Çавал сарăлсан :: 8. Виçине пĕл, секретарь...
Тен, халĕ ăна тарăхнипе çеç иртнисем аса килеççĕ. «Тата мĕншĕн тарăхмалла-ха ăна? Бюрона ыйту лартма хатĕрленнĕшĕн-и?» Владимир Сергеевич вырăнĕнче те-пĕр инструктор пулнă пулсан та çавнах тунă пулĕччĕ.
Хăйсен районне ăна çирĕплетсе панине пĕлсенех, Василий Иванович малтан хирĕçлеме те шухăшласа пăхнăччĕ. Кайран аллипе сулчĕ çеç: ĕçлетĕр. Опытлăраххине панă пулсан авантарах пулмаллаччĕ ĕнтĕ. Халь хăвăн вăю, хăвăн пĕлĕвне ытларах шанмалла. Тепре чухне обком секретарĕсемшĕн, пай заведующийĕсемшĕн инструктор пĕлтерни те хаклă. Ун тăрăхах вĕсем райкомăн ĕç меслетне, пĕтĕм ĕçне хаклама пултараççĕ.. Çапах та райком секретарĕ те чĕлхесĕр мар: хăйĕн ĕçне такам курмалла та кăтартма пултарать. Çитменнине Василий Иванович КПСС обкомĕн членĕ.
Иртнĕ çулта, район лайăх та кал-кал пынă чух, Владимир Сергеевич сайра-хутра çеç килетчĕ. Кăçал йăлăхтаракан хăна евĕрлех: тухма та пĕлмест.
Паян ĕçлесси пулмарĕ.
Сакăр сехет çурăра Владимир Сергеевич çитсе кĕчĕ. Вĕсем темĕнле ютшăннă пек пĕр-пĕрне пусăрăнчăклăн сывлăх сунчĕç. Василий Иванович çеç хăй кăмăлсăрланнине палăртмасăр, инструкторăн яланах пăр пек сивĕ аллине çирĕппĕн тытса чăмăртарĕ.
— «Восток» колхозран-и? Мĕн çĕнни пур унта? — чăтаймарĕ Василий Иванович.
— Мĕнех калас?. Эп хам шухăша пĕлтерме халех васкам мар-ха. Тĕрлĕрен вĕсем, — калаçăва аяккалла пăрма тăрăшрĕ Владимир Сергеевич. Сасси ун çĕтсе ларнă, хăйăлтатса тухать. Халь çеç райком секретарĕ унăн урисем çине пăхса илнĕччĕ: сап-сарă туфлисем ытла та пылчăкланнă курăнать, ăна вăл çуса тасатнă, ботинкă пичĕ çинчи шыв йĕпи те çухалман. Брюки вĕçĕсене тăм хыта-хыта ларнă.
«Апла вăл колхоза та çак тумпах кайнă», — шухăшларĕ Василий Иванович.
— Ыррине калама та пултаратăп, — секретарь хăй çине тимлесех пăхнине сисрĕ Владимир Сергеевич. — Пĕлетĕн-и, мĕн килĕшрĕ мана?
—Çук.
— Улăма хуçа пек тыткалани. «Родинăрă» улăм ури тĕпĕсене, тиесе тухса, пресласа хураççĕ. Çитес хĕлте айне сарма каять, выльăхсене çитерме те.
— «Родинăра» çеç мар, районĕпех çапла. Кивĕ улăм ури тĕлĕсене çунтарса янашăн виçĕ председателе бюрона та чĕнме лекрĕ. Тата мĕн?
— Тислĕке пăхма вĕренсе çитнĕ теме те юрать. Кашни фермăрах навозохранилище пур. Хире кăларнисене те компостланă.
— Çапла. Анчах ăна пур хуçалăхсенче те йĕркене кĕртеймерĕмĕр-ха, пайтах тар юхтарма тивет. Тата мĕн лайăххи пур?
— Урăх темех асăрхамарăм.
— Паллах, пĕр колхозра пулнипех район сăн-сăпатне курма йывăр. Тен, ытти колхозсене те каятăр? Паллашăр лайăхрах. Обком умне тĕрĕс мар информаци тăратма ырă мар, — тесе, Василий Иванович инструкторăн сăн-питне сăнарĕ. Курмарĕ нимех те. Владимир Сергеевич симĕс куçĕпе секретаре йăпăрт пăхса илчĕ те маччаналла тартрĕ.
— Справкăна эп обьективлă çырма тăрăшăп. Эп альтруист. Манăн сана хура сăрпа сăрлама е район пурнăçне тĕрĕс мар кăтартса пама нимĕнле интерес те çук. Ытти колхозсене те каймаллаччĕ. Анчах гландăсем шыçса тухрĕç. Сурчăк та çăтаймастăп. Ĕнер пĕр-икĕ хутчен кĕрсе лартăм. Эп хăшпĕр колхоз председателĕсемпе парти организаци секретарĕсене кунта чĕнтересшĕн. Пирĕн тĕллев бюрона хатĕрленмелле çеç мар, колхозсене те пулăшмалла — тесе, Владимир Сергеевич пукан илсех секретаре хирĕç ларчĕ.
— Шел. Эсир ботинкăпах килнĕ. Пылчăкран пуян эпир. Кирлĕ пулсан, эл килтен атă илсе килсе пама хушăп. Пирĕн урасем пĕрех пуль.
— Хĕрĕх пĕрремĕш размер тăхăнатăп.
— Апла пулсан, шăпах.
Чирчертен хытă хăракан инструктор ал тупанĕпе çамкине сăтăрчĕ, сурчăкне çăта-çăта янахĕ айне хыпаларĕ.
— Температурă, — ассăн сывларĕ вăл. — Эпир, парти работникĕсем, чирпе-чĕрпе те ĕçлеме хăнăхнă. Шухăшланă-и эс, Вася, хăçан та пулсан парти ĕçĕ пирки? Мана час-часах çак шухăш канăç памасть, уçал сăмахне эпир пуринчен те ытларах илтетпĕр, кашни çитменлĕхшенех пире лекет, анчах никамах та ăшă сăмах каламасть. Хама эп альтруист тетĕп, чăнахах та хамшăн тăрăшман. Сирĕн ранон çитĕнĕвĕшĕн кăштах ырлаççĕ пулĕ, теттĕм.
Темĕнле пулсан та, кунта манăн пайăм та пурах. Эсир ак ăна пуçларăр. Мĕншĕн? Мĕн сăлтавпа? Атя, чирне те пăхмăп, атă илсе килсе пама хуш-ха. Прыгунов патне çитме çул пурччĕ вĕт. Хăвăр пымасан, машинăпа леçсен тав тунă пулăттăм, — каллех вăл нумайлă хисепе куçса, «хăвăр» тесе калаçма пуçларĕ.
— Кур-ха эс ăна, пурнăç сухари пек типĕ çынсене те шухăшлаттарма вĕрентет. Ахалех кӳреннĕ эп ăна, — шухăшларĕ Василий Иванович. — Çавалкасах кĕреес çук, ял хĕрне çитерме пулать. Хам та пĕрлех пымалла, ерçӳ çук. Кĕçĕр заводра пуху. Районти чи пысăк парти организацийĕ. Икĕ уйăх патнех пулман. Коммунистсем кĕтеççĕ, — пĕлтерчĕ вăл.
— Кайиччен тепĕр ыйту. Виçмине чĕнтерес председательсемпе парторгсене? Маларах пыракан колхозсене чĕнсен аван. Çĕнĕ çын калаçса пăхни усăллăрах пулĕ-и? Сире хăнăхнă ĕнтĕ вĕсем.
— Юрĕ, икĕ сехет тĕлне чĕнтĕрĕпĕр.
3
Уяртса янă çанталăк Трофим Матвеевича та савăнтарса пăрахрĕ. Вăйсем чакнă пулин те, каçхине ыйхă канлĕ пулчĕ; вăл пĕр тĕлĕксĕр, çĕр каçиччен пĕрре аташмасăр çывăрчĕ. Вăранасса кăвак çутăллах вăранчĕ, тахçан ача чухнехине аса илсе, вырăн çинче чылайччен хускалмасăр выртрĕ.
Юнашар пӳлĕмре Марье лăпкăн сывлани, стена çумне çакнă сехет шаккани илтенет. Арăмĕ тĕлĕк курать пулмалла: темĕн мăкăртатса илчĕ. Çук, сăмахĕсем ăнланмалла мар тухаççĕ.
Çӳреме пуçлани те икĕ кун çеç: пĕр эрне вырăн çинчех иртсе кайрĕ, пĕр эрне хушши колхозри ĕçсем çинчен Марье каласа панă тăрăх çеç пĕлчĕ. Килмест вĕт никам та чирлĕ чух, фельдшер кăна кĕрсе тухса каять. Ĕнер ирхине тата Хапăс Петĕрĕ эрех йăтса килчĕ. Кăмăла кăтартни аван. Ыттисем? Ĕлĕк Виссарион Маркович тухма та пĕлместчĕ. Виçĕ çул хушшинче неушлĕ пĕр юлташ та тупăнмарĕ?
Пĕр эрне. Улшăну, ав, эрне хушшинчех сахал мар. Павел хуçалана пуçланă. Ку пĕр енчен аван-ха, председателе яланах сылтăм алă кирлĕ, тепĕр енчен ытла та хăйне евĕрлĕ этем. Пуçне пĕр-пĕр шухăш кĕчĕ пулсан — савăлпа çапса та кăлараймăн. Çамрăк чухне хăй те çавах пулман-и ара? Мĕн туни пĕтĕмпех тĕрĕс пек туйăннă. Тен, вăл Павел хăйĕнчен ăслăрахшăн вĕчĕрхенет? «Эй, — шухăшлать Трофим Матвеевич, — вĕренекен халь нумай та, ăсли сахал. Пурнăç шкулне пĕтермен этем — этем мар. Пурнăç институт та мар, мĕн çĕре кĕричченех вĕренмелли шкул. Йывăр унта вĕренме, унăн уттинчен юлмасăр вĕренме йывăр. Юлтăн-тăк — ятлаççĕ, урăх класа куçармаççĕ».
Фермăсем. Пĕр эрне хушшинче халăх пăсăла пуçланă. Павел калашле, унта пĕр хуçах кирлĕ пулать. Лартас Виктор Андреевича. Лару та пухма вăхăт. Хăшне-пĕрне кӳрентерме тивет. Павела хăйне трактор бригадине парас, агроном та хăех пултăр. Пулать, итлекен пулать. Ĕç кунне хĕрхенмĕпĕр, хам илнин тăхăр вунă процентне тӳлесен...
Акă Марье те тăчĕ. Юрласах çăвăна пуçларĕ.
— Ир юрласан макра пулать, — сăмах хушрĕ ăна упăшки.
— Пустуй вăл. Вăрантăн-и? Тăр. Чир вырăнне вăй кĕрет, хуйхă вырăнне вăй кĕмест, — упăшки çывăракан пӳлĕме кĕчĕ Марье. Аллине тăсса пачĕ. Тутисем йăл кулса илчĕç. Юлашки кунсенче çамрăкланса кайнăскерĕн кашни хусканăвĕнче сӳнми хаваслăхпа тапса тăракан вăй палăрать. Трофим Матвеевич çав улшăнăва урăхла ăнланать: упăшки сывалнăшăн савăнать, тесе шухăшлать. Çук, Марьене халь Павел анкарти хыçĕнче «пире урăх тĕл пулма юрамасть» тени хумхантарма пăрахрĕ. Каччăн куçĕсем суймаççĕ, епле ăшшăн пăхаççĕ вĕсем Марьене. Халь вăл ун аллинче. Кăштах пуç çаптарĕ те, кăштах хăйне пăхăнтарĕ те... Кашни кунах ан-карти хыçĕпе килнĕ чух Марье çав вĕлтрен çеçкине пăхать. Юр та çуса лартрĕ, сивĕсем те пулчĕç, вăл çаплах аталанать, типсе лармасть.
Упăшки çине Марье шеллевлĕн пăхрĕ: «Мĕн пĕлет, мĕн ăнланать вăл? Выртать, ав, маччаналла пăхса. Пĕчĕк куçĕсем путсах кĕнĕ. Çапах та палăртма юрамасть, ху пĕрин çинчен шухăшласан та чĕлхӳпе урăххи пирки калаçмалла».
— Тăр. Выртсан пушшех нишленсе каятăн, — татах аллине тăсрĕ арăмĕ.
— Чир вăл тулли лав пек пусса хурать, тухнă чухне вара йĕп çăрти витĕр тухать, — арăмĕн аллинчен тытса çĕкленчĕ упăшки.
— Эс ан васка. Сана кам хăвалать? Лар килте. Тухса çӳре. Паянхишĕн наряд панă, каçхине хамах тĕрĕслетĕп, — терĕ Марье. «Каймасассăн пырĕччĕ, вара Павела та курма пулать, колхоз правлени техничкине Тарьене те ярсах чĕнтернĕ пулăттăм», — шухăшларĕ вăл.
— Ĕнер пырса килнине паян ма пырас мар?
— Хăвăнне хăв пĕлетĕн, ас ту ак, татах вĕрĕлетен. Тепĕр сехетрен, апат çинĕ хыççăн, Трофим Матвеевич фермăна кайрĕ. Сысна пăхакансем таврăннă-мĕн. Витине кĕрсен те, тӳрех тасалăх курăнать. Пӳлĕм чусĕсене те, пĕренисене те, маччана та — пĕтĕмпех акшарпа шуратса лартнă — кăна кам шуратма хушрĕ, тесен, Трофим Матвеевич «Федор Васильч» тесе каласса кĕтрĕ, анчах фермă хĕрĕсем пĕр харăс: «Павел!» — тесе хуравларĕç.
Хĕрсен хуравĕ колхоз председательне çиллентерсех ячĕ. «Федор Васильĕвич-качки, кăларатăп, — шухашларĕ вăл. — Ĕç кӳнĕ ахаль илсе пурăнать».
Хĕрсем, унăн улшăнăвне курманпа пĕрех, çаплах калаçрĕç:
— Павел пире кăçал çĕнĕ вите туса паратпăр, тесе каларĕ. Чăнахах пулать-и, Трофим Матвеевич? Атту намăс пулĕ: эпир çĕркаç ĕне ферминчи хĕрсене ăмăртăва чĕнтĕмĕр, коммунизмла ĕç ферми ятне илессишĕн кĕрешĕве тухма пултăмăр.
— Витине тăватпăр, — хуравларĕ Трофим Матвеевич. — Коммунизмла ĕçлени те аван. Анчах урăх пăрахса ан кайăр.
— Резинă атăпа халатсем пулаççĕ-и? Павел паратпăр, терĕ те, вăл председатель мар вĕт.
«Канашламасăрах калать», — шухăшларĕ председатель, анчах хăй ятне ӳкересшĕн пулмарĕ. — Тĕрĕс, — терĕ вăл, — йăлтах илсе паратпăр. Ун çинчен пĕлтерме Павела эп хам хушрăм.
Председатель мăн кăмăлланчĕ. «Тăватпăр», — шухăшларĕ вăл. — Шăратса янă пек сысна вити тăватпăр. Василий Иванович та ăмсанĕ-ха. Атту тек йĕксе-тĕксе пĕтерет. Кив витинче чĕртмексене усрама пулать. Çулла юсаттарсан... Тăхта, — урайне сарнă çĕнĕ хăмасене курчĕ вăл: — Кусене кам илсе килме хушнă?
— Иртсе çӳреме май çук та — Павелтан ыйтрăмăр. Вара хамăрах ултă хăма илсе килтĕмĕр.
Председателе ку килĕшмерĕ. Хăма ахаль те сахал, вĕсем çак çĕрĕк çуртшăн пĕтереççĕ. Анчах шарламарĕ.
— Урăх ан тивĕр, çĕнĕ вите валли кирлĕ, — тесе хучĕ.
Кăнтăрлаиртсен, вăл тырă кĕлечĕсем патне çитрĕ.
Ăна Володя кĕтсе илчĕ. Вăл савăнăçпа çиçекен куçне ялтăртаттарса катаранах хирĕç утса пычĕ:
— Комсомолпа текех ятлаçма пăрах, Трофим Матвеевич, — терĕ вăл, алă парса. — «Осетинская» текен кукурус вăрлăхне аллă гектарлăх тăпăлтарса килтĕм. Ытти колхозсенчен пынă та пурте вир çине тăрăнчĕç, а эп вĕсене пушшех: тĕрĕс, тесе ырлама пуçларăм. Виртен ытларах симĕс массă йăракан сорт та çук, тетĕп. Хам вара «Осетинскаяпа» «Воронежскаяна» çаклатрăм. Вунă гектар тешĕлĕх акатăп. Хăвах шутла-ха, гектартан вăтăр центнер çеç илсессĕн те, сире Володя кăçал виçĕ çĕр центнер кукурус тĕшши парать.
— Юмах çапма ăста эс, — тавăрчĕ председатель мухтас вырăнне. Ку сăмахсем Володьăна кӳрентерсех пăрахрĕç.
— Юмахпа мар, ĕçпе кăтартатăп, — тавăрчĕ вăл.
— Тĕшĕ пирĕн патра пулмасть.
— Пулать, — тавăрчĕ Володя çирĕппĕн. — Пулăть. Ку сортăн вегитаци тапхăрĕ кĕске, пĕрремĕш сентябрь тĕлне пиçсе çитет. Эп ăна улăха, чи варрине акатăп, тавралла вара симĕс массăлăх пулать. Атя, тавлашар: тĕшши пулсан, мана мĕн паратăр? Кӳр аллуна.
— Трофим Матвеевич кукурузă уссине аван пĕлет, кукурузă выльăхсене тутă усрать çеç мар, ыр ят та илсе килет. Ĕçлессе Володя пĕччен тенĕ пекех ĕçлет, анчах ырă ячĕ ытларах председателе лекет. Тĕшĕ илсен... Ку таранччен нихăш колхозра та илмен вĕт-ха.
— Ме, — Володьăна алă пачĕ вăл. — Колхозран пин тенкĕ преми, хамран — çур литр коньяк. Туса илеймесен, санран вăтăр ĕç кунĕ тытса лартатăп, унтан хама ĕçтеретен.
— Килĕшрĕмĕр, — тавăрчĕ Володя.
Пуш кĕлетре хĕрарăмсем пĕр пек виçеллĕ кукурузă тĕшшисене суйлаççĕ, пĕчĕккисене, хăйпашкараххисене, уйрăмман, урăх михĕсене тултараççĕ. Тепĕр кĕлетре вăрлăхлăх пăрçана змеевик витĕр яраççĕ. Ĕçлеме пынă колхозниксемпе калаçма тӳр килмерĕ ăна: колхоз правленине обкомран килни чĕнет, тесе пĕлтерчĕç.
Владимир Сергеевичпа вĕсем юлташсем пек тĕл пулчĕç, пĕр-пĕрипе хул пуççирен çапсах ал пачĕç.
— Çӳреме пуçлани те виççĕмĕш талăк çеç, — пĕлтерчĕ ăна Трофим Матвеевич. — Илтнĕччĕ. Василий Иванович каларĕ. Эп хам та аран çеç сывлакалатăп. Ангинă. Чуна илет. Врачсем ниçта та тухма хушмарĕç. Вĕсене ăçтан итлесе тăран, — тем паттăр ĕç тунă пек пĕлтерчĕ Владимир Сергеевич. — Ĕçĕ пирĕн çавнашкал, — хăйăлтатрĕ вăл. Хул айне хĕстернĕ портфельне сĕтел çине хучĕ, куçлăхне хывса ал тутрипе шăлса тасатрĕ.
— Ангинă мĕн вăл? Ăна самантрах юсатпăр. Нумайлăха-и эсир? Пĕрер талăк пурăнма май пулсан, чир-чĕртен тап-тасах каятăр, — куçне хĕссе илчĕ Трофим Матвеевич, хăнана ахаль ярас маррине систерсе.
— Ыран Хирпуçне çитсе килмелле пулĕ, тетĕп. Колхозсенче ытларах пуласшăн-ха.
— Апла-тăк, — çăмăллăн сывласа ячĕ колхоз председателĕ, — сире мĕнле те пулсан пĕр-пĕр ыйту интереслентерет ĕнтĕ. Ăна пĕлтерĕр-ха. Апат çинĕ-и? Çимен, паллах. Тăхтăр, кĕçех хушатăп эп. Тарĕс! — кăшкăрчĕ вăл правлени техничкине, — кала-ха, Марье килтĕр.
— Халь ан чăрманăр. Çисех тухнă.
— Уй урлă каçсан выçать, теççĕ.
Владимир Сергеевич ăна республикăри çĕнĕ хыпарсене пĕлтерме тытăнчĕ, иртнĕ икĕ çул хушшинче курортра мĕнле каннине каласа пачĕ. Колхоз председателĕ, хăна пӳртрен те тухма шутламаншăн савăннăскер, калаçăва чĕртсех пычĕ. Анекдотсем те аса килчĕç, тата тепрер сехетрен обком инструкторĕ колхоза хăй мĕнле ыйтупа килни çинчен те манса кайрĕ. Сайра-хутра çеç вĕсене бухгалтеринче ĕçлекенсем пырса чăрмăнтарчĕç. Марье кĕрсе тухса кайрĕ.
Çав вăхăтра фермăсенче айăн-çийĕн çаврăнчĕ. Дояркăсем ĕне витисене тасатса проходсене пăчкă кĕрпи сарса тухрĕç, свинаркăçем витене çеç мар, кормокухньăна та тасатрĕç, общежитисен урайне çурĕç. Анчах хăна курăнмарĕ...
— Акă пирĕн парторг та çитрĕ, — çĕкленчĕ Трофим Матвеевич кăшт куларах. — Сăмах çинех, çылăху çук. Паллашăр: Владимир Сергеевич, КПСС обкомĕн инструкторĕ.
— Павел, — пĕлтерчĕ каччă.
— Лар, Павел, — куланçи пулчĕ Владимир Сергеевич. — Павел мар ĕнте, — аçу ячĕ те пурах. Парторгăн чи малтан авторитет пулмалла. Авторитет тени хисеплесе чĕннинчен те килет. Парти ĕçĕ комсомол ĕçĕ мар, унта, ав вăтăра çитсен те Павел та Ваня. Çапла, парторг.
— Апла-тăк, Павел Сергеевич.
— Вăт, паллашрăмăр та, Павел Сергеевич, — каллех куланçи тума хăтланчĕ вăл.
Павел, пукан илсе, сĕтел пуçне ларчĕ, аллинчи велюр шĕлепкине, çавăракан инструктора лайăх сăнаса илчĕ. Пĕчĕкрех тӳрĕ çамки сарлака, сăмси кайăкăнни пек, тути хулăнрах. Çырă çӳçĕ шĕвек куç харши çăра. Сăнра темĕнле сивлеклĕх палăрса тăнăн туйăнать.
— Вăт, Павел Сергеевич, эсир килни шăпах вырăнлă. Акă мĕн пирки сăмах пырать. Сирĕн район пуçлăхĕсем колхозсенче государствăна аша пама выльăх çук теççĕ. Трофим Матвеевич пур, тет. Ăнланатăр-и? Пур, тет. Апла-капла шухăшласан, район пуçлăхĕсем — пурнăçран тăрса юлнă пиçмен пашалусем, колхоз председателĕ вара вĕсенчен нумай малта тăрать, — çаплах шĕлепкине çавăркаларĕ Владимир Сергеевич. Кăлаçнă хушăра вăл никам çине те пăхмасть. Хăйне пӳлекен пулас çуккине туйнăн, шухăшне малалла тăсрĕ: — Эсир партин декабрьти Пленумĕсем çинчен пĕлетĕр ĕнтĕ. Вĕсем — аш Пленумĕсем. Çĕршыва аш кирлĕ. Ăнланатăр-и? Кам патăр ăна, эпир памасан? Халь кирлĕ. Кайран, кĕркунне пуласпа такам та пĕлет. Туй иртсен шăпăр каламаççĕ. Эс парти организаци секретарĕ. Вăт кала: Май уявĕччен миçе тоннă пама пултаратăр?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...