Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Ванюк йăшăлтата пуçларĕ.
— Хуллен. Ачана вăрататăн, — астутарчĕ Микула. — Атя, ан тив, çывăртăр.
Вĕсем малти чӳрече умне пычĕç. Чаплă пахча, лăпкă Атăл çине пăхса киленчĕç.
— Ытарма çук илемлĕ!..
— Эсĕ кил хушшинчи хуралтсене курасчĕ. Кунашкал хуралт сехметĕн пулсан пулĕ! Пĕлетĕн-и, мĕн терĕ мана ани? Степан Иванович ывăлĕпе кинĕ ырришĕн чун-чĕререн савăнатăп терĕ. Пĕтĕм чĕрепех ку ырă çемьене тивĕç пулма тăрăшăп, кунта килĕшет пулсан, пурăнма куçса килĕр терĕ. Ман шутпа, вăл, чăн та, ырă кăмăллă хĕрарăм.
— Ӳн кăмăлне тиркештерме иртерех-ха. Пурăна киле курăпăр.
— Çук, Микула, çын мĕнлине пĕрре пăхсах чухлама пулать. Ним пытармасăрах калатăп, эпĕ ăна чăннипех юратса пăрахрăм.
— Вăл сана килĕшни аван, Анук. Ман халь çакна пĕлес килет: эсĕ мĕн хуравларăн ăна?
— Эпĕ-и?.. Эпир ăçта, мĕнле пурăнассине пирĕн ар-çынсем пĕлччĕр терĕм.
Ку шухăшсене упăшки ырласса кĕтрĕ Анук. Анчах ун хуравĕ тĕлĕнтерчĕ ăна.
— Аван мар апла, Анук. — Эсĕ хăвăн кăмăл-шухăшна упăшку ирĕкне суккăрла парăнтарасшăн.
— Микула, ан култар, — килĕшмерĕ Анук. — Упăшкана парăнмасан, кама парăнмалла тет? Е вăл ман ăраскалшăн тăрăшмасть-и?
— Эпĕ сана пурнăç çине ху пĕлнĕ пек, хăвна килĕшнĕ пек пăхма сĕнесшĕн. Тепĕр чухне сан пĕлӳ манăннинчен те пархатарлăрах пулма пултарать. Унашкал чухне мĕншĕн эсĕ хушнине, эсĕ канаш панине итлес мар? Пурнăçра пĕрин ирĕкне çеç парăнни, теприн кăмăл-шухăшне хисеплеменни телей кӳрес çук. Телей чĕресем юратнинче çеç Мар, пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр тан шутласа пурăннинче те... Энĕшкасси пирĕншĕн эпир унта çуралса ӳснĕрен, улăх-çаранти кашни кĕтес çывăхран çеç паха мар... Унта тӳсме сук йывăр хĕн-хур айĕнче тăван чăвашсем пурăнаççĕ. Вĕсем Миххапа ытти сĕлĕхсене хирĕç кĕрешĕве ертсе каякан паттăрсем килессе кĕтеççĕ.
Анук упăшкине куç пăвнăн итлерĕ. Вăл ăнланмалла мар çын пулса кайна пек туйăнчĕ ăна.
— Чунăм... Эпĕ халь каланисене нумайăш ăнланаймĕç. Анчах сана васкавлăн ăнланма тивĕ. Пуласлăхра пире тата йывăртарах уйрăлусем кĕтме пултараççĕ. Ун чухне пĕр-пĕрне ăнланса юратни, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнни кăна пирĕн пурнăçа чечеклентерĕ, йывăрлăхсене пуçа усмасăр çĕнтерме вăй-хăват парĕ.
Микула чӳречерен тинкерчĕ.
— Мĕн куртăн унта?
Унта пĕр кимĕ, Атăл вăта çĕрĕнчен иртсе, çыран хĕрринелле çул тытрĕ. Икĕ çын ларса пыраççĕ: арçынĕ кĕсменпе ишет, хĕрарăмĕ хӳре тытса пырать. Микула питкуçĕ хаваслăхпа çуталчĕ.
— Атăл çинче пĕр кимĕрен урăх ним те курмастăп-çке.
— Кимĕ çинче камсем ларса пынине пĕлетĕн-и? — Анук палласа илеймен пирки шарламарĕ. Микула ăнлантарчĕ: — Леонид Сергеевичпа Евдокия Ларионовна килеççĕ.
— Ан калаç!
— Ийя, Анук. Çавсем килеççĕ. Атя, кĕтсе илме каятпăр. Вĕсем, алăран алла тытса, малти пӳртрен тухрĕç.
— Кума, атя, хăнасене кĕтсе илме каятпăр! — Кĕтерук ним хуравлама аптрарĕ. Анук ăна аллинчен тытрĕ. — Атя, атя! Анахвис унчченех вăранмĕ-ха!
Вĕсем виççĕн кил хушшине тухрĕç. Унта Ваçлие тĕл пулчĕç. Вăл та, çĕр хута чĕрĕм ыйхă туманскер, халь кăштах та пулин уçăлса хуйхи-суйхине сиресшĕн.
— Кума, халь эсĕ сехмет урхамахĕпе таптатнă ыйткалакана курăн, — терĕ Анук.
— Ан калаç?
— Ийя, кума. Вăл çав тери ырă кăмăллă хĕрарăм. Упăшкипе иккĕшĕ ати туйне килеççĕ.
Кимĕ çитсе чарăнчĕ. Микулапа Ваçли кимме икĕ енчен тытрĕç те çырана туртса лартрĕç.
Унтан Кузнецов сиксе тухрĕ те Дусьăна тухма пулăшрĕ.
— Аппа! — хаваслăн чĕнчĕ Анук.
— Хаклă йăмăкăм! — Дуся та хĕпĕртесе ӳкрĕ. — Мĕнле çитрĕр? Ванюк мĕнле, сывă-и?
— Чиперех çитрĕмĕр, Ванюк та сывах, — хуравларĕ Анук, çавăнтах тусĕпе паллаштарчĕ: — Ку пĕчĕкрен пĕрле ӳснĕ Кĕтерук кума!
— Салам, Кĕтерук! Тĕл пулса паллашма май килнĕшĕн савăнатăп.
Микула, Кузнецова саламласа, Ваçлипе, унтан вара ыттисене ĕречĕпе пăр-пĕринпе паллаштарчĕ. Вĕсем пуçламăш хут ал тытсах, пĕр сăмахранах хăйсем çывăххине туйрĕç...
Çтаппансем чиркӳрен таврăннă çĕре Анук пахча варринчи беседкăра ĕçме-çиме хатĕрлесе хума ĕлкĕрнĕ те. Хăнасене вăл тӳрех сĕтел хушшине ларма сĕнчĕ.
Пурте кăмăл туса килĕшнипе Кузнецов кил хуçи вырăнне ларчĕ. Черккесене эрех тултарса:
— Горько! — тесе кăшкăрчĕ.
— Горько! — кăшкăрчĕç ыттисем те.
Çтаппан вырăссен йăлине пĕлмен пирки çухалса ларчĕ. Çакна сиссен, Матĕрне упăшкине хăех чуптуса илчĕ. Çакăн хыççăн шавсăр та сăпайлă туй пуçланчĕ.
V
Мошков телейĕшĕнех-и, уборнăй шăтăкĕ тарăнах пулмарĕ. Çăварне карттус тĕркелесе хыптарни таса мара çăтса антăхасран упрарĕ. Вăл шăтăкран тапаланса тухрĕ те, тӳрех çыран хĕррине анса, Атăла сикрĕ. Çĕр каçиччен тум-тирне çуса типĕтме ĕлкерчĕ. Ытла нумай хăснипе шурăмпӳçне кăвак сула тĕслĕн кĕтсе илчĕ. Тепĕр çын пулсан, çакнашкал ăнăçсăр ĕç хыççăн пăрахут çине ларĕччĕ те каялла вĕçтерĕччĕ. Анчах Мошков унашкал çын мар. Ĕнтĕ ун чĕринче начальниксемпе Михха умĕнче чапа тухас килни çеç мар, хăйне хур кӳнĕшĕн тавăрас çилĕ вĕрерĕ. Ан тив, унран урăххисем мăшкăлласа кулнă пултăр. Вăл пурпĕр Микулана айăпларĕ. Микула пулмасан, вăл нихçан та хулана килместчĕ, ку мăшкăла курмастчĕ. Çамрăк хĕрарăмсем киле кайма ĕлкĕрейменнине, вĕсене Микула ăсатма килессе Мошков пĕр иккĕленмесĕр ĕненчĕ. Çавăнтах Микулана пĕччен тытма хăтланнă пирки инкеке кĕрсе ӳкнĕшĕн хăйне хăй ӳйкелерĕ, ку йăнăша юсама шут тытрĕ. Пĕр городовой ăс панипе пристав канцелярине кĕчĕ. Дежурта тăракан полици чиновникне хăй ăçтан, мĕн ĕçпе килнине тата икĕ палламан çын тапăнса кирлĕ çынна тытма кансĕрлени çинчен каласа пачĕ. Хăйне уборнăй шăтăкне тĕксе яни çинчен çеç шарлăмарĕ. Пулăшу ыйтса, айăплă çыннăн ятне тата ăна ачаллă икĕ хĕрарăмран палласа илме май пуррине, хĕрарăмсен çийĕнчи чăваш тумне сăрласа пĕлтерчĕ.
Çакна пула хулари полици ачаллă икĕ чăваш хĕрарăмĕпе çамрăк çынна турă амăшĕн иккунне кĕтсе илме пухăннă вуншар пин çын хушшинче кун каçиччен шырарĕç. Ниçта та тупаймарĕç.
Каç пулсан, кĕлтума килнĕ çынсем пăрахутсем çине тиене-тиене килĕсене салана пуçларĕç. Ир çине кĕлтăвакансен йышĕ сайралса пычĕ. Тата тепĕр ир килсен Мошков шанăçне çухатрĕ. Ана пулăшаканĕсем те киле кайма канаш пачĕç. Анчах шăп çак вăхăтра Çтаппанпа Ваçли тата Анукпа Кĕтерук пристань патнелле пынине курчĕ те, савăннипе кăшкăрса ярасран тытăнса, городовоя аякĕнчен тăк тĕкрĕ:
— Авă килеççĕ.
Çтаппансен çулне городовойпа ахаль тумлă çын пырса пӳлчĕç. Хĕрарăмсен сехри хăпрĕ. Çтаппанпа Ваçли ним ăнланаймасăр пĕр-пĕрне пăхкаласа илчĕç.
— Çамрăк çын, паспăртна кăтартăр! — хушрĕ городовой.
Ваçли паспортне кăларса пачĕ.
— Хушамату мĕнле? — тĕпчерĕ городовой.
— Максимов, — тăнăçлăн хуравларĕ Ваçли.
— Яту?
— Василий.
— Аçу ячĕ?
— Максимовпч!
Городовой Мошков çине сиввĕн çаврăнса пăхрĕ.
— Суя паспорт ку! — шухăшласа тăмасăрах эхлетрĕ Мошков.
Çтаппан хăйсен вулăсĕнчи стражнике палласа илсен, Кузнецов Анук хыççăн йĕрлесе килме пултарасса астутарнине аса илсе, вырăс çыннине ырă сунса тав турĕ. Полицейскисем çине хăюллăн пăхрĕ.
— Эккей, э... Аран палласа илтĕм, Иван Митрăч, эсĕ-çке ку? Ыйтса пĕлме хăйнăшăн ан çиллен те... Эсĕ кама шыратăн вара? Ман Ваçли кума кам тесе шутлатăн?
— Хупла çăварна! — кăшкăрса пăрахрĕ Мошков. — Кама шыранине тупрăмăр. Урăх пирĕн алăран вĕçернеймĕ!
— Иван Митрăч, тăхта-ха! Эсĕ суя паспорт тесе тĕрĕс мар калатăн. Ку çамрăк çын чăн та эсĕ лайăх пĕлмелле Максим Данилович ачи...
— Çитĕ! — çынсем пухăна пуçланине асăрхаса, пӳлчĕ ăна городовой.— Кайрăмăр!
— Ман баржа çине таврăнмалла.
— Мĕнле баржа çине?
— Ав Атăл варринче тăрать. Эпĕ унта матросра ĕçлетĕп. Водолив мана паянччен çеç ирĕк панă.
— Юрĕ, унта курăпăр. Халь кайрăмăр! Ваçлие илсе кайсан, хĕрарăмсем хăраса ӳкрĕç.
— Ытлашши ан пăшăрханăр-ха, нимех те пулмĕ. Ана Микула тесе тытса кайрĕç. Лешĕ, хамăрла тумланни, пирĕн вулăсри стражник. Ахăртнех, Микулана тытасшăн йĕрлесе килнĕ курăнать. Атьăр луччă пӳлĕме кĕрер.
Полици участокĕнче Ваçлие эсĕ Ваçли мар, эсĕ Çтаппан ывăлĕ Микула терĕç. Ваçли куна илтсен хĕпĕртерĕ. Ав мĕнле иккен, вĕсем Микулана шыраççĕ! Çук, ăна тупаймăр! Хăй Микула маррине ĕнентерессе вăл ним иккĕленмесĕрех шанчĕ.
— Эсир йăнăшатăр, — полици чиновникне витĕмлĕн хуравларĕ Ваçли. — Эпĕ Николай мар. Эпĕ — Василий Максимович. Ĕненмесен, çак самантрах баржа çине кайса тĕпчеме пултаратăр. Ку та сахал тесен, Энĕшкасси халăхне чĕнсе ыйтма пултаратăр. Господин стражник хăй те ман аттен, Платун хыççăн старăстăра ĕçлекен Максим Даниловăн, аякра ĕçлесе пурăнакан ывăлĕ пуррине илтнĕ пулмалла. Эсир шыракан Микула ним сас-хурасăр çухалнă. Ял хушшинче çӳрекен хыпарсем тăрăх, вăл тахçанах вилнĕ. Мошков тăна кĕре пуçларĕ. Макçăма старостăна лартнă хыççăн, ун патĕнче темиçе те пулса, унăн пĕр ывăлĕ, чăн та, Атăл çине ĕçлеме кайнă тенине илтнĕччĕ вăл. Каллех телей пулмарĕ-и?
Ваçли сăмахĕсем витĕмлипе аптраса, полици участокĕнчи чиновник Мошкова ыйту пачĕ:
— Ку çамрăк çынна тĕрĕсех палласа илтĕр-и эсир? Леш ним те калаймарĕ. Ваçлие кăларса ячĕç.
VI
Атăлкассинчи имени, халиччен вырăс улпучĕн пулнăскер, виçĕ çул каярах çеç-ха француз сен Жемени баронĕ аллине куçнă.
Имени управляющийе Ларион Никитич Юхин, ватă барон Атăлкассине пĕртен-пĕр хут килсе кайнă чухне хуçалăхпа мар, кашни уйăхра мĕн чухлĕ укçа илме пултарассипе çеç интересленнине туйса, имени хуçалăхĕ тупăш сахал парать, хăшпĕр çулĕнче тăкакне те аран çеç хуплаштарса пырать, укçине имение сутса çеç тупма пулать тесе ĕнентерме тăрăшнă. Кунти çĕр ытла та начар татă тĕттĕм чăвашсене ĕçлеттернипе çĕрĕçне аталантарма çук пек ăнлантарса панă. Ку тĕрĕсне çирĕплетме барона ятарласах шрă начар пулакан уй-хир урлă илсе çӳренĕ. Вăрманĕнче хака тăман шĕшкĕ, çамрăк çăкапа ăвăссем ларакан вырăна çеç кăтартнă. Улăха ансан, шурлăхри хăяхпа шăлан курăкĕ ӳсекен вырăнсемпе паллаштарнă. Барон именинчен, чăн та, нумай тупăш илес çука ĕненсе пынине сиссен, ăна хăçан та пулин сутма пултарасса та шаннă.
Çулталăк каярах ватă барон вилчĕ те, имени Питĕрте пурăнакан ывăлĕн аллине куçрĕ. Юхин малтанах çамрăк барон килсе тĕрĕслесрен хăрарĕ. Анчах лешĕ, ашшĕ вилни тата имени хăй аллине куçни çинчен пĕлтернипе, укçана ун ячĕпе яма хушнипех çырлахрĕ. Юхин çамрăк барона та имени тупăш параймасса ĕнентерме тытăнчĕ.
Чăннипе, имени хуçалăхĕ Юхин каланă пекех япăх пулман. Хура тăпраллă вырăнсенче тырпул калама çук вăйлă ӳсет. Вăрманта пилĕкçĕр теçеттина яхăн ĕмĕрхи юмансем кашласа лараççĕ. Пĕтĕм улăхĕнчен çур пайне çуркунне Атăл шывĕ тулнипе утă лайăх ӳсет. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси те аванах пырать. Анчах Юхин çаксене пĕтĕмпех пытарса пурăнать. Мĕн пытарма май килнине: тырри-пуллине, выльăххи-чĕрлĕххине — пĕтĕмпех Михха урлă сутать. Çапла вăл, çирĕм пилĕк пин тенкĕ ытла пухма ĕлкĕрсе, улпут именине хăй аллине çавăрса илес ĕмĕтпе пурăнать.
Икĕ эрне каярах çамрăк баронтан аллă пин тенкĕ укçа ярса пама ыйтса васкавлă телеграмма персе çитрĕ. Юхин çамрăк барон инкеке кĕрсе ӳкнине ăнланчĕ, кун чухлĕ укçа имение пĕтĕмĕшпе е пысăк пайне сутсан çеç тупма пулать тесе пĕлтерчĕ.
Вара, Ваçлие Хусанти полици участокне илсе кайнă ир, Атăлкассине çирĕм сакăр çулалла çитнĕ, хăва хулли пек çинçе те сакайĕнче шăтса ӳснĕ çĕрулми калчи пек шуранка сăн-питлĕ Жемени çамрăк барон персе çитрĕ.
Юхин ăна çуйланса кĕтсе илчĕ. Барон именне тĕреслеме тытăнассăн, хăй тĕллĕн çеç çӳресе, тĕл пулаканран ыйтса пĕлме тăрăшасшăн пек туйăнчĕ ăна. Чĕлхене ирĕке яма юратакан çынсем тупăнма пултараççех. Вара Юхинăн темиçе çултанпа усранă ĕмĕт-шухăшĕ ахалех пăчланĕ.
Анчах барон аяк çул хыççăн ваннăра çăвăнса тасалчĕ, тутлă апатланчĕ, ӳсĕрличчен эрех ĕçрĕ те:
— Ларион Никитич, укçа тупас пирки ĕç мĕнле пырать? — терĕ малтанхи сăмахĕнчех.
Юхин чĕри кăштах лăпланчĕ. Ун патне имение юратакан улпут мар, укçа шăйăрма вĕреннĕ çын çеç килнине ăнланчĕ вăл.
— Ваше сиятельство, — шанчăксăрла пĕççине çапса илчĕ Юхин, — ун çинчен сирĕн патра çырса пĕлтернĕччĕ. Мана ĕненмесен, тухса çӳресе е хутсем тăрăх тĕрĕслеме пултаратăр. Пурпĕр эпĕ сĕннинчен урăхла май тупаймăр... Тунмастăп, Ваше сиятельство... Мана, çак нменинче пурăнса ĕмĕре ирттернĕ çынна, кунашкал сăмахсем хускатма йывăр... Анчах чун тухичченех сире парăнни мана тĕрĕссине калама хушать. Сирĕн аçу, мана ырă кăтартнă барон... Чунĕ çӳлти патшалăхра пултăр.:.— Юхин сахсăхса илчĕ, — ку имение сутăн иличчен манпала калаçнă пулсан, эпĕ ăна илтермен пулăттăм. Вырăс улпучĕ тупăш çуккипе тарăхса сутни çинчен каласа парăттăм...
Юхин халапĕсенчен «урăхла майлă укçа тупма çук» тени çеç çамрăк барон хăлхине кĕрсе юлчĕ. Вăл укçасăр Питĕре таврăнма пултараймасть. Унта аллă пин тенкĕ выляса янине вăхăтра тӳлемесен, ăна вилĕм кĕтет. Барон Юхин сăмахне вĕçлессе аран кĕтсе илчĕ.
— Урăхла май çук тетĕр эппин?
— Ваше сиятельство, ку ман шухăш çеç. Имени сирĕн. Эсир унпала мĕн тума шутлатăр, çавна тума пултаратăр.
— Эп те çаплах шутлатăп, — килĕшрĕ барон.
— Сирĕн ирĕк, ваше сиятельство... — хаш сывласа сăмах хушрĕ Юхин. Ашĕнче нихçанхинчен те ытларах хĕпĕртерĕ.
— Анчах ку ĕçе васкасарах тăвасчĕ. Эсир ман имение сутăн илме килĕшекен пур тесе çырнăччĕ. Çав çынна хăвăртрах чĕнсе килĕр!
Юхин тухса чупма та хатĕрччĕ, калаçса татăлмалли пуррине аса илсе:
— Ваше сиятельство, çынна чĕнсе килесси нимех те мар. Малтан хакне шухăшласа хурасчĕ, — терĕ.
— Эпĕ хакĕ çинчен нимĕн те калама пултараймастăп. Ăна эсир пĕлмелле. Луччă хăвăр пĕлекен хака калăр та, ĕçĕ пĕттĕр.
— Ваше снятельство, хак тума мана та йывăр. Хăвăр шухăшлăр, ку енче чи лайăх çĕре те теçеттинне çирĕм пилĕк тенкĕрен мала памаççĕ. Çав хакпах улăхне те илме пулать. Вăрманĕ тесен, Ваше сиятельство, теçеттинĕ çĕр тенке яхăн... Вăт, хăвăрах шутлăр ĕнтĕ, именишĕн мĕн чул ыйтма юрать?
— Çĕрĕ миçе теçеттин вара ман?
— Тырă акмалли пин теçеттинран кăшт ытларах. Тепĕр çавăн чухлĕ вăрманĕ. Улăх пилĕкçĕр теçеттин. Кун çумне çурт-йĕрсене, пахчана хушăр... — Барон аса илеймессе шанса, выльăх-чĕрлĕхне асăнмасăрах хăварчĕ Юхин.
Барон хутпа кăранташ илсе нумайччен шутласа ларчĕ.
— Икçĕр пин тенкĕ тулетĕр те, ĕçĕ пĕттĕр!
Юхин тата ытларах хĕпĕртерĕ. Барон ку хак çинче тытăнса тăраймасса шанать вăл. Анчах, чăн кăмăлне пытарса, салхуллăрах курăнма тăрăшрĕ.
— Ваше сиятельство, эсир калакан хакпа килĕшсе, укçине çак самантрах парса татакан хуçа тупма хĕн пулмĕ-ши? Ытлашши хак ыйтса, имение сутăн илес шутлă хуçăна хăратса пăрахмăпăр-ши?
Барон пĕр сăмахсăрах тӳлесе татма пултаракан хуçа тупма хĕннине лайăх пĕлет. Укçасăр та тухса кайма пул-тараймасть вăл. Çавăнпа мирлешнĕ сасă çине куçрĕ.
Юрĕ, Ларион Никитич, курăпăр унта. Халь ман имение сутăн илме шутлакан хуçана чĕнсе килĕр-ха! — Халех, Ваше сиятельство. Юхин, ишме икĕ çынна чĕнсе, кимĕ çине ларчĕ. Лăпкă та шăрăх çанталăк. Атăл та, ĕшентерекен ĕçе пĕтернĕ хыççăн каннă пекех, тӳлеккĕн юхса выртать. Çур сехет ытла ишсен, кимĕ барон вăрманĕ пуçланнă вырăна çитрĕ. Лутра та вак ката-кĕтĕсем вăрман хĕрринче çеç. Лерелле, вăрман варринелле, ĕмĕрхи юман тăррисем пĕлĕтелле кармашса лараççĕ. Юхин пуçламăш хут вĕсем çине хăйĕнни пек пăхрĕ: «Шутласа кăларайми пуянлăх манăн пулĕ». Вăл та ытти чăвашсемпе танах йывăр ĕçе пула сухапуç хăми пек кукăрăлĕччĕ. Анчах вăл çын пулма пултарчĕ. Ан тив, улпут патĕнче вунпилĕк çулхи ача чухнех çурăмне авма лекнĕ пултăр. Паян вăл ку чункĕрĕн юлашки хăми çине хăпарса тăрĕ те, вара ытти çĕршер чăваш ăна пуйтарасшăн çурăмĕсене авĕç. Çакнашкал ĕмĕт-шухăшсемпе çăмăлланса пынăран кимме çил хăваласа чуптарнăнах туйăнчĕ. Акă йывăç тиенĕ çĕрте ĕçлекенсем те курăнаççĕ. Бурлаксен юрри янăравлăрах та хăватлăрах илтĕне пуçларĕ...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...