Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
I
Çурхи сар хĕвел ăшă хĕлхемне çĕр çине кăмăллăн сапалать. Хĕл ыйхинчен вăранса тепĕр хут ураланнă ӳсентăрансем, амăш кăкăрĕ патнелле кармашнă пĕчĕк ача пек, хĕвел ăшшинелле туртăнаççĕ.
Тĕнче илемĕ — пурнăç.
Вилтăпри айĕнче выртакан этемсене çеç нимĕн те кирлĕ мар. Вĕсем хĕвелĕн ăшă хĕлхемне туймаççĕ. Капăр тумланнă ӳсентăрансене курса савăнаймаççĕ... Вĕсен ячĕсем, ĕçĕсем чĕрĕ тăванĕсен, çывăх тус-йышĕсен чĕрисенче вырнаçса юлаççĕ пулсан та, пурте пĕр тан мар. Пурлăхпа çуклăх, тăпра айне кĕрсе выртсан та, этемĕн уйрăмлăхне палăртса тăрать. Тăванĕсем валли мул хăварнă хисеппе, хăшпĕрисен вилтăприйĕсем çине пысăкрах та çирĕнрех хĕрес лартнă, хăйĕнчен ним хăварайман мĕскĕнсене хĕрессĕр те лайăх пытарнă. Çемçе чĕреллисем мĕскĕнсен вилтăприйĕ çине çăка хĕрес лартнă та, вăл, часах çĕрсе, йăванса ӳкнĕ. Вĕсем çине тăванĕсем пырса куççуль тăкмаççĕ.
Кунашкаллине Ĕнел прихутне кĕрекен сакăр ялăн çăви çинче те курма пулать. Çăва варринчи тӳремре, лапсăркка хурăнсен ем-ешĕл турачĕсен айĕнче, парка та çӳллĕ юман хĕрсе ларать. Ку вăл Энĕшкассинчн Янаш Петĕр ачин — Михха аслашшĕн — вилтăпри çине лартнă хĕрес. Михха аслашшĕн вилсен те «хура халăхпа» явăçма юраман пек, унăн тăпри тавра тимĕр карта тытса çавăрнă. Тимĕр карта таврашнелле пытарнă вилтăприсем вара мăкăль-шакăлĕн кăна курăнаççĕ. Кунта çĕршер этем пытарнă. Анчах вăхăт вĕсен тăприсене çеремпе шайлаштарса хăварнă.
Ку кун çимĕк кунĕ пулчĕ. Чăвашсем, ĕмĕрхи йăлапа, камăн мĕнле вăй çитнĕ таран, тăванĕсене асăнма пухăнчĕç. Вилтăприсем çинче — икерчĕ, çăмарта, чăкăт. Ытлăн-çитлĕн пурăнакансем кукăль те хучĕç. Сăра-эрех кăларса лартнисем те пур. Ватăрах вилĕсен тăпри çине пухăннисем эрех ĕçсе хĕрнипе шавлăн калаçни, юрă шăрантарни илтĕнет. Хурăнташĕсем çул çитсе вилнишĕн савăнса, хăйсем валли те çавнашкал телей килессе ĕмĕтленсе юрлаççĕ вĕсем. Пурăнас кунçуллă ашшĕ-амăшĕсене е ачисене çухатнисем вĕсен çĕнĕ тăпри çинче йăваланса макăраççĕ.
Çăван хĕвелтухăç хĕрринерех, пĕчĕк ача вилтăпри çине вĕри куççульне юхтарса, хĕрарăм выртать.
Ачисене çухатнă амăшĕ çеç çавăн пек хурлăхлă макăрма пултарать-тĕр çав.
Юнашарах, тепĕр пĕчĕк вилтăпри патĕнче, арçын ларать. Вăл, арăмĕн хуйхине тӳсеймесĕр, хумханса сăмах хушрĕ:
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Татьяна... Темĕн чухлĕ макăрсан та чĕртес çук ĕнтĕ вĕсене.
— Мĕнле тӳсес, Çтаппан?.. ― куççуль витĕр каларĕ хĕрарăмĕ. — Хамăр юн пулнă вĕт вĕсем... Тăваттă çуратрăм та, пĕри кăна тăрса юлчĕ...
— Мĕн тăвас тен ĕнтĕ? Хăвна ху амантни çеç.
— Тархасшăн, ан чар мана, Çтаппан. Чĕре ыратнине куççульпе кăларам хуть...
Хурлăхлă чан сасси илтĕнсе кайрĕ. Ӳсĕр арçынсен шавĕ шăпланчĕ. Хуйхă пуснине тӳсеймесĕр макăракан сасăсем вăйланчĕç.
Этем юхтарнă куççуль тумламĕсене пĕр çĕре пухма май пулсан — тинĕс пулĕччĕ. Анчах çĕр, куççуль ăшне путасран хăранă пек, хурлăхпа тухакан йӳçĕ тумлама та ăшне ярса пытарма тăрăшать.
Татьяна, вилтăпри çинчен хăпса, пуçне çĕклерĕ. Шывланнă куçĕсене тутăр вĕçĕпе шăлса илчĕ.
— Пачăшкă кĕлтума çитрĕ пулас... Çтаппан арăмне хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ. Унăн куçĕсем çăва хапхинчен кĕрекен вăрăм тумлă, арăслан çилхи пек çăра, вăрăм та кăтра çӳçлĕ этем çине ӳкрĕç. Пачăшкă, çывăхри вилтăприсенчен иртсе, тимĕр карта патне пычĕ.
Яланах çавнашкал. Пупсем улшăнчĕç пулин те, çăва çине килсен, малтан Михха аслашшĕ çинче кĕлтума пуçлас йăла пĕтмерĕ. Кунпала вĕсем çĕрсе тахçанах тăпра пулнă этеме мар, унăн пурăнакан тăванĕсен, ачисен пуянлăхне хисеплеççĕ. Хальхинче кунта та нумаях тытăнса тăмарĕ пуп. Тытăнса тăма сăлтавĕ те çук; паян Янаш çинче асăнакан тăванĕсем çукчĕ. Тата васкарĕ те вăл. Ăна çĕршер этем кĕтет. Кашни вилтăпри çинчех чиркӳ йăлисем хушнă пек кĕлтусан, каçсăр та ĕлкĕреймесрен хăрарĕ. Кадилăпа виç-тăватă хут сулса, кĕлтукаласа хăварчĕ те малалла утрĕ.
Татьянапа Çтаппан, пуп хăйсем патнелле çывхара пуçласан, ура çине тăчĕç.
Лешĕ, Çтаппансем патне çитичченех, хулăн та уçă сассипе янăратса ячĕ: «Со святыми упокой, Христе, души усопших раб твоих!..» Çывхарсан:
— Асăнакан кĕнекене парăр хăвăртрах! ― терĕ. Татьяна шупăр кĕсйинчен пĕчĕк кĕнеке кăларса пупа тыттарчĕ.
— Ионна, Михаила, Александра, Тимофея... ― Унта çырнă ятсене çурма сасăпа юрланă пек вуласа тухрĕ те пуп кĕнекене каялла тавăрса пачĕ.
Пуп кайрĕ. Вилнисене асăнса кĕлтăвас йăлана ирттерчĕç. Киле кайма та вăхăт ĕнтĕ. Çтаппанпа Татьяна юлашки çимĕçсене, ― икерче, чăкăта тата кукăле, ― виçĕ пая уйăрса, виçĕ вилтăпри çине хыврĕç. Чĕркуççи çине тăрса кĕлтурĕç:
— Асатте, асанне... Атте, анне... ачасем... Тăвансемпе хурăнташсем — пурте пил тăвăр... Эпир çинине эсир те çийĕр... Эпир ĕçнине эсир те ĕçĕр... Эпир тутă — эсир те тутă пулăр... Йывăр тăпрусем çăмăл пулччăр... Чунăрсем сĕтлĕ кӳлĕре çӳреччĕр...
Вĕсем килелле утрĕç.
Çтаппан çӳллĕрех пӳллĕ, сарлака хулпуççиллĕ, патвар кăкăрлă этем. Хĕрĕх пилĕк çула çитнĕ пулсан та, ăна пĕр вăтăр пиллĕк-хĕрĕхрен ытла пама çук. Унăн çавра пичĕ çинче çав-çавах çамрăк сăн выляса тăрать-ха. Çĕмĕрт пек хура та чĕрĕ куçĕсем, кăшăлласа каснă йăлкăн çӳçĕ ăна тата çамрăкрах сăн кĕртеççĕ.
Татьяна упăшкинчен пилĕк çул аслă. Кунта ĕнтĕ ун чухнехи саманара мăшăрланакансен арăмĕсем ватăрах пуласси йăларан килнĕ теме çук. Ун чухне те мăшăрланакан каччăсем хăйсенчен кĕçĕнрех е хăйсемпе пĕр тантăш хĕрсене тупма тăрăшнă. Çтаппана ватăрах арăм лекни урăх сăлтавран килнĕ.
Ашшĕне амăш халер чирĕме икĕ кун хушшинче вилсе выртнă хыççăн вунçичĕ çулхи Çтаппан тăлăха юлнă. Ăна вара тăванĕсем, кил тыткалама пултаракан хĕрарăм кирлĕ тесе, çулпа хăйĕнчен аслăрах хĕре качча илсе панă.
Халĕ Татьяна аллă çулта. Анчах вăл ватăрах курăнать. Упăшкинчен лутра, сăнĕ шуранка. Унăн тăрăхларах пичĕ çине пурнăç тарăн йĕрсем хăварнă. Пуçĕнче кĕмĕл тĕслĕ çӳç пĕрчисем палăраççĕ.
Татьяна вăхăтсăр ватăлни чухăн пурнăçпа пурăннинчен килмен. Вĕсем ытлăн-çитлĕн пурăннине çийĕнчи тумтирсенчен те курма пулать.
Çтаппан пĕрмеллĕ çĕнĕ сăхманпа, катанпиртен çĕленĕ тĕрĕллĕ кĕпепе. Пустав шăлаварĕ те кивех мар-ха. Уринче сăран атă.
Татьяна çийĕнче чăлт-шурă пусмаран çĕленĕ шупăр. Пуçĕнче тĕрĕллĕ, шăтăклаллă сурпан тата пуç тутри. Кăкăрĕ çинче сурпан çакки. Умне хӳхĕм чĕрçитти çыхнă.
Çук, Татьянана çитмен пурнăç мар, виçĕ çамрăк ачи хĕрлĕ шатрапа вилни амантса хăварнă.
Малтан вĕсем, хуйхă пуснипе йывăрланса, шарламасăр утрĕç. Таса уя тухсан, Çтаппан чун-чĕрĕленчĕ.
— Çĕр йăлтах пиçсе çитнĕ. Ыран суха патне тухма тивмест-ши тесе пыратăп.
— Ялпа пĕрле ĕнтĕ... Ял тухсан — тухăпăр. Арăмĕн шухăшĕпе килĕшмерĕ Çтаппан.
— Яла пăхса тăмалли çук, Татьяна. Ял пĕрле — телей расна. Çĕр эпир суха тума тухасса кĕтсе выртнине чĕре туять. ― Вăл, çулран кăшт пăрăнса, ана çине кĕчĕ те чĕр тăпра муклашкине ывăçласа тытрĕ, ăна çул çинелле ывăтрĕ. Тăпра муклашки, çул хытти çине ӳксе, тĕпĕр саланнине курсан, çăмăллăн сывласа ячĕ:
— Куратăн-и? Йăлтах пиçсе çитнĕ.
— Куртăм... ― килĕшрĕ арăмĕ те.
Пусă урлă каçсан, Çтаппанпа Татьяна умне Энĕшкасси ялĕ ывăç тупанĕ çинчи пекех тухса ларчĕ. Çур ырлăхне кĕнĕ ял, хăй чухăннинчен вăтаннă пек, урамăн икĕ айккипе ешерекен ват йăмрасемпе яштака хурăнсем айне пытаннă.
Ку ял ăçтан тата мĕнле пуçланса кайни çинчен халăх хушшинче тĕрлĕ сăмах çӳрет. Хăшпĕрисем каланă тăрăх, икçĕр çул каярах Кивçурт çырми леш енче пĕр кил пулнă. Ку килте Сапаней ятлă çын пурăннă. Ялăн анат вĕçĕнчи лупашкара халĕ те-ха шĕшкĕ кати пур. Ăна Кипеней кати теççĕ. Кунта Кипеней ятлă çын пурăннă. Энĕшкасси çыннисем ĕнтĕ çак икĕ килтен ĕрчесе кайнă пулать.
Кивçурт çырмин леш енче мĕншĕн ял пулса кайманнине ăнлантарса паракансем те пур. Вĕсем каласа кăтартнă тăрăх, çынсем малтан Кивçурт çырмин леш енне вырнаçасшăн пулнă-мĕн. Унта ял тума вырăнĕ те тикĕс, çăлкуçĕ те çывăхра. Анчах та пӳрт айне шашкă лартма çĕр алтнă чухне кирпĕч татăкĕ сиксе тухнă имĕш. Вара ун чухиехи этемсем, кунта ют йăх пурăннă тесе, Кивçурт çырми леш енче ял туман пулать.
Энĕшкасси ялĕн ĕлĕк-авал çĕр нумай пулни тата вăл çĕре мĕнле çухатни çинчен те ял хушшинче тĕрлĕ халап çӳрет. Хăшпĕрисем каланă тăрăх, Энĕшкасси ялĕн çĕрĕ ĕлĕк, хăрах кĕтессипе Арапха вăрманĕнчен иртсе кайса, Атăл çыранĕ хĕрринех тухнă пулать. «Чикĕре халĕ те пысăк чул выртать», ― тесçĕ ватă çынсем. Пурăна киле, пĕр çуллахи шăрăх каç, Энĕшкасси ялĕ çинче шутланса тăракан çыран хĕррине Атăл хумĕ шыва путнă çын виллине кăларса пăрахнă.
Тӳре-шарасем кăларна йĕркесем тăрăх, виле камăн çĕрĕ çинче тупăнать, çав ял çыннисен ăна хуралламалла, тирпейлесе пытармалла. Энĕшкасси çыннисем вилесенчен темрен хăранă пек хăранă, çавăнпа вĕсем: «Виле хураллама кайиччен, çĕрĕ пĕттĕр», ― тесе шут тунă. стражник, яла пырса: «Виле сирĕн сĕр çинче мар-и?» ― тесе ыйтсан, Энĕшкасси çыннисем: «Пирĕн çĕр унта çук», ― тесе пĕр чĕлхеллĕ пулса каласа янă. Урăх вĕсем ку çĕр çине ура ярса пусман. Çавăнтан вара Энĕшкасси ялĕн çĕрĕ хĕсĕнсе юлнă пулать.
Теприсем пачах урăх майла ăнлантараççĕ. «Пирĕн çĕре улпутпа Михха аслашшĕ туртса илнĕ», ― теççĕ вĕсем.
Ĕлĕк-авал Энĕшкассине пĕр улпут килнĕ. тет. Вал тӳрех Михха аслашшĕ патне хăнана кĕнĕ. Ĕçкĕ-çикĕ хушшинче иккĕшĕ шухăш тытнă та старостăна халăх пухма хушнă. Халăх пухăнса çитсен, Михха аслашшĕ: «Тăвансем, Атăлкасси улпутне çĕр кирлĕ», ― тенĕ. Халăх кăмăлсăрланнине сиссе, çавăнтах лăплантарма васканă: «Туятăп, тăвансем, эсир хамăра та çĕр нумай кирлĕ тетĕр пулĕ. Ан хăрăр, сахал ыйтать вăл. Мĕнпурĕ те пĕр вăкар тирĕ çывăрса илме пултарнă чухлĕ çеç. Хăвăрах шухăшлăр, вакăр тирĕ пысăк-и вăл? Сарлайăшĕ — пĕр хăлаç, тăршшĕ — икĕ хăлаç!»
«Кунашкал сахал çĕр мĕн тума кирлĕ ăна?» ― ыйтнă ял çыннисем.
Михха аслашшĕ çапла каласа ăнлантарнă: «Улпут ăсне ăçта пĕлсе çитерĕпĕр эпир, кăмăлĕ çав таран пулĕ? Эпĕ сире хакне калама астуман-ха. Çĕршĕн вăл никам илтмен хак парать».
Михха аслашшĕ улпут панă хака каличчен малтан чее куçĕсемпе халăх çине пăхса илнĕ, шĕвĕр сухалне шăлса якатнă... Вара çапла каланă: «Пуснă вăкăрĕ, тирне сӳсе илсен, хăвăра пулать. Çине тата икĕ витре эрех парать. Шухăшлăр хăвăрах, ку хака пирĕн уй-хирти мĕн-пур сĕрĕ тăмасть!»
Нумайччен сӳтсе явнă Энĕшкасси çыннисем. Темиçе майлă та шухăшласа пăхнă. Юлашкинчен килĕшнĕ. «Мĕнех вăл пирĕншĕн вăкăр тир лаптăкăш çĕр, хакне чăнах та никам илтмен хак парать», ― тесе шут тунă вĕсем. Улпут улталасран упранма, вăкăрне халăх умĕнче пусма, сĕрне те халăх умĕнчех виçсе илме сĕннĕ.
Улпут ку сĕнĕве хаваслансах йышăннă. Вара килĕшӳ-тивĕçӳ туни çинчен хут çырса, пуриншĕн те Михха аслашшĕне шанса, хут çине алă пустарнă. Вулăс кантурне кайса, килĕшӳ хучĕ çине пичет хуртарнă.
Тепĕр куннех улпут яла пысăк та мăнтăр вăкăр çавăтса килнĕ. Икĕ витре эрехне илсе килме те манман вăл. Вăкăрне ял çыннисем хăйсем пуснă. Вунă хуранпа аш-какай яшки пĕçернĕ. Пуçĕсене эрех сĕрĕмĕ тивсен: «Ку улпут картран сикнĕ пулас», ― тесе вăрттăн кулнă хăйсем.
Савăн чухнех çĕр виссе илменни хăшпĕрисене тĕлĕн-телнĕ те. Михха аслашшĕ вĕсене çапла каласа ăнлантарнă: «Тирĕ чĕрĕ юнлă, тыткалама аван мар. Типĕтсе килĕ те, сĕрне виçсе илĕ».
Нумай иртет-и вăхăт, сахал-и, улпут вăкăр тирне каялла илсе килнĕ. Анчах чĕрĕ тир мар, сăран тутарнă тир. Улпут халăх умĕнчех сăрана хăю евĕр ансăран-ансăрăн кастарнă. Тăрăхĕсене пĕр вĕçрен сыптарнă. Тем вăрăмăш чĕн пулса тăнă. Хайхискер çав чĕнпе виçсе, мĕн чухлĕ çĕр çавăрса илме пулнă, çавăн чухлĕ касса илнĕ улпут.
Кайран хăйсем улталаннине туйнă пулать те Энĕшкасси çыннисем, шăлĕсене çыртнă. улпута нимĕн те тăвайман. Çавăнтан вара улпутпа Михха аслашшĕн çĕрĕ татах аслăланнă. Халăх çĕрĕ хĕсĕнсе юлнă.
Ку халапсем Энĕшкасси ялĕн историне тĕрĕс çутатса параççĕ теме хĕн пулсан та, тĕрĕсси çакă: Энĕшкасси ялĕ икçĕр-икçĕр аллă çул каярах Ĕнел сĕр общининче тăракан ял çыннисенчен пуçланса кайнă. Вĕсем пĕрерĕн, икшерĕн, тепĕр чухне ушкăнăн та, хăйсен ялĕсенчен тухса, çакăнта килсе вырнаçнă. Ку шухăшсене ĕнентерекен сăлтавсем çаксем. Вăтакасра пурăнакан Çтаппан ашшĕ Минкĕш ялĕнчен килнĕ. Макçăм ашшĕ Вулпус ялĕнчен, Анаткас урамĕнче пурăнакан Сантăр аслашшĕ Мăнçырма ялĕнчен килнĕ.
Энĕшкасси илемлĕ вырăна вырнаçнă. Икĕ енче те сĕм вăрман кашласа ларать. Ялăн анат вĕçĕнчен инçех мар Энĕш шывĕ шăнкăртатса юхать. Ун урлă кассан, аслă улăх пуçланса каять. Улăх леш вĕçĕнче — Атăл хумханса выртать.
Хир енчи ялсенче пурăнакан чăвашсем Энĕткасси çыннисене ăмсанаççĕ: «Мĕн мар савсене пурнăс... Вутти-шанки юнашарах тух та касса кĕр. Выльăх-чĕрлĕх ус-рама — улăхĕ аслă», ― теççĕ.
Çавăнпа хирти ялсен хĕрĕсем Энĕшкасси ялне качча тухма тăрăшаççĕ. Энĕшкасси ялĕн хĕрĕсем, хирти ялсене качча тухма тивсен, тем пекех хуйхăраççĕ вара.
Тĕрĕссипе, Энĕшкасси ялĕ çĕршыв илемĕсĕр пуçне, ытти ялсенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть. Ку ялта мĕнпурĕ çĕр кил шутланать. Анчах çĕр килтен пĕрин çеç шурă пӳрт. Ку пӳртре çĕрме пуян Янаш Петĕр ачи — Михха пурăнать.
Янаш ăрăвĕ мĕнтен çав тери пуйса кайнине те тĕплĕн никам каласа пама пултараймасть. Хăшпĕрисем: «Михха аслашшĕ çамрăк чухне арăмĕн ӳтне çулçурен хуçасене сутса пуйрĕ», ― теççĕ. Теприсем: «Хусан хуçисем Михха аслашшĕ патне хваттере кĕрсен, çав хуçасене çаратса пуйрĕ», ― теççĕ. «Янаш тавраш тени — вăрă пуçĕ», ― тенисене те илтме пулать. Ку сăмахсене тĕрĕс теме те май пур. Мĕншĕн тесен, Михха ашшĕ ытла та тĕлĕнмелле сасартăк çухалчĕ. Çуллахи пĕр каçхине вăл ялтан тухса кайнине куракансем пулнă. Каялла килсе кĕнине никам та курман. Ăçта кайса çухалнă пуль вăл — ăна никам та пĕлмест.
Кирек мĕнле пулсан та, Янаш таврашĕн халь пурăнакан ăрăвĕ валли шутласа кăларайми мул юлнă. Михха пек пуян таврара çук.
Ытти тăхăрвун тăхăр килĕ хура пӳртре пурăнаççĕ. Миххана парăмлă мар этемсене ялта чи телейлисем тесе шутлаççĕ. Çакнашкал телейлисенчен пĕри Çтаппан шутланать. Унăн икĕ ят çĕрĕ пĕтĕмпех хăйĕн аллинче тăрать. Çавăнпа вăл çăкăр-тăвартан аптрамасть. Лаша, ĕне усрать.
Миххан киревсĕр йăлисенчен пĕри — ӳсĕрĕлсен, урхамахĕ çине утланса тухса, урамра тĕл пулакан этемсене таптатасси. Урамра никама та тĕл пулаймасан, урхамахне лутрарах карталăксем урлă сиктерсе, çын кил хушшине кĕрет. Асар-писер кăшкăрашса, çынсен сехрисене хăпартать. Тӳре-шара, кантур таврашĕсем Михха сиен кӳнĕ этемсен хутне кĕмеççĕ, Михха майлах пулаççĕ. Миххашăн нимле чару та çук.
Çавăнпа, Михха юланутпа урама тухнине пĕлсен, çынсем хура çĕленрен хăранă пек, кам ăçта ĕлкĕрет, çавăнта кĕрсе пытанаççĕ. Вăл ӳсĕр чух ачисене те урама кăлармаççĕ.
Çтаппан çеç, Миххаран хăрамасăр, вăл юланутпа тухсан та пытанмасть. Кӳршĕ çыннисем ăна асăрханма кирли çинчен астутарса:
— Ах, Çтаппан, ытла та хăрамастăн эсĕ, таптаса кайсан, мĕн тăвăн вара? ― теççĕ.
Ун пек чухне Çтаппан яланах шӳтле калаçса ирттерет:
— Мĕне кирлĕ эпĕ Миххана? Мана таптатмасăр çӳреме çул çук-им ун валли? ― Кăмăлĕнче хăй Миххана тĕл пуласса кĕтет. «Ашкăнса çӳреме пăрахтармаллах çав ачана», ― тесе шухăшлать вăл. Анчах ку таранччен, ăраскал упранă пекех, иккĕшĕ тĕл пулманччĕ-ха вĕсем. Çавăнпа инкекĕ те пулмарĕ. Паян акă вĕсем тĕл пулчĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...