Çавал сарăлсан :: 8. Виçине пĕл, секретарь...
Ку ыйту Павелшăн ытла та кĕтмен çĕртен пулчĕ. Вăл фермăсенчи выльăх шучĕсене аван пĕлет, анчах аша памалли выльăхсене?.. Чĕртме хупнă сыснасем пĕр утмăл пуç пур. Вĕсен чĕрĕ виçи пысăк мар. Пăрусене парсан? Ĕнесен хисепĕ пысăк теме çук. Вĕсене ӳстермелле. Виçĕ вăкăр пур. Анна искусственнăй майпа пĕтĕлентермелли пункт уçрăмăр тесеччĕ...
— Каçарăр, Владимир Сергеевич. Манăн хурав сире килĕшмĕ. Эп ĕçе анчах йышăннă. Çĕнĕ çын. Фермăсенче кашни кунпа пĕрех пулатăп, анчах миçе тоннă парасси пирки калама пултараймастăп, — хӳтлĕх шыранă пек пăхрĕ вăл Трофим Матвеевич çине.
Колхоз председателĕ унăн ыйтăвне тивĕçтернĕн, самантрах калаçăва хутшăнчĕ:
— Кадышев халлĕхе кĕçĕн çын-ха. Ытларах вăл уй-хир ĕçĕсемшĕн тата механизаторсемшĕн ответлă. Тепрер икĕ эрнерен, ак пурне те пĕлсе çитет, — хул пуççинчен юлташла çапса илчĕ вăл Павела.
— Хуллен ĕçе кӳлĕнетĕн, — хăйăлтатрĕ Владимир Сергеевич, — хуллен. Пĕлетĕн-и, Михаил Иванович Калинин пĕр колхоз председательне мĕнле каланă? Лешĕ эп çĕнĕ çын, пĕр эрне анчах ĕçлетĕп тесен, Михаил Иванович ăна! «Эп пĕр талăкра çĕршыври ĕçсене йышăнса пĕтертĕм», тенĕ. — Эс çавна шута ил: пултаракансем талăкрах хăйне шаннă ĕçе алла илеççĕ. Ку сăмах май çеç. Каялла таврăнар-ха. Трофим Матвеевич вăтăр тонна, тет.
Павел шалтах тĕлĕнсе кайрĕ.
— Ăçтан, мĕнле? — чăтаймасăр ыйтрĕ вăл.
— Халь тин интереслентерет-и сире ку ыйту? Трофим Матвеевич пĕлет, — хĕрсех кайрĕ Владимир Сергеевич. — Вăл резервсем тупма пултарать. Хăвах шухăшла: колхозăн халь техникă пур. Мĕн тума сире тракторсем, автомашинăсем çителĕклĕ чухне çĕр çитмĕл пуç лаша кирлĕ? Вăтăрăшне пăрахăçласа — аша. Акă сана сахалтан та вун икĕ тоннă. Тепĕр ик çĕр пуç сысна.
— Пирĕн пĕтĕм ферминче те ик çĕр аллă кăна, — тӳрре тухма тăрашрĕ Павел.
— Вăт чăтăмсăр çамрăклăх. Сан Трофим Матвеевичран вĕренмелле. Колхозра тăват çĕр кил. Кашнинче пекех хĕл каçнă сыснасем пур. Çапла-и, Матвеевич? Пирĕн, парти работникĕсен, пĕр йăнăшĕ çавă та: вĕсем çĕнĕ юхăма курмаççĕ. Халăх Америкăна хуса çитес тесе чунне парать, а хăш-пĕр консерваторсем, е халăхран уйрăлнă догматиксем халăх çĕкленĕвне асăрхамаççĕ. Асăрхама мар, киввишĕн çунаççĕ. Кив çулпа çӳреме кăмăллăрах, ăна хăнăхнă, çĕннипе кайсан тем пулать? Вĕсене çав çĕнни хăратать те. Мĕншĕн халăх юхăмне картламалла? Вăл пур пĕрех киввине аяла тăвать. Атăла çулталăкĕпех пăрпа витсе тăратаймастăн. Çапла вĕт? — Павел çине хавăрт пăхса илчĕ Владимир Сергеевич. «Куртăн-и, — терĕç унăн куçĕсем, — пуласлăха пĕлсе ĕçлес пулать».
— Калатăп вĕт сана, — каллех хул пуççинчен çапса илчĕ Трофим Матвеевич. Вăл парторг хирĕçлеме пуçласса туйрĕ пулас, çавăнпа сăмаха пăрса яма тăрăшрĕ. — Паратпăр, Владимир Сергеевич. Лашине вăтăр пуç мар, хĕрĕх те паратпăр. Халь колхозра уса кӳменнисем — лашасемпе арçынсем кăна, — кулса ячĕ вал. — Кăçал пушшех хăрамалли çук. Халь тракторсем пур, Тракторисчĕсем тата мĕнле! — куçне хĕсрĕ вăл Павела. — Кăçал эпир, Владимир Сергеевич, хăшне-пĕрне хăрăмпах хуратса яратпăр. Кăтартатпăр ак упасем хăш шăтăкра хĕл каçнине. Кукурузă тĕшши туса илетпĕр. Обязательствăна пурнăçлатпăр. Обкома та пĕлтерме пултаратпăр. «Çавал» колхоз маяксен шутне кĕчĕ пулсан хам председательтен тухмасăр та тухас çук.
— Ĕненетĕп, Матвеевич. Ыр сăмаххушăн тавтапуç. Кун пирки эп обком секретарьне те пĕлтерме тăрăшăп,
— Палкатпăр пĕр виçе, хамăр апат çимен, — сасартăк хыпаланса ӳкрĕ колхоз председятелĕ. — Эп иртенпех апат çимен. Павел та выçах ĕнтĕ. Эх, эс, хусах, сана ман столовăн уçса парас штоль? Хатĕрленĕр. Пурте апата каятпăр. Ухмахăн пĕр юрă, теççĕ: çур аки те аш, сĕт те çăмарта. Тĕнче вĕсемпе тытăнса тăрать-и? Айтăр, хатĕрленĕр, каяр, — васкатрĕ вăл.
Çанталăк уяра кайнă.
Анакан хĕвел хăйĕн шевлисене хĕрхенӳсĕр тăкать. Тӳпери, сурăх кĕтĕвĕ пек, кăтра пĕлĕтсем хĕвел йĕпписенчен хăранăн йăлтах тухăçалла пухăнни. Çил кăнтăр енчен вĕрет. Кĕçĕр шăнтмасть пулас.
— Çуркунне! — çăмăллăн сывласа ячĕ Трофим Матвеевич тула тухсанах. — Çĕр шăрши кĕрет. Пĕлместĕп, эсир мĕнле-тĕр, анчах çуркуннене эп ытларах юрататăп. Пурăнас килет, — ача пекех савăнчĕ вăл, Павелпа Владимир Сергеевича хулĕсенчен çавăтса.
4
— Ангинă, тетĕн? Ăна самантрах юсатпăр. Эсир, интеллигентсем, ытларах эмелсемпе сипленетĕр. Пирĕн мĕн, эмелĕ те иккех: вĕри мунча та эрех. Кайса çăвăнатăн та, киле çитсен, пăрăç эрехĕ ĕçетĕн, унтан — утиял ăшне. Ирхине ĕмĕрте чирлесе курман çын пекех сывă тăратан, — текех калаçрĕ Трофим Матвеевич сĕтел çине кĕленчесем лартнă май.
Председатель паянхи улшăнăвĕнчен Павел тĕлĕнсех кайрĕ. Темĕнле савăнăçлă вăл. Пĕчĕк хура куçĕсем ытти чухнехи пек шăтарса пăхмаççĕ, вĕсенче хавхалану çулăмĕ палăрать. Унăн кашни хусканăвĕ вырăнлă, чĕлхи те çĕпĕç. Кĕçĕр вăл хăй рольне лайăх вĕренсе çитнĕ артистпа пĕрех.
— Ларăр, лăрар, хăнасем, тĕпелелле иртерсем, тетчĕ ĕлĕк пирĕн атте. Ларăр, обкомран хăна тек-тек килес çук. Ялта пурнать тесе, ан айăплăр: эпир хула çынни валли деликатессем те тупăпăр, — пырса лартрĕ Трофим Матвеевич çĕчĕрен те çĕнĕ турелккесем. Вĕсенче севрюга, пĕрчĕллĕ вăлча, шпротсем пулчĕç. — Юрататăп пулла, уйрăмах эрех пулсан, — шӳтлерĕ вăл. — Хăнана свежи пулă яшки çитермеллеччĕ. Çавал пирĕн пулăллă, анчах хам тытма ăста мар. Лавккара тытнипе те çырлахăр.
Çитсăпа карнă кухньăра Марье ĕçлени курăнать. Вучахра çунакан вут унăн хĕрелсе кайнă пичĕпе кĕлеткине çутатать. Унăн хусканăвĕсем вăр-вар, çаврăнăçуллă. Унта та, кунта та ĕлкĕрет: ĕçне те ĕçлет, хăнасене те тухса сăмах хушать.
Павел кĕрсессĕнех хăйне аванах мар туйрĕ, анчах Марье сăнран пачах та улшăнмасăр Владимир Сергеевича та, ăна та ал парсан, лăпланчĕ, пальтине хывса çакрĕ.
Трофим Матвеевичсем çур пӳртĕнче çеç пурăнаççă пулин те, ăна та пĕчĕк теме çук. Кунта кухньăсăр пуçне тата икĕ пӳлĕм. Хуçи вĕсене тӳрех чи пысăк пӳлĕмне илсе кайрĕ. Кунта виçĕ чӳрече: иккĕшĕ урамалла, пĕри картишнелле тухать. Çаврака юман сĕтел шăпах урай варринче. Ун тавра таянмалли çемçе пукансем. Чӳрече умĕнче урапа çавăрмалли çĕвĕ машини, кĕтесре — сарăлса кайнă фикус. Çывăрмалли пӳлĕме пысăк тĕкĕрлĕ юман шифоньер картлать. Унпа юнашарах сарлака та лутра тумбочкă. Варринчи этажĕ çинче çич-сакăр кĕнеке, журналсемпе хаçатсен тĕрки, тăрринче — радиоприемник. Урайне алăк патĕнчен пуçласах хаклă кавир сарнă. Павел чи малтан килнĕ чух вăл çукчĕ, халь ахăртнех, хаклă хăна ятне сарнă пулас. Начар мар пурăнать председатель.
Каччă обком инструкторĕ çумĕнче хăйне вăтанчăклăрах тыткаларĕ.
— Телейлĕ эс, Павел Сергеевич. Трофим Матвеевичпа çулталăк ĕçлесен, мĕнле паха опыт туянатăн. Çамрăкшăн яланах кам та пулсан идеал пулмалла. Вăл сан пур. Ĕçлетĕн, опыт туянатăн, кайран парти ĕçне те куçма юрать. Эсир ял хуçалăх институтĕнче вĕренетпĕр терĕр, пире шăпах ял хуçалăх спедиалисчĕсем кирлĕ, — куçлăхне васкамасăр ал тутрипе шăлма тытăнчĕ Владимир Сергеевич.
— Тĕрĕс, — калаçăва хутшăнчĕ кухньăран тухнă кил хуçи — Райкома çамрăклатас пулать. Атту унта вăăне парса ĕçлекенĕ те Василий Иванович кăна. Парти ра-ботникĕ тени райкомра эрнере пĕр кунран ытла ан тăтăр. Колхозсенче çӳретĕр.
— Килĕшетĕп, — куçлăхне тăхăнчĕ обком инструкторĕ.— Килĕшетĕп. Эп хам шухăша вĕçлеймерĕм-ха. Мухтасата мар, йăпăлтатса та мар, тĕрĕсне калатăп. Санăн, парторг, Трофим Матвеевичран вĕренмелле. Санăн кумир пултăр вăл. Эпир çынна пĕрре пăхсах пĕлетпĕр. Эп çакăнта сĕтел хушшинче ларсах, Трофим Матвеевича нихăçан курман пулсан та, ун пирки çапла каланă пулăттăм: ылтăн çын, хуçалăх çынни, чаплă организатор. Мĕнле пĕлет, тейĕн? Ак çак закускăсенченех. Севрюга районта пур-и? Кунта мар, Шупашкарта та çук. Апла пулсан ăна вăл урăх çĕртен тупнă е малтанах хатĕрлесе хунă. Çапла пулмалла чăн-чăн хуçалăх çыннин. Пĕчĕк тĕслĕх, тейĕр. Çав пĕчĕк тĕслĕхренех шултри курăнать.
— Эсир ытлашши мухтатăр вара, — вăтаннă пек пулчĕ Трофим Матвеевич. — Шыв хурчĕ темех мар-çке.
Марье кăлпассипе ăшаланă çăмарта турилккесемпе пырса лартрĕ.
— Хăнана калаçма çеç чĕнмеççĕ, чĕнтĕн пулсан, ĕçтереççĕ, — тĕксе илчĕ вăл упăшкине.
— Каçарăр, мансах кайнă, — черккене эрех яма пуçларĕ Трофим Матвеевич.
— Кунашкал хаклă хăнасемшĕн эпĕ те ĕçетĕп, — Павел çумне пырса ларчĕ Марье.
— Вăт ку тĕрĕс, хамарла, — ырласа илчĕ Владимир Сергеевич.
— Эсир килнĕ ятпа, сирĕн сывлăхшăн, Владимир Сергеевич, — ыр сунчĕ Прыгунов.
— Тавтапуç. Эп сирĕн сывлăхшăн ӳпĕнтерем, — кулса ячĕ Владимир Сергеевич, ура çине тăрса.
Павел хăйне мĕнле тыткаламаллине те пĕлмерĕ. Темшĕн-çке унăн асне çав кĕрсе юлнă: парти ĕçĕнче ĕçлекен çынсем — чи таса çынсем. Ĕçкĕпе те ашкăнмаççĕ, сăн-сăпатне те нихăçан вараламаççĕ. Малтан вăл Владимир Сергеевич ячĕшĕн çеç тытса лартать пуль терĕ. Лешĕ шалтах ĕçсе ячĕ те çăкăр татăкĕ хуçса илсе шăршларĕ.
— Чăн та, лайăх эмел ку, Трофим Матвеевич, — ырларĕ инструктор. Павел черккине çаплипех тытса ларнине асăрхарĕ те ăна сăмах хушрĕ:
— Мĕншĕн ĕçместĕр? Вăт, парторг. Санăн халăхран юлма мар, малта пымалла. Çавна çеç ас ту: ĕç, анчах ан ӳсĕрĕл тата çынсем ан сисчĕр. Эп çынна ĕçнĕшĕн мар, ĕçме пĕлменшĕн ятлатăп.
— Хăнăхман, — çӳçенсе илчĕ каччă сăмсине эрех шăрши пырса çапнипе. Çапах ĕçрĕ те, чыхăнса кайрĕ.
— Вăт, пулчĕ те, — ырласа илчĕ инструктор.
— Хăнăхать. Халь çамрăк-ха. Пурнăç пуртă аври тăршшĕ мар. Пуçĕ пулсан, çӳçĕ те шăтать, — кулса ячĕ Трофим Матвеевич.
— Çи, çи, — хистерĕ ăна Марье.
Пурте сасартăк ун çинчен калаçни, ун çине пăхни ăна самантлăха вăтантарса ячĕ. Вăл хуçсă тытнă аллинчи çăкăр татăкне те асăрхамарĕ, çĕнĕрен хуçса илчĕ. Сĕтелтен катара ларма кирлĕ пулман: шап-шурă çи витти çине хытса çитеймен çăмарта шурри, çу тумларĕ. Павел татах та вăтанса кайрĕ: Марье курчĕ вĕт-ха. Кĕçех лăпланчĕ: ахаль çеç пурте ун çине пăхнăн туйăнать-мĕн.
— Юрататăп йӳçĕтнĕ пан улмине... Юрататăп пуçлă купăстана, — вăхăтăн-вăхатăн сăмах хушкаларĕ Владимир Сергеевич.
Тата шаккарĕç.
Хăнасем те, кил хуçисем те хăйсене ирĕклĕрех тыткала пуçларĕç. Трофим Матвеевич Владимир Сергеевич енне çаврăнса ларчĕ:
— Йăлăхтармастăп пулсассăн, итлĕр. Акă мĕн каласшăн сире: пирĕн пĕтĕм ӳсĕм кадрсенчен килет. Эп политикă çынни мар, йăнăшма та пултаратăп. Пире турлетесси сирĕн ĕç. Такăнакана ал пама хушнă. Района пĕтĕмпе вăтăр пинсен шучĕпе сакăр çын ярса пачĕç. Кам юлчĕ вĕсенчен? Пĕр эп кăна. Ыттисем ăçта? Е кăларса çапрĕç, е хăйсем тухса тарчĕç. Хула çыннисем, — йĕрĕнчĕклĕн кулса илчĕ Трофим Матвеевич... Е арăмĕсем килмерĕç, е хăйсене ял пурнăçĕ килĕшмерĕ. Пирĕн, чăн та, урамсем асфальтлă мар, таçта та пылчăк. Анчах пылчăк çинче тыр ӳсет вĕт-ха, мур илесчĕ. Эпир, çĕр çыннисем, çĕртен уйрăлаймастпăр, вĕсен ури вараланать имĕш.
— Тепрер çирĕм çултан ял та хула пекех пулать, — хирĕçлерĕ Владимир Сергеевич.
— ПуЛать, — килĕшрĕ унпа Трофим Матвеевич. — Ăна камăн тумалла? Пирĕн. Вĕсем чăтаймарĕç, пыршисем татăлса каясран хăрарĕç, пӳсĕр тухасран сехĕрленчĕç. Мĕншен çапла пулса тухрĕ? Эпир председателе суйласа лартасси çине компанилле ĕç тесе пăхрăмăр. Кам лекет ал айне — ăна яраççĕ. Тĕрĕс мар-им? Райком ытти ĕçсене те çавнашкалах тума пикенет. Тырă пиçнĕ-тĕк — тырă вырмалла, патшалăха памалла, çĕр улми пулнă-тăк — кăлармалла. Ĕç çине ĕç, çынсем çинчен вара йăлтах манса каятăн.
— Эсир кунта йăнăшатăр, — хирĕçлерĕ Владимир Сергеевич, — парти ĕçĕ вăл — çынсемпе ĕçлесси. Чи малти вырăнта çын пулмалла. Ун пирки сирĕн районта маннă пулсан кăна.
— Йăнăшсан — тӳрлетĕр. Эп каласа пĕтермен-ха. Ярса пачĕç пĕр харăс çакăр çын. Кама улăштармалла? Кам райкома тĕк майлă шăлмасть, кам çивĕч чĕлхеллĕ — çав председательсене чи малтан хуса ячĕç. Кам хиреçлĕ: кушак та тĕк майлă шăлнине юратать. Мана та улăштарасшăн пулчĕç. Пухрĕç пуху. Районтан килнисем тухса калаçрĕç. Прыгунов пултараймасть, Прыгунов — спекулянт, Прыгуновăн аслă пĕлӳ те, диплом та çук. Шухăшлатăп: невушлĕ эп çав териех ĕçлеме пĕлмен этем? Вĕсенне итлесен, тĕнчере эп чи юрăхсăрри. Мĕн тетĕр? Пĕр çич-сакăр çын, мана кăларас тесе, ал йăтрĕç. Ыттисем хăварас тесе сасăларĕç.. Куççуль тухрĕ хама шаннăшăн. Халăх вăл хурапа шурра час уйăрать. Кам политики вăл? Василий Ивановиччен райком секретарĕ пулнă Бугурков политики. Вăл вĕт-ха парти ячĕпе ĕçленĕ. Пĕр çын йăнăшĕ районта парти авторитетне хавшатма пултарать.
— Бугуркова тивĕçлипех лекнĕ. Партирен те кăларна, — хушса хучĕ инструкор.
— Уншăн тавтапуç. Мана дипломсăр, тет. Хăй мĕн пĕтернĕ тетĕр? ЦПШран вĕренсе тухнă та вăтăр пиллĕкмĕш çулсенче çур çул вĕренмелли парти курсĕнче пулнă. ЦПШна эсир мĕн тетĕр? Центральная партийная школа тетĕр-и? Çук çав! Церковно-приходская школа вăл, — ахăлтатсах кулса ячĕ Трофим Матвеевич. — Халь вăл пекарньă директорĕ. Куратăп та — сывлăх сунса, пуçа таятăп. Кам сана дипломсăр çăкăр пĕçерттерет, мĕншĕн сана пысăк ĕçех шанса панă, тетĕп. Е тата: ма яланах çăкăр питне çунтарса яратăн, тетĕп. Вăл шарламан пирки хамах хуравлатăп: — Эсир, тетĕп, çунтарма вĕреннĕ, анчах пĕçерме вĕренеймен.
— Вăт, çынран кулма ырă мар, — асăрхаттарчĕ Владимир Сергеевич.
— Уксах-суккăртан кулма хушман, ватă-вĕтĕрен кулма каланă, — калаçăва малалла тăсрĕ кил хуçи. — Бугуркова кăларчĕç те, Василий Иванович килчĕ. Эсир пирĕн зонăна лекрĕр. Мĕн тетĕр? Çурхи çил вĕрсе ячĕ темелле. Шанăç çуралчĕ. Пулман-и районта лайăх çынсем? Пулнă. Вырăнти çынсене председателе суйлассинчен пахи тата тĕрĕсси мĕн пур? Ильич ячĕпе хисепленекен колхоз председательне Иван Евдокимович Шубина Бугурков кăларса ячĕ. Пĕрре кăларнă çынна тепри пулсан тепĕр хут колхоз председательне вил те суйлаттарас çук. Василий Иванович ав Шубинах лартрĕ. Тĕрĕс турĕ. Шубин йĕплĕрех этем, çапах вăл хăй ăсĕпе пурăнать. Районти хăш-пĕр начальниксене хăй ăсĕпе пурăнакан председатель килĕшмест. Мĕн хушнине пурнăçла, вара эс ырă. Çак черккене, Владимир Сергеевич, сирĕншĕн тата Василий Ивановичшăн йăтатăп. Тавтапуç сире мана вăтăр пинсен шучĕпе шанса янăшăн, — Владимир Сергеевичпа шаккарĕ вăл.
Марье, Павел çумĕнчех лараканскер, темиçе хут та качча урипе тĕрте-тĕрте илчĕ. Вăл упăшкин калаçăвне итленçи турĕ, хăй вара куçне Павел çинчен илмерĕ. Каччă хăйне сиввĕнрех тытма тăрăшрĕ.
— Трофим Матвеевич, эсир хăть пире критиклерĕр. Пур кунта тĕрĕслĕх, пур. Çапах та хăвăр районпа ан виçĕр. Сахал-и республикăра вăтăр пинсен шучĕпе кайнă лайăх председательсем? Кашни районтах тупма пулать. Парти ăна питех те тĕрĕс турĕ. Ял хуçалăхне кадрсемпе çирĕплетме кирлĕ пулнă, — хăйăлтатрĕ Владимир Сергеевич.
Церковно-приходская школа тенĕрен Павела Арçук Гени аса килчĕ. Хăйне вăл халь хăюллăрах туйрĕ. Çапах та ăшра иккĕленсе тăчĕ: каласа парас-ши, парас мар-ши? Халь каламасан, кайран пур пĕрех пурте пĕлеççĕ, — çавăнпа чăтаймарĕ. Пытармарĕ хай пĕлнине пачах та. Арçук Гени вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех туберкулезпа чирленĕ. Вĕренсе тухсан та чир иртмен. Юсанма кайма путка илес тесе комсомол райкамне те, комсомол обкомне те çыру çырнă, анчах ăна никам та пулăшман. Тарăхнипе вал митрополит патне çыру çырать, лешĕ кăнтăрти пĕр санаторие сывалма кайма путевкă тата пин тенкĕ укçа ярса парать имĕш. Тытать те тухса каять каччă. Владимир Сергеевич кĕсйинчен блокнот кăларсах çырма пуçларĕ. Трофим Матвеевич «анра» тенĕ пекле шĕвĕр пӳрнипе тăнлавне тĕллесе кăтартрĕ, Павела куç хĕсрĕ, пуçĕпе сулларĕ, анчах хĕрсе кайнă каччă ăна-кăна ăçтан асăрхатăр?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...