Çавал сарăлсан :: 7. Улах тапхăрĕ...
Гришка пĕр пысăк вут пуленки, Элекçи тепĕр вут сыппи илсе пырса пăрахрĕç. Павел сеялкă урапинчен тытса çĕклерĕ. — Хурăр, — терĕ вăл. Каччă вăйĕнчен тĕлĕннĕ трактористсем сошниксем хушшипе сеялкă рами айне пуленкесем чиксе хучĕç. Урапасем халь çĕре перĕнмесĕрех çаврăнма пултараççĕ. Миçе хут çаврăннине шута илме Павел урапасене курăспа çыхса паллă турĕ.
Çимун та, ытти трактористсем те çитрĕç, анчах Хапăс Петĕрĕ çаплипех килмерĕ. Тырăсăр ăçтан виçине лартма пĕлетĕн? Таçтан тупăннă Гайкă Ваççине кладовщике чĕнме ячĕç. Çур сехет те иртрĕ, кладовщик çаплипех çук. Сеялкăсене те вырнаçтарса пĕтерчĕç: халь сошниксем айне сарса хума шăналăкпа тырă çеç кирлĕ. Кĕтсе тăма юратман Павел каллех конюхсен пӳртне кĕчĕ. Кунта Санька çитсе ларнă-мĕн. Пĕчченех. Хуçисем çаплах витере-ха: лашасене пăтратса параççĕ ĕнтĕ.
— Сан бригадăн вити-и? — ыйтрĕ Павел.
Кăтра çӳçне çар карттусĕ айĕнчен сӳс тăпки пек кăларса янă каччă çийĕнчех хуравламарĕ, кĕсйинчен кĕмел портсигар кăларса, çăварне пирус хыпрĕ, чĕртсе ярса пĕр-йкĕ хут ĕмрĕ те:
— Кунта икĕ бригадăн, — тесе хучĕ. — Ку пӳрте час-часах кĕретĕн-и?
— Кашни кунах, — Павел шухăшне ăнланмасăр хуравларĕ вăл.
Мĕнле эс çак тасамарлăха чăтатăн? — урайне тĕллесе кăтартрĕ Павел. — Ĕлĕк хурал пӳрчĕ пулнă, теççĕ, халь ку унтан та япăхрах...
— Эй, хăнăхманран вăл. Кунта фермă мар вĕт. Унта хĕрарăмсем. Кунта йăлтах арçынсем. Кама, Сидăр мучине çутарас-им? Паян çусан, ыран каллех хуп-хура. Ир те, каç та çын туха пĕлмест, — сӳнсе ларнă пирусне ĕмме пуçларĕ Санька.
— Çуса пăхнă-и?
— Уйăхра пĕрре наряд парсах Мĕтри карчăкне çутаратăп.
— Эс хăйсене çутар. Вара вĕренеççĕ. Черет туса пар: кашни виçĕ кунта пĕрре çумалла. Кам таса мар урапа килет, ан та кĕртчĕр.
— Эп аслă конюх мар вĕт.
— Ку сана парти порученийĕ. Конюхсене ху çине ил. Хаçатсем килсе пар. Клубран плакатсемпе картинăсем илсе кил. Обществăлла çурт майĕ пултăр хăть.
— Тытсан тума пулать, конешнă...
— Тăвас пирки калаçатпăр та, — кулса ячĕ Павел. — Итле-ха, Санька, мĕн эс хĕрарăмланса кая пуçланă? Фермă çыннисене пăтрататăн? Вĕсем те хамăр колхоз ĕçнех тăваççĕ. Мĕне кирлĕ сана унашкал хăтланма?
— Эп тĕрĕс тăватăп. Раз фермăсем пирĕн ялта мар, пĕтĕм çыннисене ман бригадаран илмелле-и? Манăн вара çур аки хăть кампа ирттер Çур акийĕ те ытлах хăратмасть: ал ĕçĕ мĕн чухлĕ. Хăмла, махоркă лартмалла, тислĕк сапаламалла. Ирĕксĕрех фермăна тĕкĕнме тивет. Ытти бригадăсенчен фермăсенче виçшер-тăватшар çын кăна, ман бригадăран хĕрĕх. Конюхсене кăларса пăрах та, бухгалтер, председатель, кладовщик. Вăт сана алла çын. Наряд мана та ытти бригадăсемпе танах параççĕ, — сӳннĕ пирусне чĕртме пикенчĕ Санька. Анчах чĕртеймерĕ, кăмака умнелле вăркăнтарчĕ. — Кăлараççĕ «Прибой». Пĕр пируса туртса яма çур коробкă шăрпăк кирлĕ, — ятлаçрĕ вăл.
— Парячĕ пирки Трофим Матвеевича калăп. Сахалтарах парĕ. Çапах çынсене ан хускат, ĕçлеччĕр. Индивидуалист эс, Санька. Хăвăн ĕçӳ пултăр, ыттисемшĕн чуну ыратмасть, — каччă куçĕнчен тӳррĕн пăхрĕ Павел. — Ху тата комсомол организаци секретарĕн заместителĕ.
— Пуçланчĕ мораль, — кăмăлсăрланчĕ бригадир. Гайкă Ваççи Петĕре чĕнсе килни çинчен пĕлтерчĕ.
— Тĕрĕслех, хăлхана ыраттарсан та, чуна канăçтарать. Татăлтăмăр апла, — алне тăсрĕ Павел. — Конюхсене дежурствă валли график туса пар, фермă çинчен те ан ман. Эп кайрăм.
— Манăн та Петĕре курмалла. Лашасем валли сĕлĕ илмелле, — тесе, Санька та Павелпа пĕрлех тухрĕ.
— Кам права панă сире уçма? Мал што трактористсем, кам утвет тытать сеялкăсемшĕн? Эсир-и? Мана килсе лартса панă-тăк — эп утветлă, — илтрĕ Павел кладовщик сассине.
— Кĕме юрамасан, питĕрмелле пулнă, — хуравларĕ Элекçи.
— Каçченех мухмăрпа выртмаллаччĕ, вара сарайне мар, кĕлетне те кĕреттĕмĕрччĕ, — йĕкĕлтерĕ Володя.
Трактористсем Хапăс Петĕрне хупăрласа илнĕ. Вăл вĕсем хушшинче тăрать. Сарă воротниклĕ кĕске пальтийĕ урлă кирзă сумкă çакнă, хура сăран çĕлĕкне чалăшшăн лартнă. Час касманнипе çӳçĕ ӳссе кайнă, ĕнси хыçĕнче çиветленсе явăнма тытăннă.
— Здравствуйте! — хыттăн сывлăх сунчĕ Павел. Кладовщик шартах сикрĕ, пуçне Павел еннелле çавăрчĕ.
— Здорово, — тавăрчĕ вал хуллен. Çĕлĕкне тӳрлетрĕ, сумкине туртса юсарĕ.
— Мĕншĕн вăхăтра килмерĕр? — канăç памарĕ ăна Павел. Сана, пĕр çынна, вуннăн-вуниккĕн кĕтеççĕ. Ну-ка, пире хăвартрах шăналăксемпе михĕсем пар. Каллех сыпнă... Мĕн пăхса тăратăн? Ачасем, кайса илĕр, — хушрĕ Павел, тем каласшăн пулнăн кладовщик çине пăхса. — Малтан тулăран пуçлатпăр. Парса яр, парса яр, — хулĕнчен çавăтса алăк патнелле илсе тухрĕ ăна каччă.
— Эп зарас. Эп... Эп эс кунтине пĕлмен, — мăкăртатрĕ вăл.
— Так, иире нимĕн вырăнне те хумасть, начальствăран хăрать, — ихĕрсе ячĕ Володя.
Кăктăрла çитнĕ çĕре пур сеялкăсене те акмалли виçене лартса çитерчĕç.
— Халь эп те пĕлетĕп, — тусанланнă аллисене сарай умĕнчи кӳлленчĕкре çурĕ Гришка.
— Ара, мĕн пĕлменни. Халь паллă пур. Тыт та картне куçар, — йĕкĕлтерĕ ăна Володя.
Ыттисенчен кая тăрса юлнă Павела кладовщик тытса чарчĕ.
— Эс пит васкатăн-и? — анасларĕ вăл, сарă шăлĕсене кăтартса.—Санпа калаçмалли пур.
— Калаçакантан ма тарас? — кăмăлсăрланчĕ Павел.
— Апат çиме ăçта каятăн?
— Киле ĕнтĕ. Колхозра столовăй çук.
— Хăвах пĕçеретĕн апла?
— Кама пĕçерттерес?
— Шел, авланас пулать сан.
— Хĕр тупса памастăн пулĕ те?
— Евчĕ-и эп? Сана пĕрре апат пĕçерессинчен çеç хăтарасшăн. Айта ман пата. Çимелли-ĕçмелли тупатпăр. Виссарион Маркович манран пăрăнмастчĕ. Лайăх çынччĕ. Шел...
Петĕр çиелтен пăхма çеç ахаль çын пек. Пĕчĕк кĕлеткеллĕ. Сăнĕ-пуçĕпе те пачах пиччĕшне хывман. Çăра куç харши айĕнчен хăмăр куçĕсем чеен те вăрăлла, пĕр вырăнта тăмасăр пăхаççĕ. Вĕсем пĕрре çын питне, тепре урине сăнаççĕ. Вăл ĕçнине пĕтĕм ял пĕлет. Çапах та ку таранччен кунта ĕçлет çеç мар, колхоз правленин членне те суйланă ăна, Трофим Матвеевич та чăтать. Мĕншĕн?. Пĕлме питех те хĕн. Пухусенче тырă тухмасан: «Хухнă списать тăвас!» тесе кăшкăракансем сахал мар, теççĕ. Ахăртнех хăшне ĕçкĕпе, хăшне тырă парса çавăрнă пуль. Яланах тата кладовщик колхоз суту-илĕвне хутшăнать. Ун çине тăракансем нумай, пачах хирĕç тăма сăлтавне тупаймаççĕ пулас. Виссарион Марковича та ăна хăйĕнчен хăварман, Парторг пулнă çын та çыхăннă-ши унпа? Мĕнле тĕплĕрех пĕлес? Хăй патпе кайсан? Çук, вăл пĕрре ĕçсе ӳсĕрĕлнипех сана нимĕн те каласа памĕ, çынсем вара: «Парторга кĕнĕ-кĕменех Петĕре сутăннă», тейĕç.
— Тавтапуç, Петр Васильевич! Килех каятăп. Ĕçесси пирки эс е пăрах, е чăтма май çук пулсан, ĕç хыççăн халь те пăрçана тепĕр хут змеевик витĕр яман вĕт. Хушни кĕçех эрне çитет, — эрех шăрши кĕрекен кладовщик çине йĕрĕнсе пăхрĕ Павел.
— Трофим Матвеевич чирлĕ. Наряд памасан эп пĕччен мĕн тăвайăп. Эс ан хăра. Ăна туххăмра. Ĕçессипе ан тĕк, Павел. Камăн пырĕ тăвалла? Укçа çук çын е курка паман çын çеç ĕçмест. Хресчен эрехпе тăккаланмасть. Çĕр улми çук-и, салат çитмест-и? Сăра та ту, сăмакункă та юхтар, — кулса ячĕ кладовщик. Тăтăшах эрех ĕçсе çĕтсе ларнă сасси пыр тĕпĕнчех çухалчĕ.
— Наряд партарма ху кай. Ачи макăрмасан, амăшĕ чĕчĕ памасть,—сыв пуллашрĕ Павел.
— Эс пымастăнах-и?
— Çук. Ерçӳ çук.
Кăнтăрла иртсенех çанталăк пăсăла пуçларĕ. Ахаль те пĕлĕтлĕ тӳпе анăç енчен килекен пĕлĕтсемпе хуралса кайрĕ. Малтан çумăр ӳккелерĕ. Çил вăйланчĕ. Юлашкиичен çерçи пуçĕ пек юр пĕтĕрĕнсе ӳкме тапратрĕ, пӳрт тăррисемпе хуралтă тăррисем каллех шурă така тирĕнчен çĕлетнĕ çĕлĕк тăханчĕç...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...