Çавал сарăлсан :: 8. Виçине пĕл, секретарь...
— Айăпĕ пирĕнте те пур. Начартарах пурăнаççĕ вĕсем. Колхозăн пулăшмалла пулнă, — пĕтерчĕ Павел хăй сăмахне.
Пĕр вăхăт пурте шăп пулчĕç.
— Райком пĕлмест апла? — ыйтрĕ Владимир Сергеевич çырма чарăнмасăр.
— Куртăр-и? Районта пĕр чиркӳ çеç. Пуп ĕçлет, эпир пăхса ларатпăр, — хăйăлтатма пуçларĕ Владимир Сергеевич. — Куншăн чи малтан Василий Ивановича лекет. Вăйлах лекет. Халь эпир ытларах хуçалăх ыйтăвĕсемпе чакаланса, атеизмла пропагандăна мантăмăр...
— Тупнă кулянмалли, — калаçăва сирсе ярасшăн пулчĕ Трофим Матвеевич. — Эсĕ те çав, Павел, калаçу тупрăн. Çитĕ сире. Ыран калаçăпăр, тытăр. Атту, кукша çын пуç çăвиччен туй иртсе кайнă, теççĕ. Ĕçĕр, пуç патне пытăр хăть.
— Безобрази ку, Трофим Матвеевич. Василий Иванович çав ача валли те путевкă тупса парайман. Хам пата шăнкăравламалла пулнă.
— Çитĕ пур вак-тĕвекшĕн пуçа çĕмĕрсе. Чиркӳн халь авторитет çук. Вăл путевкăпах тĕнчене улăштараймăн. Пирĕн халăх пупсене ĕмĕртен курайман, ĕмĕртен юратман... Ну, çитĕ, ĕçрĕмĕр, — васкатрĕ кил хуçи хăнасене. — Ĕçрĕмĕр, Павел, ĕçрĕмĕр, Владимир Сергеевич.
— Эс калани тĕрĕс, Матвеевич, — черккине ĕçсе лартрĕ Владимир Сергеевич. — Çапах та вĕсен ĕненекенсем умĕнче ят пур. Кунта кам айăплă? Ман шутпа, пирĕн айăп. Эпир вĕсене çемçе алăпа тытатпăр. Юлашки вăхăтра ахаль те ăнланмалла мар япала пулса пырать: те демократи, те анархи? Укĕтлетпĕр, пĕчĕк ачасем пек вĕрентетпĕр. Законсем çинчен йăлтăх манса кайрăмăр. Сталин вăхăтĕнче лайăхчĕ: каланă пулсан, хирĕçсе ан тăр. Хирĕçме çеç пăх, — сасартăк чышкине чăмăртарĕ вăл. Унăн çамки çине шултра тар пĕрчисем тапса тухрĕç, пичĕ ула-чăлаланчĕ. Умĕнчи черккине пĕр хушă çавăрса ларчĕ, унтан никампа шаккамасăр, сăмах хушмасăр ӳпĕнтерчĕ.
— Çук уш, ун пек ĕмĕрех тăсăлас çук. Пулать вăхăт. Хăйсемех ăнланаççĕ çӳлтисем, — пуçне усрĕ вăл. Унăн пĕтĕм кĕлетки шăм-шакки çемçелсе кайнăн туйăнчĕ.
Трофим Матвеевич шăпăрт, шарламасăр ларчĕ. Хăна калаçăвĕ ăна та килĕшсех каймарĕ курăнать, анчах вăл сăнран нимĕн те палăртмарĕ.
Марье сиксе тăрса: «Эп татах çыртмаллисем хатĕрлем-ха», тесе, кухньăна кĕчĕ.
Павел мĕн хушăра çилленсе кайнине хăй те сисмерĕ. Малтан унăн çунакан куçĕсем инструкторăн чăмăртанă чышки çинчен каймарĕç, кайран ула-чăлаланнă пичĕ çине куçрĕç. Вара чăтаймарĕ, сĕтел хушшинчен çĕкленчĕ. Çавна çеç аван ăнланчĕ вăл: çын, хăй ăçта ĕçленине пăхмасăрах, йăнăшать. Пичи пысăк та тăрри шăтăк, тесе ахаль калаççĕ-и?
— Апла эсир кив йĕркесемшĕн?.. — васкамасăр ыйтрĕ Павел. Вăл сĕтел хушшинчен тухрĕ. Трофим Матвеевич ун патне пычĕ, каялла лартма пикенчĕ. Владимир Сергеевичăн пичĕ шурса кайрĕ. Кулас килмесĕр кулса ячĕ. Кулли сивлек те ют тухрĕ.
— Парторг, ма апла хĕрӳлемелле? Эсир мана ытла та пĕр енлĕ ăнланатăр. Эп лайăх пурнăçа хирĕç-и? Каçар, шăллăм, каçар.
— Лар та итле. Эппей, пăхсан пăхаттир, ытла та эс хăвăрт ӳсĕрĕлетĕн, — каяллах лартрĕ Павела Трофим Матвеевич. Вăл каллех ăна куç хĕсрĕ. — Пире эсир, ухмахсене, каçарăр. Пирĕн ĕç-и вăл политикă? Эпир çĕр-шыва тыр паратпăр та, аш-пăш. Мĕн тăвассине аслисем пирĕнсĕрех тăвĕç. Çапла хĕрӳленмелле-и? Итлĕр ăсла çынсем мĕн калаçнине, — хăй вырăнне кайса ларчĕ предссдатель. — Марье, — чĕнчĕ вăл, — çыртмаллисем хурсă пар. Хăна чашăкĕ тулли пултăр.
Шăпланчĕç. Трофим Матвеевичпа юнашар ларакан инструктор вилкăна çавăркаласа ларчĕ.
— Çамрăк-ха эс, парторг. Ох, çамрăк. Пурнăçа курман. Ăна хаçатсемпе кĕнекесем тăрăх çеç ăнланатăн, — пуçларĕ каллех Владимир Сергеевич. — Эп сирĕн шутпа колхозсене хирĕç-и? Çук. Йĕрке пирки çеç каларăм вĕт. Тен, тĕслĕх тĕрĕсех пулмарĕ пуль. Тен, каçарăр, эп сире тĕрĕслесе пăхăсшăн пултăм? Ун пек те пулма пултарать вĕт? — тӳррĕн Павел çине пăхрĕ вăл. — Парти ĕçĕнче ĕçлекенĕн хĕрӳленме кирлĕ мар. Çемçе нервă — пирĕ тăшман. Эс çамрăк. Çавна яланах ас ту: çемçе нервă тăшман. Çитет пуль политикăпа. Атту антагонизма кĕрсе кайрăмăр. Хăнана килнĕ пулсан, ĕçер. Çураçса шаккар, Павел Сергеевич. Аттесен ячĕсем пĕрешкел пулнишĕн шаккар. Сывă пултăр Бахус, — черккине Паве енне тăсрĕ вăл.
Трофим Матвеевич ăна куçĕпе паллă пачĕ. «Алă сул, мĕн тăватăн унпа çыхланса?» — терĕç çамка айĕнче пăхакан икĕ хура шăрçа.
Каччă хăйне алла илчĕ. Çапах та чĕре лăпланаймăрĕ, хăвăрт-хăвăрт тапрĕ, тăнлавра сиксе тухасла юн тымарĕ картлатрĕ.
— Кайма вăхăт. Каç та пулчĕ. Эп, Трофим Матвеевич, правленине ирех пыратăп, — каллех çĕкленчĕ каччă. Инструкторпа шакканă черккене каяллах лартрĕ.
— Лар, ăçта васкатăн? — чĕререн ыйтанçи турĕ Трофим Матвеевич, анчах хистемерĕ. — Кăясах тесен, чарай мăп. Çул куркине тыт.
Ĕçме тиврĕ. Васкасах тумланчĕ. Владимир Сергеевич хăех ун патне пычĕ, аллине тăсрĕ.
— Йытăпа кушак та вăрçса паллашаççĕ. Эпир тавлашса паллашар, айăпне Бахус çине йăвантарар. Шупашкара пырсан-тусан, кĕрсе тух.
— Тавтапуç, — инструкторăн сивĕ аллине чăмăртарĕ каччă.
— Тархасшăн...
— Хăнана ăсатмасан, ыйхă тăрать. Эпĕ те çу илме тухатăп, — алăк патне васкасах пычĕ Марье.
Çенĕке тухсанах, йĕкĕте ыталаса илчĕ.
— Павлик! Чăтаймарăн пулать çав этемпе тавлашмасăр. Эх, эс те çав. Куртăн-и: ман çине епле пăхать вăл? Хăй Трофима итленçи тăвать те, мана куç хĕсет. Çĕленпе пĕрех. Куçлăхлă çĕлен пек.
— Тупрăн танлаштармалли, — кулса ячĕ Павел, çенĕк алăкне уçса.
— Тăхта. Ман сана ярас килмест. Эх, май пулсан, иккĕшне те кĕçĕрех хуса ямалла та санпа юлмалла. Чунăм, — каллех çупăрларĕ вăл. — Ыран, каç пулсан, сан пата хамах пыратăп.
— Кĕр, кĕр, тем шутлĕç тата, — Марьене алă пачĕ Павел.
Киле таврăнсăн та ыйхă килмерĕ. Пĕтĕм пӳрт ăшчикки кичем пек туйăнчĕ ăна. Кивелерех панă чӳрече каррисем те, çулсем иртнипе сарăхса ларнă чăрăш хăмаран сарнă мачча та, кĕнекесен шкафĕ те — пурте хуçана кĕтсе: эс пĕччен, эс тăлăх, тесе кăшкăрнăн туйăнчĕç. Хутман кăмака татах та сивлеккĕн курăнчĕ.
— Çулласăр куçмалла марччĕ. Йăлăхтарать пĕччен пурнăç, йăлăхтарать. Пӳрчĕ те ĕнтĕ, председатель пӳрчĕпе танлаштарсан... Тупмалли юмахри çурăк çамка Ваççинка çеç. Çапах май уявне хатĕрленме тивет. Диван-кравать туянас, пĕренесене шпалерпа çыпăçтарас. Çынсем кĕрсен, Павел ашшĕ çуртне япăхтарса янă, тейĕç. Районтан килсен те кĕрсе тухĕç. Кĕтмен хăна хапхара, хуçи-тарçи ыйхăра, тенĕ пек те пулса тухма пултарĕ, — шухăшларĕ вăл хывăнса.
Пĕччен пурнăç ытла та кичем. Кунта санăн, Павел, иккĕленме юрамасть. Юратупа шӳтлемеççĕ. Сан хăвна кĕçĕрех, халех татса калас пулать. Тем тесен те, çын çемйине çĕмĕрме кирлĕ мар. Ку вăл юрату мар, вăхăтлăх йăпану кăна.
Пур юратакана та юратупа хуравлаймастăн. Тепре курсан, Марьене татсах калатăп: çитет.
Лена? Мĕнех, аван хĕр пулма кирлĕ. Анчах пĕлмест вăл ăна. Куçне ас тăвать вара. Çапла, ас тăвать. Фермăра чух хăй тĕлсĕр персе янă сăмахсене ас турĕ Павел.
— Куçусем те çав сирĕн...
Каччă каллех инструктора аса илчĕ. Нумай вуланăскер, нумай пĕлекенскер пулас. Тем килĕшмест ун хăтланăвĕнче. Эрех туррине Бахуса ырласа ĕçни-и? Е...
— Ир-ха мана çынсене хаклама. Пĕрре тĕл пулни — тĕкĕр çине пăхни мар. Халь çывăрас пулать сан, Павел. Хĕрĕнкĕ эс, хĕрĕнкĕ, — сасăпах калаçрĕ каччă.
5
Колхозсенчен таврăнсан, обком инструкторĕ колхоз председателĕсемпе парти организаци секретарĕсене райкомăн иккĕмĕш секретарĕн пӳлĕмĕнче йышăнчĕ. Василий Иванович ăна чăрмантарма шухăшламарĕ: тĕпчетĕр, пĕлтĕр. Вăл Владимир Сергеевич пурри çинчен манса кайсах хăй ĕçне турĕ: колхозсемпе çыхăнчĕ, çитес плеиум валли доклад хатĕрлерĕ. Анчах кăнтăрла лăпкăн ĕçлеме майĕ çук, çынсем киле пуçларĕç. Помощник ирхи почтăпа килнĕ хутсене кĕртсе пачĕ. Вĕсене пахса пĕтерчĕ кăна, пӳлĕме Ильич ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕ Иван Евдокимович Шубин кĕчĕ. Вăл кăвакрах шевиот костюмпа, хура çӳçне каялла янă. Сăнран пăхсан, ăна хĕрĕхсенче çеç теме пулать. Хура мăйăхĕ кăна кăшт ватăлтарать.
— Ырă кун пултăр, Василий Иванович, — пырса ал пачĕ вăл. Ыйтмасăрах секретарь сĕтелĕ умĕнче ларакан пукан çине йывăррăн ларчĕ, юн тымарĕсем палăрса тăракан сылтăм аллине сĕтел çине хучĕ.
Райком секретарĕ пĕлет: Шубин райкома сăлтавсăрах килмест. Анчах паян мĕн тата?
— Мĕнле шутлатăн, Василий Иванович, эп преступник-и? — ялкăштарчĕ вăл тилĕрнĕ куçне. Чăтаймарĕ, татах ыйтрĕ: — Мĕн чĕнместĕн? Кала эс: эп преступник-и?
— Сана мĕншĕн айăпламалла, пĕлместĕп. Ĕçӳ ку таранччен кал-кал пыратчĕ. Тен, çемьере шăв-шав кăлартăн? — хурав çине хуравпах тавăрчĕ секретарь.
— Эп хам çемье пирки ĕмĕрте те райкома ура ярса пусас çук. Унашкал ыйтупа камăн вăхăт ытлашши — вăл çӳретĕр. Турра шĕкĕр, халиччен арăма пӳрнепе тĕкĕнмен. Юптару яратăн, Василий Иванович, юптару. Юнашар пӳлĕмре Владимир Сергеевич республикă прокурорĕ пек çĕмĕрттерет. Çын аллипе кăвар туртма шутларăн-и, Василий Иванович? Эп сана унашкал çын мар тесе.
— Нимĕн те ăнланмастăп, Иван Евдокимович. Секретарь лăпкăлăхĕ колхоз председательне татах тилĕртсе ячĕ:
— Ăçтан эп Мăй уявĕ тĕлне вăтăр тоннă аш пама пултаратăп? Виçĕ çĕр сысна вăл. Чĕртме хупни те халь икĕ çĕр кăна. Вĕсем те кашни тăватă пăтран мала мар. Кунашкал виçепе пани мĕн усси? Вĕсем халь кашни талăкра икшер кĕрепенкке хутшăнаççĕ. Уйăхра кашни пăт çурă аш парать. Тата икĕ уйăхсăр тем каласан та, такам ятласан та памастăп. Эс, тет, Май уявне хирĕç пыратăн. Эп коммунист мар-и? Капиталист-и эп Май уявне хирĕç пыма? Ыранах виçĕ вăкăр ăсататпăр, ĕнер искусствăлла майпа пĕтĕлентермелли пункт йĕркелерĕмĕр. Лашасем пур тепĕр вунă пуç. Çичĕ тоннă пулать. Урăх халлĕхе нимĕн те çук. Трофим Матвеевич пек колхозниксен выльăхĕсене илсе памастăп. Ята яман, ямастăп та. Владимир Сергеевич ун пирки тӳрех каларĕ: резервсемпе усă курма пĕлместĕн, тет. Мана унашкал резерв кирлĕ мар. Хăть выговор парăр, хăть председательтен кăларăр. Кунашкал председательте ĕçлессинчен — конюха каятăп, — ура çине тăчĕ Иван Евдокимович.
— Лар, лар. Мĕн хуранти шыв пекех вĕретĕн? — хул пуççинчен пусса лартрĕ ăна Василий Иванович. — Мана эс ахалех хутшăнтаратăн, çын аллипе кăвар туртма хăнăхман. Калас пулсан, сана хамах калатăп. Ас тăватăн-и мартри актив пухăвне? Баранов çăмарта илсе пани çинчен каларĕ. Çавăнтапах эп канăçа çухатрăм. Районти виç-тăватă колхозра выльăх сутăн илсе патшалăха парасси йăлана кĕчĕ. Шанмастăп эп: «Р» облаçĕ пĕр çултах аш илессине виçĕ хут ӳстернине. Пĕр ĕне виçĕ пăру пăрулаймасть. Хаçатсем те вĕсем çинчен анчах çыраççĕ, халăх çĕкленĕвĕ, халăх юхăмĕ, теççĕ. Шутласан, халăх çĕкленĕвне хирĕç кайма юрамасть. Прыгунов мĕнтен пуçласа ячĕ? 1957 çулта планран ирттерсе аш панишĕн патшалăх укçа хушса тӳлетчĕ. Кăçал хăй каланă тăрăх, çав çулта «Çавăл» колхоз ик çĕр пин енне преми илнĕ. Çав преми аташтарса ячĕ. Юрать-ха, ăна пăрахăçларĕç, анчах выльăх илсе парасси йăлана кĕрсе юлчĕ. Ăнлан эс мана, Иван Евдокимович, хам та ĕнтĕ иккĕмĕш уйăх мĕн тумаллине пĕлместĕп. Ху шухăшна çапла тӳррĕн пĕлтерекенĕ те эс пĕрремĕш председатель. Хама çавăнпа çеç ятлатăп: каярах ăнланса илтĕм. Сутăн илсе парасси çине шанса, хăш-пĕр колхозсем выльăха пăхми пулчĕç. Прыгуновăн сысна ферми начар. Пĕр эрне каялла «Сельская жизнь» хаçатран корреспондент килчĕ. Республикăра такам каланă ăна, тӳрех, «Çавал» колхоза каясшăн. Эп ăна тӳррипех, нимĕн пытармасăр каласа патăм. Ан тив, çырать пулсан çыртăр тесех, çавах айăпа пĕрре каçармалла. Вăл пур, хул пуççипе кăна сиктерсе илчĕ. «Сирĕн патри вăл мĕн, ытти облаçсенче колхозсене колхозниксемех туртса пыраççĕ», — терĕ. Неушлĕ çаплах? — тетĕп. «Çаплах», — терĕ вăл. Ун хыççăн обком секретарĕ патне çырса ятăм, паян-ыранах илет пуль. Çитес пленумра ятарласах çак ыйтăва çĕклесшĕн. Хальтерех хамăр йăнăша тӳрлетнине мĕн çиттĕр?
— Тавтапуç, — секретарь аллине чăмăртарĕ Иван Евдокимович. — Ытла та йăтайми обязательствăсем илтĕмĕр çав. Халь вил те пурнăçла. Эпир мекĕрленмесĕрех çĕр гектар çĕр пуçне утмăлшар центнер аш паратпăр. Хамăр вăйпах. Пирĕнешкелли çич-сакăр колхоз пулĕ. Ыттисем? Район пурнăçламасан сăна çулса илеççĕ. Парти работникĕн ĕçне обязательствана пурнăçлани хаклать тетпĕр. Çавăнпа Обком та хĕсет пуль. Ав, епле тустарать Владимир Сергеевич, тӳс кăна.
— Владимир Сергеевич вăл обком мар. Ăна вăл хăй пуçарăвĕпе те хăтланма пултарать.
— Тарçи хуçа хушмасăр ура та ярса пусакан мар,
— Мĕнле тарçă ĕнтĕ.
— Ăсăрха. Пленум пирки те васкамастăн-и? Эпĕ сана юрас тесе, мухтаса каламастăп: юлашки вăхăтра пирĕн район сан пек секретаре курман. Ыттисем хайсен пуçĕпе сахал ĕçлетчĕç, санăн хăвăн шухăшу пур. Хуçалăха та аван пĕлетĕн, кирлĕ-кирлĕ маршăн ура хумастăн. Тепри, Бугорков пекки лексен, аслисем умĕнче юрра тухасшăн тырăпа çĕр улми планне икшер хут тултарттарать те, халăх нуши çине, фермăсем енне çаврăнса та пăхмасть. Уншăн рапортласа пултăр.
— Эхе, хăраса чакма пуçларăн, — кулса ячĕ Василий Иванович. — Тепĕр хут калатăп: хамăр тунă йăнăша хамăр тӳрлетнине мĕн çиттĕр. Суйма пĕлекен пуйма та пĕлет, тенĕ ваттисем. Партие суйрăмăр ĕнтĕ, пуясси пирки вара... Çапах та хуран хăлăпĕн те хăлхи пур. Шанатăп эп хамăра каçарасса. Шел: обкомăн пĕрремĕш секретарĕ чирлĕ. Вăл пулнă пулсан, халиччен хăй сăмахне калатчĕ. Ыттисемие эп канашлама хăнăхман, — утса çӳреме пикенчĕ Василий Иванович.
— Да, вăл пуç ĕнтĕ. Тен, ун патне çыру çыратăр? — çĕкленчĕ Иван Евдокимович та.
— Тепрер эрнерен çитмелле, теççĕ. Пиçиччен кĕтнине антариччен кĕтĕпĕр.
— Капла та тĕрĕс, — ал пачĕ председатель.
— Сывă пул.
Иван Евдокимович хысçăнах Василин Иванович та приемнăйне тухрĕ. Стена çумне лартнă пукансем çинче колхоз председателĕсем да парти организаци секретарĕсем лараççĕ. Кашнин куçĕнче тарăн шухăш.
«Йанăш турăм эпĕ, манăн та Владимир Сергеевич патĕнче пулмалла», — шухăш чупса иртрĕ пуçра, вара сасăпах çапла каласа хучĕ:
— Эсир ман пата-и? Мĕншĕн кĕместĕр тата?
— Аслă çыннăн ĕç нумай, ухмахăн сăмах пĕтмест, — чăтаймарĕ Карл Маркс ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕ Авдеев. — Эп райкома чĕннĕ тесе килетĕн те, мана обкомах чĕннĕ-мĕн. Ак еплерех хисепле пуçларĕç пире. Текех, Василий Иванович, сирĕнпе калаçма та кирлĕ мар пуль? Мĕн пире райком? — юптара пуçларĕ вăл.
— Владимир Сергеевич патĕнче пултăр-и?
— Пулнăран калатпăр.
— Мĕн кунта тăратăр. Кĕрĕр, кĕрĕр.
Пӳлĕме кĕрсе вырнаçсанах калаçăва Василий Иванович хăй пуçарчĕ:
— Каласа парăр ĕçсем-хĕлсем çинчен. Виççĕмĕш кун райкомран тухаймастăп. Йăпăх-япăх ямшăкра, пур кахал çын кантурта, тенĕ пек мар-и? Кахаллана пуçларăм.
— Ой-ой, чее те эсир, Василий Иванович. Хĕрĕме калам та, кинĕм илттĕр, тетĕр ĕнтĕ. Чăнласах пĕр эрне чирлесе выртрăм. Эсир шăнкăравланă терĕç. Ăшĕ пирки, Василий Иванович, эпир ăна обком инструкторĕ чĕнтермесĕрех паратпăр. Нивушлĕ эпир райком каласан итлемен? Паянах пама халь çул çук. Мĕнпе турттăрса килес ман сыснасене çухрăмран? Вертолет ярса паратăр пулсан кăна, — чăтаймасть каллех Авдеев.
— Эпир сире васкатмастпăр та, — тавăрчĕ райком секретарĕ.
— Епле васкатмастăр? — тĕлĕнчĕ Авдеев.
Анчах ăна хуравласси пулмарĕ, помощник Василий Ивановича обком инструкторĕ чĕнни çинчен пĕлтерчĕ Владимир Сергеевич, хĕрелсе кайнăскер, пирус тĕтĕмĕпе тулса ларнă пӳлĕмре утса çӳрет. Туртма пăрахнă çынна ку тӳрех сисĕнет, темĕнле ырă мар, анчах Василий Иванович хăй кăмăлсăрланнине кăтартмарĕ. Сĕтел умĕнчи уйрăм пукан çинче ларакан аш-какай комбиначĕн директорне Доброхотова асăрхарĕ вăл. Директор аялисемпе пуçне тĕревлесе ларать. Унăн пӳрнисем кӳпшеке питне путарса кĕнĕ. Акă вăл пуçне çĕклерĕ пӳрнисем вырăнĕнчи шап-шур йĕрсем каллех кĕрен тĕспе витĕнчĕç. Вăл та хаштах сывласа çĕкленчĕ, анчах, калаçу пĕтменнине туйса пулас, каллех йывăррăн ларчĕ, каллех арбуз пек çаврака пуçне аллипе тĕревлерĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...