Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Сасартăк алăк уçăлса хупăннă сасă илтĕнчĕ. Кĕтерук чĕри кăртах турĕ. Вăл сывлама та чарăнчĕ. «Кам кĕчĕ-ши? Вырăс хĕрарăмĕ е кам та пулин урăххи-ши? Пĕрех хутчен ма шарламасть-ши?»
— Кĕтерук...
Кĕтерук, хăрушă тĕлĕк курнă çĕртен шарт сиксе вăраннă пек, вырăн çинчен тăрса ларчĕ те, куççуль витĕр тинкерсе, çын мĕлки тăнине асăрхарĕ.
— Каçар, тархасшăн... Эпĕ сан ыйхуна татрăм пулĕ... «Çавăн сасси ку!» — тавçăрса илчĕ Кĕтерук.
— Турă çырлахтăр, мĕн тума килтĕн?.. Ваçли чĕркуçленчĕ:
— Кĕтерук, тархасшăн, ан хăвала... Эпĕ сана пĕрре те чăрмантарасшăн марччĕ... Чĕрем тӳсеймерĕ, мĕн тăвас...
— Турă çырлахтăр, Ваçли... Ма чĕркуçленетĕн? Кирлĕ мар... — чун-чĕринчен хумханса пăшăлтатрĕ Кĕтерук. «Тăр та тухса кай» тесшĕнччĕ, чĕлхи çаврăнмарĕ. Аллисем те пăхăнмарĕç, Ваçлие ыталаса илчĕç... Кĕтерук тӳсеймерĕ, нумай çул хушши чĕринче упраса усранă туйăмне ирĕке ячĕ. — Ах, савнă чунăм... Иксĕмĕр ма тĕл пултăмăр-ши? Ку тĕлпулу пире çĕнĕ терт те хурлăх çеç кӳрĕ...
— Кĕтерук, тĕрĕс мар ку„. Пирĕн телей хамăр алăра. Кăшт ăслăрах пулнă пулсан, пирĕнтен телейли никам та çукчĕ.,..
Ваçли мĕне систерсе каланине сиссен, Кĕтерук ăна пӳлчĕ:
— Çук, çук, Ваçли, иксĕмĕр мар... Пуриншĕн те эпĕ айăплă.
— Иртсе кайнине ан асăн, Кĕтерук. Иртсе кайнишĕн ӳкĕнме, пĕр-пĕрне ӳпкелеме кирлĕ мар. Уншăн иксĕмĕр те айăплă. Эсĕ ман сăмаха итлемерĕн. Эпĕ Микула кум сăмахне итлемерĕм. Анчах эпир çамрăк-ха, пирĕн пурнăç пĕтĕмпех малалла. Эпир хамăр телее тепĕр хут та çавăрса илме пултарăпăр. Ыранах эпĕ ĕçлекен баржа çине каятпăр. Аçу-аннӳ е ялйыш тем каласран хăрасан, Энĕшкассине пуçĕпех кайса кĕмĕпĕр. Çулла баржа çинче пурăнăпăр, Атăл шăнсан, хĕл каçма сатуна юлăпăр. Çур килсен каллех Атăл çине куçăпăр. Малашне водолив пуласса та шанатăп. Эпир такамран та телейлĕрех пулăпăр.
— Айванла калаçатăн, Ваçли. Эпĕ текех хĕр мар ĕнтĕ. Тата ман ача... унăн ашшĕ пур...
— Сан хĕрачун ашшĕ эпĕ пулăп. Ан пăшăрхан... Эпĕ ăна сана юратнă пекех юратăп.
Кĕтерука, вĕсем чăн та пĕрлешсен, Ваçли хĕрача çине мĕнле пăхма пултарассине пĕлес шухăш пырса кĕчĕ.
— Эсĕ вара хĕр çуратнăшăн ӳлкелемĕттĕн-и мана? Хĕр-ачана хур кӳметтĕн-и?
— Хаклă тусăм... Ассăр çын çеç хĕрачана çын вырăнне хумасть, хĕрача çуратакан амăшне хисеплемест.
Кĕтерук Ваçли чăннипех тӳрĕ кăмăлпа каланин-е ĕненчĕ. Унăн чĕри савнийĕпе пĕрле тĕнче хĕррине кайма та килĕшрĕ. Анчах кун çинчен юлашки сăмахне калама ĕлкĕриччен куçĕ умне сивлек те никама шеллемен пуп тухса тăчĕ. Кĕтерук çав самантрах вăл Ануксем патĕнче каланă сăмахсене аса илчĕ: «Таса чиркӳ пĕрлештернĕ мăшăра этем уйăрма пултараймасть. Йăмăкăм, тăна кĕр, сан чĕлхӳпе усал сывлăш калаçать. Эсĕ чунна пĕтерес çул çинче тăратăн»... Кĕтерук çанçурăмĕ сивĕ тытнă чухнехи пек чĕтресе илчĕ.
— Çук, эсĕ шухăшланă пек май килмест.
— Мĕншĕн?
— Таса чиркӳ пĕрлештернĕ мăшăра этем уйăрма пултараймасть, — пуп сăмахĕсемпе хуравларĕ Кĕтерук. — Сана итлесен, ман чиркӳ ирĕкĕнчен тухмалла. Чиркӳ ирĕкĕнчен тухнă çынна никам та тепĕр хут венчет тăвас çук. Пире выльăх-чĕрлĕх евĕр пурăнма тивĕ. Ачасем çуралсан, вĕсене вĕлтрен çинчи тесе мăшкăлĕç...
Кĕтерук ытла та хаяр йăласем çинчен каланине Ваçли аван ăнланать. Анчах парăнасшăн мар вăл. Çав йăла-йĕркене аркатса, чĕрипе кăмăлĕ хушнă пек пурăнасшăн.
— Ан тив, çынсем кирек мĕн шухăшлаччăр. Пирĕн унта ним ĕç те çук. Пирĕншĕн пĕр-пĕрне, ачасене чунтан юратса пурăнни пултăр.
Кĕтерук ăстăнĕ чĕрине парăнми пулчĕ. Вăл тăрлавлăрах шухăшлама пикенчĕ.
— Ваçли, ун çинчен текех калаçмăпăр. Пĕр касса йăвантарнă йывăçа тепĕр хут сыпса лартма çук. Иртсе кайнă телее те çавăрса килес çук. Ман ĕнтĕ ĕмĕр иртичченех асапланас пулать. Эсĕ хăвна тивĕçлĕ хĕр туп та авлан... Тен, эпĕ те кăштах лăпланăп... Сан телейшĕн те пулин кăштах савăнса курăп... Мана ман...
— Манма пултарас пулсан, Кĕтерук....
Кĕтерук чĕри, чирку йĕркисенчен тухса, Ваçлипе килĕшесшĕн, ăна ĕмĕрлĕхе парăнасшăн пулчĕ. Анчах йăлтах тăрăлса çитнĕ ăстăнĕ ирĕк памарĕ.
— Ваçли, тархасшăн, ан тыт-ха. Кунашкал ларма ытла та кансĕр. — Ваçли ытамĕнчен вĕçерĕнсе, кравать çине анса ларчĕ.— Вăт, кунашкал аван ĕнтĕ... Кăмăл тусан, ватă тус-йышсем пек пулса ларар. Ху мĕнле пурăннине каласа пар...
IV
Анук тĕлĕрсе кайма çеç ĕлкĕрнĕччĕ —вăранчĕ те. Шухăшласан, ун чĕрине нимĕн те хускатмалла мар пек. Юратнă мăшăрĕ юнашарах. Çĕр каçиччен мĕн кирли çинчен пĕтĕмпех калаçнă. Анчах çĕнĕ хунямăшне аса илчĕ те канăçсăрланма тытăнчĕ. Вăл ун çине ӳрĕк-сӳрĕккĕн пăхасла кăмăллă хĕрарăм пулсан та, чăвашсен йăли хушнă тăрăх, ăна пăхăнма, пур ĕçе те унран малтан çыпçăнма тивĕ. Халь вăл ытла та канăçлăн, никама пăхăнмасăр пурăнатчĕ. Кĕтерукпа Ваçлие аса илни те ун чĕрине хускатрĕ: «Çĕре мĕнле ирттерчĕç-ши? Паян хăйсене хăйсем мĕнле туйĕç-ши?» Вĕсем пĕр-пĕрне халь те чунтан юратнине Анук аван пĕлет. Кĕтмен çĕртен тĕл пулса, çын курман çĕрте çĕр ирттересси такама та ухмаха ертме пултарĕ.
Анук упăшки çине пăхрĕ. Лешĕ ним туйми çывăрать. Тути çинче каç чуптунин тутлă пĕрчисем выляççĕ. Ĕнер кăмăла кайман мăйăхпа сухалĕ те халь питех килĕшрĕ... Ку упăшкине хăй çулĕнчен ватăрах, илемлĕрех те маттуртарах кăтартать. Анукăн çак самантрах ăна ыталаса чуп-тăвас килчĕ, анчах ыйхăран вăратасран хăрарĕ: «Ан тив, çывăртăр. Тен, вăл çичĕ уйăх уйрăлса пурăннă хушăра кĕçĕрхи пек пĕр каç та канлĕ çывăрса курайман?»
Анук кравать çинчен хуллен анса тумланма тытăнчĕ. Çак хушăра ун куçĕ умне каç тĕл пулман тĕлĕнмелле япаласем курăнса кайрĕç. Вĕсем пысăк пӳртре çĕр каçнă иккен. Стенисене чечеклĕ хут çыпăçтарнă. Урайне сарă сăрпа сăрланă. Малти стена çумĕнче киреллĕ сехетпе пысăк тĕкĕр çакăнса тăраççĕ. Чӳрече умĕнче — илемлĕ чечексем. Урай вăтаçĕрĕнче юман сĕтел ларать, ун çинче хаклă йыш-ши ĕçме-çиме. Анук, Микула каласа панинчен Матĕрне хулара пурăннине пĕлчĕ пулсан та, пӳртри япаласем кунта пурнăç пĕр самантлăха та чарăнман пекех кăтартаççĕ. Вăл тумланса малти чӳречерен пырса пăхрĕ те пушшех тĕлĕнчĕ. Ун куçĕ умне тата чаплăрах картинăсем тухса тăчĕç. Чӳрече умĕнчен пуçласах улма-çырла пахчи сарăлса выртать. Леререх Атăл, Хусан ывăç тупанĕ çинчи пек курăнаççĕ. «Турă çырлахтăр, ытла та илемлĕ-çке кунта!» Анук нумайччен пăхса савăнаймарĕ, Кĕтерука курма васкарĕ.
— Савнă кума... Эсĕ çывăрмастăн-и вара? — Анахвисе вăратасран пăшăлтатса чĕнчĕ Анук.
— Паçăрах вăраннă, тăрас килменнипе çеç выртрăм, — ассăн сывласа хуравларĕ Кĕтерук.
Анук тусĕ паçăрах вăраннă çеç мар, тен, кĕçĕрхи çĕре пĕр чĕрĕм ыйхă тумасăр ирттернине те тавçăрчĕ, Ахальтен-и куçĕсем хĕрелсе тăртаннă. Сăн-пичĕ ывăннăн та лутăрканнăн курăнать. Анук ирĕксĕрех хăраса ӳкрĕ.
— Кума, мĕн пулнă сана?
— Çĕрле... ман пата Ваçли килчĕ... — кĕскен каласа пачĕ Кĕтерук.
Анук ку хыпара малтанах кĕтнĕ. Ун пирки каç вĕсем Микулапа та калаçса илчĕç. Икĕ юратнă чĕре тĕл пулнă пек чухне хăйсен асаплă туйăмĕсем çинчен пĕлтерме тăрăшмасăр мĕнле тусейччĕр! Анчах ним пытармасăр каласа панине илтсен, Анук çухалса кайрĕ. Ырлама та, сивлеме те пĕлмерĕ. Кăштах тăн илсен тин Кĕтерук аван мар тунă пек, арлă-арăмлăх тивĕçне пăсса намăса кĕнĕ пек туйăнчĕ.
— Мĕн калаçрĕ вăл?
— Ун çинчен аса илме те хăрушă, кума, — салхуллăн хуравларĕ Кĕтерук. — Вăл мана хăй патне юлма чĕнет. Çулла баржа çинче пурăнатпăр, Атăл шăнсан, хĕл каçма сатуна юлăпăр тет. Анахвисе те хăй хĕрĕ пекех юратма сăмах пачĕ.
— Эсĕ мĕн терĕн? — хумханчĕ Анук.
— Эпĕ мĕн теме пултарăп... Ун çинчен пачăшкă мĕн каланине астăватăн пулĕ. Вĕсем нихçан та венчет тăвас çук. Пире выльăх пек пурăнма тивĕччĕ. Ачасене пирĕнне...
— Тĕрĕс, тĕрĕс, кума!.. — тусĕ асапланнине курма питех йывăр пулсан та, вăл тӳрĕ кăмăллишĕн хĕпĕртесе килĕшрĕ Анук. Ун хуйхине сирсе кăмăлне çĕклес шутпа хушса каларĕ: — Кума, эпир кам патĕнче хăнарине тавçăртăн-и?
— Çук, нимĕн те тавçăраймарăм, — урăх сăмах çине куçнипе чĕрĕленсе хуравларĕ Кĕтерук.
— Вăт итле... эпир ман ани патĕнче хăнара... — Кĕтерук тусăмĕ çине тĕлĕнсе пăхрĕ.
— Ниепле те ĕненмелле мар...
— Эпĕ те ĕненменччĕ. Тĕрĕсех иккен. Паян вĕсем венчете каяççĕ, туй пекки туса ирттеретпĕр.
Ку кĕтмен хыпар, Кĕтерук хуйхи-суйхине сирсе ун кăмăлне çĕклес вырăнне, ăна пушшех пăшăрхантарчĕ.
— Мĕнле ара, пирĕн турă амăшĕн иккунне кĕтсе илме каймалла-çке?
Енчен Анука кун çинчен ĕнер астутарнă пулсан, вăл хирĕç калама пĕр сăмах та тупаймĕччĕ. Кĕтерукпа килĕшсе, упăшкине унта ертсе кайма хушнă пулĕччĕ. Анчах упăшкипе калаçса пăхнă хыççăн Анукăн кăмăлĕ улшăнчĕ.
— Ой, кума, Микула мĕн каланине пĕлесчĕ сан? Эсир мĕн, çак шăрăх çанталăкра вуншар пин çын пухăнакан çĕре алăри ачасемпе кайма ухмаха ертĕр-и? Унта тем те пулма пултарĕ: е ачусене хĕвел хĕртсе анратĕ, е сире ачусем-мĕнĕпех таптаса вĕлерĕç. Кунашкал инкексем унта кашни çулах пулкалаççĕ терĕ.
Кĕтерук чĕри шарт сикрĕ. Тусĕ калани ăна хăратса пăрахрĕ. Тутлă çывăракан хĕрачи çине пăхса: «Нивушлĕ вĕлерсе хăварма илсе килнĕ эпĕ ăна?» — тесе шухăшларĕ.
— Ку ман шутпа та тĕрĕсех, кума. Аса ил-ха, турă амăшĕн иккунне кĕтсе илме мĕн чул халăх килчĕ, анчах пĕрин аллинче те ача çукчĕ. Микула тата çакна та каларĕ: ыран кĕтсе илекен иккун чăвашсене питех пулăшмасть, теççĕ. Вĕсене Микулай ухатникпе Праскавье çветтуй ытларах пулăшать терĕ. Атя, кума, Микулай ухатникпе Праскавье светтуй умĕнче тупа тăвар. Ешĕл вĕсем ырлăх яр-сан, лаша кӳлĕпĕр те кăçалах Ишеке кайса виçшер пуслăх çурта лартăпăр.
Анукăн витĕмлĕ сăмахĕсем Кĕтерука паянхи чĕрĕ пурнăçăн ирĕкне парăнтарса пычĕç. Ун вĕри чĕри пĕр кун, пĕр сехет те пулин юратакан тус-йышĕсем хушшинче, хăйĕн телей çук пулсан та, вĕсен телейне курнипе савăнма, чуна пăшăрхантаракан, салхуллантаракан сăлтавсене самантлăха та пулин манма хĕтĕртрĕç. Унăн çамрăк чĕри юратнă каччипе пĕрле пулса ырă курма хистерĕ.
Кĕтерук ним шарламасăр ларни Анука тăна кĕртрĕ. Вăл турă амăшĕн иккунне кĕтсе илме каясшăн пек ăнланса, ăна чарма хăтланнăшăн хăйне хăй ӳпкелерĕ. Йăнăшне юсама васкаса, тăруках сассине улăштарчĕ,
— Кума, каçар, тархасшăн... Пысăк телей килсе тухнипе эпĕ ăсран кайрăм. Ан пăшăрхан. Микулана калатăп та, вăл сана турă амăшĕн иккунне кĕтсе илнĕ çĕре илсе кайĕ. Эпĕ кунта Анахвиспе Ванюка пăхма юлăп.
— Çук, çук! Эпĕ те каймастăп! — хыпăнса ӳкрĕ Кĕтерук.
— Апла килĕшетĕн-и?
— Килĕшетĕп! — çирĕплетсе хуравларĕ Кĕтерук. — Çылăхăма турă каçартăр. Эсĕ калашле, Ишеке кайапăр та Микулай ухатникпе Праскавье çветтуй умне çурта çутса кĕлтăвăпăр.
Лăпкă та ăшă ир. Кил хушшинче пер чĕрчун та курăнмасть. Анук, хунямăшĕнчен ир тăрса тухнине ĕненсен, пушшех хавасланчĕ. Анчах, тутлăн карăнса илсен, шухăша кайрĕ: «Тăрасса тăтăм та, ку ют килте мĕн ĕç тăва пĕлес?» Ним тума аптранă енне кил-çурта сăнама тытăнчĕ. Çенĕкпе вĕçе-вĕçĕн, пĕр çивитти айĕнчех, горница. Кил хушши тепĕр енче—икĕ хутлă амбар. Унпа вĕçе-вĕçĕн пĕренерен хӳсе тунă икĕ хутлă хуралт. Çине хăма витнĕ, сăмалăпа сĕрсе тухнă. Сарай айĕнчи икĕ кĕтесре витесем, карта-хура тата ытти хуралтсем курăнаççĕ. Анук ку тарана çитсе те кунашкал чаплă кил-çурт курманччĕ. Хыçалти пĕчĕк калинкке уçăлни ун шухăшне татрĕ. Унтан Матĕрне пĕр çĕклем симĕс курăк йăтса кĕчĕ.
Матĕрне йăлтах хăй шухăшне путнине Анука асăрхамарĕ, симĕс курăка çĕре сапалама тытăнчĕ.
Таса та тирпейлĕ тумланнă илемлĕ те правур хĕрарăм çине пăхса тăнăçемĕн Анук ăна ытларах та ытларах килĕштерсе пычĕ. Çавăнтах пусма çинчен чупса анчĕ. Хаваслă та янăравлă сассипе чĕнчĕ:
— Ани, салам! Пĕтĕм таса чĕререн сума сăватăп!
— Кинем... Эпĕ такамран та телейлĕ,.— ырă кăмăлне уçса каларĕ те Матĕрне Анука ыталарĕ.
— Хаклă ани... — Матĕрнене чуптуса хуравларĕ Анук, — ати сана суйласа илнĕшĕн савăнатăп. Нимшĕн те ан пăшăрхан. Эсĕ унпала такамран та телейлĕрех пулăн. Вăл çав тери ырă кăмăллă та ăшпиллĕ çын.
— Пĕтĕмпех пĕлетĕп, кин... Мана ырă суннăшăн тавтапуç. Эпĕ нихçан та Степан Иавновича хирĕç каяссăм çук. Ун ывăлĕпе кинĕ ырришĕн чун-чĕререн савăнатăп. Çак хаклă çемьене юрама, ăна тивĕç пулма тăрăшăп.
— Эпĕ, ани... эсĕ мĕн хушнине пурне те итлĕп.
— Çук, çук! Апла мар, кин! Эпир хамăр мăшăрсем хушнине итлĕпĕр. Иксĕмĕр пĕр-пĕрне чунтан килĕштерекен туссем пулăпăр. Анчах пирĕн уйрăм пурăнăс марччĕ. Эпе хамăн мĕнпур пурлăхăма паянтан пĕрлехи тесе шутлăп. Атя-ха, сана хамăр пахчана кăтартам.
Вĕсем кайри калинккерен тухрĕç. Анук куçе умне чӳречерен курнă илемлĕ пахча тата çывăхрах тухса тăчĕ. Улмуççи улмисем, çурри çурмалла пиçнĕ хурлăхан, сип-симĕс чие, хăмла çырли тата слива — сухан çыххи пекех çакăнса тăраççĕ.
— Ой, ани... Кунта ытла та аван-çке!
— Хаклă кинĕм... килĕшет пулсан, пурăнма куçса килĕр. Кунта пирĕн валли ĕç те, пуянлăх та çителĕклĕ. Энĕшкассинче унта ырри нимех те çук.
Матĕрне сĕнни Анука илĕртрĕ. Чăн та, кунашкал чаплă пахча Энĕшкассинче çеç мар, прихучĕпе те çук Пулĕ.
Кил-çурчĕ те çав тери чаплă, илемлĕ вырăнта. Анчах Матĕрне Энĕшкассине хурларах калаçни ăна кӳрентерчĕ. Ан тив, унта кунашкал чаплă пахчапа пуян кил-çурт çук пултăр. Çапах вăл — тăван çĕршыв, Анук унта çуралса ӳснĕ, хĕр пулса юрату тупнă, Микулана качча тухса телей курнă. Унта çыннисем, уй-хирĕ, улăхĕ, вăрманĕ, ялĕ —пурте тăван. Тата пурнăçĕ те лайăхлана пуçланă. Халь вĕсен чаплă лашапа ĕне пур. Кĕркунне, тен, шурă пӳрт лартĕç.
Эпир ăçта пурăнассине пирĕн арçынсем калаçса татăлччăр. Вĕсем ăçта пурăнма шут тăвĕç, çавăнта пурăнăпăр, — терĕ вара Анук.
— Тĕрĕс, кин! Ан тив, вĕсем калаçса пăхчăр... — килĕшрс Матĕрне.
— Ани, эсир венчете кĕме хăш вăхăтра каясшăн?
— Ирхи кĕлле кĕриччен пĕрер сехет маларах.
— Мĕншĕн çав тери васкатăр? — тĕлĕнчĕ Анук.
— Степан Ивановичпа калаçса татăлтăмăр. Халăх умĕнче венчете кĕме эпир текех çамрăк мар.
Анук Матĕрне шухăшĕпе килĕшрĕ:
— Апла сирĕн каймалли вăхăт та çитсе килет...
— Ийя, кин.
— Акă мĕн, ани... Эсир венчетрен таврăнсан, хăнасене хам пăхăп. Эсĕ мана мĕн тумаллине тата çимĕçсем ăçтине каласа пар.
— Сана чăрманмасан та юрĕ, кин. Хăнасем нумаях пулмаççĕ, хамах ĕлкĕрĕп.
— Çук, çук, ани, — çинерех тăчĕ Анук. — Паян кил хуçи вырăнне эпĕ пулăп. Эсĕ — çĕнĕ çын. Санăн хавасĕ çеç пултăр. Ан хăра, хамăр çемье чысне ӳкермĕп.
Матĕрне хăнасене хăех пăхатăп терĕ пулсан та, ăшĕнчĕ Анук сĕннипе савăнчĕ. Уншăн паян чан та паллă кун, хăнисене кипĕ пăхсан та пырĕ.
— Юрĕ, кин... Эпĕ сана пĕтĕмпех кăтартăп, мĕн тумаллине те каласа парăп.
Матĕрне пурне те кăтартса ăнлантарсан, Анук, ĕçлеме тăхăннă кĕпине пăрăхса, пӳрте кĕчĕ.
Микула, ыйхăран вăранса тумланма ĕлкĕрнескер, ывалĕ умĕнче тăрать. Анук чĕрне вĕççĕн утса пычĕ те аллине упăшки хулпуççийĕ çине хучĕ. Микула пер сăмахсăр арăмне ыталаса хăй çумнелле туртрĕ. Анук ачашланса та çепĕççĕн пăшăлтатрĕ.
— Мĕншĕн ир тăтăн? Çывăрмаллаччĕ тепĕр кăна.
— Эсĕ мĕн, мана туйран хăварасшăн-им? — шӳтлерĕ Микула.
Анук ассăн сывласа ячĕ.
— Эпĕ вăт çывăрса юлнă...
— Камран?
— Анирен. Вăрантăм та унтан маларах пулчĕ-ха тесе шутларăм. Чăваш хĕрарăмĕ ыйхă чăпти маррине куртăр-ха терĕм. Кил хушшине тухрăм — вăл ĕçе тытăнма та ĕлкĕрнĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...