Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
Татьяна чĕри кăртах турĕ. Вăл ку тарана çитсе те упăшки суя калаçнине курманччĕ-ха. Çапах та паян упăшки каланине вĕçне çитиех ĕненес килмерĕ...
— Апла тесен, мĕншĕн куçна манран пытаратăн? Сассу та чĕтрет ав.
— Эсĕ йăнăшатăн, Татьяна... ― ĕнентермех тăрăшрĕ Çтаппан. — Таса мар кăмăллă çынсем çеç куçĕсене пытараççĕ. Ман кăмăлăм сан умăнта хĕвелтен те тасарах. Уссăрах пăшăрханатăн, чунăм. Нимĕн хăрушши те пул-ман. Акă, тырпула чипер пухса кĕртĕпĕр, ывăлăм таврăнĕ... Каллех ĕлĕкхи пек пурăнма пуçлăпăр.
Сасартăк урамра темĕнле шăв-шав илтĕнсе кайрĕ. Çтаппан арăмĕнчен хăпса чӳрече патне пычĕ те хăйсен умĕнче темиçе пушă лав тăнине курчĕ. Малти урапа çинчен Огуречниковпа Мошков сиксе анчĕç. Лавçасем картиш алăкĕн сайхахĕсене кăлара-кăлара ывăтма тытăнчĕç. Çтаппан вăйран кайса сак çине ларчĕ. «Эккей, э, сывлама та памаççĕ-çке... Кусем çаратса кайнă хыççăн тата мĕн тăрса юлĕ? Никама та кирлĕ мар пархатарсăр пурнăç çеç. Мĕн тесе шеллемелле-ха ăна? Хирĕç чупса тухас та, ан тив, пăшалĕпе печчĕр — ĕçĕ те пĕтнĕ!» — пĕтĕм чун хавалĕпе тăвăлланса тĕвтурĕ Çтаппан. Анчах арăмĕ йынăшса янă сасă чарчĕ ăна.
— Çтаппан, тулта камсем шавлаççĕ унта? Çтаппан чĕри тапма чарăнчĕ. Вăл, хытса кайнă пек, пĕр сăмах чĕнмесĕр ларчĕ.
— Айтурах, Çтаппан, ма нимĕн те шарламастăн? Мĕн тăваççĕ пирĕн кил хушшинче?.. ― Самантлăха чарăнса сывлăшне çавăрсан, хурлăхлăн ӳпкелесе илчĕ: ― Паян иртенпех туятăп. Тем пытаратăн эсĕ манран.
Урисене аран улăштарса пусса, Çтаппан арăмĕ умне пычĕ те чĕркуçленсе ларчĕ.
Татьяна шалт тĕлĕнсе кайрĕ, чĕтрекен аллине упăшкин пуçĕ çине хучĕ.
— Ман сана нимшĕн те каçармалли çук. Эсĕ ман умра нихçан та айăпа кĕмен, ĕмĕр тăршшĕпе мана чун-тан парăннă, чăн-чăн тӳрĕ мăшăрăм пулнă. Ура çине тăр, тархасшăн. Капла аван мар...
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Татьяна... ― терĕ Çтаппан хуллен. — Паян эпĕ икĕ хут та суйрăм. Инкек çитсе çап-ма ĕлкĕриччен эсĕ сываласса ĕметленнĕччĕ. Пулаймарĕ... Халĕ вăл — пирĕн кил хушшинче...
— Ăнланаймарăм-çке, Çтаппан. Мĕнле инкек çинчен калаçатăн эсĕ?
Çтаппан Михха патĕнче тата вулăс кантурĕнче пулса иртнисене каласа пачĕ.
— Пуриншĕн те хам айăплă. Çимĕк кунне сан самахна итлесе Сехмете çул панă пулсан, нимле инкек те тивес çукчĕ пире. Халь йăлтах тĕп тăваççĕ ĕнтĕ. Тархасшан каçар, Татьяна, ― терĕ те вăл пуçне вырăн хĕррине хучĕ.
Татьяна макăрса та ямарĕ, ӳпкелемерĕ те. Вăл, леш тĕнчери пурнăçа ĕненекенскер, чунĕ тухас вăхăт çывхарнине сиснĕ май, çĕр çинче пурăнас килнĕ халне çухатрĕ. Çак самантра ăна пĕр шухăш пăшăрхантарчĕ: ку тĕнчере унăн икĕ савнă чунĕ — ывăлĕпе упăшки — мăшкăлпа хур айне пусăнса тăлăха юлаççĕ. Пĕр-икĕ ăшă сăмах та пулин каласа йăпатмасăр мĕнле уйрăлăн вĕсенчен. Татьяна, пĕчĕк ачана савакан амăшĕ пек, хуллен те ачаш сассипе:
— Çук, Çтаппан... Эсĕ нимшĕн те айăплă мар ман умра. Ку тĕнчере никам та хăй ăраскалĕнчен иртме пултараймасть. Атте турă эпир ĕненнине тĕпчесшĕн усал сывлăш Михха сăнарлă курăнса килчĕ. Ан хурлан, савнă тусăм. Ан тив, тĕп туччăр. Ку тĕнчере эпир пурте... Михха та икĕ ĕмĕр пурăнас çук. Леш тĕнчене куçсан, хăй шыранине тупĕ. Ан çиллен... каçар ăна... ― терĕ те вăйĕ пĕтсе çитнипе калаçма чарăнчĕ.
Çтаппана арăмĕн сăмахĕсем пил панă пекех илтĕнчĕç. Вăл пĕтĕм ăшчикĕпе чĕтренсе сассăр макăрчĕ. Сасартăк Татьяна алли ун пуçĕ çинчен хуллен шуса анчĕ. Çтаппан тӳрленсе хаклă сăн-пит çине пăхрĕ те ăна вилĕ сăнĕ çапа пуçланине сисрĕ.
— Татьяна, савнă чунăм... ― куççулĕ витĕр чĕнчĕ вăл. Татьяна куçĕсене уçрĕ.
— Çтаппан... тархасшăн, пачăшкăна кайса ил-ха...
— Мĕн тума?! ― темле хăрушлăх çывхарнине туйса ыйтрĕ Çтаппан.
— Эпĕ чăнлăха куçас вăхăт çывхарчĕ... Тархасшăн... васка — калаçма чарăнса куçне хупрĕ Татьяна.
Çтаппан ăнланчĕ. Мĕн тери çылăх! Чунтан савакан мăшăрĕ кĕлтумасăрах вилет. Вăл чĕркуççи çинчен тăчĕ те пӳртрен тухрĕ.
Кил хушшинче Михха çыннисем сарай тăрринчи улăма сире-сире антараççĕ. Сывлăшра йăвисенчен хăратса кăларнă чĕкеçсем вĕçеççĕ. Вĕсен çуйлă сассисем çурт-йĕрне упрайманшăн кил хуçине ӳпкеленĕн туйăнчĕç.
Земски начальник суд тунă тăрăх Михха çыннисем Çтаппан хуралтисене куçарма тытăннă хыпар яла сарăлчĕ. Кун çинчен Макçăм килĕнче те пĕлчĕç. Çавăнпа вĕсем Çтаппана шеллесе кĕтсе илчĕç. Макçăмпа Верука кумăшĕ хуйхи-суйхи çинчен каласа чĕрине лăплантарас тесе килчĕ пулĕ тенĕччĕ... Анчах...
— Кум, лаша пар-ха, тархасшăн. Татьяна пачăшкăна кайса илме хушать, ― терĕ Çтаппан.
— Çав териех йывăрланчĕ-им? ― хăраса ӳкрĕ Верук.
— Пачăшкăна кайса илме хушрĕ çав, — терĕ Çтаппан.
— Ара, ĕнер çеç самай пек калаçатчĕ-çке, тата мĕн пулчĕ-ши?
— Ахлатса вăхăта ан ирттер, Верук. Хăвăртрах кума патне кай. Тен, ăна мĕнле те пулин пулăшу кирлĕ, ― терĕ Макçăм.
Верук ним сăмахсăр тухса чупрĕ.
Çтаппан пупа лартса килнĕ çĕре Михха çыннисем сарай тăррине сӳтсе антарнă. Кил хушши талккишĕпе кивĕ улăм, патак-çатак, каштасем сапаланса выртаççĕ. Чĕкеçсем çаплах пуç тăрринче вĕçеççĕ-ха...
— Мĕн тăваççĕ кунта? Сарая ма куçаратăн? ― тĕпчеме тытăнчĕ пуп.
— Ман кил-çурта Михха ăмсанчĕ. Хăйĕн пурри çитмен ăна, ― терĕ Çтаппан.
Миххапа Çтаппан хушшинчи ĕçсем çинчен пуп тахçанах илтнĕ. Халь Михха çыннисем сарай куçарнине курсан, Çтаппан никама парăнмасăр пурăнма хăтланнишĕн инкек курнине те ăнланса илчĕ. Айăпсăр çын хутне кĕрсе, инкек кӳрекене кураймасăр сивлес вырăнне, вăл Çтаппанăн хаяр кăмăлне пусарма, Миххан киревсĕр ĕçĕсемпе çырлахтарма васкарĕ.
— Турă ырлăх патăр сана! ― салху сасăпа мăкăртатрĕ пуп. ― Ун умĕнче эпир пурте пĕр тан. Кирек хăçан пулсан та, ун сучĕ умне тăмасăр юлаймăпăр. Вара вăл пире кашнинех хамăра тивĕçлине парĕ. Çĕр çинчи пурнăç хăналăха çеç. Этем сиен кӳнĕшĕн хуçăлма кирлĕ мар...
— Леш тĕнчере çапла пулĕ те, пачăшкă, ку тĕнчере пире, халăха, пурăнма ытла та хĕн-çке.
Çтаппан сăмахĕсенче Миххана чунтан курайманнине çеç мар, тĕн пирки иккĕленнине те сисрĕ пуп. Хресченсем хушшинче турра ĕненессине çирĕплетме тата пурнăç хуçисене пăхăнса пурăнма вĕрентекен пупшăн кунтан хăрушши мĕн пултăр ĕнтĕ! Вăл Çтаппана лăпкă чĕреллĕ пулма, парăнса пурăнма чĕнсе калаçасшанччĕ, ĕлкĕреймерĕ. Лаша çенĕк умне çитрĕ те, Çтаппан урапа çинчен сиксе анчĕ. Пупăн чи пахи — вилме выртнă çынна кĕл-тăвасси. Сывă чухне вĕсенчен нихăшĕ те хăйĕн çылăхĕсем çинчен чунне уçса каласшăн мар. Пуп шухăшĕпе, çынсем хушшинче икĕ питлисем, тӳрĕ маррисем яланах уçа кăмăллисенчен, тӳррисенчен ытларах-мĕн. Вилĕм çывхара пуçласан çеç, леш тĕнчере лайăх вырăн йышăнма май тăвас тесе, вĕсем хăйсен чунĕсене яриех уçса кăтартаççĕ, Мĕн кăна пытанса тăмасть этем чунĕнче! Пуп вĕсене йăлтах тĕпчесе пĕлме тăрăшать.
Вилме выртнă çĕршер этемĕн чĕрчĕлĕхĕ пулса курнă пуп вĕсем миçе çултине, сыва чухне мĕн ĕçлесе пураннине пăхса, вилес умĕн хăйсене мĕнле тыткалама пултарасса та малтанах чухлать. Çамрăк ачасем, вĕçен кайăк пекех, вилĕме ним хăрамасăр кĕтсе илеççĕ-мĕн. Йăла тĕлĕшĕнчен пăсăлман çамрăк хĕрсемпе каччăсем, вилĕм çывхарнă май, хăйсене пушшех те паттăррăн тыткалама хăтланаççĕ. Çулланнă, пурнăçăн тути-масине чухланă, тăванлă, тус-йышлă пулма ĕлкернĕ этемсем вилĕме ытла та асаплăн кĕтсе илеççĕ. Пуринчен ытла пуянсем вилесшĕн мар. Хăйсенчен юлакан кашни пус, кашни тĕпренчĕк пурлăх вĕсен чунĕсене вут çинчи пек çунтарать.
Татьянана пуп пурнăçран уйрăлас килменнипе асапланакансенчен пĕри тесе шутланăччĕ, çавăнпа сăмахпа йăпатса леш тĕнчене ăсатма хатĕрленнĕччĕ. Анчах — шалт тĕлĕнмелле ― Татьяна нимĕн те чĕнмерĕ. Пуп кунпа килĕшесшĕн пулмарĕ. Вилес çыннăн йăрăсне вăлтса пĕлес тесе, вăл пит-куçне кĕлтунă чухнехи пек турĕ те:
— Турă чури Татьяна, — терĕ. — Эсĕ çĕр çинче тунă çылăхсемшĕн ответ тытас самант çывхарчĕ. Мана каласа парсан, вĕсем каçĕç. Васка... Вăхăт пур чухне, турă умĕнчи пекех, ним пытармасăр каласа пар.
— Çук... ― таçтан кăкăр ăшĕнчен пĕр сăмах тухрĕ те, Татьяна каллех шăп пулса выртрĕ.
Турă чурин чунĕ туха пуçланине туйрĕ пуп. Унăн кунта ним ĕç те çук. Вăл васкаса çенĕке тухрĕ. Унта ăна Çтаппан, Верук, Макçăм, кӳршĕсем тата Татьянан çывăх тусĕсем кĕтсе илчĕç.
— Ĕнтĕ кĕме пултаратăр, ― терĕ вĕсене пуп.
Пурте пӳрте кĕчĕç. Çтаппан арăмĕн чĕрнисем кăвакарнине асăрхарĕ. Татьяна юлашки вăйне пухса куçĕсене мăчлаттарса илчĕ.
— Çтаппан... пĕччен... тăлăххăн йывăр пулать. Авлан... Ывăлăма... пиллетĕп. Телей сунатăп... Каçа-а...
Вăл каласа пĕтереймерĕ.
— Ара, тăвансем! — хыпăнса ӳкрĕ Верук. — Кума вилет-çке! Чӳрече умне куркапа шыв ăсса лартас. Чунĕ шыва кĕрсе тасалса кайтăр!
Татьянан икĕ куçĕнчен икĕ тумлам куççулĕ тухса пит-çăмарти çинче чарăнса тăчĕ, тăванĕсемпе, тус-йышĕсемпе сывпуллашсан, мăйĕ айне шуса анса çухалчĕ.
Татьяна вилчĕ.
Çтаппан арăмĕ умне чĕркуçленчĕ те сасăпах макăрса ячĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...