине тахçанах сиснĕ.
Тимĕре хĕрнĕ чухне шаккамалла тенĕ пек, ванюк Федьăна малалла юптарма хистерĕ:
— Тĕлĕкĕ чăнах та тĕлĕнмелле! Тата çакна астумастăн-и: эпир Маруçпа чуптунине курсан, Саша мĕн хăтланчĕ?
Федя хуйха ӳкнĕ çын пек сассине улăштарчĕ:
— Калама та аван мар, тантăшсем. Юлташа намăса кĕртесрен хăратăп.
— Кала, кала! Трамвай айне выртмĕ-ха!
— Апла тесен, хăлха пуррисем, итлĕр! Саша пĕчĕк ача пек макăрма тапратрĕ. Чарса чарăнмасть. Ху та тӳсейместĕнччĕ. Качча илме шутланă хĕре урахи чуптунине курсан, турех Атăла сикĕттĕн! Саша питне йӳçĕ куççульпе çунипех ирттерсе ячĕ. Ăна шелленĕрен чун ыратнипе ыйхăран вăхăтсăр вăрантăм. — Кулăша татах вĕçтересшĕн Федя сăмахне çапла вĕçлерĕ: — Сире ахăрма аван. Иçмасса, тĕлĕк мĕне пĕлтерессине уçса парасчĕ. Ырлăха-ши е хурлăха-ши?
Ванюкпа Маруç чăннипех чуптунăн туйăнчĕ Сашăна. Чĕрине кĕрĕç хĕскĕчĕ ыраттарчĕ. Вăл çатракаланма та хатĕрччĕ, юлташĕсем пушшех тăрăхласран шӳтлеме тĕвтурĕ.
— Федя, сан тĕлĕкне эпĕ чухларăм!
— Чăнах-и? Ăнлантарса пар хăвăртрах! Ав, Маруçпа Юман Паттăр та тăна хурасшăн çунаççĕ!
— Ванюк, иçмасса, тĕлĕкре хĕре чуптунă. Санран ку та пулаймĕ. Мĕншĕн тесен эсĕ çӳрме!
Çамрăксем тата шавлăрах кулчĕç.
Йĕкĕтсен йĕпĕслĕ халапĕсем вăтантарас е пăшăрхантарас вырăнне хĕрĕн хаваслă туйăмне пушшех хускатрĕç. Федьăна тĕлĕкре курăнни пурнăçра килсен, унран телейли те çукчĕ. Ванюк çинчен шухăшланипе пĕр çаврăм ыйхă тумасăр пайтах çĕр каçнă вăл. Ыттисем унпа туслашма тăрăшаççĕ, улахрах çĕрте вылякалаççĕ те. Ванюк çеç çаврăнса пăхмасть. Паçăр та йĕкĕтсен хутне кĕрсе мар, чунĕ хистенине тӳсеймен енне мăйĕнчен çакăнчĕ, савасса кĕтрĕ. Анчах Ванюк ăна вут пуленки пек кăна тыткаларĕ. Пĕччен пулсан, прислуга куçĕнчен куççуль шĕпĕртетсе анĕччĕ, халь тутине çыртса ирттерчĕ.
Ванюк çамрăк хĕре тата ытларах тарăхтарас тенĕ пек йĕрлешкелерĕ:
— Федя, шереметех çав эсĕ! Хамăр хушăра кирек мĕн сӳпĕлтетсен те килĕщӳллĕ, Кунта хĕрача пур. Куçĕнчен халь-халь çăл шывĕ тапса анасран хăрушă, Ахăртнех, иксĕмĕре пĕрле çыхса тăрăхланăшăн хуйха ӳкнĕ ĕнтĕ вăл!
Прислуга аранах хăйне хăй алла илчĕ. Ванюк ун çине пăхма мар, мăшкăлласа кулать.
— Пуш параппан çапнипе çитет! Кăмакасене хутма вут кирлĕ. Çурса, йăтса пама камăн юлмалла паян? — терĕ Маруç.
Прислуга хăтăрсарах калаçнине йĕкĕтсем йӳпсемерĕç, çав-çавах ахăрчĕç:
— Камăн черетне хăвах тавçăрмалла!
— Е тĕлĕк ахальтен тетĕн-и? Саша чут çеç Юман Паттăрăн çӳçне тăпăлтармарĕ те!
— Эсир татах çăварусене хупламастăр-и?! — ĕнтĕ çилленсех ехлетрĕ прислуга. Кĕтесри шăпăра илсе, тумланма ĕлкĕрнĕ-ĕлкермен йĕкĕтсене çапа-çапа хăваларĕ.
— Маруç, асту вара, шăпăрпа ан лектер!
— Сан туйна пыраймастпăр!
Кил хушшинче лаша кӳлĕнсе тăнине асăрхасан шавлама чарăйчĕç. Кам пĕлет, хуçи те кунтах-и, тен? Ним йĕркесĕр айкашни аван мар.
Вут хатĕрлемелли черет чăн та Ванюкăн пирки Федя унпа шӳтлесе сывпуллашрĕ:
— Эсĕ асту, Маруçпа текех ан выля ĕнтĕ. Саша çакăнсан мĕн тăвăпăр?
Чĕлхӳ çине çăпанччĕ санне! — ӳпкевлĕн тĕксе хучĕ те Саша хапха еннелле утрĕ.
Кĕçех пӳртрен хуçипе арăмĕ тухрĕç те хыçлă çуна çине ларчĕç. Ванюк вĕсене хапха уçса кăларса ячĕ. Вара вутă çурма пикенчĕ.
Пилĕк кăмака хутмалăх вутта Ванюк часах çурчĕ, Малтан кухня валли йăтса кĕчĕ. Хăйсем пурăнакан пӳлĕмĕ валли йăтнă чухне прислуга та хăпарчĕ. Йĕкĕт пӳлĕмрен каялла тухма тăрсан, вăл ун çулне пӳлчĕ.
— Эсĕ мана ма кăларасшăн мар?
— Чунсăр эсĕ!
— Чунлă пулса мĕн тумаллаччĕ, тет? — тӳртен патлаттарчĕ Ванюк.
Маруç сасартăках куçне пытарчĕ. Чăнах, мĕн пирки чарчĕ ăна? Савтарасшăн-и? Сипетне çухатман, хăйне хăй хаклакан хĕр кунашкал айкашмасть ĕнтĕ. Иçмасса, йĕкĕчĕ ăшшăн пăхсан тепĕр сывлăшчĕ. Вăл кулать кăна.
Ан тив, Ванюк ку тарана çитсе юрату туйăмйе пелмен, хĕрарăмпа е хĕрпе аташман та, прислугăн кăмăлне тавçăрчĕ. Анчах савăнас вырăнне кичемленчĕ. Çитес кĕркунне вунсаккăр тултарать вăл. Хăйсен ялĕнче, прихутра та хĕрсем тем чухлех. Пасарта, чиркӳре, улăх-йăлăм таврашĕнче пайтах пĕрле пулнă. Кам пĕлет, вĕсен хушшинче Ванюка кăмăллакан та пур-и, тен, палăртнине кăна курман. Ку хĕр ятарласах хăй çине çаврăнтарса пăхтарасшăн. Тата пĕрле ĕçлекей юлташĕшĕн те эрленчĕ. Саша килĕштернине хĕр ним вырăнне те хумасть. Ванюк тăна кĕртме шутларĕ.
— Маруç, — хăйне хăй аслăрах та пурнăç кукрашкисене ытларах чухланă пек тыткалама тăрăшçа чĕнчĕ вăл. — Йăнăш ăнланнипе нӳремсĕр, сана кӳрентермелле сăмах персе ярăп-и, тен. Çилленсен те, хамăн ăшра пуррине пытараймастăп. Хĕрпе паллашас шухăш пулсан, ахăртнех, сан хыççăн чупăттăм. Эсĕ пур енчен те маттур. Хĕрупраç тĕлне пĕлменни хуплать. Ку эпĕ айваннинчен килет ĕнтĕ. Тата çакна тăнласчĕ эсĕ: Саша сана чунтан-вартан юратать. Вăл пур енчен те ырламалли каччă. Унран лайăххи тупаймăн. Кайран мана тав тăвасса шанатăп. Вăт çапла, шеремет. Мана çул пар, эпĕ иртсе каям-ха...
Юрату мĕнне чухлайман çынна тем калама та çăмăл, Юратаканнине çеç кунашкал сăмахсене илтме йывăр. Прислуга алăк патĕнчен пуçран çапсă анăратнă пекех пăрăнса утрĕ. Ванюк тухса кайсанах, çывăхри кравать çине ӳкре. Куççулĕ шĕпĕртетсе анчĕ. «Мĕншĕн çав териех тиркерĕ-ши вăл?»
II
Февраль уйăхĕ вĕçне çитнĕ те, çаплах сивĕ-ха. Çур енне сулăннă çанталăк, ахăртнех, хĕллехинчен ирттересшĕн теиĕн. Ванюк çĕлĕкне пусарса лартрĕ, Анчах нумай та кайманччĕ, пĕр ушкăн салтак юрласа килнине курчĕ.
Соловей, соловей — пташечка,
Канарейка жалобно поет.
Раз, два, горе не беда.
Канарейка жалобно поет.
Сылтăм енче офицер команда парса пырать:
— Ать, два! Левый! Левый? Ать, два!
Ванюк ку салтаксемпе кашни кун пекех тĕл пулать те пурпĕр чарăнса тăрсах ăсатать. Вĕсем стройпа çӳрени килĕшет ăна. Тепĕр чухне хăйĕн те юнашар утас кăмăлĕ пуррине туять. Çавăнтах шеллет те вĕсене. Ванюк пуçĕнче çĕлĕк, салтаксем кăсăруксăр карттуссемпе. Тăм илесрен хăлхисене сăтăркалама та офицертан хăраççĕ.
Салтаксем хушшинче хĕрĕх çултан кĕçĕнни пĕри те çук пуль. Карттуссĕсем çумне кокарда вырăнне хĕрес çыпăçтарнă. Ку ĕнтĕ ополченец тенине пĕлтерет. Вĕсем çемйипе шăкăлтатса кăна пурăималлаччĕ. Çитменнине тата, çуркунне çывхарать. Килте мĕн тĕрлĕ ĕç çук-шн? Урапа, сухапуç таврашне Юсаса хатерлемелле, варлăх тупма тăрăшмалла. Икĕ çул çурă ытла пыракан ылханлă вăрçă килĕсенчен хăваласа кăларнă та, хăйсене, çемйисене асаплантараççĕ. Вăрçă текех чарăнмасан таçти кĕтесе хăваласа кайĕç, çĕр айне пытарĕç.
Салтаксем курăнми, юрлани те илтĕнми пулсан, Ванюк вĕсем çинчен манчĕ. Пурнăçĕнче ытлашши хумханмалли, пăшăрханмалли çук-ха унăн. Вăл прислугăна аса илчĕ. Маруç хăйне килĕштерни рехетлентерет ăна. Хĕрĕ те хурламаллиех мар, сăн-сăпачĕ йĕкĕтсене килĕшмелле. Ĕçчен те тирпейлĕ пирки хуçасене юраса пурăнать. Анчах хĕре Саша юратни, лешĕ çавна пĕлсех Ванюк çумне çыпçăнни каллех кичемлентерчĕ ăна. Юлташĕ пек, пĕр-пĕр хĕре юратса пăрахăн та, унăн савакан каччи урăххи пулĕ. Акă ăçта намăса кĕрĕн.
Урам тăваткалĕнче городовой тăни Ванюкăн шухăшне ирĕксĕрех самана çине куçарчĕ. Раççейри лару-тăру хы парĕсене тĕплĕнех пĕлмесен те, улшăнусем пуррине асăр ханă. Ку çак городовой хăтланăшĕнчен те аван палăрать Ванюк Хусана килсенех, вăл аллисене каялла тытса, ури сене çирĕппĕн пусса уткалатчĕ, куçĕнчен вут-хĕм сирпĕнетчĕ. Çынсем пуç тайнине хирĕç те тӳртĕн кăна пăхса ирттеретчĕ. Юлашки вăхăтра унăн утăмĕсем тарма хатĕрлен нĕ чухнехи пек хăвăртланнă, куçĕсем пытарăннă. Виçĕмкун тата Ванюк трамвайпа Слободана кайма тухнăччĕ. Хула çыннисем хушшинче городовойпа офицер ларатчĕç, Пĕр чарăнура виçĕ салтак хаваслăн калаçкаласа, кулкаласа кĕчĕ. Кăкăрĕсем çине хăшĕ хĕрес, хăшĕ медальсем çакнинчен, шинелĕсем лутăрканнинчен вĕсем фронтран таврăннине кирек кам та тавçăрмалла. Елĕкрех пулсан, офицер ӳсĕр салтаксене антарса хăварĕччĕ те, вĕсем хăш чаçренне пĕлсе хуптарса лартĕччĕ. Халь салтаксем хăйсем:
— Ваше благородие! — хисеплесе мар, йĕрлешкелесе чĕнчĕç. —Курмастăр-и, вырăссен мухтавлă, никам çĕнтерейми салтакĕсем тăраççĕ. Хăвăртрах вырăн парăр!
Офицер тивĕççĕн ăнлантарма, юлашкинчен хăйсем камне астутарса парăнтарма тăрăшрĕ.
Лешсем йӳпсемерĕç:
— Тылра пирĕн тире сӳнипе çитет, ваше благородие! Хăвăр ирĕкпе каймасан кăларса ывăтатпăр! — терĕç те чышкисене чăмăртарĕç.
Хула çыннисем салтаксен майлине сиссен, офицер анса юлчĕ.
Пĕр салтакĕ офицер вырăнне йышăнма ĕлкĕрейнĕччĕ, хăйсенчен инçех мар городовой пуррине асăрхарĕç те ăна çыхланчĕç.
— А-а... Фараон та кунта-çке! Мĕнле пурăнатăн?! Миçе çын юнне сăхрăн? Миçе çын куççульне тăкрăн?
Городовой тем каласшăнччĕ, салтаксем пӳлчĕç. Чарăнура тĕке-тĕкех трамвай çинчен антарса хăварчĕç.
Хула çыннисем те городовоя кула-кулах ăсатрĕç. Вĕсемпе пĕрле Ванюк та савăнчĕ.
Вăл Рыбнорядски площаде çитрĕ, çурт-йĕрсене, магазинсене сăнакаласа утрĕ. Ав, Проломнăй урамăн сулахай енче чаплă ресторан. Тепĕр енче улма-çырла сутакан магазин. Ванюк яланхи пекех ун ăшĕнчен тапса тухнă тутлă шăрша çăтрĕ те, çăварĕ шывланчĕ. Улма, лимон чӳречеренех курăнса куçа çиеççĕ. Укçа пулсан, халь тутансă пăхĕччĕ. Анчах кесъе тĕпне хыпашлакаларĕ те пĕр пус та тупайман пирки иртсе кайма васкарĕ.
Рыбнорядски урамĕ пĕтнĕ çĕрте, Старо-Горшечнăя хăпаракан кĕтесре, Ванюк ĕçлекен икĕ хутлă магазин ларать. Малти пӳлĕмĕнче хаклă йышши пулăсем — балык, лососина, семга, кета, тĕтĕмленĕ осетрпа севрюга, терлĕ консервăсемпе вăлча вырнаçтарнă. Çакăнтах касса тата кантур. Тепĕр пӳлĕмĕнче Атăлпа Каспире тытнă тĕрлĕ пулă шаршанланса выртать.
Магазинта никам та çук. Куншăн тĕлĕнмелле мар ĕнтĕ. Ир-ха, пулă илекенсем çитеймен. Кантурта хуçипе арăмĕ, кассир тата приказчик ăшăнса лараççĕ. Ванюк иккĕмĕш хута чупса хăпарчĕ. Сылтăм енчи пĕчĕк пӳлĕмре ăна юлташĕсем хаваслăн шӳтлекелесе кĕтсе илчĕç:
— Эсĕ мĕн лӳпперленсе çӳретĕн? Е чей сивĕнмест терĕн-им?
— Саша, ытла тăмсай ача эсĕ! Унăн чей ĕçес шухăш-и паян? Вăл Маруçа ытарайман пирки пĕр тумлам шыв сыпмасан та виçĕ эрне тӳсет. Эпĕ тĕлĕкре курни ахальтен мар.
Ванюк Маруçпа иккĕшĕн хушшинче мĕн пулса иртнине каласшăнччĕ. Анчах хĕртен кулни, тус-йышне кĕвĕçтерсе кăмăлне пăсни киревсĕррине аса илнипе, Федьăн шӳтне йӳпсемесĕр кăсăкланчĕ:
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...