Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Эсĕ ăна тимĕр тăлăпа тăлласа янăччĕ-и?
— Тимĕр тăлăпа. ― Хăй калани тĕрĕссине çирĕплетме йĕвен çумне çыхса янă уççа силлесе кăтартрĕ Уçка.
Макçăм, сăмах хушмасăр итлесе тăнă çĕрте, унччен ним сăлтавсăрах ятлаçнăшăн хăйне аван мар пек туйрĕ.
— Юрĕ, кум, сан лашуна ман ывăл хăварнă, эпирех тупма тивĕç ăна. Шырама хам каятăп! ― терĕ вăл хастарланса.
— Ма эсĕ? ― килĕшмерĕ Çтаппан. ― Хам кайса тупса килетĕп. Ман васкамаллиех çук. Ят çĕрне акса пĕтернĕ. Прахăр çĕрне сухалама кăнтăрла иртсен те тухма ĕлкĕрĕп. Атя, вырсарникуна хисеплени пултăр. Сан, кум, акма каймалла.
Макçăм пĕр самант шухăшласа тăчĕ те Çтаппан кăмăлĕпе килĕшрĕ. Çапах та лашана шырас ĕçрен пăрăнса юласшăн пулмарĕ.
— Апла тесен, кум, хăвпа пĕрле Уçкана илсе кай. Кирек мĕнле пулсан та, иккĕн хăвăртрах тупăр.
— Кирлĕ мар, кум, ма суптарса çӳретес ачана. Эсĕ те урăх ан тив ăна, луччĕ канма вырттăр вăл. Хамăр та çамрăк пулса курнă. Астумастăн-и, миçе хутчен лашасăр таврăннă киле? ― Çтаппан Уçка аллинчен йĕвенне илчĕ те тухса кайрĕ.
Халь ĕнтĕ урам хушшинче ĕнесем мĕкĕрни, сурăхсем макăрни, кĕтӳçсем вăрăм чăпăрккисене шартлаттарнисем илтĕнеççĕ. Çтаппан акана каякансене те тĕл пулчĕ.
«Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, кĕтӳ те хăвалаççĕ, акана та каяççĕ... Ман лаша çук», ― кăмăлсăрланса шухăшларĕ те Çтаппан килне салхуллăн таврăнчĕ.
— Ăçта кайса килтĕн эсĕ? Лаша ăçта? ― упăшки пӳрте кĕрсенех ыйтрĕ Татьяна.
— Макçăм кум патĕнче пултăм. Пирĕн лашана Уçка вăрмана хăварнă. Тупаймарăм, тет.
Татьяна кăштах шухăша кайса тăчĕ те татах ыйтрĕ:
— Хăйсен лашине тупса килнĕ-и?
— Ăна тупса килнĕ.
— Тĕлĕнмелле... Апла тесен, пирĕн лаша ăçта кайма пултарнă-ха?
— Ăçта, ăçта... Вăрман аслă. Хырăмне çисе тултарчĕ пулĕ те, пĕр-пĕр ката хӳтлĕхĕнче сĕнксе тăрать-и, тен. Пирĕн Машук çывăрма юратнине ху та пĕлетĕн.
— Юрĕ-çке, суха тума кăнтăрла иртсен тухăн эппин. Эпĕ чиркĕве каям-ха апла.
— Каях, кай... Лашана тупса килем те эсĕ таврăнмасăр килтен тухмăп, ― терĕ те Çтаппан, çаврака чĕл çăкăр касса илсе, тухса кайрĕ.
Çтаппан хуйхă-суйхăллă шухăшĕсенчен хăтăласшăн, хăйне хăй паттăррăн тытма тăрăшса, васкамасăр утрĕ. Лешĕ, хура шухăшĕ, вăрă-хурах хӳтлĕхрен тухса çапнă пек, пуçне пыра-пыра тăрăнчĕ, чĕрине хускатрĕ. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ăçта кĕрсе кайрĕ лаша? Хальччен таçтата каякан марччĕ-çке. Яланах Макçăм кум лашипе пĕрле çӳрекенччĕ. Е çырмана-мĕне тăрăнче пулсан? Тимĕр тăлăллăскер, пĕтрĕ пуç вара».
Çтаппан хире тухрĕ те çул çук çĕртенех вăрман еннелле утре. Халь çеç вăрман хӳтлĕхĕнчен йăпшăнса хăпарнă хĕвел хăйĕн çутă та ăшă пайăркисене ним шеллемесĕр çĕр çине сапалать. Кĕсле каланă пек чипер юрлакан тăри сассисем, пĕтĕм çутçанталăкăн илемĕпе хаваслăхĕ Çтаппанăн канăçсăр шухăшне сирсе ячĕç. Вăл яланхи ырă ĕмĕт-туйăм ăшне путрĕ.
Вăрман хĕррине çитсен, Çтаппан чарăнса тăчĕ. Сывлама пăрахса, вăрманти сас-чӳсене итлерĕ. Хăйĕн чĕри хăвăрттăн тапнисĕр пуçне ăна урăх нимĕнле сасă та илтĕнмерĕ.
— Машук!.. Ма-ашу-ук! ― хыттăн кăшкăрчĕ Çтаппан. Лаши яланхи пек кĕçенсе хирĕç сасă парасса кĕтрĕ. Çтаппан сассипе вăрман пĕр самант янласа илчĕ те каллех шăпланчĕ. Хушăран кăна тарăн варти юманлăхра куккук сасси илтĕнкелерĕ. Çтаппан, авалхи йăлапа, куккук миçе хут авăтнине шутлама тытăнчĕ. Вунвиççе çитерсен, кук-кук чарăнчĕ. Вăрман хушши каллех шăп пулчĕ. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, тата вунвиçĕ çул çеç пурăнатăп-ши эпĕ?» Куккук авăтма ытла та хăвăрт чарăннăшăн эрленсе шухăшларĕ Çтаппан, хăй мĕншĕн кунта килнине аса илсе, лашине тепĕр хут чĕнме тăчĕ — чĕнмерĕ. «Уçка кĕтӳ çулĕ çинчи пылăха ятăмăр терĕ вĕт», — астуса илчĕ вăл. Вăрман хĕррипе айлăмалла утса анчĕ. Пĕчĕк çырма урлă каçса, ватă хурама тĕпĕнчен юхса тухакан çăл шывĕ патне çитсен, ăшчикĕ типнĕ пек туйăннипе, Çтаппан шыв ĕçме шут тытрĕ. Чĕркуçленсе тăрса ем-ешĕл курăк çăлса илчĕ те çăла пăрахрĕ. Унтан, çăл шывĕ çине хĕрес хывса, виçĕ хутчен вĕрчĕ, курăк витĕр сăрăхтарса ĕçрĕ. Сухалĕпе уссине шăлса типĕтсен, малалла утрĕ.
Вăл кĕтӳ çулĕ çине кĕчĕ. Икĕ айккипе ларакан вăрман улми йывăççисем Çтаппан пуçĕнче асаилӳсем хускатрĕç. Хăй вăхăтĕнче ку улмуççисем те çамрăкчĕ. Халь вĕсен вуллисем хуйăрланса кайнă. Чечек сарнă туратсем хушшинче хăрса çатракаланнисем те нумай. Шăвать иккен пурнăç»..
Çапла, кирлĕ-кирлĕ мар çинчен шухăшла-шухăшла, Çтаппан пылăх варрине тухса пычĕ. Йĕри-тавра çаврăнкаласа пăхрĕ те, пĕр кĕтесре, каçхи вучах вырăнĕнче, халь те тĕтĕм йăсăрланса çĕкленнине курчĕ. Вара кăкăр тулли сассипе:
— Машук! Ма-ашу-ук! ― тесе кăшкăрчĕ. Хирĕç сас-чӳ пулманнипе канăçсăрлана пуçларĕ. ― «Хăш еннелле кайса шырам-ши ĕнтĕ?.. Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, телей сылтăм енче тетчĕç», ― такам каланине аса илчĕ те хĕвелтухăç еннелли чăтлăха кĕрсе кайрĕ.
Пĕр хушă шыраса çӳресен, вăл хырлăха пырса тухрĕ те ирĕксĕрех сăхсăхса илчĕ. Лăп-лап çыпçăнасса-мĕне питех ĕненмерĕ пулсан та, ку хырлăхра хăйсен ӳсĕмĕнчи çамрăк хĕр çакăнса вилнине аса илнипе, унăн çанçурăме çӳçенчĕ. Сăлтавсăр никам та килсе кĕмест ку хырлăха. Хăшпĕрисем унта хĕр макăрнине илтрĕмĕр тесе калаçаççĕ. Теприсем çак хырлăхран вутлă-хĕмлĕ валем купи улăхалла каçса кайнине куртăмăр текелеççĕ.
Çтаппан кунта та тупаймарĕ лашине. Хырлăхран тухнă чух йывăç çинче хура çăхан ларнине курчĕ. Çăхан, Çтаппана аякранах курса тăрас тенĕ пек, хырăн чи çӳлти туратти çине хăпарса ларнă. Хăйĕн çĕршывне этем ури ярса пусни кайăка тарăхтарчĕ пулас, ик-виçĕ хутчен кранклатса илчĕ.
— У-у, хăямат кайăкĕ, ырлăха кăшкăратăн-и эсĕ ман тĕллĕнех?
Çăхана курни Çтаппанăн кăмăлне пăсрĕ. Вăл, хырлăхран васкавлăн тухса, вăрман хĕрринелле утрĕ. Вăрман сайралнă çĕре тухса пăхрĕ те, ун куçĕ умне Энĕш шывĕ, шыв урлă ем-ешĕл симĕс улăх сарăлса выртни курăнчĕ. Тепĕр чухне лашасем улăх еннелле каçса кайнине аса илсе, куç ытамĕ таран тинкерсе пăхса çаврăнчĕ. Анчах унта та нимĕн курăнмарĕ. Аптраса çитнĕ енне, çырмана-мĕне тăрăннă пулĕ тесе, çыран хĕррине анса шыра пуçларĕ. Тăват-пилĕк çухрăм хушши каллĕ-маллĕ çӳрерĕ вăл. Лашине мар, лаша йĕрĕ те тĕл пулманнипе паçăрхи çăл шывĕ патне таврăнчĕ. Иртенпе пĕр хĕлхем ăша илменскерĕн хырăмĕ выçнă пек туйăнчĕ. «Ăçта кĕрсе кайрĕ пуль, э? ― çăкăр кавле-кавле шухăшларĕ Çтаппан... ― Ма шăнкăрав çакса ямарăм-ши, ăçта çӳрени инçетренех илтĕнĕччĕ».
Пăртак çырткаласа ларсан, юлашки çăкăрне кĕсйине чикрĕ те каллех вăрман тăрăх та, урлă та çӳрерĕ вăл — лашине тĕл пулаймарĕ. Хĕвел çине пăхса, кăнтăрла иртнине пĕлчĕ. «Чĕрĕ лаша çак таранччен пĕр-пĕччен мĕн туса çӳретĕр вăрманта? Тахçанах килте пулĕ-ха», — тесе, Çтаппан вăрмантан тухса килнелле уттарчĕ.
V
Çав ирхине Лукарье выльăх-чĕрлĕх сĕрлешсе макăрнă сасăпа вăранчĕ. Вăл ыйхи витĕрех хăй çумне хыпашласа пăхрĕ те юнашар никам та çуккине туйрĕ. «Хăш вăхăтра вырăн çинчен тăрса кайрĕ çав?» ― пăтранчăк шухăшĕпе аса илме тăрăшрĕ вăл. Ыйхи сирĕлсен, тарăхса та илчĕ: «Çук, манпа юнашар та выртмарĕ вăл. Савмарĕ те. Ашă сăмах каламасăрах кайрĕ». Миххапа Хĕлип каçхине пӳрте кĕрсе апат çини, эрех ĕçнисем, хальхи пек, ун куçĕ умне тухса тăчĕç. Икĕ арçын ун чухне тем çинчен пăш-пăш-пăш турĕç те, Михха:
— Эпĕ каллех Атăл çине каятăп, ― терĕ.
Лукарье чĕри ыратса кайрĕ. Унăн пĕртте пĕччен юлас килместчĕ.
— Михха, ― салхуланса чĕнчĕ вăл, ― каçа хирĕç килтен кам хăвалать сана? Пĕр çĕр те килте çывăрма юрамасть-ши вара? Е таса, çемçе тӳшек çинче çывăриччен, хăйăрлă-тусанлă вырăн çинче аванрах тесе шутлатăн-и? Ан хăра, пĕр çĕр килте çывăрнипе Атăл çинче нимех те пулмĕ-ха. Йывăçу та юхсах каймĕ.
Арăмĕ ун ĕçне хутшăнма хăтланнине Михха нихçан та килĕштермен. Çавăнпа вăл хыттăнрах каласа пăрахрĕ:
— Мĕн каласси пур, арăмпа юнашар çывăрма çемçе, ăшă. Анчах усси сахал. Унпала пуянлăх та, чап та хутшăнмасть. Манăн мĕнпур пурлăх Атăл çинче выртать. Йывăçа вăхăтра тиесе ăсатма ĕлкĕреймесен — пĕтĕмпех пĕтме пултарать. Кĕçех кĕр çитĕ те Атăл хаяррăн пăлханма тапратĕ. Ун чухне вара Атăл эпĕ арăмпа юнашар выртса вăхăта ирттернине шута илмĕ.
Михха тухса кайрĕ.
«Ялан çакнашкал... Хĕлле вăрманта вăл, çулла Атăл çинче. Качча килнĕренпе миçе каç пĕччен ирттернĕ эпĕ? Шутласа та кăлараяс çук. Арăскал-телей пӳрмен тăлăх-турат пек е уксах-чăлах, суккăр хĕрарăм пек, юратнипе савни ырлăхĕсене чухласа пĕлеймесĕрех пурăнса ирттермелле-ши ĕнтĕ ман?»
Тăрлавсăр пурнăçне пĕтĕмпех аса илчĕ те вăл хăйне хăй шеллерĕ. Шăннă чухнехи пек пуç çинчен витĕнсе, хутланса выртрĕ, куçне хупса иртнисене аса илме тăрăшрĕ. «Хăçан та пулин юратнă-ши вăл мана? Çук, нихçан та юратман. Юратнă пулсан, унашкал пăраха-пăраха хăвармĕччĕ. Кĕске вăхăт килте чухне те пулин мана савĕччĕ. Уншăн такам Хĕлипĕ манран пахарах та кирлĕрех. Мĕншĕн мана çав териех хисеплемест-ха вăл? Савнă хĕрĕ тăрса юлман-ши унăн? Е ют хĕрарăм патне чупнипе манран сивĕнчĕ-ши?» Лукарье, тавçăрма тăрăшса, паллакан хĕрарăмсене тишкерсе тухрĕ, Анчах никам çине те тĕллеме пултараймарĕ. Кил хушшинчен тухмасăр пурăннипе вăл ытла та сахал çынна паллать. Унăн упăшки такампа та явăçса пурăнать. Михха хусах чухне мĕнле пурăннине те пĕлмест Лукарье, мĕншĕн тесен Михха ун çинчен нихçан та калаçмасть.
«Хам юрататăп-ши эп ăна? Юратса тухнă-ши качча? ― хăйĕнчен хăй ыйтрĕ Лукарье. ― Çук, эпĕ те юратмастăп ăна. Качча та юратмасăрах тухнă. Атте-анне пуян çынсемпе хурăнташланасшăн пулнă та пире мăшăрлантарса янă, пирĕн кăмăл-шухăшсем мĕнлине ыйтса тăман. Вара никам та юратман-ши мана? Пĕр каччă та ман хыççăн чупман-ши?.. Чупнă, нумай каччă чупнă ман хыççăн. Вĕсем хушшинче мана юратнисем те пулнă. Пасарсене тухаттăм вара... Симĕс пустав витнĕ кĕрĕк пасарĕпе те ман кăкаччĕ, пуçра ярапаллă пысăк шаль тутăрччĕ. Урара пасарĕпе пĕрре чуссăнккипе çут калушчĕ. Мĕн чухлĕ каччă явкаланатчĕ ман тавра... Пуяннисем сăмахласшăн çунатчĕç. Чухăннисем айккинчен çеç курса тăратчĕç. Эпĕ вĕсем çине пуç тӳпинчен кăна пăхнă. Никама та юратман-ши вара эпĕ? Ман чĕрене никам та илĕртмен-ши? Çук, юратнăччĕ пулас... Ман чĕрене илĕртекен каччă та пулнăччĕ... Камччĕ-ха çав?» Лукарье хĕр ĕмĕрĕнче курнă каччăсене пĕрерĕн-пĕрерĕн тишкернĕ хушăра, ун куçĕ умне таçтан пĕр яштака каччă тухса тăчĕ. «Ăçта тĕл пулнăччĕ-ха эпĕ ăна?» ― сывлăшне чарсах шухăшларĕ вăл. Аса илсен, ыррăн сывласа ячĕ. Чĕри савăнăçлăн кăлт-кăлт тапса кăкăрне çĕклерĕ. Çанçурăмĕ вĕриленсе кайнă пек пулчĕ. «Малтан улăхра, утă çулма кайсан... вăйăра куртăм пулас çавна», ― ĕмĕтлĕ шухăшне çу пек çăтрĕ вăл. Тĕл пулнă чухнехи ĕмĕлкесене аса илме тăрăшрĕ.
...Ĕнел çĕр общинине кĕрекен сакăр ялăн çамрăкĕсем вăййа пухăнчĕç те купăсçа хирĕç карталанса тăчĕç. Акă икĕ хĕр ташласа пĕтерчĕç те çамрăксен хушшине кĕрсе çухалчĕç. Вĕсен хыççăнах вăйă варрине пĕр каччă сиксе тухрĕ. Çийĕнче унăн тĕрĕллĕ шурă кĕпе, пустав шăлавар. Уринче сăран атă. Анчах Лукарьен чĕрине каччăн капăр тумĕ мар, унăн яштака пĕвĕ, панулми пек çаврака та илемлĕ сăн-сăпачĕ, ăш кăмăллă та çивĕч куçĕсем тыткăна илчĕç. Тӳссе тăраймарĕ вăл, каччине çывăхран курас тесе, малти рете хĕсĕнсе тухрĕ.
— Ну! ― уçă та янравлă сассипе кăшкăрчĕ яштака каччă, вăрăм çӳçне силлентерсе, ― хаваслăрах кала хут-купăса! Эпĕ ташлатăп! Курăпăр, кам та кам малăрах ывăнĕ!
Купăсçă хуткупăсне хаваслăрах калама тапратрĕ, хĕрсем харăслатса хыттăн алă çупрĕç. Айккинче çӳрекем çамрăксем те, васкавлăн пырса, вăйă картине хĕсĕнсе кĕчĕç. Яштака каччă ташлама пуçларĕ. Çамрăксен карти тавра çаврăннă чух çавраçил пек вĕçрĕ вăл. Сикнĕ чухне арăслантан та çăмăллăн курăнчĕ. Урисемпе тăпăртатма пуçласан, çĕр кисреннĕн туйăнчĕ. Яштака каччă нумайччен маттур та илемлĕ ташларĕ. Купăсçă тӳсеймерĕ — хуткупăсне калама чарăнчĕ. Яштака каччă та ташшине вĕçлерĕ.
— Начар купăсçă эсĕ, Элекçей! Тăраниччем ташламалăх та калаймарăн! Куна пĕлнĕ пулсан, ташлама та пуçăнассăм çукчĕ! — терĕ те вăл, купăсçа тăрăхланă тек, вăйă варринчен тухса, çамрăксен хушшине кĕрсе çухалчĕ.
Лукарьен чĕри çил-тăвăл хускатса хăварнă чечек пек хумханса юлчĕ. Ăна хăй çумĕнчен темĕнле ырă та паха япала хăпса кайнă пекех туйăнчĕ. Мĕнле те пулин шыраса тупса, тепĕр хут хăй куçĕ умне илсе пырса тăратас шухăшĕпе вăл, чăвашсен йăлине пăсса, ташлама никам туртса кăлармасăрах, вăйă варрине сиксе тухрĕ те ташлама пуçларĕ. Вăйă картинчи каччăсем пурте ун çине çулăмлă куçĕсемпе пăхса тăни, шавлăн та хаваслăн алă çупса ташлатни Лукарье кăмăлне яланах савăнтараканччĕ. Халь вăл кусене асăрхамарĕ те. Вăйă тавра ташласа çаврăна-çаврăна, яштака каччă ăçта тăнине тата хăй çине пăхнипе пăхманнине курасшăн пулчĕ. Нумай каччăн сăн-сăпачĕ, паллаканни-палламаннисем те, унăн куçне курăнса юлчĕç. Аш çунтармăш яштака качча çеç кураймарĕ вăл. Сасартăках чĕри салхуланнипе ташласа пĕтермесĕрех вăйă варринчен тухрĕ.
Утă çулса пуçтарсан, Лукарье киле таврăнчĕ. Хăйпе пĕрле яштака качча та чĕри варринче илсе килчĕ. Унпала тĕл пулас ĕмĕтпе малтанхи вырсарникунах чиркĕве кайрĕ. Кунта кирек хăш ялăн каччисене те курма пулать. Яштака каччă çеç чиркӳре пулмарĕ. Пасарсенче те куç тĕлне лекмерĕ вăл.
Иккĕмĕш хут вăл ăна качча тухсан, Михха килĕнче, курчĕ. Хĕрсе туй пыратчĕ. Чăвашсен авалхи йăлипе Лукарье шурă пĕркенчĕкпе пĕркеннĕ те, хĕр йĕрри йĕрсе, туя пынă çынсене сăра ĕçтеретчĕ. Сăра ĕçнисем Лукарье курки çине укçа яратчĕç. Çакнашкал сăра ĕçтере-ĕçтере, вăл алăк анинче кĕпĕрленсе тăракан каччăсен ушкăнĕ тĕлне çитрĕ те сасартăк асран кайман яштака качча асăрхарĕ. Ун чухне хăйне хăй мĕнле пулса кайнине халĕ те лайăхах шастăваймасть Лукарье. Сăнран улшăннине çынсем ан сисчĕр тесе, пит-куçне пĕркенчĕкпе хупларĕ. Тулли куркана тытма сĕнчĕ.
— Тавтапуç! Сăра ĕçме укçа çук ман, ― терĕ яштака каччă тăрăхласа.
Ăна курмалăх, юлташесем те кулса ячĕç. Яштака каччă сăрине укçа çуккишĕн мар, Лукарьене хисеплеменшĕн ĕçменнине вĕсем лайăх ăнланчĕç.
Каччă хăйне хисеплеменнине Лукарье те туйрĕ. Унăн чĕри, шĕвĕр япала тăрăннă пек, ыратса кайрĕ. Вăл, хăйне хăй те лайăх астумасăр, каччăсен ушкăнĕнчен пăрăнса иртрĕ.
Тем вăхăтран тин яштака каччă камне пĕлчĕ Лукарье. Вăл Çтаппан ывăлĕ Микула иккен...
Микула туй чухне хур кӳнине Лукарье тахçанах маннă. Халĕ ĕнтĕ вăл ун чĕринче малтанхи хут улăхра курса юратнă чухнехи пекех пурăнать. «Улах çĕрте пĕр хут çеç тĕл пуласчĕ ман унпала... Мĕнпурĕ те пĕр хут çеç... Кайран кирек мĕн пултăрччĕ унта... ― пĕтĕм чун хавалĕпе ĕмĕтленсе, пăшăлтатса илчĕ Лукарье. Пĕр шухăш ăна шалтах хăратса пăрахрĕ: «Мĕншĕн Микула асăрхамарĕ мана? Мĕншĕн эппин упăшкам кашни каçах пĕччен тăратса хăварать?.. Çав териех начар, юрăхсăр хĕрарăм-ши эпĕ?..» Лукарьен çав самантрах хăйне курасси килчĕ. Вăл çийĕнчи утиялне сирсе пăрахрĕ те, вырăн çинчен хăвăрт тăрса, тĕкĕр умне пычĕ. Çаврăнкала-çаврăнкала пăхрĕ, хăйне хăй илемлĕн те, яштакан та курăнчĕ. Упăшки хисеплеменнине аса илчĕ те унăн кăмăл-шухăшĕ асса кайрĕ. Вăл кайри пӳрте тухакан алăка васкавлăн уçса ячĕ.
— Кĕтерук!
Ун куçĕ умне çамрăк хĕр пырса тăчĕ.
— Мĕн тумалла, Лукерья Семеновна?
— Якура кала-ха, кĕтĕр кунта хăвăртрах! ― хушрĕ Лукарье.
— Халех, Лукерья Семеновна! — терĕ те Кĕтерук тухса кайрĕ. Лукарье, чăлана таврăнса, каллех утиял айне кĕрсе выртрĕ. Нумаях та кĕтме тивмерĕ, алăк уçăлса хупăннă сасă илтĕнчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...