Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Кил кунта. Хампа юнашар лар! ― хушрĕ вăл ăна. Хĕлип, чĕлĕмне çăварĕнчен васкамасăр кăларса, айккинелле сурчĕ. ― Ларасси-мĕнĕ...
— Лар тенĕ сана! ― татах хушрĕ Михха. Хĕлип Миххаран кăшт айккинерех пырса ларчĕ.
— Сана валли ĕç пур.
— Мĕнле ĕç-ши? ― хăлхине чăнк тăратрĕ Хĕлип.
— Ĕçĕ пысăках мар. Анчах тем пулсан та кĕçĕрех тумалла.
— Эпĕ тума пултармалла ĕç пулсан — тăвăпăр. Ма тăвас мар?
— Пултармалла мар сăмах ― мĕнле сăмах вăл? — кăмăлсăрланса сиввĕн пăхрĕ Михха.
Хĕлип ăна асăрхамарĕ:
— Кам пĕлет, ĕçпе ĕç пĕр килсе тухмасть, Михал Петрович, ― кăштах чĕрре кĕнĕ пек каларĕ Хĕлип.
Пӳрт алăкĕ уçăлса хупăнни унăн сăмахĕсене татрĕ. Лукарье çенĕкрен тухасса ним шарламасăр кĕтсе илчĕç вĕсем, Арăмĕ эрех йăтса тухнине курсан, Михха хаваслăн эхлетрĕ:
— Вăт, пирĕн пылак шыв тухрĕ те...
— Ах, Михха, ― йăл пăхса, ачашшăн чĕнчĕ Лукарье: ― Ма пӳрте кĕместĕн? Кĕлет умĕнче ĕçсе ларма пӳртре сĕтел çук-им пирĕн? Унта апат-çимĕç те хатĕр. Пыллă сăра ăсса кĕрĕттĕм.
— Эпир хăш вырăнта ĕçмеллине тиркекенеемех мар. Эпир бурлаксем. Çапла-и, Хĕлип? ― çурма шӳтлĕн каласа хучĕ Михха.
— Маншăн пурĕпĕр, ― килĕшрĕ лешĕ.
Михха арăмĕн кăмăлне те çырлахтарасшăн пулчĕ.
— Кунтах ĕçме шут тытнăшăн ан çиллен, Лукарье. Хĕрсе çитсен, пӳрте те кĕрĕпĕр, — терĕ. Арăмĕ аллинчен эрехпе черккине илчĕ.
— Çырткаламалли нимĕн те кирлĕ мар-и?
— Чăрманас мар. Çырткалама чĕлхе пур. Çапла-и, Хĕлип?
Пулштух тĕпне ывăç тупанĕ çине çапса пăккине сирпĕтсен, Лукарье халĕ те пăхса тăнине астуса, Михха аллине сулчĕ:
— Эсĕ кĕр ĕнтĕ!
Лукарье, хирĕç сăмах хушмасăр, çенĕке кĕрсе çухалчĕ.
— Упранакана турă та упрать, тенĕ ваттисем.
— Ку тĕрĕс, ― килĕшрĕ Хĕлип. Михха черккене эрех ячĕ.
— Ну, ĕçе ăнăçлă туса ирттермелле пултăр!
— Эпĕ мĕн ĕçне те пĕлмерĕм те... атя, эсĕ калашле пултăр. ― Ĕçне тăвас шутпа хыпăнса мар, эрех ĕçес килнипе чунĕ вĕчĕлтетнине тӳсеймесĕр килĕшрĕ Хĕлип.
Михха черккери эрехне янклаттарчĕ те Хĕлипе тултарса пачĕ.
— Мухмăрна уç та, ĕç çинчен калаçăпăр.
— Телей пултăр! ― терĕ те Хĕлип черккене ӳпĕнтерсе те хучĕ. Хырăмне сăтăркаласа илчĕ. ― Питĕ аван вырнаçрĕ ку... Ĕнтĕ ĕç çинчен те калаçма юрать.
Михха татах тултарса пачĕ.
— Ырлăхран ывăнас мар. Панă пек чухне ĕçес, ― уçăла пуçланă сассипе каларĕ Хĕлип. Иккĕмĕш черккине васкамасăр сăрăхтарса типĕтрĕ. Тути-çăварне кĕпе çаннипе шăлса типĕтрĕ. — Ме, тыт. Ĕнтĕ пулмалли пулчĕ. Пурăнма пулать.
Михха пушаннă кĕленчипе черккине айккинелле лартрĕ, Хĕлип еннелле уртăнчĕ.
— Çтаппан текеннине пĕлетĕн-и эсĕ?
Ума хăрушлăх сиксе тухнă пек, Хĕлип куçне чарса пăрахрĕ. Ахăртнех, Çтаппан Михха урхамахне чышса йăвантарни аса килчĕ пулас. Вилес умĕн юлашки сывлăшне çăтнă пек, çăварне карса пăрахрĕ те:
— А-а... ― сассине тăсрĕ. ― Пĕлетĕп.
— Пĕтерес пулать ăна... — шăл витĕр шăхăрса тухрĕ Миххан сасси.
— Вĕлермелле-и? ― пусне малтан пырса кĕнĕ шухăшне хăвăрттăн персе ячĕ Хĕлип. Çавăнтах хăйне хăй çăмăлланнă пек туйрĕ, мĕншĕн тесен çынна вĕлересси уншăн автан пуснине те тăмасть. Вăрттăн пырса кӳсекпе çапассине е çĕçĕпе чиксе пăрахассине вăл чи çăмăл ĕç тесе шутлать.
— Вĕлерме ухмах та пултарать, ― Хĕлип ĕмĕтне татрĕ Михха. ― Тăрук вĕлернипе вилекенĕ те сахал асап курать. Куна чĕрĕллех пĕтермелле. Чĕрĕллех пуçне çимелле.
Малтанхи шухăшĕсем тĕллевсĕр пулнипе тарăхса, Хĕлип Михха мĕн тума хушнине тавçăрса илме тăрăшрĕ.
Юлашкинчен тавçăрса илнĕ пек пулса:
— Пĕлетĕп, вут тивертмелле, ― тесе хучĕ. Куна та ытлашши йывăр ĕçех тесе шутламан вăл. Тĕттĕм çĕр, çынсем йывăр ыйăха путнă вăхăтра, сарай улăмне вут тивертесси ача вăййи кăна шутланнă уншăн.
Михха пуçне сулкаласа илчĕ.
— Тĕрĕс, вут тĕртсе çунтарни пысăк сиен кӳрет, çапах ку ĕç килĕшмест мана. Анлан эсĕ, Хĕлип: вут-кăвар пĕр кана çеç çунĕ. Çунса пĕтсен, кĕл те кăмрăк çеç юлĕ. Кĕлпе кăмрăк мĕн тума кирлĕ? Çунса кайнă этем те çавах. Çаппа-çарамас тăрса юлнă этемĕн пурăнас килнĕ хăвачĕ сӳнет...
Хĕлип, ним калама аптраса, пăтранчăк куçĕсемпе Михха çине пăхрĕ: «Тата мĕн шутласа кăларĕ ку... Мĕн ĕç тума хушĕ?»
Михха ун еннелле тата ытларах ӳпĕнчĕ.
— Касăкăн-касăкăн ваклас пулать унăн пурнăçне. Ман ура айĕнче ăман пек йăшăлтатса выртакан тăвас пулать ăна. Тупăк ăшне кĕрсе выртнă чухне те ман хăвата туйса вырттăр. Ăнлантăн-и? ― Хĕлипе куçран тинкерчĕ Михха. Вăл мĕн каласса кĕтрĕ. Йывăррăн сывланипе икĕ хулпуççи туртăшса илчĕç.
— Сан ирĕк, хуçа... Мĕн тумаллине тавçăрса илеймерĕм те ĕнтĕ, — тарăхрĕ Хĕлип.
— Мĕн тумалла тетĕн-и? ― Акă мĕн тумалла... Пичке пек мăнтăр лаша пур унăн...
Хĕлип, темрен хăранипе, тăруках айккинелле сиксе ларчĕ. Куçĕсене тĕллевсĕрле çавăркаласа илчĕ. Лаша вăрлассине те йывăр ĕçех тесе шутламан вăл. Анчах хыçран хăваласа тытасран шикленет. Çтаппан тытсан, чĕрĕ пуççăн юлас çуккине лайăх пĕлет Хĕлип.
— Хăратăн мар-и эсĕ? — тĕлĕнчĕ Михха.
— Тытсан? — хăйне минретнĕ шухăшне персе ячĕ Хĕлип. ― Тытсан... ― аллипе мăйĕнчен сĕрсе кăтартрĕ.
— Ну, Хĕлип, санран ку сăмаха кĕтменччĕ, ― кăмăлсăрланнипе сассине хăпартрĕ Михха. ― Эсĕ, шыври шуйттанран хăраманскер, тухатмăшпа тус-йышлă этем, çак сăмаха калама пултаратăн-и? Апла тесен, тĕнче пĕтнĕ пуçĕ çак пултăр. Эпĕ сана, чи çывăх тус-йыш шутласа, тăрантаратăп, тӳре-шарасенчен упраса усратăп. Акă эсĕ, хуна ырлăх тунине кура, мĕнпеле пулăшатăн мана? Çĕр лаша вăрлама хăраман, пĕр лаша вăрлама хăратăн...
— Ху пĕлетĕн, Михал Петрович...
Малалла калама памарĕ Михха. Аллипе сулса, сăмах вĕçленнине пĕлтерчĕ.
— Ыран Çтаппан лашасăр юлмалла!
— Сан ирĕк, хуçа...
— Кĕçĕр тумалла, кайран-малтан мар. Эпĕ Атăл çинчен таврăннă çĕре хатĕр пултăр. Ăнлантăн-и? Ĕçне тусан, ӳпкелемелле пулмĕ. Ман сăмах çĕре ӳкмест. ― Михха ура çине тăчĕ. ― Атя, кĕрсе апат çырткалар та, ĕçе тытăн!
Миххапа Хĕлип çенĕке кĕрсе çухалчĕç.
IV
Пуринчен малтан чĕкеç вăранчĕ. Вăл шурăмпуç çути палăрсанах сарай тӳпинчи йăвинчен вĕçсе тухрĕ. Çуначĕсене сарса, çурт тавра ярăнса вĕçсе çаврăнчĕ те сарай тăррине витнĕ шĕшкĕ турачĕ çине ларчĕ. Шурăмпуç çутине саламласа, хаваслă та илемлĕ юррине шăрантарма тытăнчĕ.
Чĕкеç сассине илтсен, кашта çинчи автан та сас пачĕ. «Эпĕ те санран çывăрса юлман» тенĕ пек, çуначĕсемпе хăлаçланса илчĕ те хыттăн авăтса ячĕ. Ун сассипе кӳршĕри автансем те вăранчĕç. Пĕрин хыççăн тепри тĕрлĕ сасăпа авăта пуçларĕç.
— Айтурах! ― шартах сиксе вăранчĕ Татьяна.
— Мĕн пулчĕ тата? ― кăмăлсăрланчĕ Çтаппан.
— Айтурах! Тĕлĕк куртăм.
— Мĕнле тĕлĕк тата?
— Улăхран икĕ лав утă турттарса килтĕмĕр пек. Пĕр лавне хамăр лашапа, тепĕр лавне Макçăм кумсен лашипе. Ути ем-ешĕл. Ма типсе çитмесĕрех илсе килтĕмĕр-ши тесе кулянса вăрантăм.
— Ешĕл курăка хуйхă теççĕ, ― кичемленчĕ Çтаппан та.
— Турă упратăрах усалран, ― ассăн сывласа илчĕ Татьяна. Çавăнтах упăшкине чиркĕве чĕнес шухăш пырса кĕчĕ ун пуçне. Хăйса калаймарĕ. «Пурĕпĕр пырас çук ĕнтĕ вăл», ― тесе шухăшларĕ. Кăштах туйтарас шутпа вăра: ― Мĕн инкек пулсан та, хамар çылахшăн ĕнтĕ, ― тесе хушса хучĕ.
Арăмĕ мĕншĕн ӳпкелесе калаçнине сисрĕ Çтаппан. Вĕсем хушшинче пĕртен-пĕр çырлахман сăмах пулнă. Кĕлтума юратакан Татьяна пĕр праçникре те чиркĕве каймасăр юлман. Çтаппанĕ вара чиркӳре хăйне ят хунă, венчет тунă тата ачисене ят хунă чухне кăна пулнă. Вăл пупсем выçăхнине юратман тата кĕлтума кирек ăçта та юрать тесе ĕненнĕ. Çапах арăмĕн кăмăлне татасшăн пулмарĕ, çурри-çурмалла килĕшсе:
— Мĕн пулсан та, ăраскал пӳрнинчен иртес çук, Татьяна. Ырă тĕлĕк мар тесе, çитмен-килмен инкекшĕнех пуçа ватса выртас мар. Ав, автансем те авăтма тытăнчĕç. Тăрас пулать, — терĕ те шăналăк ăшĕнчен тухрĕ.
Автансем шарлаттарса авăтни, чĕкеç юрлани, ирхи лăпкă ăшă çанталăк Çтаппан кăмăлне тыткăнларĕç. Халĕ вăл вырăн çинче калаçнисене те йăлтах манса кайрĕ, кил хушши варринче ирĕксĕрех чарăнса итлесе тăчĕ.
Сарай тӳпинчи чĕкеç йăви Çтаппана яланах савăнтарать. «Чĕкеç таса кайăк, таса чĕреллĕ этемсен çурт-йĕрĕнче çеç йăва çавăрать», тенĕ сăмах çӳрет халăх çинче. Çтаппан та хăйне çавăн йышши таса чĕреллĕ этем тесе шутлать хăй ăшĕнче. Вăл хăй ĕмĕрĕнче никама та улталаса курман, усал туман. Çимĕк кунĕ Миххапа тĕл пулса тытăçнисĕр пуçне никама та сивĕ сăмах каламан. Кӳршĕсемпе килĕштерсе пурăнать. Çавăнпа пĕрлех чĕкеç ăна çамрăк чухнехи пурнăçне аса илтерет. Çамрăк чухне, выртмаран-мĕнтен таврăнсан, мĕн чухлĕ итлемен пуль вăл чĕкеç юрланине. Çенĕк умĕнчи пусма çинче чĕкеç юррине итле-итле çывăрса кайнисем те пулкаланă.
— Çтаппан, кил, çăвăн! — терĕ кăмăллăн кăкшăмпа шыв тата питшăлли йăтса тухнă Татьяна упăшкине.
Çтаппан çăвăнчĕ, хĕвелтухăç еннелле пăхса кĕлтурĕ. Çав вăхăтра лаша мăйне çакнă шăнкăрав, хăнкăрма сассисем, лашасем сиккипе чупни, ачасем янăрашнисем илтĕнсе кайрĕç. Вĕт-шак выртмаран таврăнать иккен. Çтаппан васкаса урама тухрĕ те Уçка çитессе кĕтсе тăчĕ. Акă пĕр ушкăн ача лашисене ĕрĕхтерсе иртсе кайрĕ. Ку ушкăнра Уçка çукки тĕлĕнтерчĕ Çтаппана. «Эккей, ара, халиччен яланах ытти ачасенчен малтан таврăнаканччĕ, паян мĕншĕн кая юлчĕ пуль вăл?» Кĕçех тепĕр ушкăнĕ те курăнчĕ. Уçка кунта та пулмарĕ. Çтаппан чĕри, теме сиснĕ пек, васкавлăн тапа пуçларĕ.
— Уçка ăçта пирĕн? ― тӳсеймесĕр ыйтрĕ вăл ачасем хăй тĕлне çитсен.
— Лаша шыратчĕ! Сирĕн лашана шыратчĕ! ― янăраса юлчĕç ачасен уçă сассисем. Часах куçран та çĕтрĕç. Урам хушши шăпланчĕ. Анчах нумая пымарĕ ку шăплăх. Пĕр-икĕ кил урлă урамра çĕр каçнă ĕне хуçин хапхи умне пырса тăчĕ те сутарасшăн мĕкĕрсе илчĕ. Инçетри ют кил хушшинче çĕр каçнă путек, халь урама хăваласа кăларса янăскер, уçă сассипе макăрни илтĕнчĕ. Икĕ хĕрарăм, пуш витрисене сулласа, çăлкуç еннелле васкавлăн иртсе кайрĕç.
Çтаппан çав-çавах Уçка килессе хапха умĕнче кĕтсе тăчĕ. «Тĕлĕнмелле. Икĕ лаши те пĕр-пĕринчен уйрăлса çӳрекен марччĕ. Халь ăçта кайса çухалнă вĕсем? Ахаль мар, кулатник ачи çывăрнă. Лаши калча çине тухнă та хуралçă тытса кĕнĕ пулĕ». Ку шухăшсем Çтаппан чĕрине лăплантармарĕç. Вăл суха тума каясшăн çунчĕ. Халиччен суха тума унтан ир тухакан пулманччĕ. Паян пуринчен кая юлма пултарать. «Акă ăçта вăл намăса кĕресси!» ― тарăхрĕ Çтаппан. Юлашкинчен вăл Макçăм патне кайса килме шут тытрĕ.
Макçăм Çтаппанăн чи тус-йышлă кӳрши тата чи килĕштерекен кумăшĕ. Пурнăç енчен илсен, вăл Çтаппанран вăйсăртарах. Кăна Макçăмăн çурт-йĕрĕ çине пăхсах чухлама пулать. Хура пӳрт умĕнче кĕлет вырăнне лаç пек лутра хуралтă ларать. Сарай вырăнĕнче аслăк çеç. Ĕне выльăх ун картишне кĕрсе курайман.
Çулĕпе Макçăм Çтаппанран кĕçĕнтерех те, пурнăç йывăрлăхне пула ватăрах пек курăнать. Лутрарах та ырхан пит-куçлă вăл. Хăйне йăрă тыткалать. Кăмăл енчен тепĕр чухне кăштах çатракарах.
Çтаппан пырса кĕнĕ çĕре вăл, тырă акма кайма хатĕрленнĕскер, Уçка килессе кĕтсе тăратчĕ. Çавăнпа Çтаппана курсанах ывăлне ятлама тытăнчĕ:
— Йĕксĕк ачи темерĕн, çывăрса юлнă ĕнтĕ! Каçхине мĕнле хытарса каларăм: «Иртерех килсен те юрать, ытти ачасене кĕтсе ан тăр, ыран акса пĕтересчĕ», ― терĕм. Ытти ачасем таврăнчĕç, вăл çук! Юрать-ха эсĕ ĕнер акса пĕтернĕ. Сана та чăрмантаратчĕ.
— Хамăнне акса пĕтернĕ те... Прахăра акса парас тесеттĕм.
Куна илтсен, Макçăм, ывăлне Çтаппан умĕнче те айăплă шутласа, паçăрхинчен те çиллĕрех ятлаçма тытăнчĕ.
— Йĕксĕк ачи темерĕн! Каларăм-иç... Таврăнтăр-ха, лайăх çуллантарăп эпĕ ăна.
— Çуллантарасси вăл нимех те мар, кум, ― сăмах хушрĕ Çтаппан, ― малтан каллĕ-маллĕ шухăшлас пулать. Çамрăк-ха вăл. Ун çулĕнче хамăр та çавнашкал айкашнă. Çывăрса каяттăмăр та, лашасем калча çине тухатчĕç.
— Тĕрĕс! — хăй тавçăрса илейменнишĕн тарăхса, çамкинчен çатлаттарса илчĕ Макçăм. ― Тĕрĕс каларăн эсĕ, кум. Йĕксĕк ачи çывăрнă та, лашисене хуралçă калча çинчен тытса кĕнĕ. Халех кайса илсе килетĕп!
Макçăм кил хушшинчен тухса чупма та хатĕрччĕ, ăна Çтаппан тытса чарчĕ.
— Тăхта-ха, кум, сан акана хатĕрленмелле. Лашасем патне хам кайса килетĕп! ― тесе хăварчĕ те вăл тухса кайрĕ.
Пĕччен юлсан, Макçăм лаши çукки çинчен те манса кайрĕ. Унăн шухăшне çирĕм пус укçа сăвăс пек тăрăнчĕ. «Икĕ лашана хуралçă çирĕм пуссăр нимпе те парса ярас çук. Ăçтан тупас çирĕм пус?» Çиллине шăнараймасăр, пӳрте кĕрсе, ним сăлтавсăрах арăмне тата ачисене ятласа тăкрĕ. Татах кил хушшине тухса, хăй тĕллĕн чăркăшса каллĕ-маллĕ уткаларĕ. «Вăт йĕксĕк ачи! Çирĕм пус ăçтан тупса памалла ĕнтĕ?»
Çак вăхăтра Уçка, лашине чĕлпĕр вĕççĕн çавăтса, картиш алăкĕ умне пырса тăчĕ. Макçăм, ывăлне курсанах, ун патнелле утрĕ.
— Икĕ лашине те илсе килтĕн-и? Уçка ашшĕ куçĕнчен пăхма хăймасăр:
— Çук... ― терĕ.
Ачин сăмахĕ Макçăмăн çиллине вĕрсе хăпартнă пекех çĕклерĕ.
— Мĕн турăн эсĕ, э! Каç миçе хутчен астутартăм, иртерех кил вара терĕм! Эсĕ, ыйхă чăпти, çывăрса хреснаçун лашине çухатнă?!
— Çывăрман эпĕ... ― малтанхи пекех салхуллăн хуравларĕ Уçка.
— Ха, çывăрман эппин?! Апла тесен, лаша ăçта? Санран ыйтаççĕ: лаша ăçта тетĕп?! Хуралçă аллине лекрĕ пулĕ ĕнтĕ. Вунă пус ăçтан тупса парас?! — чышкине Уçка сăмси айĕнче сулкаларĕ Макçăм.
— Çывăрман эпĕ... Лаша хуралçă патĕнче пулма пултараймасть...
Ывăлĕ ятарласа хăй сăмахнех пени Макçăмăн юлашки тӳсĕмне татрĕ. Вăл ăна питĕнчен çутăлтарса ячĕ:
— Акă сана çывăрман! Акă сана лаша хуралçă патĕнче пулма пултараймасть!
Уçка куçĕнчен куççуль шăпăртатса анчĕ. Ашшĕ ĕненменни унăн кăмăлне хуçрĕ. Лаша хуралçă патĕнче маррине вăл лайăх пĕлет-çке. Ахальтен-и çĕр хута çывăрмарĕ, час-часах лашисене кайса пăхрĕ.
Макçăм ывăлне татах çупса яма тăнăччĕ — Çтаппан килсе çитрĕ:
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, кум... Ачана мĕн тесе çапатăн эсĕ!
— Мĕнле çапас мар ăна! Куç умĕнчех выртмара çывăрман, лаша хуралçă патĕнче мар тесе суять. Йĕксĕк ачишĕн пулсан, нимĕн те мар. Вăл вунă пус ăçтан тупса памаллине пĕлмест!
— Укçа тӳлесси çинчен шухăшласа уссăрах кăмăлна пăсатăн, кум...
— Ма уссăр?
— Хуралçă патĕнче çук ман лаша. Çĕркаç уй-хир тăрăх çаврăнса çӳрерĕм, тет те, калча çинче пĕр лаша та тĕл пулмарăм, тет.
Çтаппан илсе килнĕ хыпар Макçăма минретсе пăрахрĕ. Вăл халĕ çеç пусă хуралçине укçа тӳлемелле пулассинчен хăраса тăратчĕ, лаша унта та çук иккен. Уçка, хреснашшĕ хута кĕнипе хăюлланса, ашшĕне ӳпкелесе илчĕ:
— Лаша хуралçă патĕнче пулма пултараймасть тесе каларăм вĕт.
— Юрĕ, юрĕ, Уçка, лăплан, ― терĕ Çтаппан.
— Апла тесен, ăçта çӳрет вăл, э? ― халĕ те тăна кĕрсе çитеймерĕ Макçăм.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, кум, кирек ăçта пулсан та, тупăнĕ-ха. Эсĕ акма хăвăртрах тухса кай, ― терĕ Çтаппан кумăшне, хăй Уçка енне çаврăнчĕ: — Кала-ха, ывăлăм, лашасене хăш вырăна янăччĕ эсир, тата юлашки расра хăш вырăнта çӳренине курнăччĕ эсĕ вĕсене?
— Выртма пырсанах, лашасене эпир кĕтӳ çулĕн пылăхне тăлласа ятăмăр. Çавăнтах вут чĕртрĕмĕр. Çĕрле эпĕ вĕсене темиçе хутчен те кайса пăхрăм. Иккĕшĕ те кĕтӳ çулĕ çинчех çӳретчĕç. Ирхине, киле килме тапрансан, тытма пытăм та, пирĕн лаша çав вырăнтах çӳрет, сирĕн çук. Нумайччен шырарăм, ниçта та тупаймарăм.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...