Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Мĕн хушнине тума хатĕр... чуна çеç хăварăр! — килĕшрĕ Михха.
— Юрĕ. Урайĕнчен тăр та пукан çине лар! — хушрĕ Богданов. Михха вырăнтан хускалма ĕлкĕриччен, икĕ крючник ăна пиншак çухавинчен тытса çĕклерĕç те пукан çине лартрĕç. — Эсир куç илмесĕр сăнаса тăрăр. Вăл çырма пăрахсан е кăшкăрма шутласан, çавăнтах карланкине касса татăр! — Унтан Богданов Михха умне хутпа чернил, ручка хурса пачĕ. — Ĕнтĕ çырăр!
Михха чĕтрекен аллипе ручка тытрĕ.
— Çырăр! — хаяр сасăпа хушрĕ Богданов. — Пин те тăхăрçĕрмĕш çулхи июнĕн çирĕм иккĕмĕш кунĕ... Эпĕ, аяларах алă пусакан хуçа, Михаил Петрович Янашов, Хусан кĕпĕрнинчи Шупашкар уездĕнче, Атăлкасси вулăсне кĕрекен Энĕшкасси ялĕнче çуралнăскер, çав ялтах çуралнă Николай Степанович Степанов ятлă хресчене... — Михха çырма чарăнса пуçне çĕклерĕ. — Çыр! — кăшкăрса пăрахрĕ Богданов.
— Ыррр!.. — çĕççисене ялкăштарчĕç крючниксем.
Михха каллех хут çине пăхрĕ. Богданов мĕн çырмаллине малалла каларĕ.
...Николай Степанович Степанов ятлă хресчене çак хута туса паратăп: пин те сакăрçĕр тăхăрвун тăххăрмĕш çулхи декабрь уйăхен малтанхи кунĕнче, çӳлте асăннă хресчене тавăрас шутпа, хам мунчана хамах вут тивертрĕм...
Михха çырма чарăнчĕ. Хăйне мĕн таран ухмаха тăратса хăварнине сисе пуçларĕ. Хирĕçме шут тытрĕ. Анчах çăварне уçма ĕлкĕриччен Костя ăна аякĕнчен чăмăрĕпе тăрăнтарчĕ, Емелька сиксе пырса утланса ларчĕ.
— Çыратăн-и, путсĕр этем! Е халь пыршуна кума пуçлатăп!
Миххан чунĕ каллех ура тупанне чупрĕ.
— Крючниксем ăна каллех пиншак çухавинчен йăтса пукан çине лартрĕç. Богданов мĕн çырмаллине малалла каларĕ:
— Хам мунчана хамах вут тивертрĕм те çӳлте асăннă Николай Степанович Степанов хресчен çине йăвантартăм. Çакăнта çырнисем тĕрĕс тесе, чĕрчĕлĕхсем умĕнче алă пусса çирĕплететĕп.
Богданов вуласа тухрĕ те, хăй мĕн хушнине тĕрĕс çырнине ĕненсен, яланхи сасси çине куçрĕ:
— Вăт пулчĕ те... Ĕнтĕ сире чĕрех хăварма та пултаратпăр.
Çак вăхăтра пӳлĕме Çтаппан кĕчĕ.
— Степа, ку хут çинче господин Янашов хăн мунчине хăй вут тивертни çинчен çирĕплетрĕ, — терĕ те Богданов хут татăкне Çтаппана тыттарчĕ.
Çтаппан Миххана тин çеç асăрханă пек пулса:
— Эккей, Михаил Петрович та кунтах-çке? — терĕ. Михха чĕнмерĕ. Сехре хăпни çав-çавах сирĕлмерĕ пулсан та, Çтаппан унран мăшкăлланине ăнлансан, хурав-лама сăмах тупаймарĕ.
Çтаппан кăштах тăхтанă хыççăн малалла каларĕ:
— Çакна астутарасшăн эп сана: тата хăрушрах инкек курас мар тесен, киле таврăнсанах Микулана айăпласа хускатнă ĕçе пĕтерме тăрăш. Вара эпир те çырса панă хут çинчен манăпăр. Çакăнпа пĕрлех, киревсĕр ĕçӳсем пирки çунса кайнă икĕ çемьене кил-çурт туса пар. Ман çемьене, хуçалăха пырса тĕкĕнме ан хăйнă пултăр. Вара пĕтнĕ пуçу çав пулĕ.
— Çапла, господин Янашов, Степа çемйи çумне çыхланнине илтсен, нимĕр тăватпăр! — юнаса илчĕç крючниксем.
— Ăнлантăм... — аран-аран хуравларĕ Михха.
— Ăнланни паха, господин Янашов. Хăвшăн усăллă пулĕ. Чăрмантарнăшăн каçару ыйтатпăр. Сывă пулăр... — йĕрлешкелесе кулнине пытармасăр каларĕ Богданов.
Михха хăйне хăй те лайăхах ăнланаймасăр тухса кайрĕ. Вăл ларнă вырăнта йĕпе юлнине курсан, крючниксем ахăрса кулчĕç.
— Вăт Янашов! Вăт сехмет! Вăрă-хурахсене виличчен те манмĕ.
VIII
Михха киле çитсе çывăрма выртсан, ун чĕрине çĕнĕ çуйлăхпа салху ярса илчĕ. «Е Хĕлип укçана илсе çухалсан? Çавăн чухлĕ укçана, çитменнине, вăрланăскере, кам ухмахĕ тавăрса парĕ? Çĕр çирĕм пилĕк пин тенкĕ...» Михха пĕрре вĕриленсе, тепре сивĕленсе выртрĕ.
Сасартăк сăнчăрти йыттисем вĕрсе ячĕç. Михха сывлама чарăнсах итлерĕ. Хапхана шаккарĕç. Михха урăх тӳссе выртаймарĕ. Вырăн çинчен сиксе тăрса чӳречерен пăхрĕ. Хапха патне Трифун пычĕ, урам енчи çынпа тем калаçса илнĕ хыççăн пулмалла, пĕчĕк хапхине уçрĕ. Картишне чăматан йăтнă çын кĕчĕ.
«Çавă ку!» палларĕ Михха. Тус-йышне кĕтсе илме кайри пӳрте васкарĕ.
Вăхăт нумай иртмерĕ, Хĕлип кĕрсе тăчĕ.
— Ну, мĕнле? — ыйтрĕ Михха.
— Чиперех... — чăматтанне хуçи умне лартрĕ Хĕлип. Çакăн чухлĕ укçана вăрă хăй ирĕккĕнех килсе парасса Миххан халь те ĕненес килмерĕ.
— Пĕтĕмпех-и кунта? — иккĕленсе ыйтрĕ.
— Ăçта кайтăр вăл... — хуçи шансах кайманнине сиссе, кӳренерех хуравларĕ Хĕлип.
Михха хăйне тус-йышĕ улталамасса ĕненчĕ. Ĕнер çеç-ха вăл çĕр пин тенкĕ кăларса пăрахма шутланăччĕ. Паян çĕр çирĕм пилĕк пин тенкĕ килсе кĕчĕ. Михха чăматанне уçса Хĕлип умне лартрĕ те:
—Хаклă тус-йышăм! Мĕн чухлĕ кирлĕ, ил!—терĕ.
— Кирлĕ мар, укçапа мĕн тăвас ман? — ниме тăман япала çинчен калаçнă пек хуравларĕ Хĕлип.
Михха йăванса каяс пек тĕлĕнчĕ. Панă укçана йышăнмалла мар йăлана ăнланмарĕ вăл.
— Мĕн кирлĕ мар? Мĕнле мĕн тăвас укçапа?
— Çаплах... Авланма шутламастăп-ха... Туй тума укçа кирлĕ мар. Ытах кирлĕ тесен, кирек хăçан та тупма пултаратăп.
Михха пуçне пархатарлă шухăш пырса кĕчĕ. Хĕлипрен ытларах парăннă çын ниçта та тупаймăн. Ана шанмасан, кама шанмалла? Ăна чи çывăх пулăшаканĕ тумасан, кама тумалла? Хĕлипе ирĕк парсан хăюлăхпа пултарулăхĕ çителĕклине Михха аван пĕлет. Вăл аллине Хĕлип хулпуççийĕ çине хучĕ.
«Тус-йышăм... Эсĕ чăннипех те укçаран хаклă тăратăн. Сана сарай тӳпинче пурăннипе çитĕ. Паянтан эсĕ ман ал çитмен çĕрте пулăшаканăм пулăн! —Хĕлип хуçи çине ăнланмасăр пăхрĕ. — Ан пăшăрхан, пултаратăн. Халь атя, малти пӳрте кĕрер те ĕç ăнăçлă иртнĕ ячĕпе кăштах сыпар...
IX
Тепĕр ирхине Михха ыйхăран вăрансан, нимрен те намăсланса ӳкĕнмерĕ пулсан та, чунне темĕн аван мар туйăм кăшланине сисрĕ. Вăл, ахăртнех, ресторанра пулса иртнĕ ĕçсем çинчен аса илчĕ. Анчах Çтаппан аллине çакланса мăшкăл курнăшăн мар, йăрăсене такам ял çине сарнăшăн пăлханчĕ. Ун çинчен Анук та ахальтен çеç каламан иккен. Кавар тунине пĕлекенсем ытла та сахаллăн та шанчăклă çынсем çеçчĕ-çке. Вĕсенчен хăшĕ сутнă-ши? Михха, пуçне тем чул ватсан та, тавçăрса илеймерĕ. Вара хăйне хăй йăпатма тăрăшрĕ: «Çук, никам та сутман мана. Ку Çтаппан ăнсăртран шутласа кăларнă сăмах çеç. Анчах малалла мĕн тăвас-ха?» Хăй алă пусса панă хута пĕтерме май килессе шанать вăл. Уретнике çеç каласа памалла. Тепĕр тесен, Çтаппанне пуçĕпех пĕтерсен те аванччĕ, урăх ун çулне пӳлсе ан тăтăр. Çак самантра Михха куçĕ умне çĕççисемпе хăмсаракан икĕ вăрă-хурах тухса тăчĕç, хăлхинче вĕсем хаяррăн астутарни янăраса кайрĕ: «Пыршу-пакартуна кумăпăр!» Михха чĕтрешсе илчĕ. Вĕсем юнанине тумĕç тесе кам шантарма пултарĕ? Çтаппан сĕннипе килĕшсен авантарах мар-ши? Ан тив, пурантар хăй пĕлнĕ пек. Çимĕк кунĕ намăса кĕртнĕшен май таранах тавăрна ĕнтĕ. Çитменнине, текех Çтаппансемпе çыхланмасан та чăрмавлă ĕçсем пайтах. Çакнашкал каллĕ-маллĕ шухăшлакаланă хыççăн Михха йăлтах лăпланса çитрĕ те çунса кайнă кӳршисене паянах пулăшма шут тытрĕ. Тепĕр чухне хăвна ху çын умĕнче ырă кăмăллă пек кăтартни те ытлашши пулмĕ. Вăл, кĕсйине икçĕр тенкĕ чиксе, хĕрачине алла тытрĕ.
— Эпĕ Клавьепе кăштах уçăлкаласа çӳресшĕн-ха. Ашшĕ ачине йăтса урама тухнăшăн амăшĕн савăнмалла çеçчĕ ĕнтĕ. Халиччен кунашкал хăтланни пулман. Лукарье савăнас вырăнне хăраса ӳкрĕ. Хĕрачи ашшĕпе пĕр евĕр маррине Энĕшкассисем асăрхаса тĕрлĕ халап хус-катма пултарасса аса илчĕ.
— Кирлĕ мар... Мĕн йăтса çӳремелли пур ăна. Вăл сана чăрмантарать çеç. — Лукарье хĕрачине хăй аллине илесшĕн пулчĕ. Лешĕ ашшĕн кăкăрĕ çумнелле тĕршĕнчĕ.
Иртнĕ хĕлле çунса кайнă кӳршисем Миххана çĕр пӳртре тĕлĕнсе кĕтсе илчĕç.
— Пĕлетĕп, пӳрт лартма йывăр сире. Пулăшас шутпа килтĕм, — терĕ те Михха вĕсене çĕршер тенкĕ кăларса пачĕ. — Ку укçана каялла тавăрса памалла пулать тесе ан пăшăрханăр. Кивçен мар, пуçĕпех паратăп. Уншăн турра тав тăвăр. Вăл мана ырă ĕç тума ăс пачĕ.
Çапла ĕнтĕ, Çтаппан хушнинчен пĕрне тусан, Михха урам тăрăх утрĕ. Энĕшкасси çыннисемшĕн ку, чăн та, уяр кун аслати авăтнă пекех туйăнчĕ. Вĕсем Михха урама урхамах утланса тухнине çеç курма хăнăхнă. Таптатасран кам ăçта ĕлкĕрнĕ пытанма тăрăшаканччĕ. Халь вăл, чипер çын пекех, пĕчĕк ачине йăтса пырать.
Михха килне хавас кăмăлпа таврăнчĕ. Кăнтăрла тĕлнелле Атăлкассине тухса кайрĕ.
Юхин паян ирех кил хушшинче мĕн пуррине, аслă пахчине пăхса çаврăнчĕ. Тĕл пулакансене хăй текех тарçă маррине, имени хуçи пулса тăнине пĕлтерчĕ. Унăн именипе мĕнле усă курмалли çинчен шутласа хунă план та хатĕр. Ку план тăрăх, имени хуçалăхне аталантарас çĕре Миххан пĕрре те хутшăнмалла мар. Мĕншĕн тесен вăл суту-илӳ ĕçĕпе çыхăннă кунашкал пысăк хуçалăха тыткалама унăн нимле ăсталăх та çук. Пуласлăхра Юхин, Миххана чавса тăршшĕ лартса, именине пĕтĕмпех хăй аллине çавăрса илессе те шанать.
Анчах Михха килнĕ-килменех аслă çурта кĕрсе кайни Юхина питех тĕлĕнтерчĕ. Вăл Михха килсенех хăй патне кĕрсе хисеп тăвасса кĕтнеччĕ, лешĕ ун куçне те курăнмарĕ. Самай вăхăт кĕтнĕ хыççăн тӳсеймерĕ, Миххана шырама тухса кайрĕ. Ăна кабинетра тупсан, ӳпкелешсе илчĕ:
— Михаил Петрович, ман пата ма кĕмерĕн?
— Кĕрсе тăма вăхăт çук. Çав тери васкатăп. Санран хăвăртрах имение йышăнмалла та ман Атăл çине каймалла. Унта хĕрӳ ĕç пырать. Эсĕ хут кĕнекисене илсе кил-ха, тĕрĕслесе пăхам.
Михха сăмахĕсем Юхин кăмăлне пăсрĕç.
— Михаил Петрович, эсĕ мана тарçă вырăнне хурса, хăвна пĕртен-пĕр хуçа шутланă пекех калаçатăн?
— Эсĕ мĕнле пулĕ тенĕ? — сиввĕн тавăрса хучĕ Михха.— Тĕрĕссипе, эсĕ малашне именире ĕçлеме пултарассипе пултараймасси çинчен ыйту тăрать. Ку вара йăлтах хăвна ху тыткалама пĕлнинчен килĕ.
Юхиншăн ку ытларах та пулчĕ. Вăл вĕриленсе кайрĕ:
— Акă, мĕн, Михаил Петрович... эпĕ кунта сирĕнпе пĕр танах хуçа!
— Эсĕ манпа пĕр тан хуçа-и? Кам каларĕ ăна сана? Мĕнле хут çине çырса хунă ун пек?!
Çавăнтах Юхин барон именине илнĕ хута Михха ячĕпе çеç тунине аса илчĕ те ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса кайрĕ. Анчах хăйĕн тивĕçлĕхне ӳкересшĕн пулмарĕ.
— Эпĕ сирĕнпе пĕр тан хуçине имение илнĕ çĕре çирĕм пилĕк пин тенкĕ пани пĕлтерет!
Михха тилĕрсе кайрĕ:
— Мĕнле çирĕм пилĕк пин çинчен калаçатăн эсĕ?!.
* * *
Çĕр çине пуçламăш хут мамăк пек çемçе юр ӳкнĕ. Аслă çул çинче Мускавалла тапранса кайма хатĕр поезд тăрать. Пĕр вагонĕ умĕнче Кузнецовпа çĕнĕ юлташ — наборщик тăраççĕ. Вĕсем Микулана киле ăсатма тухнă. Иккĕмĕш шăнкăрав пулсан, Кузнецов Микулана ыталаса илчĕ те хуллен каларĕ:
— Ну, Николай Степанович, пире уйрăлма вăхăт. Парти сана чи пархатарлă ĕçе, хăвăн тăван халăх хушшине ĕçлеме ярать. Парти шанăçне тӳрре кăларма тăрăш!
— Ан пăшăрхан, Леонид Сергеевич. Парти хушнине пурнăçлассишĕн вăй-халăма, кирлĕ пулсан, пурнăçăма та шеллемĕп.
Вĕсем çывăх тăвансем пек чуптуса уйрăлчĕç. Микула, поезд тапрансан, вагон çине сиксе ларчĕ...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...