Çавал сарăлсан :: 8. Виçине пĕл, секретарь...
— Василий Иванович, эсир ахалех хăратăр. Эп тӳрех çапла сарăнтарма пултаратăп: бюрора района итлеме кирлĕ те мар. Мана заведующи çапла каларĕ: начарах пулсан, материал хатĕрле, начар мар-тăк — хăвăн ирĕкӳ. Райкомăн çине тăни çеç çук. Тата... Тата хăвăр резервсене пĕлместĕр. «Çавал» колхоз Май уявне миçе центнер аш парать тетĕр?
— Вăтăртан ытла параймасть, — тавăрчĕ Василий Иванович.
Вăл инструктор çине тинкерчĕ. Чирли чăпласах чирлĕ пулас: сасси татах та çĕтсе ларнă, куç хупахĕ тăртаннă.
Çапла, вăтăр. Анчах центнер мар, тоннă. Ăнланатăн-и, вăтăр тоннă. Райком шутланă тăрăх, колхозсем пĕрремĕш майччен утмăл тоннăран ытла параймаççĕ. Паян чĕннĕ пилĕк колхоза илсен кăна çĕр тоннă пулать. Леш, леш мăйăхли, мĕнле хушаматлăччĕ вăл? — сĕтел патĕнчи хучĕсем патне пычĕ Владимир Сергеевич.
— Иван Евдокимович Шубин-и?
— Во-во. Шубинăн чĕртме хупни кăна ик çĕр сысна.
— Вĕсем тăватшар пăтран ытла мар. Çăвăрсене патшалăха пани преступлени пулать.
— Каллех сан хăвăн юрру. Ак, Александр Михайловичпа калаçрăмăр. Вĕсене вăл йышăнать, «Заготскотра» пĕр уйăх хушши усраса чĕртме пулать.
— Заготскочĕ ахаль те çавнашкал çăвăрсемпе тулса ларнă.
— Паян ик çĕр пуç пусма ăсатрăмăр, — хутшăнчĕ калаçăва Доброхотов.
— Пĕлмесĕр калаçмастăп эп, — сиввĕнреххĕн касса татрĕ Владимир Сергеевич.
— Шубин çеç мар, ыттисем те çав виçепе парас çук. Ку таран ӳстернине сахал апат единици пĕтерсех чĕртме пулать.
— Эсир ан хĕрӳленĕр, — пӳлчĕ секретаре инструктор. — Кашниех хăй шухăшне хӳтĕлеме пултарать, вăл — ун ирĕкĕ. Анчах парти интересĕсене кирек камăн та хăй интересĕсенчен çӳлерех хумалла. Çул начарри, виçи сахалли çине йăвантарни вăл кивĕ юрă, мещенсен кĕвви вăл. Парти паян пиртен аш ыйтать. Колхозсенче çителĕксĕр пулсан, колхозниксен пур. Пĕлместĕп, мĕншĕн çывăрать райком, мĕншĕн консерватизм тыткăнĕнче ларать?
«Тен, эп чăнласах пурнăçран юлтăм пулĕ?» — ăшĕнче иккĕленчĕ Василий Иванович. — Тен, вĕсем çавнашкал кăтарту илнĕ? Мур пĕлет-и?» Анчах вăл хăй шухăшĕ вĕçне тухаймарĕ, хӳтĕленме шут тытрĕ:
— Пире лейборист тесе те айăплама пултаратăр. Тен, эп пурне те ăнланмастăп? Парти виçĕ çул каяллах колхозниксене ял хуçалăх продукчĕсем парассинчен хăтарнă. Апла эпир вăл политикăна пăсатпăр.
— Пачах та пăсмастпăр. Хăйĕнчен ытлашшине колхоз ячĕпе сутать. Александр Михайлович ак, пире пулăшрĕ те. Паянхи куна Май уявĕ ячĕпе ик çĕр тоннă аш йышăннă тесе, квитанци çырса пачĕ. Ашĕ вăл пур, çул пулсанах пырса кĕрет. Сан, Василий Иванович, ĕçӳ те çак кăна: район çур çул планне тултарчĕ тесе, «Советская Чувашия» хаçата шăнкăравламалла, — тыттарчĕ вăл ăна квитанци. Унăн сăн-питĕнче мăн кăмăллăх хытса ларчĕ, пуçне каçăртса маччана тинкерчĕ. Пĕр-пĕр пысăк çапăçура тăшманăн темиçе генералне тыткăна илнĕ тейĕн. Аллисене брюки кĕсйине чиксе, çĕнтерӳллĕн утса çӳрерĕ.
— Çиреплĕх çук райкомăн, — мăкăртатрĕ вăл.
Василий Иванович, квитанцие хăвăрт пăхса тухса, сĕтел çине ывăтрĕ, комбинат директорĕ умне пырса тăчĕ.
— Александр Михайлович! Пуç пур çинченех ал пусрăр-и? Мĕншĕн паман выльăхсемшĕн суя квитанци çыратăр? Кам хушнипе?
Доброхотов хăйне такам çапасран хăранă пек сиксе тăчĕ.
— Эп, Василий Иванович, нимĕн те ăнланмастăп. Çыртăм, хамах ал пусрăм. Ашĕ вăл халь парăнмасан та, тепрер икĕ эрнерен парăнать. Обком ыйтать те, райком хирĕç мар пуль терĕм, — хуравларĕ директор.
— Инструктор обком мар вăл, — касса татрĕ секретарь.
— Айван! — персе ячĕ Владимир Сергеевич, куçлăхĕ витĕр Василий Иванович çине йĕрĕнчĕклĕн пăхса. — Парти тĕллевне ăнланакан çынна партирен кăларассипе хăрататăн. Ак, бюрона чĕнсен, урăхларах юрлама пуçлатăн, — сĕтел çинчи квитанцине, çулса илсе, кĕсйине чикрĕ вăл. Ахăртнех, секретарь ятне директор умĕнче йăлтах пĕтерсе тăкас терĕ пулас, хушса хучĕ:
— Кам сана секретаре суйланă? Эс ку вырăнта лармалли çын мар.
— Тĕрĕс, — лăпкă пулма тăрăшса хирĕç тавăрчĕ Василий Ивановнч. — Ухмах çын кăна çынна ухмах теме пултăрать. Кам вырăнтă маррине коммунистсем калĕç, — шăтарасла пăхрĕ вăл инструктор çине. — Квитанцие эс хама пар. Бюрора ман вырăнне хăвна итлемелле ан пултăр.
— Нет уж, — вырăсла калаçа пуçларĕ Владимир Сергеевич, — ухмахсене леш тĕнчере шыра, — чĕрсе тăкрĕ вăл квитанцие. Унтан сасартăк хĕрӳлĕхĕ иртсе кайнă пек, ура çинче тăракан директора тинкерчĕ. Чăтаймарĕ-ши е хай аслине кăтартма тăрăшрĕ, ун çине те кăшкăрса тăкрĕ:
— Тăрать тепĕр айвайĕ. Аслисем тавлашнă чух кĕçĕннисем итлемеççĕ. Ну-ка, марш!
Доброхотов тухса кайсан, тавлашу хĕрсе кайрĕ. Пĕр-пĕрне кӳрентерме тытăнчĕç, анчах Василий Иванович хăйне алла илчĕ, ăша пусара-пусара çапла каларĕ: — Виçерен ан тух, секретарь. Виçерен ан тух.
Вăл сыв пуллашмасăрах алăка шартлаттарса хупрĕ. Приемнăйра çеç пĕр хушă сывлăш çавăрса ячĕ, унтан çурхи хĕвелпе çиçекен урама чупса тухрĕ.
— Умра кĕрешӳ пулать. Пайтах вăй хума тивĕ-ха. Лăплан та, виçерен ан тух.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...