Çавал сарăлсан :: 7. Улах тапхăрĕ...
— Ур-ра! — сиксе тачĕ Володя. — Çутă пулать! Атту паян мана Александр Петрович йĕксе-тĕксе пĕтерчĕ. Вăрман ялĕ. Ликарствă. Кăтартар, тусăмсем, эпир çавалкассем пулнине, çур аки пĕтерсенех комсомолецсене пухса юпасем касса турттаратпăр. Вăрман çынни чунĕ вăраниччен упалла çывăрать, çывăрса тăрсан упаллах çĕмĕрет!
Халь ĕнте лару та пăсăлса кайрĕ: шăв-шав кăна тăрать. Пĕри те тепри калаçаççĕ, Володя çинчен никам та асăнакан çук.
Çамрăксем салансан, Александр Петрович Павел аллине пырса чăмăртарĕ.
— Ăмсанатăп. Таса чĕрепе ăмсанатăп. Эс мана манми урок патăн. Тавтапуç. Ăнланатăн-и ман йăнăша?
— Мĕнле йăнăша? — тĕлĕнчĕ Павел.
— Ларури йăнăша. Эп тĕп ыйтусенчен пăрăнса, хам чун ыратни хыççăн кайрăм. Юратмастăп Баранов хăтланăвĕсене. Персе пăрахатăп тесен те çураçассăм çук. Вăт йăнăшрăм та. Çавалкас çамрăкĕсем ăна юратаççĕ иккен. Пĕлетĕн-и, мĕнле чĕнеççĕ мана комсомолецсем? Ан тун...
— Çук, пĕлместĕп, — татăклăн каларĕ Павел. Шăратса янă икĕ ураллă комсомол уставĕ. Кулăшла. Баранов туртса кăларнă, теççĕ. Халь пĕтĕм район пĕлет. Пухусенче сан пек калаçаймастăп, çынсен чĕрине вут хыптараймастăп. Вăл-ку тарам-ха, суйланă та— ĕçлесех пулать. Эп сана пĕр ĕç сĕнсе пăхасшăн. Килĕшетĕн-и?
— Мĕнле ĕç? — тĕлĕнчĕ Павел.
— Пире пĕр инструктор кирлĕ. Пымастăр-и? — Эп вăл ĕçе-хĕле пĕлсех каймастăп. Районта çамрăк сахал-и? Комсомолта ĕçлеме ватăлтăм ĕнтĕ эпĕ.
— Миçере?
— Çирĕм пиллĕк тултарнă. Вăл темех мар пулĕ, çĕр туртать ман чĕрене. Чун туртмасан, мĕн ĕçĕ пултăр?
— Çĕр пирки паха каларăр, — ырларĕ Завьялов. — Эп васкамастăп. Анчах ман сĕнĕве ан манăр-ха.
— Тавах ыр сăмахшăн. Вăл-ку пулĕ тенешкел эсир паян выçах вĕт. Апат çиме айтăр хăть.
— Комсомол вилмест. Фермăра хĕрсем хăналарĕç.
— Çывăрма ăçта каятăр?
— Хаваспах юлмалла. Анчах юрату, — кулса ячĕ Александр Петрович. — Вăрманпромхоза каятăп. Хĕр кĕтет.
— Ăнлантăм, — тавăрчĕ Павел. — Апла телейлĕ пулăр.
— Володьăна асăрха. Ытлашши ирĕке ан яр. Халь эл сана шанатăп, — терĕ Завьялов, Павела ал парса.
6
Трофим Матвеевич колхоз правленине парти пухăвне пуханнă коммунистсем салансан тин çитрĕ.
Вăл турех хăй пӳлĕмне кĕчĕ. Кунта çын пулман пулас. Тăса сĕрнĕ шап-шурă урайĕнче пĕр йĕр те палăрмасть. Сĕтел çинче юлашки кунсенче килнĕ хаçатсем тата темиçе çыру выртаççĕ. Уçрĕ. Пĕри районти ĕçтăвкомран, тепри ял хуçалăх инспекцийĕнчен. Иккĕшĕ те колхоза çителĕклĕ таран вăрлăх хатĕрлеме хушаççĕ, хăш колхозран илмеллине кăтартаççĕ. Шупашкарти тусĕ базăна мĕнле таварсем килни çинчен хыпарлать. Вăл Шупăшкарпа çыхăнчĕ, анчах тусĕ хваттерте пулмарĕ. «Ресторанта ĕнтĕ», — шухăшларĕ вăл. Василий Ивановича шырарĕ. Райком секретарĕ те çук, колхозсенче терĕç. Хаçатсем пăхкаланă çĕре тĕттĕмленчĕ. Трофим Матвеевич сĕтел çине лартнă лампăна çутса ячĕ. Çаплипех хаçатсене пăхрĕ. Партин Тĕп комитечĕ Май уявĕ умĕн мĕн пур ĕç çыннисене чĕнсе калани пысăк вырăн йышăнать. Кубăра çĕр реформи ирттерни çинчен çыраççĕ, лара-тăра пĕлмен Фидель Кастро каллех пысăк сăмах тухса каланă. Мускавра уçăлакан «Туслăх» университетне кĕме панă заявленисене пăхса тухни çинчен пĕлтереççĕ. Тĕнче хай пурнăçĕпе пурăнать: Çĕпĕрте çĕнĕ завод хута янă, Англине Америкăн тинĕс тĕпĕнче çӳрекен ракетăпа хĕç-пăшалланнă лодкисем çитнĕ, Хĕвеланăç Германире фашизм каллех хăй пуçне çĕклесшĕн. Францири ОАС йĕкĕчесем Парижра темиçе бомбă пăрахнă... Республикă хаçатĕнче «Çавал» колхоза выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессине кĕске вăхăтрах икĕ-виçĕ хут ӳстернĕшĕн редакцин статьинче ырланă, каллех Трофим Матвеевича пултаруллă организатор тесе мухтанă... Чуна çĕклет çавнашкал ырлани, ĕçлес килет ытларах. Сан ĕçне курни кама савăнтармĕ?
Правленине иккĕн калаçса кĕчĕç. Пĕрне вăл сассинчен тӳрех уйăрчĕ: Павел. Тепри?
Алăка пырса уçрĕ:
— Павел, кĕр-ха. Володя, эсĕ-çке. Эсĕ те кĕр, — алăка яриех уçса ячĕ вăл.
— Ыр каç пултăр, — сывлăх сунчĕ Павел.
— Сывлăх сунатăп, Трофим Матвеевич, — чыс пачĕ Володя.
— Салам, салам.
Кĕтменччĕ Павел председатель халех ура çине тăрасса. Марье тĕлĕкре ун ятне персе ямарĕ-ши? Ăçтан муртан çыпçăнчĕ вăл?
— Сывалтăр апла. Аван, — персе ячĕ Володя, ал парса.
— Сывалкалатăп. Ватти ватăлать, халсăрри чирлет. Вăл-ку тарам. Ну, каласа парăр, мĕн çĕмĕрттеретĕр мансăр? Камран пуçлар малтан? Давай, комсорг.
— Хам пирки-и?
— Ху çинчен те, яш-кĕрĕм пурнăçĕ çинчен те.
Хам çаплипех. Авланман. Планпа çичĕ çуллăх вĕçленнĕ çĕре палăртнă. Пайтах кĕтмелле. Трактор ман лайăхах, сеялкă хатĕр. Хăть паянах акана тух.
— Йываçсем лартасси пирки кала, — хушса хучĕ Павел.
— Паян комитет ларăвĕ пулчĕ. Уйри тата ялти шырлансемпе çырмасене шыв çĕмĕресрен йывăçсем лартма йышăнтăмăр.
— Охо, — тĕлĕннĕ пек пулчĕ колхоз председателĕ. — Вара?
— Вăт лартмалла. Йывăçсемшĕн лесхоза укçа куçарса памалла. Вара хăть ыранах ларт.
— Кам каларĕ, кам ăс пачĕ сана кун пирки?
— Павел. Çитес вырсарникуи лартма тухатпăр.
— Юрать. Сначăт апла колхозăн качакасемшĕн те, укçа тăкмалла пулать. Ĕç кунĕ... Аван шухăшласа кăларнă. Çапах та çамрăксен пуçарăвне путарма юрамасть. Çапла-и, парторг? — куçне хĕссе илчĕ вăл Павела.
— Парти пухăвĕ те ырларĕ.
— Каçхи ватам шкул йĕркелетпĕр. Ачасем çитеççĕ.
Так. Керкунне шоферсен курсне уçатпăр. Так. Правлени пире вĕрентме пĕр автомашинă уйăрса парать пуль тетпĕр.
— Унччен инçе-ха. Пурăнсан парасах пулать, — килĕшрĕ председатель.
— Ман çак кăна. Эсир ирĕк парсан киле каясшăн. Иртенпе апат çимен... — çĕлĕкне тăхăнчĕ Володя.
— Юрать. Яра пар, — килĕшрĕ унпа Трофим Матвеевич.
Володя кайсан, пӳртре пĕр хушă шăплăх тăчĕ. Председатель аллинчи преса çавăркалама пуçларĕ. Хирĕç ларнă Павел тимлесех ăна сăнарĕ.
— Сначăт ĕçлетпĕр, — терĕ председатель, янахне сăтăрса. — Кала-ха, Павел: эс хăçан та пулсан ху тусна çухатса курнă-и?
Ыйту ытла та сасартăк тата пĕтĕмĕшле пулчĕ. Тус тенинче нумай ăнлану: çывăх юлташ та, юратнă хĕр те. Тен, Марье пирки шак хурать?
Павел пичĕ пĕçернине туйрĕ. Тĕлĕнмелле вăл чĕререн: те ытла та хĕрачанни пек çемçе, те хуçине те пăхăнмасть?
— Мĕнле туса? — ыйтрĕ Павел, ăна тӳррĕн пăхса.
— Ну, эппин, — çывăх юлташна?
— Çук... Казахстанрисем халь те çыру çыраççĕ. Кунтисемпе тавлашса уйрăлмалăх вăхăт пулман...
— Йывăр, Павел. Эс мана ăнланмарăн. Эп Виссарион Маркович пирки. Вăл манăн сылтăм алă пулнă. Тен, унсăрăн эп колхоза та çĕклейместĕмччĕ пулĕ, — ассăн сывласа ячĕ Трофим Матвеевич. Вăл тăрса пӳлĕм тăрăх утма пикенчĕ. — Председатель ĕçĕ çав тери йывăр. Канăç çук, талăкĕ-талăкĕпех пуç канмасăр ĕçлет. Нервăсем начарланса каяççĕ. Акă, — тăсрĕ вăл аллисене. — Кур, епле чĕтреççĕ пӳрнесем. Çын курсан, ку ĕçке ернĕ темелле. Камшăн пĕтеретĕн сывлăхна? Халăхшăн. Енчен пĕр йăнăш турăн пулçан, вăл санпа калаçмасть те, кăларса ывăтать. Çапла вăл председатель финалĕ. Çав япăх финала курсах ĕçлеме мĕн чухлĕ вăй кирлĕ! Эп ĕçлетĕп. Чĕре туять усал пуласне, çапах ĕçлетĕп. Юлăшки райхаçата куртăн-и? Аш илессипе эпир çаплах малта. Хăвалакансем нумай. Çитерме памалла мар. Акă ман задачă: халь пасарта выльăх хаклă. Илме пайти. çук. Çавăнпа хамăр колхозниксенех хĕсме тивет. Çул типсенех пĕр икĕ машинă сысна пухса ăсатас. Ют ялсенчен пăрусем пухма та вăхăт çитет. Халь вĕсене чаплă çурт-йĕрех кирлĕ мар. Ăшăтать ĕнтĕ.
Павел Трофим Матвеевича пӳлмесĕр итлесе ларчĕ. Çурт çумĕпех каçхине шăварма кăларнă лашасен кĕтĕвĕ тапăртатса иртрĕ. Конюхсем чӳрече патĕнчех тем пирки шавларĕç.
— Сан шофер прави пур-и-ха?
— Çук, анчах çӳреме пултаратăп эп машинăпа. Шел. Эп сана çăмăл автомашинă парасшăнччĕ.
Эс тракторист пулни мана пачах та çырлахтармасть, мана кăпăр-капăр ĕçсенчен хăтăлнă парторг кирлĕ. Çавăнпа сана трактор бригадине те парасшăн, агронома та лартасшăн. Вĕсем çыхăннă ĕçсем. Йĕппинчен çиппи ан юлтăр. Эп ăçта — парторг унта.
Председатель сăмахĕсем Павела хускатса ячĕç, анчах вăл темле пулсан та хумханнине палăртма шутламарĕ. Пĕр енчен савăнтарать, тепĕр енчен... Тепĕр енĕ кăткăс. Колхоз председателĕ унран хăйĕнчен пĕр сăмах та иртейми çын тăвасшăн. Вăл паллă. Анчах йĕп çăртинче пулнă çйпĕн йĕп те пулас килет.
— Тавтапуç, Трофим Матвеевич. Агрономне эп халех пултараяс çук, анчах бригадăна ертсе пыма вăй çитет пуль тетĕп. Хам трактора пăрахма пултараймастăп. Манăн вара пĕтĕм ĕмĕт пĕтет.
«Хакне хăпартать» — шухăшларĕ Трофим Матвеевич, трактористăн улăп пек кĕлетки çине пăхса.
— Шел пулсан та пăрахма тивет. Тракторист тупатпăр. Шухăшла эс, шухăшла. Опытна трактористра ĕçлемесĕрех пухма пулать. Эс халь хăвăн çамрăклăхупа ăнăçлăх çине шанатăн. Ăнмасан? Плугу нимĕн тĕшне те тăмасан? Пулать вĕт унашкалли? Пулать. Эс мана шанма пултаратăп; пулать — пулмасть, эп такамах калас çук. Темиçе центнер вăрлăх сая кайнăшăн колхоз тăкаках тӳсмĕ. Иртнишĕн каçар. Нервăсем. Нервăсем. Хĕрӳлентĕм кăштах. Пулкалать ман унашкалли. Электросваркине чĕнсе илех. Пуçăнтăн пулсан — пĕтер.
Павел ăна каллех хăй меслечĕ шанăçлă иккенне ăнлантарма тытăнчĕ.
— Юрĕ. Ăнăçлă пултăр. Ĕненетĕп. Сан шухăшупа килĕшетĕп. Ĕнепетĕп. Анчах мĕншĕн сан трактористра ĕçлемелле? Сăлтавĕ çук. Çапла, Павел, правлени ларăвĕ хăй сăмахне калĕ. Халь итле, — сĕтел çинчи счет патне пычĕ председатель. — Обязательствăна пурнăçлама колхозăн та, колхозниксен те выльăхĕсем çитмеççĕ. Сĕтпе те ларма пултаратпăр. Партипе государствă умĕнчи парăм мана çеç мар, сана та хумхантарать пулĕ тетĕп.
— Пĕчĕкрех, вăй çитнĕ таран илмелле пулнă обязательствăсене, — чăтаймарĕ Павел.
— Пĕчĕкрех? — сасартăк сассине хăпартрĕ колхоз председателĕ. — Лар, эппин, лачакарах. Çаплипех Çавалкас юлса пытăр. Çук уш. Каçар, шăллăм. Çĕршыв уттинчен юлма çуралман эп. Рабочи класа аш кирлĕ — паратăп, сĕт кирлĕ — паратăп. Пирĕн ĕçе парти продуктсем туса илнипе хаклать. Парторг çав ĕçе хирĕçле кайни е унран пăрăнса тăни сутăнни пулать, — хĕрсе кайрĕ вăл. Питне те хĕрлĕ çапрĕ, счет шăрçине куçаракан пӳрнисем çаплипех вĕттĕн чĕтрерĕç.
— Апла ман Виссарион Маркович пек выльăхсем илсе пама каяс - и?
— Вăт ку сăмах. Сан аллунта çăмăл машинă, сан аллунта укçа. Кирлĕ пулсан, илме кайма та тивет.
— Тавтапуç, Трофим Матвеевич. Урăххине тупăр. Манран сутăç пулас çук. Тĕлĕнмелле сирĕнтен. Кирлĕ çĕре эсир колхоз укçине пĕр пус та тăккалама хăратăр, кирлĕ мар çĕре шеллеместĕр. Выльăх илсе пани тăкак çеç вĕт. Бухгалтер каланă тăрăх, пĕлтĕр подоходнăй налог тӳлесе утмăл пин ахалех пĕтернĕ. Кама усă вăл?
— Ача-ха эс, çамрăк. Патшалăх вăл манса каякан çынна: пĕр çĕртен илет те тепĕр çĕре хурса хăварать. Пирĕн тăкак вырăнне вăл ахалех çичĕ-сакăр хут ытларах укçа пырать. Унта кĕмелли-тухмалли шăтăкĕ нумай. Çĕр улми, сухан — пĕрре, ытти кирлĕ таварсем илсе сутни — иккĕ. Эп вăл утмăл пине пĕрре Шупашкара кайсах туса килтĕм. Виссарион Маркович тата çĕр улми сутса çĕр пин ытла тупăш туса пачĕ. Сахал-и?
Шăпланчĕç. Колхоз председателĕ тăрса, утса çӳре пуçларĕ. Павел çаплипех пукан çинче тапранмасăр ларчĕ. Пӳрт кĕтессинчи урай хăми хушăкĕнчен шăши пуçне кăларса пăхрĕ те каллех çухалчĕ.
— Пуху ирттертĕмĕр, — пĕлтерчĕ Павел. — Сире эп сываличчен хускатма шухăшларăм.
— Шел... Пынă пулăттăм. Мĕн çинчен калаçрăр?
— Çур аки пирки. Коммунистсене бригадăсем тăрăх çирĕплетнĕ, боевод листоксем кăларма уйăрнă. Çитес вырсарникун — воскреснике. Çавал хĕрринчи шырлансене йывăç лартасшăн... Ман шутпа, Трофим Матвеевич, куншăн ĕç кунĕ шеллеме кирлĕ мар. Çĕр хăйне аван пăхнăшан аван тӳлет. Председатель чĕнмерĕ.
— Хăш-пĕр колхозсем кĕр калчисене апат пама тухнă. Пирĕн те пуçăнмалла. Бригадирсем наряд çук тесе кĕтрĕç.
— Удобрени кукурузăпа кантăр валли кăна. Наряд памастăп.
— Василий Иванович çак кунсенчех удобренисем илсе килесси пирки пĕлтерчĕ.
Павел хăй калас тенине каласа пĕтереймерĕ: алăкра Федор Васильевич пуçĕ курăнчĕ, унтан пылчăклă аттипех пӳлĕме кĕрсе тăчĕ. Ун хыççăнах Лисук курăнчĕ. Фермă заведующийĕ пушă ал çаннине чĕн пиçиххи хушшине хĕстернĕ, кӳпшекерех питĕнче салхулăх палăрать, сехĕрленнĕ куçĕсем пĕрре Трофим Матвеевич, тепре пылчăклă аттисем çине пăхаççĕ,
— Кĕтĕн пулсан, иртсе лар, — сиввĕнреххĕн чĕнчĕ Трофим Матвеевич.
— Пăрахса кайрĕç. Свинаркăсем пăрахса кайрĕç, — , хаш! сывласа ячĕ Федор Васильевич.
— Тата мĕн çитмест? Çамкине пĕрсех ыйтрĕ председатель.
— Санька йăлтах пăсса ячĕ. Фермăра ĕçлекенсене вутта кайма лаша памастăп, тет. Лешсем — рат. Фермă мар, каторга теççĕ. Халатсем çук, атă илсе паман, пылчăк — çăрăлса тухайми.
— Вок што. Сначăт, ман пырса тасатса парас пуль? Санька çине эс пустуй ан йăвантар. Ĕçлеме пĕлместĕн халăхупа. Эп пĕр эрне пыраймарăм та, ме сана... Пăрахса кайнă. Эс мĕн пăхатăн? Мĕншĕн ĕç кунĕ илетĕн? — сассине хăпартрĕ Трофим Матвеевич. — Пултараймастăн пулсан заявлени çыр. Эпир çын тупатпăр.
Çав самантрах заведующи çурăмĕ хыçĕнчен пĕчĕк Лисуч тухрĕ. Макăрнипе хĕрелнĕ куçĕпе вăл председа-теле хăюллăн, хăрамасăр пăхрĕ.
— Федор Васильчпа мĕн ятлаçмалла?
Сасси ун такамран хăранă пек, ытла та вăйсăррăн та иккĕленчĕклĕн тухрĕ.
— Сăлтавĕ çук ятлама. Вăл пирĕншĕн тăрăшмасть-и? Унсăр пуçне пăхакан та çук. Бригадăра ĕçлекенсене Санька кирек ăçта кайма та лаша парать. Пире? Эсир пирĕн çынсем мар, тет. Халь çунтармалăх килте вут çук. Кĕтерук Салукаран хул пуççипе йăтать. Пурнăç-и вăл çакнашкал пурнăç? — хăюланчĕ Лисук.
— Сирĕн лаши пур вĕт. Тупатăр тата сăлтав. Кам чарать, кайса илсе, килĕр вуттине, — пӳлчĕ ăна Трофим Матвеевич.
— Пур сана... Пĕр лашапа те шыва хутламалла, те çĕр улми, те çăнăх, те тырă илсе килмелле. Ахаль те мăйĕнчен хăмăт тухаймасть.
Лисук сасси çирĕпленчĕ, куçĕсем татах хĕрелчĕç.
— Хăть вăл лаша, хăть эпир. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр çулталăкĕпех ĕçлетĕн. Дояркăсен кану кунĕ пур, пирĕн нимĕн те çук. Вĕсене укçине те ытларах тӳлетĕр, пĕр атти çĕтĕличчен теприне илсе паратăр, халачĕсем те пухнессăрсеннипе пĕрех.
— Эсир кайнă-тăк — ыттисене тупатпăр, — çĕкленчĕ Трофим Матвеевич, — Пăсса янă эс, Федор Васильевич, çыннусене. Çемçе алпа тытатăн.
— Тен, вĕсене дояркăсене тӳленĕ пек тӳлемелле? Ĕçĕ çăмăл мар, — хутшăнчĕ Павел. — Эс, Федор Васильевич, парти пухăвĕнче мĕншĕн нимĕн те шарламарăн?
— Ун чух лайăхчĕ. Санька кĕрсе пăснă унта. Каçхи апата та Лисукпа иксĕмĕрех пама тиврĕ, — çĕр улмипе вараланса пĕтнĕ шăлаварĕ çине тĕллесе кăтартрĕ заведующи.
— Тӳлев пирки шухăшлăпăр. Санькăна эп чĕнтеретĕп. Сана шанса панă пулсан, ĕçле. Текех унашкал ыйтусемпе ман пата ан кил. Кам пăрахса кайнă, кала: ыран ĕçе тухмасан, вĕсен çемйисене çулталăкĕпех машинă мар, лаша хӳрине те кăтартмастăп. Ман сăмаха пĕлетĕр, — çиреппĕн каларĕ Трофим Матвеевич.
— Сан патна килмесен тата кам патне каяс? Эс председатель пуль? — тавăрчĕ Лисук.
— Эс мĕн кунта адвокат пек кастаратăн? Эп хамах пĕлетĕп мĕн тумаллине, — хĕрӳленчĕ председатель. — Давай, ĕçлĕр, марш! Лаша çитмесен, Санькă бригадинченех илсе паратăп.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...