Çавал сарăлсан :: 8. Виçине пĕл, секретарь...
1
Иртнĕ çулхи январь уйăхĕнче района Ял хуçалах Министрĕн заместителĕпе КПСС обкомĕн инструкторĕ килнĕччĕ. Вĕсем пĕр кун хушши райком секретарĕн кабинетĕнчен тухмасăр ларнăччĕ, Василий Иванович умне çĕнĕ резервсем, усă курман майсем кăларса тăратнăччĕ. Пĕр çулталăк хушшинчех район аш илессине икĕ хут ӳстерме пултарать имĕш. Тĕслĕхе вĕсем «Р» облаçне илсе кăтартнăччĕ. Унта кĕрешĕве пĕтĕм халăх çĕкленнĕ иккен, вĕсем пĕр çулталăкра аш илессине виçĕ хут ӳстернĕ. Пĕтĕм облаç çавнашкал ĕçлет пулсан, район епле ĕçлеймĕ? Пысăк хурана тултарма шыв ытларах кирлĕ, район пĕчĕк хуран кăна. Сысна йышлăрах самăртмалла пĕр пăрăва та пусма памалла мар. Çĕр пине яхăн чăх-чĕп ӳстерсе парсан, кроликсем ĕрчетме тытăнсан... Майсем пур, майсем пĕчĕк мар.
Министр заместителĕ хистемерĕ, теплĕн шухăшласа пăхма çеç ыйтрĕ.
Василий Иванович вара хăй шухăшне тӳрех каларĕ: çавнашкал пысăк обязательствă илме районăн нимĕнле резерв та çук, вăл хут çине çеç çырăнса юлма пултарать. Ытах райком секретарĕ йăнăшать пулсан, районти актива пухса канашлăр, вĕсем мĕн калĕç.
Тепĕр кунне бюро членĕсем пухăнчĕç. Чи малтан бюрона Трофим Матвеевич çитнĕччĕ. Министр заместителĕ колхоз председательне хăй малтан пырса ал пачĕ, сĕтел хушшине лартрĕ.
— Прыгунов ак пĕтĕм ĕçе татса парать. Иртнĕ çул «Çавал» колхоз çĕр гектар çĕр пуçне утмăлшар центнер енне аш-какай илнĕ. Кăçал миçе илме пултаратăр? — ыйтрĕ пысăк хăна.
— Çынсенчен юлас çук. Сакăр вунă центнер... Лайăхрах, татах тăрăшарах ĕçлесен, тăхăр вуннă пама пулать Эсир çавна ан манăр, — «ку цифрă та сахал», тесе калассăн туйăнчĕ колхоз председательне,— эп пыриччен колхоз çĕр гектар пуçне вун виçшер центнер çеç илнĕ.
— Куртăр-и, Василий Иванович? Кам тĕрĕс: эсĕ-и е эпĕ? Юлнă эсир пурнăçран. Куртăр-и, епле вăй халăхра? Вĕсенчен вĕренес пулать. Хуçалăха ертсе пыма пĕлни чи лайăх политика. Ăнă эп мар, Ленин каланă. Райком секретарĕ манса кайнăран çеç ас илтеретĕп.
— Çак обязательствăна пурнăçлама ун чухлĕ выльăх ăçтан тупатăр? — ыйтнăччĕ Прыгуновран райком секретарĕ.
— Колхозниксен пăрушĕсене сутăн илсе, ӳстерсе паратпăр. Атту ахалех çамрăкла пусса пĕтереççĕ. Тупатпăр унта, — тенĕччĕ Трофим Матвеевич.
Тата виçĕ колхоз председателĕпе парти организаци секретарĕсен отчечĕсене итленĕ хыççăн, министр заместителĕ хăй шухăшне хистесех пурнăçа кĕртме пикенчĕ. Бюро ирттернĕ каçхине телефонисткăсем Василий Ивановича Шупашкар шырани çинчен пĕлтерчĕç. Министрсен Советĕнче чылаях пысăк вырăнта ĕçлекен çын калаçать-мĕн. Ăна Василий Иванович лайăхах пĕлмест, анчах ытти парти работникĕсем каланă тăрăх, вăл çав тери принциплă та ăшра мĕн пуррине тӳрех калакан этем-мĕн. Чăнах та унăн дипломатилĕх тени-и, сăпайлăх-и çав тери сахал. Вăл килнĕччĕ пленум ирттерме, халь хăй те ун сăн-питне, калаçăвне ас турĕ.
— Эпир сире райком секретарьне суйлама сĕннĕ чухне пĕр пысăк çитменлĕхе асăрхаман. Эсир хăравçă иккен, — тӳрех пуçларĕ вăл.
Василий Иваиович çийĕнчех тавçăрса илчĕ: Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Министрсен Советне шăнкравланă. Райком секретарĕ кăвакарсах кайрĕ. Ăна, виçĕ çул хушши çапăçу хирĕнче пулнă, икĕ хутчен танкра çунма тăнă, тăватă хутчен аманнă, пилĕк орденпа ултă металь илнĕ çынна, çак сăмахсем чăтма çук кӳрентерчĕç. Анчах Василий Иванович хăйне алла илчĕ, шăлĕсенс çыртса лартрĕ. Унран кĕçĕн, тар шăршине шăршламан çамрăк ăна çапла каласа кӳрентерме хăять. Парти ĕçĕ вăл урра! кăшкăрасси мар, вырăнсăр кăшкăрашнипе халăх шанчăкне çеç çухататăн. Ахаль те юлашки вăхăтра ытлашши шавлама тытăнтăмăр.
— Пурте хăюллă пулсан, кам кама пăхăнтăр? Камăн та пулсан хăравçах пулма лекет, — лăпкăн хуравлама тăрашрĕ вăл.
— Хам каланине эп тепĕр хут ас илтерме пултаратăп, — илтĕнчĕ трубкăра çăвар туллин калаçма вĕреннĕ çын сасси. — Вĕреннĕ хушăра эсир пурнăçран юлнă. Юлнă... Эсир ытти районсене курăр-ха. Мĕнле пысăк обязательствăсем илеççĕ. Икĕ-виçĕ хут ытларах. Мĕншĕн? Халăх вăйне пĕлеççĕ, халăх вăйне шанаççĕ. Мĕнле çĕклекӳ халь республикăра! Çавал пек мар, Атăл пек сарăлса кайрĕ. Сире çав юхăм тĕкĕнмен те. Обкомпа Министрсен Совечĕ, кур-ха, райкомăн пĕрремĕш секретарьне агитацитеççĕ. Çулталăк кăтартăвĕсем тăрăх, сирĕн района аш-пăш тата сĕт суса илнĕшĕн ялав памалла тăвасшăнччĕ. Хам шухăша обком секретарĕсене пĕлтерме тивет. Пăмалла-ши сире?
— Эпир хамăр вăя пĕлетпĕр, çынсем — хăйсенне. Çĕклеймен çĕклеме ма çĕклеме тăрăшас? Ялавне парсан та, памасан та пултаратăр.
— Ĕç-хĕл, канăçсăрлăх ытларах пуласран хăратăр. Тăватă çул хушши шкулта вĕренсе лăпкăлăха хăнăхрăр. Халь хускатма та тарçă кирлĕ.
— Эсир мана тем те калама пултаратăр. Эп халлĕхе районшăн нимĕнле сăмах та калама пултараймастăн. Малтан колхозсем обязательствăсем илччĕр, вара, пĕтĕмĕшлетсе, эпир те хамăр сăмаха калăпăр, — тавăрчĕ Василий Иванович.
— Хвостизм ку. Хвостизм! Райком колхозсем хыççăн сĕтĕрĕнет. Бюро пухăр, колхоз председателĕсемпе парти организаци секретарĕсене чĕнĕр. Хам пыратăп. Курăпăр кам тĕрĕсне, — Шупашкартан калаçаканни трубкăна пăрахрĕ.
Тепĕр куннех районти парти активĕ колхозсене тухса кайнăччĕ. Обязательствăсем пирки хистеме хушманччĕ Василий Иванович. Чăнахах та халăх çĕкленĕвĕ-ши е районтан кайнисем хĕснипе, колхозсем пысăк обязательствăсемсех илчĕç. Икĕ каç бюро членĕсем хуçалăхсен цифрисепе пĕтĕçтерчĕç. Çапла курăнчĕ картинă: аш илессине район пĕрре те çурă, сĕт илессине çĕр хĕрĕх процента çитерме пултарать.
Совманри хăна хăй сăмахне тытрĕ. Вăл çитнĕ кунне парти активĕн пухăвне ирттернĕччĕ. Нумай колхоз председателĕсене, парти организаци секретарĕсене, выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсене хаклă парнесем панăччĕ.
Парти обкомĕпе Министрсен Совечĕн йышăнăвĕ тăрăх район икĕ куçса çӳрекен Хĕрлĕ ялава тивĕç пулчĕ.
Капăшсăр пысăк тиенĕ лав кирек хăçан та палăртнă вырăна тĕрĕс-тĕкел çитеймест. Унтан та кунтан çуйпахсем, валемсем татăла-татăла анаççĕ, лав тӳне-тӳне каять е тевĕш татăлать, е турта хуçăлать. Нумай колхозсенче симĕс конвейер йĕркелемен. Ун вырăнне нумай çул ӳсекен курăксене, силослăх акнă кукурузăна çулса çитерме тиврĕ. Василий Иванович хăш-пĕр хуçалăхсем колхозниксенчен выльăх сутăн илсе патшалăха панине тĕ сисрĕ. Куршĕ районсенче те çавнашкалах хăтланнине пĕлсен, çав фактсем ăна ĕлĕкхиллех канăçсăрлантарма пăрăхрĕç. Темле пулсассăн та сăмаха тытмалла. Парти сăмахĕ яланах хурçă, ăна Василий Иванович мĕн çамрăкранпах пĕлет.
Çапла, пысăк лав тунет. Чиркӳллĕ Вакшăра сиксе тухнă ящур чармалла мар хăватпа пĕр колхоз хыççăн тепĕрне çула-çула илчĕ. Ялтан-яла выльăхсем çӳретме чарчĕç. Сĕт сăвасси çиçĕмле хăвăртлăхпа чака пуçларĕ. Ирсерен Василий Иванович колхоз председателĕсемпе телефонпа çыхăнчĕ, кăнтăрла çитиччен хăй те хуçалăхсене туха-туха кайрĕ. Райком секретарĕ, начар апатпа хĕл каçарнă выльăх пек, начарланчĕ, янах шăммисем палăракан пулчĕç.
Çĕнĕ çул иртсен, «принциплă» çын Шупашкартан каллех шăнкаравларĕ.
— Çĕнтерӳпе саламлатăп, Василий Иванович. Маттур. Каллех обязательствăна пурнăçларăр. Сире савăнтарма пултаратăп: района пысăк преми панă, сана «Урал» радиоприемникпе премиленĕ. Халь ĕнтĕ хăвăн вăйна шанатăн пулĕ, тетĕп. Çĕнĕ обязательствă илме пĕлтĕрхи пек пулăшу кирлĕ мар-и? Кирлĕ мар апла. Унта Владимир Сергеевич пырать. Прыгунов пирки... Ăна пирĕн шеф хăй курасшăн. Шупашкара килсен кĕрсе тухмĕ-и?
Райкомра пĕчĕк ĕç çук. Пысăкки те, пĕчĕкки те пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Суйлав компанийĕ Василий Ивановича та, Трофим Матвеевича та республикăри аслă Советăн депутатне суйларĕ. Суйлава хатĕрленнĕ тата ирттерне май, райком ял хуçалăх продукчĕсем туса илессине, ӳстерессине пĕрремĕш вырăна хучĕ. Каллех Трофим Матвеевич обязательстви ыттисене хускатрĕ, район каллех тӳсме çук пысăк тиеве туртма пулчĕ.
Сĕт сăвасси март уйăхĕнче тĕлĕнмелле хăвăрт чака пуçларĕ. Район тăваттăмĕш вырăнтан вун улттăмĕшне кайса ларчĕ, урăх хăпараймарĕ те.
Василий Иванович ял хуçалăх инспекцин главнăй агрономне хăй патне чĕнтерчĕ. Вăл колхозсенче-мĕн, ун вырăнне секретарь кабинетне Мирон кĕрсе тăчĕ.
Ашшăн иртсе ларма сĕнчĕ ăна секретарь.
— Район кăçал гектартан миçе центнер кукурузă туса илнĕ? — ыйтрĕ Василий Иванович.
— Республикăра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Преми те илтемĕр-çке. Мана та пачĕç. Икĕ кĕпçеллĕ пăшал. Анчах эп унпа мĕн тăвам? Эп сунара çӳреместĕп. Эсир преми улăштарса парас теместĕр пулĕ те?
Василий Иванович хăй ĕмĕрĕнче тĕрлĕрен çын курнă: хăравçăсене те, хастаррисене те, йăпăлтисене те, пуçтахсене те. Анчах преми улăштарса пама унран никам та ыйтман. Агронома кӳрентерес мар тесе, вăл çапла каласа хучĕ:
— Премине ăна Ял хуçалăх министерстви панă. Эпир мар. Унта çырса ярăр.
— Мана вăт фотоаппарат пулсанччĕ, — хăйĕннех печĕ Мирон.
— Эсир гектартан миçе центнер симĕс массă илнине каламарăр-ха.
— Улт çĕр енне.
— Ăна эсир епле виçнĕ?
— Кашни квадратлă метртан. Паллах, лайăхрах çĕртине суйласа илнĕ те, пуртăпа касса — тараса çине. Вăт пулчĕ те, гектарта миçе метр пулни паллă.
— Силос массине мĕнле виçнĕ?
— Симĕс массăран вунă процент чакарнă çеç.
— Силос ешел массăран çурри кăна тухать.
— Çапла. Анчах район патриочĕ пулсан, епле чакаратăн? Сахал тухсан ятлаççĕ, лайăх пулсан мухтаççĕ. Камăн усал сăмах илтес килет?
— Колхоз председателĕсем те отчет çине шухăшламасăрах ал пусса параççĕ-и?
— Ма памаççĕ. Алла çыхмалли ылтăн сехетрен е радиоприемникран кам пăрăнать?...
— Эсир комсомолец-и? — пӳлчĕ Мирона ранком секретарĕ.
— Вун пилĕк çултах кĕнĕ. Тен, ман парне пирки ВЛКСМ райкомне кĕрес? Хама çырма аван мар, — пукан çинчен çĕкленчĕ агроном.
Пĕтĕмпех паллă пулчĕ. Василий Иванович района килнĕренпе пĕрремĕш хут хăй çиллине шăнараймарĕ:
— Очковтирательсем! Суеçĕсем! «Преми» мар, тăварпа авăрласа çеç пемелле сире. Ăçта силос? Выльăх апачĕ ăçта? Халь ĕнесене суя отчет çитерес тетĕн-н?
Хăраса ӳкнĕ агроном кабинетран ыйтмасăрах тухса шурĕ.
Василий Иванович хăй çиллине чарайманшăн пăшăрханчĕ. Ку ахаль агрономăн ĕçĕ çеç пулас çук. Кунти пысăкраххисем айăплă. Анчах кам? Райĕçтăвком председателĕ унашкал кăтартусем парас çук. Ял хуçалăх инспекцин начальникĕ мар-ши? Кам хушнине пурнăçланă агроном?
Райком секретарĕ каçхине ЦСУран илнĕ сводкăсене тишкерчĕ. Катартусем начар. Апла пулсан, кăçал обязательствăсене тултарасси пирки сăмах та пуçарма кирлĕ мар.
— Прыгунов хăйне еплерех туять-ши?
Вăл Çавалкаса кайма хатĕрленнĕччĕ, анчах каясси пулмарĕ. Райком секретарĕн кабинетне шаккамасăрăх Владимир Сергеевич çитсе кĕчĕ. Сиввĕнреххĕн сывлăх суннă хыççăн, вăл хăй мĕн ĕçпе килни çинчен тӳрех пĕлтерчĕ:
— Райкома обком бюровĕнче итлесшĕн. Материалсем хатĕрлемелле пулать.
— Планпа пăхманччĕ пулас.
— Отделта çапла йышăнчĕç. Ĕçсем, ĕçсем хушаççĕ итлеме. Ăçта анса пыратăр? Ăçта? Района сив чир ернĕ темелле. Икĕ çул обязăтельствăсене тултарать, ялавсем илет, кăçал мĕн тăватăр? Заведующи бригадă ярасшăнччĕ, анчах пĕтĕм ответлăха хам çине илтĕм. Пĕрле вĕреннĕ, пĕрлех ĕçлетпĕр. Мĕншĕн çынна валли шăтăк алтас? Эпир гуманистсем... — тавăрчĕ инструктор.
Владимир Сергеевич ял хуçалăх пайĕнче шăпах вĕсен районĕпе ĕçлет. Час-часах пулать вăл кунта. Килни хăрушах та мар, анчах бюрона хатĕрленесси çăмăл мар.
Райком секретарĕ чĕнменнине кура Владимир Сергеевич пĕчченех калаçрĕ:
— Ытти районсемпе танлаштарсан, тӳсмелле мар контраст. Вĕсем хăпараççĕ, эпир анатпăр. Районтах виçĕ-тăватă колхоз малта пыраççĕ ĕнтĕ, анчах ыттисем хӳрере çапкаланаççĕ. Философсем пек каласан, форми çавах, содержанийĕ урăх. Хирĕç-тăру пур кунта, çав хирĕç-тăрăва татса памалла, — шӳтлеме пăхрĕ инструктор.
— Çур аки ирттериччен кĕтмеллеччĕ хăть, ун чух хирĕç-тăрăвне часах татса панă пулăттăмăр, — кулăрах тавăрчĕ Василий Иванович.
— Йывăр самантра та шӳтлени лайăх. Эсир ытлашши чăрмавлăсран ăн хăрăр. Малтан колхозсенче пуласшăн эп, çынсенчен ыйтмаллисем пур, калаçкалас тата. Кайран пĕрле хатĕрленме пуçлăпăр.
Ытти чух «эçпе» калаçакан инструктор «эсир» теме пуçлани, вăл темле сиввĕнреххĕн тыткалани Василий Ивановича шухăша ячĕ. Тен, «эсир» тесе вăл пĕтĕм райкома шута илсе каларĕ. Тен, обком бюровне ыйту лартасси район çак юлашки икĕ уйăхра сĕтпе аш-пăш илессине чакарнинче çеç мар? Тата мĕн пур-ши урăх?
2
Юратать ирхи кӳлĕме Василий Иванович.
Райкомра никам та çук, шăпах. Сайра-хутра кăна колхоз председателĕсем, пĕр-пĕр питех те кирлĕ ыйту сиксе тухсан, шăнкравлаççĕ. Çывăрса каннă пуç уçă, шухăш кал-кал ĕçлет.
Çак сехетсенче бюрон, райкомăн ĕç планĕ çуралать, çак сехетсенче Василий Иванович тухса кăлаçма хатĕрленет е доклад çырать. Анчах паян пуçа нимĕнле уçăмлăх та килмест. Шухăшсем аякра, çырма хăнăхнăран кăна çырать райком секретарĕ. Пысăк тетрадь листи çине вĕтĕ-вĕтĕ саспаллисем шăрçаланса выртаççĕ. Этем — хăйне евĕрлĕ виçе.
Çав виçене пăтпа, сарлакăшпа е çӳллĕшпе кăтартса параймăн, çулпа та шутласа кăлараймăн.
Пурнăç та — виçе. Çав виçе аркансанăх этем хăй картĕнчен тухать, пурнăç та арканать. Çын çуралсанах обществăпа çыхăнать, унсăрăн пурăнаймасть.
Пĕтĕм çут тĕнче тата унти япаласем виçепе тытăнса тăраççĕ. Вĕсен пуçламăшĕ, аталанăвĕ хирĕç-тăруран пуçланнине никам та хирĕçлеймĕ. Çав хирĕç-тăру та виçеллĕ. Пĕр енĕ вăйлăрах, сулмаклăрах пулсан, тепĕр енĕ шар тӳсет.
Виçен улшăну çук мар. Улшăну — сисĕнӳсĕр те, сисĕнӳллĕ те. Вăл е хуллен, е хăвăрт пулса иртет. Эволюцисĕр революци пулмасть, теççĕ философсем...
— Мĕн тума çыратăп эпĕ ун çинчен? — хуллен кулса ячĕ Василий Иванович. — Хама хам лăплантарма-и?
Юрать, шăпах тетрадь варри пулчĕ, çырнине тăпăлтарса илсе чăр-чар çеç чĕрсе тăкрĕ. Сасартăк туртас килсе кайрĕ. Пăрахни тăватă çул, тепре чух хумханма тытăнсан, е калас шухăша çавăрса калаймасан, тĕтĕм шăрши аса килет.
— Этем, — сасăпах мăкăртатрĕ райком секретарĕ. Çын вăл хурлăх килсен çеç тарăнрах шухăшлама пуçлать. Çĕнтерӳ çынна ӳсĕртет: таврарине курма пăрахатăн, малалла та хăвна ырă ятпа асăнтарас килет.
Шухăшсем паян сапаланчăк, Владимир Сергеевич аса килчĕ. Икĕ çул çурă каялла ăна Володя тесе кăна чĕнетчĕ Василий Иванович. Володя... Палланă вĕсем пĕр-пĕрне унчченех. Партин аслă шкулне вĕренме кĕнĕ чух паллашнă. Пĕрле экзамен тытнă. Кайран, вĕренме пуçăнсан, группăсем çеç урăх пулнă. Ытлашши юлташланман. Туслашман. Курсан сывлăх суннă, тĕл пулман чух аса илмен. Пулать-çке пурнăçра çавнашкал: çыннине те, унăн биографине те аван пĕлетĕн, анчах вăл сана çав тери кирлине туймастăн. Урăх туссем, урăх юлташсем пуртан çапла-и вăл?
Малтан Владимир Сергеевич пĕр районта ВЛКСМ райкомĕнче ĕçленĕ, кайран ВЛКСМТĕп Комитечĕн шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Комсомол обкомĕнче икĕ çул ĕçленĕ хыççăн, каллех — вĕренме. Кĕпепех çуралнă пулас вăл, ăмсанмаллах телейлĕ. Ултă çул комсомолпа парти шучĕпе вĕреннĕ, пилĕк çул çурă ĕçлет.
Володя хăйне хăй нумай пĕлекен çын вырăнне хунине, час-часах хăй пĕлĕвĕпе мухтанма юратнине кам пĕлмен пуль парти шкулĕнче вĕрĕннĕ чух? Унпа туслашаканах пулман: ахальтен мар пулĕ тăватă çулта тăватă пӳлĕме çитрĕ, тĕрлĕ çынсемпе пурăнчĕ вăл. Ун чухне пысăк кăшăллă чакăр куçлăхпа çӳретчĕ. Вĕренекенсем тăрăхланă тăрăх, куçлăхĕ ахаль кантăкран çеç пулнă-мĕн. «Хăйне мăнаçлăрах кăтартма тăхăнать», тетчĕç. Шӳтленине, хăйĕнчен кăштах юлташла тăрăхланине чăтма пултараймастчĕ. Шкулта пурте пĕр танах — вăл парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă-и, парти обкомĕн инструкторĕ-и, райĕçтăвком председателĕ-и е райком инструкторĕ. Анчах Володя хăйне уйрăмрах кăтартма тăрăшатчĕ. Пуху пулать-и — вăл калаçать. Пĕр çĕнĕ шухăш пуласчĕ хăйĕн! Трибунă умĕнчен: «Çитет!» тесе, хăваласа та яркалатчĕç. Калаçасса та вăл зал енне пăхса мар, президиумра ларакансем енне кĕлеткипе çурмалла çаврăнса тăрса калаçатчĕ. Халь кӳршĕ районта секретарьте ĕçлекен Борис Горелов шӳтленĕ тăрăх, Владимир Сергеевич калаçма тухсан, трибунă та ыйту палли пек авăнать имĕш. Василий Иванович ăна чĕререн шеллетчĕ, унпа пĕрре çеç мар калаçса пăхнăччĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...