Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Юхин, рейдăран анатарах çыран хĕррине çыпçăнса, кимĕ çинчен тухрĕ.
Юхин çыран хĕррине тухнинех асăрханă Михха хирĕç пычĕ.
— Ларион Никитич, мĕнле майпа килсе лекрĕн кунта?
— Ытла та пысăк ĕç хăваласа килчĕ. Михаил Петрович, — рехетлĕн кулса хуравларĕ Юхин. Çынсем илтесрен шикленсе сассине пĕчĕклетрĕ: — Барон персе çитрĕ!
— Ну?.. Ку чăн та пысăк хыпар. Анчах мĕн ĕçпе вăл?
— Имение сутма килнĕ. Эпир ĕмĕтленни аранах çитрĕ. Михха барон мĕнле çынне, унăн йăлисем çинчен ыйтса пĕлесшĕнччĕ. Имение сутма килнĕ тенине илтсен, ку ыйтусем интереслентерме пăрахрĕç. Вăл тӳрех ĕçлĕ сасă çине куçрĕ.
— Хакне каларĕ-и?
— Икçĕр пин тенкĕ терĕ. Укçине те халех памалла пулать.
Михха шухăша кайрĕ.
— Ку хака сире никам та парас çук тесе астутартăм.
— Вăл мĕн терĕ? — чĕрĕленсе ыйтрĕ Михха.
— Курăпăр унта терĕ. Хакне чакарасса пĕр иккĕленмесĕрех шанатăп. Ытла та çӳхе пыршăллă курăнать, тӳсеймĕ. Çапла ĕнтĕ, Михаил Петрович, вăхăта ирттерес мар. Пуçтарăн та ман пата вĕçтер. Баронпа курнăçиччен иксĕмĕр татах калаçăпăр-ха.
Михха килне савăк кăмăлпа таврăнчĕ. Хуçалла капăр тумланчĕ те, чаплă урхамахне кӳлсе, килĕнчен тухса вĕçтерчĕ. Сала ялне çитсе, Лаврский патне чарăнчĕ.
Миххана икĕ община улăхне туртса илме пулăшнă хыççăн Лаврский унăн чи çывăх тус-йышĕ пулса тăчĕ. Михха ĕнтĕ кирек мĕнле пысăк ĕçе тытăнсан та ăна хутшăнтарать. Çавна пула Лаврский Миххана хавас кĕтсе илчĕ. Юсав тумланнинчен ăçта пулин пысăк ĕçпе кайма тухнине тавçăрса, ыйтса пĕлме васкарĕ.
— Ăçтан килтĕр эсир е кайма тухрăр-и?
— Атăлкассине, Жемени барон патне кайма тухрăм.
— Жемени барон патне? Ку пысăк хыпар.
— Халлĕхе пысăках мар-ха, хисеплĕ Константин Сергеевич. Акă, ун именине хам алла çавăрса илсен, чăн та пысăк хыпар пулĕ! Анчах ун çинчен кайран калаçăпăр.
Халь васкаса пуçтарăн. Килĕшӳ тума кирлĕ хутсене илме ан ман.
— Мĕн кирли пурте хатĕр пулĕ, Михаил Петрович!
Вĕсем пырса çитнĕ çĕре барон самаях сыпса лартнипе ăна именине çĕр çирĕм пилĕк пин тенкех сутма килĕштерттерчĕç. Барон Питĕре васкаса таврăнмаллине манманнипе, паянах Хусана кайса, ĕçе нотариус патĕнче çирĕплетме, укçине те унтах тӳлеме калаçса татăлсан, Михха килне тухса кайрĕ. Салана çитсен, Лаврские Хусана кайма хушса хăварчĕ те урхамахне малалла хăваларĕ. Вара, çул çинче хăй çеç юлсан, укçине шеллеме тытăнчĕ. «Тата темиçе сехетрен çĕр пин тенкĕ кăларса парас пулать. Анчах кама-ха? Виле сăнĕ çапнă шур пăшлака, сăрная! Имени те ман пултăр, укçи те кĕсьерех юлтăр тесен мĕн тумалла-ши?» Çакнашкал шухăшсемпе вăл килне çитрĕ.
— Урхамаха ан тăвар. Часах каялла, Атăлкассине, тухса каятпăр. Сарайне тăрат та Хĕлипе кала, халех ман пата кĕтĕр! — хушрĕ вăл Трифуна.
— Сан валли пысăк ĕç пур, — терĕ Михха Хĕлип кĕнĕ-кĕменех.
— Хушасса кĕтетĕп, хуçа, — шухăшласа тăмасăрах килĕшрĕ лешĕ.
— Яланхи ĕç мар. Сан чаплă хуçа пулмалла. — Хĕлип тăна кĕме ĕлкĕриччен, Михха ăна хăйĕн чаплă тройкине, хӳхĕм кĕлине, карттусне, çутă сăран аттине кăларса пачĕ те виççĕр тенкĕ укçа тыттарчĕ.— Кирлĕ пулсан, укçана шеллесе ан тăр. Ӳсĕрличчен ĕçме çеç юрамасть.
— Ĕçе тăвиччен сыпмасан та тӳсме пултаратăп, — килĕшрĕ Хĕлип.
Михха малалла ăнлантарчĕ:
— Ĕнтĕ çӳçна тирпейлĕ кастар, сухалпа мăйăхна хыртар та тумланса Атăлкасси пристанне вĕçтер. Унта сана тепĕр урхамахĕпе леçсе ярĕç. Çитсен пире кĕт. Эпир тăваттăн: Лаврский, Юхин, эпĕ тата Атăлкасси баронĕ пырăпăр.
Анчах мана ан палла.
— Ăнлантăм, хуçа.
— Эпир ларнă пăрахут çинех лар. Хусана çитсен те пире куçран ан çухат. Хăна çуртне пырсан, пирĕнпе кӳршĕллĕ пӳлĕме йышăнма тăрăш. Вара мана систер. Унта малалла мĕн тумаллине калаçса татăлăпăр. Ĕнтĕ вĕçтер!
Хĕлип кайрĕ. Михха, малти пӳрте кĕрсе, саквояжне укçа тултарчĕ. Кĕсйине тепĕр пин уйăрса чикрĕ те, ятарласа йӳçĕтнĕ пыл сăра пичкине илсе, Атăлкассине тухса кайрĕ. Çула май Лаврскине кĕрсе лартса тухрĕ.
Атăлкассине çитсен, барон пуçтарăннă хушăра, маларах калаçса татăлнă пек, Юхин Миххана çирĕм пилĕк пин тенкĕ укçине кăларса пачĕ.
Хусана çитсен, вĕсем чаплă хăна çуртне вырнаçрĕç. Нотариус патне кайиччен барона укçа шутласа пачĕç, лешĕ ăна Михха илсе килнĕ саквояжĕпех хăйĕн чăматанне персе чикрĕ. Юхина хăварса, виççĕшĕ нотариус патне кайрĕç. Кĕçех хутсене çирĕплетсе каялла таврăнчĕç.
— Ваше сиятельство, пирĕн йăлапа, ĕç ăнăçлă пулса иртнĕшĕн савăнса, сире хам патăмра хăна тумаллаччĕ. Эсир васканăран Атăлкассине каялла таврăнма сĕнме хăймастăп.
— Ку тĕрĕс. Эпĕ васкатăп, — ăнсăртран пуйса кайнă çын евĕр савăнса хуравларĕ барон.
— Анчах, Ваше сиятельство, тем пек васкасан та, поездран малтан каяймăр. Çавăнпа сире чăваш сăрипе хăналасшăн.
— Пулĕ те, Ваше сиятельство... Тултарса пама ирĕк парсамăр.
— Чăваш сăри-и? Ытла та кулăшла!
— Тархасшăн. Кăмăла кайсан, хăçан та пулин чăваш сăрине те аса илĕп!
— Чăвашсем сăра тума çав тери ăста, Ваше сиятельство! — Миххапа пĕр чĕлхеллĕ пулса сĕнчĕç Юхинпа Лаврский.
— Ваше сиятельство, сирĕн сывлăхшăн, телейшĕн! — терĕ Михха.
Стакансем чăнкăртатса илчĕç. Пурте тĕппипе ĕçрĕç.
Сăра пуринчен ытла барона килĕшрĕ.—Чăваш сăри тĕлĕнмелле чаплă! — ырласа хучĕ вăл.
Михха тата тепрер стакан тултарса пачĕ. Виççĕмĕшне тултарса ĕçтерчĕ, Кун хыççăн вунă минут та иртмерĕ барон тĕшĕрĕлсе анчĕ. Ăна кула-кула вырăн çине вырттарма ĕлкĕрейчĕç — Лаврский йăванса кайрĕ. Тăваттăмĕш стаканне ĕçсен, Юхин вырăнтан та тапранаймарĕ, пуçне сĕтел çине хурсах çывăрса кайрĕ.
Михха та хăйне йывăр туять. Анчах, ĕçме хăнăхнăскер, ура çинче çирĕп тăчĕ. Ыттисене ыйхăран вăратса тăна кĕрт-ме тăрăшнă пек, пĕрин патĕнчен теприн патне пырса силлерĕ, вĕсем йывăр ыйха путнине ĕненсен, коридора тухрĕ. Унта ăна Хĕлип кĕтсе илчĕ.
— Чăматана илсе кил... — хуллен хушрĕ Михха. Часах Хĕлип чăматан йăтса кĕчĕ. Самант хушшинче барон кĕсйинчен уçă каларса илчĕ те, ун чăматанне уçса, саквояжри укçана хăй чăматанне хучĕ. Саквояж ăшне Хĕлип илсе килнĕ хут татăкĕсене чышса, барон чăматанне вырнаçтарчĕ.
— Ĕнтĕ вокзала вĕçтер. Чăматана упраса усракан камера пар. Вара çемçе вагонри пĕр купене вырнаçтармалли билетсене пĕтĕмпех ил те пире кĕт.
— Пĕтĕмпех эсĕ хушнă пек пулĕ, хуçа...
Михха Юхинпа юнашар пукан çине ларчĕ. Пуçне сĕтел çине хурса çывăрса кайрĕ.
Пуринчен малтан Юхин вăранса сехечĕ çине пăхрĕ те поезд тапранса каяс вăхăт çывăхарнине аса илчĕ. Анчах ыттисем çав-çавах хытă çывăрни ун кăмăлне хаваслантарчĕ. Вăл Миххана вăратма хăтланчĕ. Лешĕ туймарĕ. Вара Лаврскине силлеме тытăнчĕ. Лаврский вăрансан иккĕшĕ баронпа Миххана тăратрĕç.
Тăн пырса кĕрсенех, барон кĕсьери уççине хыпашласа тупрĕ. Ку та лăплантармарĕ ăна. Вăл чăматанне уçрĕ, саквояжĕ хăй хуни пекех выртнине курчĕ. Çиелтен пăхнипех çырлахса, чăматанне питĕрсе илчĕ.
Михха, куç харши айĕн сăнаса лараканскер, малтанхи хăрушлăх иртсе кайнине ĕненсен, кăмăллăн сывласа ячĕ.
— Ну, ку чăваш сăрине нихçан та манассăм çук! — хавасланса сăмах хушрĕ барон.
— Ваше сиятельство, тепĕр çур сехетрен поезд тапранать.
— Тепĕр çур сехетрен? — сехечĕ çине пăхрĕ барон.— Господа, кайма вăхăт!
— Ваше сиятельство, кĕçех каятпăр! Анчах чăвашсен йăлине йăлтах туса ирттерме ирĕк парсамăр! — Михха стакансене сăра тултарчĕ: — Çул куркине тытăр-ха, тархасшăн!
— Хаваспах! — килĕшрĕ барон.
Каллех стакансем чанклатса илчĕç. Пурте тĕппипе ĕçрĕç. Вара, çăмăллăн чупакан извозчике тытса, вокзалалла вĕçтерчĕç.
Михха пуринчен малтан экипаж çинчен анчĕ, касса патне пычĕ. Хĕлипе тупса, унран билетсене илчĕ те, малалла мĕн тумаллине кĕскен ăнлантарса, тус-йышĕсем патне таврăнчĕ.
Вĕсем барона çемçе вагонри купене кĕртсе лартрĕç. Тус-йышлăн сывпуллашса уйрăлчĕç те гостиницăна юлашки сăрана ĕçме таврăнчĕç.
Купере тепĕр пассажир — Хĕлип çеç пулнипе вĕсем баронпа иккĕшĕ часах паллашма тăрăшрĕç. Тĕрĕссипе, Хĕлип хăй Мускава тавар патне кайма тухнине пĕлтернисĕр пуçне урăх нимĕн те каламарĕ. Баронĕ вара, хăйне хуçа умĕнче мăнкăмăллăн тыткаласа, чĕлхи çине мĕн килнине пĕтĕмпех сӳпĕлтетрĕ. Самай вăхăтран Хĕлип барона ресторана чĕнчĕ. Лешĕ пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ. Вĕсем купене питĕрсе тухрĕç. Ресторанлă вагона куçнă чухне Хĕлип барона поезд айне тĕксе хăварчĕ те хăй сиксе юлчĕ.
VII
Çтаппан кинĕпе Кĕтерука пăрахут çине лартса ячĕ, Ваçлипе сывпуллашса уйрăлчĕ, Матĕрнене киле ăсатрĕ те тепĕр кунне ĕçе тытăнчĕ.
Тĕрĕссипе, Çтаппанăн текех крючникре ĕçлемесен те пыратчĕ ĕнтĕ. Арăмĕн пуянлăхĕ чаплă кил-çурчĕпе пахчи кăна мар иккен. Венчете кĕнĕ каç, иккĕшĕ çеç юлсан, Матĕрне ăна вунă пин тенкĕ банка хунине пĕлтерекен кĕнекине кăларса пачĕ. Çапла ĕнтĕ, пурлăх та пуянлăх тесен, крючникре ĕçлемесен те çителĕклĕ вĕсен. Ывăлĕпе кинĕ ăна Матĕрне патĕнче пурăнма сĕнчĕç. Çтаппан хĕрарăм патне киле кĕнине аван мар пек шутларĕ. Арăмне Энĕшкассине илсе кайма та аптрарĕ. Вырăс ялĕнчи пуян хуçалăха салатас килмерĕ..
Пĕррехинче Çтаппан Миххапа икĕ тусĕ пристань тăрăх уткаласа çӳренине курчĕ те Кузнецовпа Микула калаçнине аса илчĕ. «Анчах мĕнле майпа ун çумне пырса çыпçăнас?» Хăй ним шутласа калăрайман пирки Богдановпа канашласа пăхма шут тытрĕ.
— Леш енче утса пыраканĕ — ман тăшман. Çав сехмет мана тĕп турĕ. Мунчине хăй тĕртсе çунтарчĕ те ман ывăл çине йăвантарчĕ, ывăлăм халь те çын куç умне курăнма хăраса пурăнать.
— Ав мĕнле этем вăл?.. — тарăхрĕ Богданов.
— Ийя, Илюш... Вăл çавнашкал сехмет. Вăт, мунчине Микула мар, хăех вут тĕртни çинчен хут тутарса илесчĕ.
Богданов ăнланчĕ. Çтаппана пулăшма шут турĕ. Пуян чăвашран мăшкăлласа кулни мĕне тăрать. Яланхи пекех, мĕн тумалллне те часах тавçăрса илчĕ.
— Степа, ан пăшăрхан... Вăл ним тунмасăрах çырса парĕ. Анчах куçран ан çухат вĕсене.
Богданов васкаса кайрĕ. Часах ресторана çитсе, иккĕмĕш хутри уйрăм пӳлĕме йышăнса, çырмалли хатĕрсем илсе килме хушрĕ. Пӳлĕме урăх никама та кĕртесшĕн мар вунă тенкĕ салук парса хăварчĕ те каялла таврăнчĕ. Костьăпа Емелькăна кайса чĕнтерчĕ.
— Паттăрсем, эсир ĕнтĕ крючниксем мар, вăрă-хурахсем, — терĕ вĕсене Богданов.—Эсир—вăрă-хурахсем. Эпĕ — сирĕн атаман. Чăваш хуçа çине тапăнатпăр. Хăвăрах пĕлмелле, вăрă-хурах хĕçпăшалсăр çӳремест. Яшка-çăкăр тыткалакан пӳлĕме кайăр та вăрăмрах çĕçĕ чиксе тухăр, пирĕн хыçран пырăр. Эпĕ тухичченех коридорта кĕтсе тăрăр.
— Эсĕ, Степа, сехметпе калаçас шутлă пулсан, пӳлĕме вăрă-хурахсенчен кăшт каярах кĕр.
— Вăл ресторана пымасан? — Богданов мĕн шутлине тавçăрнăн канăçсăрланчĕ Çтаппан.
— Ресторана пымасан, урăхла май тупăпăр та сана кирлĕ хута пурпĕрех çыртарса илĕпĕр.
Богданов, хăйне ĕçченле çын пек тыткаласа, Миххапа унăн тус-йышĕсене хирĕç пычĕ. Миххана куçран пăхрĕ.
— Сударь, калăр-ха, тархасшăн, господин Янашов эсир пулмарăр-и?
Михха шартах сикрĕ. «Сыщик мар-и ку?» — вĕлтлетсе илчĕ ун пуçĕнче çуйлă шухăш, чĕлхи çухалчĕ.
Юхин, Михха шăлне çыртса тăнипе, вăл палламан çынпа калаçасшăн мар пек ăнланса, сăмаха хутшăнчĕ.
— Эпир сире мĕн ĕçпе кирлĕ пултăмăр?
— Сударь, тархасшăн, каçар... Мана эсир мар, господин Янашов кирлĕ.
Юхинпа Лаврский, ку палламан çынпа мĕн тумаллине ирĕк ыйтнă пек, Михха çине пăхса илчĕç. Лешĕ, аран тăна кĕрсе, капла хăйне шанмасăр тăма пултарасса ăнланчĕ.
— Ну, калăпăр, эпĕ Янашов. Вара мĕн тет?
— Питех аван, господин Янашов. Юлашкинчен те пулин сире шыраса тупрăм. Хампа паллаштарма ирĕк парсамăр. Эпĕ кунти завод хуçи — Красильниковăн шанчăклă çынни, Иван Иванович Булдыгин!
Михха, мăйĕнчи йăлмака кăларса пăрахнă пекех туйăннипе, ирĕклĕн сывласа ячĕ. Вăл Хусанта кунашкал завод хуçи пур тенине тахçанах илтнĕ. Тата ку капăр тумлă, йăрă та хавас куçлă, евĕк чĕлхеллĕ çын ниепле те сыщик пулма пултараймасса та тавçăрчĕ. Михха сăлтавсăрах шикленнĕшĕн тем таранах эрленчĕ, тус-йышĕсене нимĕн пулман пек кăтартма тăрăшрĕ.
— Мĕн кирлĕ сире?
— Мана хуçа сирĕн пата пысăк ĕçпе ячĕ.
— Мĕн ĕçпе?
— Господин Янашов, тархасшăн, каçарăр... Хуçа мĕн ĕçпе янине хăвăра çеç калама пултаратăп.
— Кунта ют çын çук.
— Ĕненетĕп, господин Янашов... Сирĕн тус-йышсенчен малтанах каçару ыйтатăп. Анчах эпир мĕн çинчен калаçнине вĕсене пĕлтересси — сирĕн ирĕк. Мана хуçа сире куçа-куçăн каласа пама хушнă. Çавăнпа эпĕ хисеплĕ хуçа ирĕкĕнчен тухма пултараймастăп. Господин Янашов, сирĕн шанчăклă çыннăр эсир хушнă пек тумасан, мĕн тенĕ пулăттăр?..
— Эпĕ хушнă пек туман çынна хам патăмра тытса усрассăм çук!
— Ман хуçа та çавнашкалах, господин Янашов. Çавăншăн сире сĕнӳ пама хăятăп: ресторана кайăпăр та, унти уйрăм пӳлĕмре ман хуçа сирĕнпе мĕнле ĕç тума шутлани çинчен каласа парăп.
Палламан çын ĕç çинчен сăмах хускатни Миххана чун кĕртрĕ. Вăл яланхи кăмăлне тупрĕ. Çитменнине, пăрахучĕ те çак самантрах килес çук-ха.
— Господа, — терĕ Михха юлташĕсене, — атьăр эппин ресторана. Эпир господин Красильниковăн шанчăклă çыннипе калаçнă хушăра эсир мĕн те пулин ĕçсе çырткалăр!
Юхинпа Лаврский пĕр сăмахсăрах килĕшрĕç. Ресторанта вĕсем зала юлчĕç. Богдановпа Михха, иккĕмĕш хута хăпарса, уйрăм пӳлĕме кĕчĕç.
— Сĕрмен кустăрма чĕриклетет, теççĕ, Шампански илсе килме хушсан, эсир хирĕç пулмăр-и?
— Тархасшăн. Кăмăл тусах ĕçĕп, — килĕшрĕ Михха.
— Пĕр сăмахранах килĕшӳ тĕвĕленни аван япала, господин Янашов. Ĕç пирки те ăнăçлăн калаçса татăласса шанатăп! Халь шампанскипе çырткаламалли илсе килме хушам-ха.
Богданов коридора тухсанах, ун патне Костьăпа Емелька васкаса пычĕç.
— Астăвăр, паттăрсем. Эсир халь — хаяр та çăткăн хурахсем. Сирĕн пӳлĕмри чăваш хуçан сехрине хăпартмалла. Астăвăр, атамана хĕрелмелле ан тăвăр.
Богданов пӳлĕме кĕчĕ.
— Хушрăм, господин Янашов. Кĕçех пирĕн сĕтел çинче шампански пулать!
Сасартăк пӳлĕме икĕ патвар çын вашкăртса кĕчĕç те Янашов тавçăрса сăмах калама ĕлкĕриччен ун патне сиксе пычĕç. Çĕççисене кăларса, халь чиксе пăрахас пек сулкалама тытăнчĕç. Шăлĕсене шатăртаттарчĕç.
— Вырăнтан хускалнă ан пултăр!
— Халь чиксе пăрахатпăр!
Михха чунĕ ура тупанне анчĕ. Куçĕ-пуçĕ алчăраса кайрĕ. Вăл вăрă-хурахсем хуçасене асаплантарса вĕлерни çинчен Микула каласа панисене аса илчĕ те, пĕççи тăрăх вĕри йĕпе юхса анчĕ.
Богданов крючниксен хăрушлăхне вăйлатас шутпа хаяррăн юнарĕ:
— Господин Янашов, эсир мухтавлă вăрă-хурахсен аллине çаклантăр. Эпир эрехе çын пуç шăмми çине тултарса ĕçетпĕр. Çырткалама çын чĕрине ăшалатпăр. Халь ĕнтĕ сирĕн чĕрӳне кăларса ăшалас вăхăт çитрĕ. Анчах малтан сире çĕр шăтăкне илсе кĕрĕпĕр те юнна ĕмсе ĕçĕпĕр!
Михха чĕркуççи çине ӳкрĕ. Куççулĕпе йăлăнма тытăнчĕ:
— Тархасшăн, шеллĕр... Чуна хăварсамăр... Мĕн ыйтнине пурне те парăп...
Богдановпа крючниксем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Кĕç-вĕç кулса ярас патне çитрĕç. Анчах путсĕр шăршă тапса тухни вĕсен кăмăлне пăсрĕ. Богданов пит-куçне йĕрĕнсе пĕркелерĕ те хыттăн каларĕ:
— Курăпăр, ху сăмахху çине тăрăн-и-ха? Сирĕн телейшĕнех-и, тен, эпир паян нумай юн ĕçрĕмĕр, нумай çын чĕрине кăларса ăшаларăмăр. Сире пурĕ те хут çырса пама çеç хушăпăр.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...