Çавал сарăлсан :: 7. Улах тапхăрĕ...
1
Василий Иванович ăс ларса хăварни сĕвĕрĕличчен тесе, Павел киле çитсенех апрель уйăхĕн ĕç планне тума ларчĕ. Анчах мĕнрен пуçламалла, малашне мĕне тĕпе хумалла — ăна вăл пĕлмерĕ.
Акана тухасси те инçе мар. Тепрер вунă кунтан сăрт çамкисем типсе çитмелле. Ăшă пулманни çеç чарса тăрать. Çанталăк хăйĕннех илет çав: хĕрĕх каçпа хĕрĕх ир шăнтмасăр акана тухаймăн, теççĕ. Кашни коммунистăн пĕр-пĕр ответлă ĕç пулмалла. Виссарион Маркович ун пирки шухăшламан та курăнать. Апла пулсан, каммунистсене çур акине тухиччен кашнинех пĕр-пĕр уйрăм ĕç хушмалла.
Урамри юрă Павел шухăшне сирсе ячĕ. Питех те хĕн çуркунне каччă пуççăн пусăрăнса ĕçлеме.
Пӳрте паян хутман, çапах пăчă пек туйăнать. Вăл васкасах чӳречесен иккĕмĕш хутне илме тытăнчĕ. Ултă çул каялла çăнăх шывĕпе сĕрсе çыпăçтарнă хаçатсем хĕвелпе саралса кайнă, хытса ларнă. Уйăрнă чухне вĕсем çатăртатса сĕвĕнеççĕ, тĕпренсе чӳрече çытарĕсем çине тăкăнаççĕ.
Уй енчи чӳречесене кăларсан, Марье килчĕ. Хальхинче вăл алăка шаккамасăрах уçрĕ, çунакан куçĕсемпе каччă çине савăнса пăхрĕ.
— Ан çиллен, Павел, эп сансăрăн пурăнма пултараймастăп. — Тĕпелелле иртрĕ те вăтанмасăрах чӳрече каррисене антарчĕ, кăйран пальтине хывса çакрĕ.
Мĕн калатăр ĕнтĕ хĕрарăм хăюлăхĕнчен тĕлĕннĕ каччă? Мĕнле сăмахпа ӳпкелетĕр?
— Марье, сана чирлĕ упăшкуна пăрахса килме намăс мар-и? — аптранă енне персе ячĕ Павел.
— Эй, ун чирĕ-качки. Тытса пăрахать те иртсе каять. Пĕрремĕш хут мар. Эмел панă ăна. Халь ыран ирччен туйми çывăрать, — тавăрчĕ Марье. Илĕртӳллĕ куçĕсемпе каччă çине тĕмсĕлсе пăхрĕ. — Чунсăрсем эсир, арçынсем. Пĕлейместĕр хĕрарăм шухăшне. Пĕлсен вунă хут ăслăрах пулмалла.
Марье иртĕхӳлĕхĕ Павела çӳçентерсе ячĕ. Те савăнмалла вăл килнĕшĕн, те хурланмалла?
...Ялта çутăсем сӳнсе пычĕç. Уй хĕрринчи çуттăн мĕншĕн тăлăха юлмалла? Çуркунне ял çыннисем çутăпа ларма юратмаççĕ. Çĕр ытла та кĕске. Каç та анчахрах пулнăн туйăнать, — ав ĕнтĕ Микулай мучисен автанĕ çур çĕр çитнине пĕлтерсе авăтса ячĕ.
2
Володя Павел сассипе вăранчĕ.
— Подьем! — терĕ лешĕ çурма сасăпа. — Парторг ура çинче пулсан, комсорг çывăрни килĕшӳсĕр. Тăр хăвăртрах, ĕç пур иксĕмĕрĕн.
— Пушар тухрĕ-им? — васкасах сиксе тăчĕ каччă. Вăл салтакри йăлана халь те пăрахайман: костюмне пукан хыçне çакать, брюкине типтерлĕн хутлатса хурать. Сăран атти те кравать патĕнчех. Каçхине вăл клубра пулнă пулас: шап-шурă кĕпине пиншакĕ çине типтерлĕн саркаласа хунă.
— Мĕн тулнă?
— Эс тăхăн-ха. Пуласса темех пулман. Ĕç пур. Володьăсен çурчĕ тухăçалла. Пӳрт ăш-чикки те таса-тирпейле. Чӳречисене чечеклĕ тюльпе карнă, кăмаки пӳрт варринче, анине алăк патне кăларнă. Пӳртне икĕ пая уйăрнă.
— Паян ак уйра пултăм.
— Фуфайкине хывса çакрĕ Павел. — Çавал хĕрринчи карталлă уя пĕлетĕн вĕт. Унта тăватă шырлантан çырма пулса кайнă. Пĕчĕк шырлансен шучĕ те çук.
— Так, — шухăша кайнă пек пулчĕ Володя. Вăл кĕпине тăхăнчĕ, тĕкĕр умне пырса çӳçне турарĕ. — Так. Тупнă çĕнĕ шапа. Вĕсем пĕлтĕрех пурччĕ-ха. Пĕлтĕр çеç-и? Пĕр пилĕк çул та çитет пуль. Кашни çулах тарăнланаççĕ. Кĕрхи çĕртме турăм эп унта. Çĕрĕ чи начарри. Панкри кăна. Трофим Матвеевич пычĕ те сӳрелеме хушрĕ. Выравненная зябь, теççĕ-и, ăна вырăссем. Вара тин пăртак çĕр майĕ килчĕ.
— Пулма пултараймасть, — ĕненмерĕ Павел. Эс пĕчĕк ача мар-çке Çавал енне сухалама. Кăçалхи шырлансене тăваканни те апла эсех. Тата ма сӳрелерĕн? Кĕрхи çĕртмене никам та сӳрелеме хушмасть. Вăл сăтăрла хăтланни.
— Эс мĕн мана вăрçатăн? Эс унта хăв та урлă сухалаймастăн. Çырмисем епле чăнкăланчĕç. Кашни ик çĕр метртанах никамăн та трактора çавăрса хăвалас килмест. Горючие ахаль çунтар та — кайран хăвăнтан тытса лартаççĕ. Çимун вăл яланхи пекех чирлĕ. Элекçипе Гришка тракторсем юсамалла тесе шăлахая печĕç. Володя: атя, вăл ĕçлет. Так. Сӳрелеме те хам ăспа мар. Маншăн председатель сăмахĕ саккун. Так. Пире, музыкантсене, çавах: кама пытармалла, мĕнле юрă юрламалла — хушчăр кăна, — хĕрӳлĕнчĕ каччă.
— Хăй сассине тупайман музыкант — музыкант мар. Кăçалхи шырлансемшĕн эсех айăплă, — терĕ Павел, Вододьăн хăмачланакан питне сăнаса.
— Эппин, эпех пулам, — сасартăк килĕшрĕ комсорг, — Мĕн тăвас халь ман айăплă, тесе? Хаçат çине çырас-и, хама хамăн суда ларас-и?
— Вăт ку лайăх. Айапне йышăнакан çын турленессе шанма пулать. Итле эс, çавăнпа килтĕм те сан патна. Çав çырмасен хĕррисене йывăçсем лартмалла.
— Ман ĕç мар вал, Павел. Пирĕн председатель пур. Ăна пасартан выльăхсем илсе патшалăха пама çеç лартман. Вăл шухăшлатăр, вăл тутартăр, — турккесленчĕ каччă.
— Самăй пирĕн ĕç ĕнтĕ. Коммунистсемпе комсомолецсене çĕклемесен ыттисем хăйсем пуçăнас çук. Манăн пĕтĕм шухăшăм та ял халăхĕпе воскресник ирттересси.
— Ун чухлĕ йывăçа ăçтан тупатăн? — тĕленчĕ Володя. — Вĕсене лартма Салука йывăççи çитмест. Эç ӳркеç вăкăрла...
— Чăвăш йăмри яла илемлетме çеç мар, çырмасемпе кĕрешме те каять. Шырлан тĕпне Çавал хăвине касса пăрахас. Çитменнине Колька пиччӳ парĕ. Вăрман хуçалăхĕн Салукара питомник пур. Эс ун патне кайса калаçса пăх, çавăнпа кĕтĕм те сан патна. Эп паян коммунистсене пухатăп, эс комсомолецсене пух. Ерçместĕн пулсан, Санькăна хушăп.
— Колька парать пулсан. Ненай. Унтан хĕлле юр ыйтса илейместĕн.
— Пиччĕшăпе шăллĕ пĕр чĕлхе тупаймасан...
— Унпа эп мар, чĕр шуйттан та килештерес çук...
— Эс килĕшмесен, кам килĕштертĕр?
— Хăтланса пăхам.
Володьăпа Павел иккĕшĕ те васкасах тумланчĕç. Выльăхсене апат парса кĕрекен амăшĕ аллисене шарт çанрĕ:
— Ирех ăçта каятăр? Сысна ашĕпе çĕр улми ăшаларăм. Сĕт вĕретрĕм. Çимесĕр ăçта каятăр? — хыпаланса ӳкрĕ вăл.
Ывăлĕ амăшĕ сăнлă-мĕн. Амăшĕ те шĕвĕр сăмсаллă шĕвĕр янахлă. Аллă урлă каçнă пулин те, — йăрă, Володя пекех хыпаланчăк. Тем хушăра сĕтел çине çимелли илсе пырса лартрĕ:
— Çак хусах хускатать, çывăрма та памасть, — кулчĕ Володя. — Атя, хывăн. Эпир апатран аслă çынсем мар.
Пĕр çатма тутлă шăршăллă çĕр улмирен нимĕн те тăрса юлмарĕ.
Вĕсем амăшне тай туса кил кушшине тухрĕç.
Уйрăлчĕç. Павел анкарти витĕр колхоз правленийĕ еннелле утрĕ, Володя пиччĕшĕ патне кайма тесе урама тухрĕ.
Ирхи сывлăш таса та тăрă. Вăл çĕр каçиччен çĕрĕн пĕтĕм пуянлăхне пухнăн туйăнать. Кайăксем вăраннă, анкарти хыçĕнчи çырмара шыв сикки кĕрлет. Тӳпене пĕлĕтсем карса илнĕ пулин те, кĕçĕр шăнтман. Татăлса аннă йăмрасен хăрăк турачĕсем кӳпчесе кайнă, вĕсенчен каллех çĕнĕрен йывăç ӳсессĕн туйăнать. Тыт та чиксе ларт тăртаннă çĕр ăшне... Пĕр çĕр метр та каяймарĕ пуль, ăна темĕнле палланă кулă чарса тăратрĕ Софрон Васильевичсен йăмри тĕлĕнче аллине пысăках мар патак тытнă Александр Петрович Завьялов аттине тасатса тăрать.
— Çавалкас вожакĕ, — çаллах кулчĕ вăл. — Сăмах çинех çитрĕн. Аптрал санпа. Вăрман уписем. Ăçта сирĕн культурă? Хăть халех фельетон çыр.
— Пирĕн çухатнă культурăна тупрăр-им? Тупрăр пулсан, парса хăварăр, — райкомол секретарĕ çине пăхрĕ Володя.
— Эс пуçна çĕклесе пăх-ха, — пӳрниле тĕллесе кăтартрĕ Александр Петрович.
Кĕтеруксен алăкĕ каллех йăмра тăрринче иккен. Вĕсем иккĕн пурăнаççĕ. Пĕри Кĕтерук, тепри Лисук. Кĕтерукĕ ватта юлнă ĕнтĕ. Çапах çамрăксенчен юласшăн мар. Лисукĕпе Володя та пĕр вăхăтра калаçкаланăччĕ. Вĕсем шатĕнче яланах улах кĕрлет, çак виçĕ чӳречеллĕ пӳртре яланах савăнăçлă. Кунта хĕрсем улах лараççĕ, савнисем пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ. Миçе мăшăр пĕрлешмен-ши çакăнта паллашса? Çав паллă: улах шăп пулмасть, кĕрлет. Юрату та çуралать кунта, хĕрача та хăй ятне ярать. «Пĕрле улах ларнине ан ил, пĕрле тырă вырнине, пĕрле утă çулнине ил», — тенĕ ваттисем.
Мĕн туса хунă халь улах? Пысăках мар алăка тахăшĕ тăпсинчен кăларсах юпленсе ӳсекен йăмра тăрне хăпартса лартнă, ун çине пысăк та шултра сас паллисемпе пурапа çапла çырса хунă:
«Каччăсемпе хĕрсем!
Кĕçĕртен улах тапхăрĕ хупăнать. Кам хăй ĕмĕтне çак пӳртре пурнăçлайман, ан кулянăр. Çулла улăхра та улах.
Улах комитечĕ».
Володя та ахăрса ячĕ.
Анчах комсомол секретарĕ унăн куллине татрĕ. Вăл çамкине пĕркелентерсе?
— Актива явăçтарма пĕлместĕн. Ку пĕрре. Критикăна юратмастăн — ку иккĕ. Хăв критиклеме ăста. Çапла çав: çын куçĕнче çӳп те курăнать, хăв умăнтă пĕрене те курăнмасть. Халех алăка антарса хур. Атту çынсем курсан... — терĕ вăл.
— Пулаймĕ, секретарь юлташ! — çаврăнса утрĕ Володя. Çавах Завьялов ăна униче патне çитеспе хуса çитрĕ те чĕнсе тăратрĕ. Володя, секретаре кĕтсе, тумне сăна пуçларĕ: вăл хăтана кайнă чухнехи мăйлах тумланнă. Тӳпе тĕслĕ макентошпа, кăвак велюр шĕлепкепе, хром атăпа. Шап-шурă кашне айĕнчен кĕмĕл тĕслĕ сăрпа чăваш тĕррине тĕрленĕ кăвак галстук курăнать. Ытти чухне хĕрĕнни евĕр шурă пичĕ çурхи хĕвелпе тăта çилпе кăштах саралнă. Сухал вырăнĕ, час-часах хырнипе пулăс, тимреленсе кăвакарлă. Александр Петрович якă тумланин сăлтавне Володя аван пĕлет: ытла та час-часах вăрманпромхоза пухусем ирттерме хăй каять. Мĕн калăн: унра унăн савнийĕ Тоня Пуговкина ĕçлет. Комсорг вăл, райкомол бюровĕн членĕ. Юратмасть пулас хĕр районта ĕçлекен йĕкĕте. Концертсем лартма Çавалкаса килсен, çаплипех бригадир Санька енне тунсăхлăн тилмĕрсе пăхать. Юрату çын ăçта ĕçленине пăхмасть-мĕн.
— Ăçта эс таратăн? Эп сан патна ĕçпе, эс мана хирĕç хĕçпе, — йĕплерĕ Александр Петрович. — Мĕншĕн тăпăлтарнă эс алăка? Эх, Володя, Володя... Мĕн чухлĕ каламалла сана арçыннăн гуманнă пулмалла тесе. Алăкне антарса памаллаччĕ. Кур-ха, çынсем мĕн чухлĕ пухăнчăç, — тĕллесе кăтартрĕ вăл. — Пĕтрĕ те сан авторитету ялта, çамрăксен шанăçне çухатрăн.
Чăнах та, Кĕтеруксен тĕлĕнче çич-сакăр хĕрарăм кĕпĕрленсе тăнă, Кĕтерук сасси те кăшт илтĕнет.
— Çакна çеç каласшăнччĕ-и? — ыйтрĕ Володя.
— Ан васка... Пĕлетĕн ак. Паян пуху пулмалла. Взнос маларах пухса хунишĕн те, ак тата ку улах комитечĕн мыскаришĕп те ответлеме лекет. Эп хам куçпа курнине пытарма пултараймастăп, — тĕксĕмленчĕ Александр Петрович.
— Пуху пухма каланă эп. Сан ыйтусенчен интереслĕреххисем пур. Так. Енчен эсир кашни чĕнтĕрлĕ кĕпеллĕ микрофонсенчен илтнĕ хыпара ĕненетĕр пулсан, тархасшăн, сӳтсе явăр.
Вартах çаврăнчĕ Володя. Атă кели йĕрĕ çине шыв тапса тухрĕ:
— Ман ĕç пур. Эп кайрăм. Санька унта, правленинчех.
Васкамасăр, тем шухăшласа утрĕ каччă.
— Володя! — кăшкăрчĕ Алексаддр Петрович. — Володя! — Тăхта-ха.
Çук, чĕнмерĕ комсорг. Вăрман енне талпăнчĕ. Райкомол секретарĕ хуралса кайнă, тĕллĕн-тĕллĕн пăрланнă, тĕллĕн-тĕллĕн çĕр тухнă çул çине пăхса тăчĕ.
3
Уя тухсанах Володя питне çурхи çил ачашларĕ. Сĕлкĕшленнĕ юр ура айĕнче пĕр виçелпе кĕввипе чăштăртатрĕ, атă питне çыпăçрĕ, урана çĕклесенех хăпăнса ӳкрĕ. Лаптăкăн-лаптăкăн ирĕлсе тухнă хура çĕр çинче кураксем васкамасăр, хуçа пек утса çӳреççĕ. Каччă çывăхалла пырсан вĕсем лӳпперрĕн çĕкленеççĕ, çуначĕсене çăлса кăларакан сывлăш хумĕпе вĕсен урисене çыпçăннă пылчăк хăпăнса ӳкни те курăнать. Кăшт аяккарах вĕçсе каяççĕ те, каллех лараççĕ.
Тарăхни хулленех иртсе пычĕ, ун вырăнне çумăр пĕлĕчĕ пек шухăшсем каллашчĕç.
«Тĕлĕнмелле этемсенчен, — шутларĕ каччă, — çын пăртак ят илме пуçласан, кăштах палăрсан, ытларах вĕрентме, ăслăрах курăнма тăрăшать. Хăй урайĕнче упаленнине, çытмапа çӳренине, хăяр е панулми вăрлама çӳренине темшĕн аса илесшĕн мар. Анчах çынсенне курать, курать çеç-и — пӳрнепе тĕллесе кăтартма та пăхать...»
Александр Петрович Завьялов хĕлле ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕ парнине, сехет пама килсен, çапла каларĕ:
— Куратăр-и, юлташсем, пирĕн çĕршывра çынсем епле ӳсеççĕ! Кам пулнă Владимир Баранов? Никам пĕлмен этем. Халь вăл кам? Республикипех паллă кукурузовод. Кам çын тунă ăна? Эпир, пилĕк орден илме тивĕç пулнă комсомол пăхса çитĕнтернĕ. Çапла вăл пирĕн совет çĕршывĕнчи чăнлăх...
Унтанпа ак çур çул та иртмерĕ. Каллех секретарь ялта. Халь ĕнтĕ ăна калаçмаллăх сăлтав тупăнчĕ. Кам тупса пачĕ? Кĕтерук. Володя улах тăшманĕ пулнине такам та пĕлет. Улаха кайиччен клуба каять вăл. Анчах ларакана ăçтан чаратăн? Пĕр пленумра Володьăна улах пиркиех критикленĕччĕ.
Володя çулне пĕр-икĕ метр сарлакăш шыв картларĕ. Вăл пăр çинчен асăрханса сикрĕ. Ура шунипе лайăхах тапса яраймарĕ, кĕрлекен шыв варрине анса тачĕ. Те шыв юхăме çапниле, те кĕлетке шайлавне тытаймарĕ, ура тепре шуса кайрĕ те шыва тăсăлса ӳкрĕ.
Пиччĕшĕпе инкĕшĕ те килĕнче пулмарĕç. Пӳрте питĕрсех хăварнă. Ултă çулхи Хветюк ăна чӳречерен ашшĕ вăрмана, амăшĕ больницăна ача илсе килме кайни çинчен пĕлтерчĕ.
— Тупнă ача çуратмалли вăхăт, — ятлаçрĕ Володя.
Вăл шăнсах кайрĕ, шăлла шăл тивми пулчĕ. Пĕлĕтсем ăшĕнчен тухса, кăшт йăл пăхнă хĕвел ăшши те ăна хăйĕнчен мăшкăлласа кулнă пек çеç туйăнчĕ.
Мунча кĕчĕ. Лапка тăрне пĕрре хутмалăх хурăн вутти çурса купаланă, чĕлнĕ хăйăсем те пур. Анчах мĕнпе чĕртетĕн? Хветюкран шăрпăк ыйтрĕ. Ачана шанса парса хăвараççĕ-и?
Пĕлсех мĕнле шăнса вилетĕн. Сарайĕнчен лум кайса илчĕ. Çенĕк алакне питĕрнĕ çăраççине тăпсипех туртса кăларчĕ те пӳрте кĕчĕ. Пĕччен тунсăхланса çитлĕ Хветюк тӳрех ун латне тепĕртетсе пычĕ.
— Какуй санпа халь, вилетĕп шăнса, — çӳçенсе илчĕ вăл пĕтĕм ӳт-пĕвĕпе. Васкасах тумтирĕсене хывма пуçларĕ. Аллисем те итлемеççĕ. Кĕçех çап-çара тăрса юлчĕ. Урайне хывса пăрахнă кĕпи-йăмне кăмака умĕнче ларакан таз çине лăрма пуçларĕ. Хветюк ăна урайĕнчен е брюкине, е кĕпине иле-иле пачĕ. Хĕрсе ĕçленĕ вăхăтра пӳрте палламан хĕрарăм кĕрсе тăнине те сисмен иккен вĕсем. Володьăн кăмака хыçне тарса кĕме лекрĕ.
— Мĕ-ĕ-ен э-эс ыйт-м-м-а-сăрак кĕ-ĕретĕн? — шăлĕсене шаклаттарчĕ вăл.
Хĕрарăм та ăна кая юлса асăрхарĕ пулас, çухăрса ярса кил хушшинелле тухса вăркăнчĕ. Таçтан тупăннă йытă туллама та пуçларĕ пулмалла: вăл шари! шари! çухăра-çухăра ячĕ. Пиччĕшĕ таврăнчĕ-мĕн, сасси çенĕкрен илтĕнет, йытă çеç çаплипех чарăнмасăр хамлатса вĕрет.
— Калап вĕт Володя тесе. Ай, артист. Мĕн эс тарланă лашалла пăсланатăн? Уртса яр хуть мĕн те пулин, атту хĕрарăм кĕме вăтанать.
—Ш-шыва кайрăм, М-мулкач çырми пуçĕнче, — пĕлтерчĕ каччă.
— Хамах куратăп. Уйпа çаврăнмалла пулнă. Ме, тăхăн, — тĕпелти кашта çинчен кĕпе-йĕм туртса антарса пачĕ пиччĕшĕ.
Çӳллĕ те сарлака кĕлеткеллĕ Колькăн тумтирĕсем хытанка Володьăна пушă та, вăрăм та пулчĕç. Çанă вĕçĕсене тавăрма лекрĕ, анса ларакан брюкине чĕн пиçиххипе туртса çыхрĕ.
— Ме, анне валли ревматизмран сăтăрма денатурат илнĕччĕ. Пырса параймарăм. Халь лăпах сан валли пулчĕ. Хăвăртрах урусене йăвала, — тыттарчĕ вăл «яд» тесе çырнă кĕленчене. — Эккей, аллусем чăх вăрланă евĕр чĕтреççĕ. Вырт, хамах сăтăратăп.
Володьăн вилнĕ çыннăнни пек кăвакарса кайнă, хур шатри тапса тухнă ӳтне хĕрлĕ тес çала пуçларĕ.
— Тултан сăтăрнă, халь шала кирлĕ. Ĕç çакнах атту ӳпкӳне ларать, — хушрĕ вăл. — Кăшт шыв хушам-ха, атту çăварна çунтарса ярăн. Эрех ман çук, ху пĕлетĕн, унпа аташмастăп.
— Эп сăмакун илсе килтĕм, — илтĕнчĕ алăк патĕнчи хĕрарăм сасси. — Ĕне яма вырăн тупса паран пуль тетĕп, Николай Ехимович.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...