Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ


Чиркӳри çынсем асăрхама пултарасран хăраса, Лукарье çине тӳррĕн пăхмарĕ пуп. Тавраран, йĕрне çухатса чупакан тилĕ пек, пуçне айккинелле чалăштарса, Лукарье куçĕсене шырарĕ. Пĕр шухăшлă, пĕр кăмăллă куçсем, тĕл пулсанах, кĕскен калаçса илчĕç. «Мĕншĕн упăшку пӳремсĕррине тӳссе пурăнмалла, ĕмĕр иккĕ килĕ тетĕн-к-мĕн?» ― терĕ пупăн куçĕ. «Ăнланатăп», ― килĕшрĕ Лукарье куçĕ. Хире-хирĕç пăхма урăх вăй çитереймерĕ унăн куçĕ, пуп тăрăх кăлтăр кусса анчĕ. Лукарье кăкăр тулли сывласа ячĕ те ура çине тăчĕ. Татах пуп куçĕпе тĕл пуласран асăрханса, тур амăшĕ çинелле пăхрĕ.

Çав вăхăтра пуп, кадилăпа арçынсем еннелле сулла-сулла, Михха ăçта тăнине шырама тытăлчĕ. Ниçта та тĕл пулайманнипе тĕлĕнчĕ. «Халиччен ялан иккĕшĕ пĕрле килекенччĕ-çке кусем. Паян пĕчченех килнĕ пулсан, иккĕшин хушшинче мĕн те пулин пулнах пуль?» ― тавçăрса илме хăтланчĕ пуп. Анчах шухăшлама вăхăт пулмарĕ. Умĕнче тăракансен тĕпчевлĕ куçĕсем хăй çине тăрăннине астуса, кĕлтумаллине аса илчĕ те:

— Паки, паки миром господу помолимся! ― тесе яланхи пекех уççăн юрласа ячĕ.

Клирос çинчи хор:

— Господи помилуй! ― тесе тăсрĕ.

Чиркӳ тулли халăх пĕр харăс сăхсахса, пуçĕсене тайса илчĕç те кашни харпăр хăйĕн шухăшне путрĕç.

Çтаппан арăмĕ Татьяна, Лукарье юсавне те курмасăр, юнашар тăракан хĕрарăмсем калаçнине те илтмесĕр, мĕнпур ырă кăмăлĕпе турă çинчен шухăшласа кĕлтурĕ. Малтанах вăл Çтаппаншăн, вăл чиркĕве çӳременшĕн турăран каçару ыйтрĕ. Унтан çул çинчи ывăлне сывлăх, телей пиллеме ыйтса пуççапрĕ. Выльăх-чĕрлĕхсене, çурт-йĕрĕсене упрама йăлăнчĕ. Çакăн пек тимлĕн кĕлтуса тăнă май, ирхи кĕлĕрен тухнине те юнашар тăракан хĕрарăмсем кайса пĕтнинчен çеç сисрĕ. Вара вăл та чиркӳрен тухрĕ.

Ытти этемсемпе пĕрлех чиркӳрен тухма тытăннă Лукарье Касмухха чĕннипе чарăнса тăчĕ.

— Лукерья Семеновна, мĕнле ара, Михал Петрович килеймерĕ-çке паян? ― пуçне пилĕк таран тайса ыйтрĕ Касмухха.

— Пирĕн Михха ерçмест, ― терĕ те Лукарье пуçне мăнкăмăллăн каçăртрĕ.

— Хам та çавна каласшăн мар-и. Халь те темĕнле ĕлкĕрет вăл. Атăл тулли йывăç юхтарать... Шутласа кăларайми тырă пухса хуласене ăсатать. Çур пусă ытла çĕр ун аллинче, пурне те тăвас пулать, пурне те ĕлкĕрес пулать...

— Пурăнас тесен — ĕлкĕрĕн. Кам тăвĕ ун ĕçне. Вăл пур çĕрте те хăй.

Лукарье кайма тăнине курса, Касмухха ăна каллех тытса чарчĕ.

— Лукерья Семеновна, хваттере кам патне кĕтĕн эсĕ?

— Лашана пачăшкă патне тăратрăм... Касмухха ăна сăмахне вĕçлеме памарĕ:

— Эсĕ чей ĕçме пирĕн пата атя, ― терĕ васкавлăн. ― Чăнах, Лукерья Семеновна, арăм та питĕ курасшăн сана. Ĕлĕк, хуняçу чухне, ялан пирĕн пата кĕретчĕ. Эсĕ нихçан та кĕрсе курмастăн.

Пуп çывхарнине сиссе, Касмухха та шухăшне каласа пĕтереймерĕ. Лукарье кăштах айккинелле пăрăнса пуçне тайрĕ. Икĕ ывăç тупанне пĕр çĕре тытса, пуп еннелле тăсрĕ.

Пуп, Лукарье çамки çине хĕрес хурса, хăй аллине ун алли çине хучĕ.

— Салам, Лукерья Семеновна. Эсир килнишĕн çав тери хавас. Атьăр-ха, тархасшăн, кăнтăрлахи кĕлле кĕриччен, пĕрер стакан чей те пулин кайса ĕçер.

Лукарье вырăнта тăнă çĕртех пушмак кĕли çинче хиркеленсе илчĕ. Ним калама аптраса:

— Ман урхамах сирĕн патăрта-ха, ― тесе ячĕ.

— Питĕ хавас, Лукерья Семеновна, атьăр-ха, тархасшăн, ― татах чĕнчĕ те пуп алăк еннелле утса кайрĕ.

Пуп хыçĕнчен Лукарье те утрĕ.

Касмухха, пĕччен юлсан, эрленсе пуçне сулчĕ.

Чиркĕвĕн картишĕнче — туллиех халăх. Хĕрпе каччăсем — пĕр айккинерех. Вĕсем савăнăçлăн та шавлăн калаçнинчен шухăшĕсем турăпа чиркӳ йăлисенчен ытла та инçетри уççăнах палăрать. Кунта пĕр-икĕ ăш сăмах та пулин калаçса илесшĕн çунакан юратнă чĕресем. Çĕнĕрен савни тупас кăмăлпа килнисем те пур. Чиркĕвĕн хурал пӳрчĕ патне çулланнă арçынсем пухăнса тăнă. Тапак туртаççĕ, пурнăçăн уççи-хупписем çинчен — сăмахран каласан, хăйсене пурнăçра мĕскер интереслентерни çинчен, пурне те сӳтсе яваççĕ. Хĕрарăмсем курăк çине кайса ларнă. Кунта та калаçу çĕр çинчи ĕçсем çинчен пырать. Вĕсем, шыв ăсма пухăннă чухнехи пекех, кӳршĕ-кӳпсен арçыннипе хĕрарăмĕсене, вĕсен хĕрĕсемпе каччисене тишкерсе, хăшне мухтаççĕ, хăшне хурлаççĕ. Яланхи пекех, хăйсен арçыннисене, хĕрĕ-ывăлĕсене ырлани илтĕнет.

Пуппа Лукарье чиркӳрен тухни чиркӳ картишĕнчи этемсен калаçăвĕсене татрĕ. Вĕсем пуппа Лукарье çине тĕпчевлĕн тинкерсе пăхрĕç.

— Курăр-ха Михха арăмне.

— Пачăшкă патне хăнана кайрĕ ĕнтĕ.

— Упăшки килмен тата паян...

— Ха, пушмакĕ чĕриклетсе çеç пырать. Хурăн хуппине пĕртте хĕрхенмен вара.

— Тутăрĕ мĕнле чаплă.

— Кĕпи тата.

— Хушпăвĕ мĕн чул тăрать-ши унăн?

— Çавăн чухлĕ кĕмĕле йăтса çӳреме мăйĕ те ыратать пулĕ!

— Çапла пулмасăр! Ĕçлесе вăйран сулăнать-и вăл? ― камăн чĕлхи çине мĕн аса килнине калаçса ăсатрĕç вĕсем пуппа Лукарьене.

Пуп пахчине çитсе кĕрсен, Лукарье тăпах чарăнчĕ. Пахчари уçă сывлăш ăна чиркӳ хыççăн çăтса тăранмалла мар пылаккăн туйăнчĕ.

— Ах, ытла та ырă шăршă-çке сирĕн кунта! ― сассине ачашшăн кăларма тăрăшрĕ Лукарье.

Пуп пахча калинккине хупрĕ.

— Мĕншĕн ырă шăршăллă пулас мар пахчан, Лукерья Семеновна. Йывăçсем пурте сĕткенре. Чечекĕсем сарăлса çитнĕ. Хăвăр пĕлетĕр, Лукерья Семеновна, сĕткен кĕрсе çитсен, кирек камăн пурнăçĕ те илемлĕ. Сĕткен типсен, пурнăç та хăрать, илем те çухалать.

Пуп сăмахĕсем Лукарьен кулленхи шухăшĕсене тепĕр хут чĕртрĕç. «Çамрăк чухне çеç çав пурнăç тени... ватăла-киле нумаях савăнаймăн». Вăл ассăн сывласа илчĕ:

— Çапла, пачăшкă...

Лукарье сăнĕ тĕксĕмленнине асăрхарĕ пуп. Ун кăмăлне тата ытларах хурлантарас шутпа хускатнă сăмаха малалла тăсрĕ.

— Тĕрĕссипе каласан, Лукерья Семеновна, этемĕн пурнăçĕ те çавнашкалах, ман шутпа.

— Мĕншĕн? ― пĕр хумханса, пĕр вĕчĕрхенсе ыйтрĕ Лукарье.

— Мĕншĕнни палла, Лукерья Семеновна. Этемĕн пурнăçĕ те çăмрăк чухне çеç мар араç? Çамрăк чухне кирек кам та илемлĕ. Паттăр. Такам та ăмсанать ăна. Ватăлсан — çук вара. Ак халь эсир мăкăнь чечекĕ пекех илемлĕ. Тата тăват-пилĕк çултанах урăх çын пулатăр. ― Лукарье ытлашширех хумханма пуçланине туйса, çакна вăл ăнсăртран каласа панă сăмах çеç тесе ĕнентерме васкарĕ: ― Тархасшăн, ан, çилленĕр, Лукерья Семеновна, эпĕ ку сăмахсене сире кӳрентерес-мĕн тесе каламарăм. Эсир хăвăрпа тантăш хĕрарăмсем хушшинче чи илемли, ― çапах эсир те ĕмĕр тăршшипех çамрăк чухнехи пек пулас çук тесшĕнччĕ эпĕ. Ман сăмахсем ытлашширех пулчĕç-и, тен, тархасшăн, каçарăр... Эпĕ сире, хамăн çывăх тус-йышăм тесе, хам кăмăлăмра мĕн пуррине каласа патăм.

— Мĕншĕн çилленес, пачăшкă, эсĕ тĕрĕссине каларăн: ăнах чухласа илме пултаратăп эпĕ. Кашни çимĕçĕнех хăйĕн вăхăчĕ тенĕ ваттисем.

Пуп вĕçне çитичченех тарăхтарма шут тытрĕ.

— Кăна питех те тĕрĕс калатăр эсир, Лукерья Семеновна. Ку шухăша хирĕç калама ниепле сăмах та тупас çук. Анчах çакна çеç манма юрамасть, ман шутпа. Çимĕç те тĕрлĕ çĕрте шăтса ӳссе, тĕрлĕ ăрскалпа пĕтме пултарать. Этем пăхса ӳстерекен çимĕç, чăн та, хăй вăхăтĕнче усă кӳрет. Пăхса ӳстерекене те савăнăç кӳрет. Сĕм вăрманта этем пырса ал хуман çимĕç, лайăх ӳссе çитĕнсен те, никама усă кăтартаймасть. Кĕрхи çил-тăвăл çапса хуçать те ăна, пылчăкпа-юрпа хутшăнтарса çĕртет.

Сасартăк Лукарьен пуçне хăюллă шухăш пырса кĕчĕ. Вăл аскăн куçĕсемпе пуп çине тӳррĕн пăхрĕ те:

— Пачăшкă, эсĕ пирĕн тĕле мансах кайнă та? ― терĕ.

— Ку сăмахсене ăçтан туртса кăларатăр Лукерья Семеновна? ― кӳреннĕ пек пулчĕ пуп.

— Мĕн туртса кăларни пултăр унта. Аса юлашки хут хăçан пулнă эсĕ пирĕн патăрта?

— Унтанпа, чăнах та, самай вăхăт иртнĕ... кайнăн килĕшрĕ пуп.

— Куртăр-и ĕнтĕ...

— Тĕрĕссипе каласан, Лукерья Семеновна, сирĕн пата хăçан пымаллине те пĕлместĕп эпĕ. Михаил Петрович яланах килте çук...

— Михха килте пулмасан, пирĕн килте урăх никам та çук тесе каласшăн ĕнтĕ эсĕ?

— Çук, ăна каласшăн марччĕ эпĕ...

— Тата мĕн тесшĕнччĕ?

— Кирек-мĕн пулсан та, кил хуçи çук вăхăтра...

— Сирĕн шутпа, эпĕ кам? Кил хуçи арăмĕ мар-и?

— Кил хуçи арăмĕ те-ха...

— Апла тесен, пачăшкă, паян эпĕ сана хам пата хăнана чĕнетĕп!

— Килĕшӳллĕ пулĕ-ши?..

Пуп иккĕленсе калаçнине килĕшнĕ пек ăнланчĕ Лукарье.

Килĕшмелле марри унта нимĕн те çук, Вениамин Маркович... Хăвах пĕлетĕн, пачăшкă валли кирек хăçан та пӳрт алăкĕ уçă тăмалла. Тата манăн сăваплă этемсен пурнăçĕ çинчен каласа панисене çав тери итлес килет...

Пуппа Лукарье хушшинчи калаçу çакăнпа татăлчĕ. Вĕсем алкум вĕçне çитрĕç. Пӳртре вĕсене пуп арăмĕ кĕтсе илчĕ.

 

VI

Килне Лукарье хавас кăмăлпа таврăнчĕ. Якурпа вĕсем çул тăршшĕпех пĕр сăмах та калаçмарĕç. Ирхине малти пӳртре пулса иртнĕ ĕçсене халь ĕнтĕ Якур хуçа арăмĕн ашкăнăвĕ çеç пулчĕ, ун çинчен шухăшлама та кирлĕ мар терĕ. Юри тенĕ пекех, Лукарье çул тăршшĕпе ун çине мăнаçлăн та сиввĕн пăхса пычĕ. Анчах ăшĕнче вăл ял çине сăмах сарасран хăрарĕ. Çавăнпа Якурăн кăмăлне ăшпилпе парăнтарас тесе, тăрантас çинчен ансанах:

— Якур, урхамаха тăварса тирпейлесен, пӳрте кĕр-ха! ― тесе хушса хăварчĕ.

Кил хушшине урхамах кĕнине курсан, Кĕтерук, тĕрĕ тĕрлеме пăрахса, ура çине тăчĕ. Хуçисене вăл ялан çакнашкал кĕтсе илет.

Лукарье кайри пӳрте кĕрсенех хĕр çине пăхса илчĕ те:

— Михха таврăнман-и? ― тесе ыйтрĕ.

— Çук, таврăнман-ха... ― евĕклĕн хуравларĕ Кĕтерук. Лукарье Кĕтерук ĕçне пăхса пахаласшăнччĕ, ăна хĕрĕн таса куçĕсем иментерчĕç. Кĕтерук унăн аскăн кăмăл-шухăшĕсене пĕлнĕ пекех туйăнчĕ. Хĕре хăй майлă çавăрас е ним шарламан чĕрчун туса хурас тесе, йăваш хуçа арăмĕ пек курăнма тăрăшса, Лукарье хаш сывласа илчĕ те:

— Кĕтерук, эпĕ сана тахçантанпах сăнатăп та, эсĕ питех тăрăшса ĕçлетĕн тата чĕлхӳне те ирĕке ямастăн. Çавăншăн сана паян пĕчĕк парне парасшăн, — тесе, Кĕтерука чăлантан кĕпе, саппун, тутăр илсе тухса пачĕ. ― Тăхăн çых... Хăвăн хуçа арăмне усал ан сун...

— Тавтапуç, Лукерья Семеновна... ― пĕтĕм ырă чĕрипе парăнса пуçне тайрĕ Кĕтерук.

Паçăрхи пекех йăвашшăн курăнма тăрăшса:

— Ĕнтĕ киле кайма та пултаратăн. Паян вырсарникун, мĕн ĕçленипе çитĕ! ― тесе хăварчĕ те Лукарье малти пӳрте кĕрсе кайрĕ.

Кĕтерук васкаса ĕçне пуçтарчĕ, Лукарье панă парнене саппун айне пытарса, пӳртрен тухрĕ. Çенĕкре ăна Якур хирĕç пулчĕ.

Хуçа арăмĕ пӳрте кĕме хушнине илтсен, Якурăн çул çинче сӳннĕ шанчăкĕ тепĕр хут чĕрĕлчĕ. «Аскăн кăмăл-шухăшлă пулмасан, мĕн тума чĕнет вăл мана хăй патне?» Ирхинехи пек именсе вăхăта ирттерес мар, хăюллăрах пулас тесе, пӳртелле утрĕ. Анчах Лукарье çул çинче чухнехи пекех мăнаçлăн та сиввĕн кĕтсе илни Якурăн шанчăкне аркатрĕ. Вăл ирĕксĕрех шăпăр кĕтессинче чарăнса тăчĕ.

— Килтĕн-и? — терĕ те Лукарье, хирĕç каласса кĕтмесĕрех, яшка-çăкăр тыткалакан пӳлĕме кĕрсе кайрĕ. Унтан часах черккепе эрех тата куркапа сăра йăтса тухрĕ те:

— Паян эсĕ чиркĕве ытла та аван илсе кайса килтĕн. Уншăн сана хăналама та тивĕç. Тыт, хуçа арăмне сывлăх сунса ĕç! — терĕ. Якур шалтах ĕçсе ячĕ. — Тата тултарса парас-и?

Якур шанчăкĕ каллех çунатланчĕ: «Акă мĕнрен пуçласа ячĕ вăл, хăй ман çине кашкăр ами пек пăхать!»

Лукарье тата тепĕр черкке эрех, тепĕр курка сăра тултарса пачĕ. Якур, хăюллăрах пулас тесе, вĕсене те тĕппипех çавăрса хучĕ.

— Ĕнтĕ кайса кан! ― хушрĕ вара хуçа арăмĕ.

Якур, çакна йăнăш илтрĕм пулĕ тесе, тухма та аптраса тăчĕ. «Мĕнле-ха, ара, халь çеç чĕнсе эрех-сăра ĕçтерчĕ те, ĕнтĕ хăвалăть-и?»

Кучерĕ тем кĕтсе тăни Лукарьене килĕшмерĕ.

— Тата мĕн туса тăратăн? ― хăтăрса тăкрĕ вăл ăна. ― Сана каларăм-иç, тухса кай тесе!

Якур тин ăнланчĕ. Хуçа арăмĕ чăнах та пӳртрен хăвалать.

Вăл, пĕр сăмах хирĕç чĕнеймесĕр, кăмăлсăррăн тухрĕ.

Анчах кил хушшинче нумай та çӳреймерĕ Якур, эрехпе сăра хăвачĕ унăн ăстăнне пăтраштарса, юнне вĕрилентерсе ячĕ. Хăйне хăй вара никамран та хăраман, никама та парăнман, такама та çĕнтерме пултарас этем пек туя пуçларĕ. Сасартăк çамкине ывăç тупанĕпе çатлаттарчĕ.

«Манран ухмах кам пултăр! Кĕсел аври темерĕн. Ирхине хăй систерсе каларĕ: эсĕ арçын вĕт терĕ. Эпĕ курак-чакаксене хăратма туса лартнă катемпи пек тăрса ирттертĕм. Ахăртнех, хăй хам патăма пырасса кĕтрĕм пуль. Хĕрарăм арçын патне хăй пыни ăçта пулнă-ши? Хамăн тытса ытамламаллаччĕ!..» Якур юлашки ăстăнне çухатрĕ: «Çук, Лукерья Семеновна, эсĕ питех те йăнăшатăн... Эпĕ ухмах та мар, кĕсел аври те мар... Эпĕ чăн та арçын...»

Якур тепĕр хут пӳрте кĕни Лукарьен сехрине хăпартрĕ. Вăл пĕрре пăхсах кучерĕ ӳсĕррине, мĕнле шухăшпа кĕнине тавçăрса илчĕ. Хăй патне пупа чĕнмен пулсан, тен, ăна йышăнма та пултарĕччĕ. Халь кĕçех пуп персе çитĕ. Ӳсĕр тарçăпа пĕрле пулнине курсан, пуçа ăçта кайса чикмелле? Унашкал намăсран вилĕм çеç хăтарĕ. Лукарье Якура хăвăртрах кăларса яма шутларĕ.

— Мĕн тума кĕтĕн эсĕ? Мĕскер кирлĕ сана?!

— Мĕн тума тетĕн?.. ― Якур йăхлатса кулса ячĕ. ― Тĕлĕнтеретĕн эсĕ, Лукерья Семеновна... Эпĕ мĕншĕн кĕнине хăв та аван пĕлетĕн-çке...

Якурăн шухăшĕ те, сăмахĕсем те Лукарьене тарăхтарса ячĕç. Вăл ытла та нӳремсĕрле, хур кӳрсе парăнтарасшăн иккен. Хытăрах хăтăрсан çеç тăна кĕртме пулĕ ăна.

— Ухмах, тухса кай кунтан! ― кăшкăрса пăрахрĕ Лукарье.

Якуршăн пулсан, халь хăтăрни е хурлани ниме те пĕлтермерĕ. Вăл, кула-кулах мăкăртатса, Лукарье патнелле тăрăнчĕ.

— Хăваласа чĕлху пылакне те сая ан ту, Лукерья Семеновна... Эпĕ пурĕпĕр тухса каяссăм çук. Ху калашле, эпĕ чăн та арçын...

Лукарье сĕтел хушшине тарса кĕчĕ те:

— Тухса кай. Тухса каймасан, халех кăравул кăшкăратăп! ― терĕ.

— Сассуна шеллемесен, кăшкăр! Эпĕ нимрен те, никамран та хăрамастăп... Хуть те çакăнтах Михха килсе кĕтĕр... Ун çине суратăп çеç! Вăт мĕнле арçын эпĕ!

Якур Лукарьене хăвалама тытăнчĕ. Лукарье сĕтел кĕтессипе стена хушшине хĕсĕнсен, кармашса саппун кантринчен ярса тытрĕ.

— Ан тыт, ан тыт, вăрă-хурах! — Якур аллинчен вĕçерĕнме тăрăшса, çуйлăн кăшкăрса ячĕ Лукарье.

— Лукарье, ― ĕнтĕ ятран çеç чĕнчĕ ăна Якур, ― тапаланса вăйна та ан пĕтер. Пурĕпĕр вĕçерĕнеймĕн. Эпĕ чăн та арçынне ху пĕлетĕн! ― хуçа арăмне хăй патнелле турта пуçларĕ Якур.

Лукарье сасартăк Якур аллине ярса тытрĕ те йĕп пек çивчĕ шăлĕсемпе çатăр çыртса лартрĕ. Ыратнине тӳсеймесĕр Якур хыттăнах йынăшса ячĕ. Çав самантрах тăна кĕнĕ пек пулса, Лукарье çине тимлĕнрех сăнаса пăхрĕ те, унăн умĕнче хĕрарăм мар, кирек-камăн пырне те çыртса татма хатĕр кашкăр ами тăнăн курăнса кайрĕ.

— Ухмах! ― хаяррăн кăшкăрчĕ Лукарье. ― Çĕпĕре каяс килчĕ-им?! Мĕнех вара, ăсатма та пулать! Эсĕ вăрă-хурах вĕт! Мана вĕлерсе, пирĕн кил-çурта çаратма тапăнтăн!

Урăлса пынăçем Якур хăй мĕн таран киревсĕр ĕç тунине те ăнланма пуçларĕ. Унăн чĕри, усала сиснĕ пек, хăравçăлла тапма тытăнчĕ.

Кучер йĕркене кĕнине, йăвашланнине курсан, Лукарье те тăна кĕчĕ. Харкашăва тарăна яни хăйне те усă кӳрес çуккине ăнланса, çемçерех сасăпа калаçа пуçларĕ:

— Телее ăна вăхăтра тытма пĕлес пулать, ачам. Вăхăтне вĕçертсен, телей те çухалать. Кунта, иксĕмĕр хушăра, мĕн пулса иртни çинчен ял çине сăмах сарма ан шутла. Чĕлхӳпе пĕрле пуçна та çухатăн! Халь, чиперех пек чухне, тухса кай та выртса кан!

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 ... 24