Çавал сарăлсан :: 7. Улах тапхăрĕ...
Вăрман хуралçи хальхинче шарламарĕ. Шăлне шаккакан Володя шывпа хутăштарнă шупка кăвак тĕслĕ шĕвеке пĕр-икĕ çăвар сыпсанах кĕç çеç хăсса ямарĕ.
— Ĕçейместĕп. Краççын шăрши кĕрет.
— Эппин сăмакун ĕç. Ĕç тума çын патне ĕçкĕпе килмеççĕ. Çулла пур пĕрех юмансен кутне кăпкалатма тивет,
— Ара, ара, унсăр епле тата, — сĕтел çине литр кĕленчи кăларса лартрĕ сăхман тăхăннă, пĕр аллăсене çывхаракан хĕрарăм. — Ашшипех халь те, паян çеç юхтартăм... Эп, Николай Ехимович, ĕçлеме хĕрачана яратăп...
— Хăш ялтан эс?
— Ара, Хапăссем пулнă. Халь Çавалкас. Мирун Хветучĕн пӳртне илтĕмĕр те, пăсасси тесе куçсах килтĕмĕр.
Колька шăллĕне тултарса пачĕ.
— Эс мĕн пĕчĕк ачалла асăрхамасăр çӳретĕн? Анне лайăхах пуль-ха?
— Аванах. Эп сан пата ĕçпе килнĕччĕ. Колхоз валли йывăç кирлĕ.
— Юр ирĕлсе пĕтсен çеç касмалла пулать.
— Çук. Пире лартма кирлĕ. Питомникрен. Вăл пур. Лесхозран разрешени илĕр. Унсăрăн çук, параймастăп. Хакĕ ун йыт çӳппи çеç. Мĕн, сад лартасшăн-им?
— Çук, çырмасем хĕррине... Çĕр ишĕлесрен.
— Тахçанах лартмалла. Халь тин тавçăрса илчĕç апла. Кам, Трофим Матвеевич хушрĕ-и?
— Çук, вăл мар. Павел.
— Кадьшев-и? Вăл ун заместителĕ мар пуль те?
— Çук, парторганизаци секретарĕ. Виссарион Маркович вырăнне.
— Вăн што.
— Апла эпир ыран кăларма килетпĕр.
— Разрешени илсен — хăть паянах. Володьăн хăйĕн йĕпе аттинех тăхăнма тиврĕ.
— Татах ĕç, — çыпçăнчĕ хĕрарăм. — Çурхи шыв вăл витĕр илет.
Володя пиччĕшĕие сыв пуллашса вăрмана тухрĕ. Шăнни иртсе кайрĕ, çан-çурăм сăрăлтатса пĕçерчĕ. Утнăçем вăл ӳсĕрĕлсе кайрĕ. Тӳрех колхоз правленине каясшăнччĕ, анчах пиччĕш тумтирĕпе тата йĕпе атăпа кайма май çуккине аса илчĕ те килнелле утрĕ...
4
— Йăнăшмастăп пулсан, эсир парти организацин секретарĕ пулас, — илтрĕ Павел хăй хыçĕнчи сассă.
Вăл доклад çырма пăрахса, пуçне çĕклерĕ. Райкомол секретарьне тӳрех палласа илчĕ.
— Паллашар. Александр Петрович Завьялов.
— Павел, — пĕлтерчĕ каччă, райком комсомол секретарĕн хĕрĕнни пек çемçе аллине чăмăртаса. —Питĕ хавас.
— Хавас-и, хавас мар-и, килтĕм, — пĕлтерчĕ Александр Петрович. — Клуб та вара сирĕн. Кунта шурă упасене çеç шăнтмалла..
— Хутаççĕ, ăшăнать. Телейлĕ эçир. Пуху пулать паян. Ларăр, — сĕнчĕ Павел пукан сĕнсе.
— Ларма та юрать. Калаçмалли те пур, — килĕшрĕ вăл, Павела хирĕç вырнаçса. — Каçарăр, Павел, тӳрех сирĕнтен пуçланăшăн. Ман шутпа парторганизаци секретарĕн пур тĕлĕшпе те таса пулмалла, Уйрăмах ялта. Кунта культурă аялти пусăмра тăрать. Çавăнва та пăхăр-ха хăйăр çине, — кĕсйинчен тĕкĕр кăларса тыттарчĕ вăл. — Пăхăр, пăхăр, — çине тăчĕ Завьялов.
Павел хăй питне мĕнпе те пулин вараланă пулĕ тесе тинкерчĕ. Çук, нимĕн те çук. Тасах. Вăл Завьялов мĕн каласшăн пулнине пĕлеймесĕр хумхана пуçларĕ.
— Куртăр-и?
— Мĕскер?— тĕлĕнчĕ Павел.
— Сухал, пиччеçĕм, сухал. Чăтма пултараймастăп сухал хырман çынна. Мейĕр, — кĕсйинчен пысăках мар çаврашка пластмассă коробкă кăларчĕ вăл. Ăна будильник пек пăрса заводить турĕ. — Мейĕр, хырăнăр.
Пӳлĕмре механизмлă бритвă чарлани янраса кайрĕ, Павел аптрасах ӳкрĕ. Салтакра, шĕр виçĕ çул каялла, ăна пĕррехинче сухал хырмалла тесе асăрхаттарнăччĕ. Унтанпа никам та шарламан. Хăйне хăй хуçа халь. Виçĕ кунта пĕрре хырать. Паян ĕнтĕ савăнăçпа тата васканипе манса кайнă.
— Тавтапуç, пухуччен хырăнатăп, — хуравларĕ Павел хĕрелсе.
— Тасатăр, тасатăр, — çине тăчĕ Александр Петрович. Итлеме тиврĕ.
— Пусарах, пусарах каллĕ-маллĕ шутар, — вĕрентрĕ райкомол секретарĕ.
— Вот, халь парторг тиме юрать, — Павел аллппчи бритвăна илчĕ вăл. Хупăлчине уçса вĕрчĕ, каллех макентош кĕсйине чиксе хучĕ.
— Тавтапуç, — тав турĕ Павел. Каччă ăна килĕшрĕ. Тумланасса хăй çăмăлттай пекрех тумланнă ĕнтĕ.
— Халь давай закурим по одной, — «Каэбек» пачкине кăларчĕ Александр Петрович.
— Тавтапуç. Туртмастăп.
— Шел... — пирус мăштăкне коробки çине шаккарĕ вăл. — Никотин — наркăмăш, теççĕ. Анчах вăл пуç мимине ытларах ĕçлеттерет. Пире тата парти работникĕсене хумханнине пытарма кирлĕ. Маркс та вăйлă туртнă. Вăл чĕлĕмне çăвартан та кăларман. Хăвах шухăшла: кашни çитменлĕхшĕн пире лекет, кашни сар сăмса сана критиклет. Тӳсес пулать, çилленсен те çилленнине ан кăтарт. Йытă пурнăçĕ. Сана çапаççĕ — эс ан вĕр, сана хăвалаççĕ — эс ан кай. Хам эп историк. Аспирантурăра вĕренетĕп. Комсомол мана темă пачĕ. Диссертаци çырма ĕмĕтленетĕп, атту пулсан тахçанах шкула каймалла, — йăл кулса илчĕ вăл.
— Халăхшăн ĕçлес япала çăмăлах мар, — килĕшрĕ унпа Павел. — Çапах пурнăçа йытă пурнăçĕпе танлаштарни ытла та гиперболизацилени пулать, Хăлхана касать, хăлхана çурать.
— Эсир шӳте ăнланатăр пулĕ тетĕп... Çитĕ сăмах вакласа. Ĕç çине куçар. Эп комсорг пирки канашласшăн. Ман шутпа Володьăна хăтарма тивет.
Александр Петрович ăна хăй пĕлнине йăлтах каласа пачĕ. Улах мыскарисем пирки сăмахне шеллемесĕр çатăртатрĕ,
— Ăна çамрăксем юратаççĕ, ун хыççăн вута кĕме хатĕр. Унран лайăх çамрăка тупма та çук, — хирĕçлерĕ Павел.
— Пĕлетĕп мĕншĕн юратнине. Володя вĕсем хыççăн каять. Унашкал туяннă авторитет — йӳнĕ авторитет кăна. Комсоргăн массă хыççăн мар, малта пымалла.
— Эсир бюропа йышăннă пулсан, лартăр вăл ыйтăва та. Атту иксĕмĕр те трактор бригадинчен. Пĕри хăть ирĕкленет. Анчах комсомолецсем килĕшес çук...
— Эп ăна пĕлетĕп... бюрора та йышăнман, вăл ман шухăш кăна. Ытла тулăксăр ача. Хăйне тытма пĕлмест.
— Кунта сире пулăшаймăп.
— Юрĕ, — сасартăк килĕшрĕ Александр Петрович. — Ку Çурçĕр полюсĕнче лариччен колхоз хуçалăхне пăхар. Манпа пĕрле пымăр-ши?
— Хаваслансах, — килĕшрĕ Павел. — Ăçтан пуçлатпăр? Эп хам та çĕнĕ çын вĕт. — Фермăсене каяр.
Малтан сысна ферминче пулчĕç. Хром аттине пакăлчак таран вараланă, макентошне хуратса пĕтернĕ Александр Петрович хăй шухăшне пĕлтерчĕ:
— Сыснасене сысналла пăхаççĕ...
— Кĕçех этемлех пăхма пуçлатпăр. Кăçал çĕнĕ вите тăватпăр, сысна пăхакансем каммунизмла ĕç ферми ятне илессишĕн кĕрешĕве тухаççĕ, — хуравларĕ Павел.
— Ан тĕлĕнтер, — кулса ячĕ Александр Петрович. — Хăвăр шухăшласан та çынна ан пĕлтерĕр. Атту Çавалкас чăххисем кулса вилме пултараççĕ. Мĕнле коммунизмла ĕç пултăр çак фермăра?
— Вĕсенчен пуçлатпăр тем тесен те. Куртăн-и: хĕрсем епле салхуллă? Хăйсен вăйне ĕненмеççĕ, çапах та пирĕн ĕнентермелле. Пирĕн фермă çине отачах та пăхакан çук теççĕ. Кунта эпир хамăр айăплă...
Комсомол райкомĕн секретарĕ шарламарĕ. Ĕне ферми ăна йăлтах савăнтарса ячĕ. Общежитинче таса, вырăнесене тирптерлĕ пуçтарса хунă, хитре çи виттисемпе витнĕ. Стенасене хитре хутпа çыпăçтарнă.
Фермă завадующийĕн пӳлĕмĕнчен шап-шурă халат тăхăннă Лена тухрĕ. Павел пĕр самантлăха ку хĕр ачана ăçта курнă тесе шухăшласа тăчĕ.
— Дояркă-секретаре, дояркă-пионервожатăя салам, — терĕ Александр Петрович, хĕре ал парса.
Павел та вара тӳрех тавçăрса илчĕ: Гайкă Ваççи çырусем çыракан хĕр-мĕн ку.
— Хăнасене те салам — тавăрчĕ хĕр. Павела вăл хăй ал пачĕ, куçран тӳре пăхса, çапла хуравласа хучĕ:
— Çĕнĕ шăпăр фермăри çӳп-çапсене те шăлма тытăнасшăн мар-и?
Павел куçĕ умне ВЛКСМ комитечĕ малта пыракан дояркăна панă вымпел курăнчĕ, унăн айне Ленăн сăн ӳкерчĕкне кĕртсе лартнă.
— Эсир хуçалăхри чи лайăх дояркă иккен, — тĕлĕнчĕ Павел.
— Лайăххи-качки... Ĕнесем ир пăруларĕç. Малта Анна пыратчĕ те, ветеринари наукин фельдшерĕ пулса тăчĕ. Çулла ак, мана иккĕшĕ-виççĕшĕ хăваласа çитеççĕ.
— Эс ан çиттер. Комсомол путевкипе кайнине ан ман.
— Çавăнпа вăл ăмăрту: пĕри — малта, тепри — кайра.
Аслăк çинче авăн çапмаççĕ. Хуçа пӳрчĕ тăрăх витине те пĕлме пулать, тетчĕç. Тен, витисем урăхларах? Кайса курар мар-и? — сăмаха урăх енне пăрса ячĕ Александр Петрович.
— Мана курни — фермăна курни пулмасть, — кулса тавăрчĕ хĕр.
Заведующи пӳлĕмĕнчен халатсем илсе тухрĕ вăл, вĕсене сĕтел çине хучĕ.
— Тăхăнăр та, кайма пултаратпăр. Виктор Андреевич та унтах пулма кирлĕ.
Александр Петрович халатне макинтош çинчен тăхăнчĕ. Лена çанă вĕçĕсене çыхса ячĕ, аркисене юсаса тӳрлетрĕ.
Павел та тăхăнма хăтланса пăхрĕ, анчах юракан халат тупăнмарĕ.
— Сирĕн валли икĕ халатран пĕр халат çĕлетмелле. Юрăхли тупаяс çук, çаплипех айтăр, — терĕ Лена.
Александр Петрович тĕкĕр ӳмне пырса пăхрĕ, çăврăнкаларĕ, шĕлепкине хывса тепĕр хут тăхăнчĕ.
— Врач пулас пулнă. Халат ытла та килĕшет, — терĕ вăл.
«Çынна тумтир мар, ĕç килĕшет», — кăшт çеç персе ямарĕ Павел.
— Эсир ахаль те пĕр хĕрĕн врачĕ, — тавăрчĕ Лена. Ĕне вити çырма хĕрнех тухать. Алăк умне цементланă, таса. Уçă алăкран дояркăсен сасси илтĕнет. Вите варринче çатан кăрманлă çуна. Таврана силос шăрши сарăлнă. Цементланă урайне пăчкă кĕрпи сапса тухнă. Ĕнесем айне саракан улăма вакланă, ăна та пăчкă кĕрпипе хутăштарнă. Таса та самăр ĕнесем тапранмасăр апат çиеççĕ.
Çуна креслин вĕренĕсене хытаракан Виктор Андреевич пуçне çĕклерĕ. Çывăхран çеç куракан куçĕпе витене кĕнĕ çынсем çине вăл чылайччен пăхрĕ. Палласа илчĕ пулас, çĕкленчĕ.
— Сĕт-çу корольне мухтав! — катаранах кăшкăрчĕ Александр Петрович.
— Ырра пулсан лайăхчĕ, хăнасем час-часах килме пикенчĕç, — хуравларĕ заведующи, пурне те ал парса.
Вăл-хура халатпа. Така тирĕнчен çĕлетнĕ çĕлĕкне çамки çинех антарса лартнă. Сухалне таса хырнă. Мăйăхĕ сарăрах, сухăр тĕслĕ. Сарлака пит-куçлă, янах шăммисем чĕкеç çуначĕсем пек сарлака. Сарă куç шăрçиллĕ куçĕ тӳлек, çын çине сăнаса тата ăслăн пăхать.
— Кайăксем килсен — çуркунне, хăнасем килсен ĕçкĕ пулать, — кулчĕ Павел. — Эпир ĕçкĕ ыйтмастпăр, хуçалăхне çеç кăтарт.
— Парторг, ав, килнĕ-килменех ĕçкĕ ыйтать. Тем, фермăсем енне çаврăнсах пăхасшăн мар-ха вăл, ĕçпе те мĕшĕлтетсе тытăнать, — куларах тавăрчĕ Виктор Андреевич.
— Васкасан — халăха култаран.
— Васкасси пирки, Павел, эпир иксĕмĕр калаçăпăр-ха, эс тарас çук, атту пирĕн пата Александр Петрович сайра килет. Комсомол секретарьне сирен фермăна ярса патăмăр тесе ытларах районта ларать. Килсен те хĕрсен пуçне çавăрса каять те, кайран мана тăнран яраççĕ. Хăйсен те пĕр юрă кăна: юрату çинчен лекци вулаканни хăçан килет те хăçан килет. Ăçтан-ха эп комсомол райкомĕн секретарьне хушма пултарăп? Эс коммунист, унран аслăрах, чĕн, теççĕ. Вĕсен юратăвĕшен коммунист айăплă-и? Эй, чĕкеçсем! — кăшкăрчĕ вăл витен леш пуçĕнче кĕпĕрленсе тăнă хĕрсене. — Килĕр-ха, ĕç пур.
Хура халатлă (ĕçленĕ чух урăх тăхăнмалли те пур иккен) хĕрсем васкамасăр, аллинчи кĕреçисене тăратса хăварса, силос çуни патне пухăна пуçларĕç. Александр Петрович чылайăшĕсене паллать пулас, ятран чĕнсе ал ларать, шӳтлет.
— Эс, Лена, наряда вĕçле. Ыттисем ĕç пĕтерĕр те — общежитине. Александр Петрович лекци вуласа парать, Верук тата ăçта?
— Тарчĕ. Эпир килнине курсанах тарчĕ, — пĕлтерчĕ Лена.
Хĕрсем ахăлтатса кулса ячĕç.
— Ват чĕкеç, — кулчĕ Виктор Андреевич та. — Ытти чух хăçан килет тесе тăнран ярать. Халь тарать.
— Лекторĕ те лайăхскер: хĕр пуçне çавăрать те, килсе курмасть, — хушса хучĕ Лена.
Каллех хĕрсем кулса ячĕç. Виктор Андреевичпа Лена сăмахĕсем райкомол секретарьне те хĕпертеттерчĕç курăнать, куçĕсем хаваслăхпа ялкăша пуçларĕç.
— Эс пымастăн-и? — çанăран туртрĕ Виктор Андреевич Павела.
— Мĕншĕн пымастăп? — тавăрчĕ ăна каччă.
— Акă хăш фермăран тытăнмалла. Эп паян пухура калаçу пуçаратăп. Мĕншĕн вĕсем коммунизмла ĕç ферми ятне илме тивĕçлĕ мар? — хăлхаран пăшăлтатрĕ Александр Петрович.
— Эпĕ сысна ферминченех пуçласшăн, — парăнмарĕ Павел.
— Райăна ан култарăр. Корреспондентсем пĕлсен, фельетон хыççăн фельетон çырĕç.
— Мĕн эсир пăшăл пăтти пĕçеретĕр? Çиме мана та чĕнĕр. Каллех юрату вăрттăнлăхĕ пулĕ-ха, — чарăнсах тăчĕ маларах кайнă заведующи. — Хĕрсемпе ĕçлесси ачасем, чĕр тамăк. Каçхине улах каччисем аптратаççĕ. Хăть пăшалпа хурал тăр. Кашни уйăхрах пĕр дояркă качча каять. Туйне чĕнесчĕ хăть. Çук вĕт, чĕнмеççĕ.
— Эпир те санне икĕ хĕр вăрласшăн, — кулса тавăрчĕ Павел.
— Мотри, сире, — кулчĕ Виктор Андреевич.
Хăнасене пуринчен ытла пăру вити килĕшрĕ. Чылаях пысăк çурта икĕ пая пайланă. Пĕринче пăрусем йăлтах ирĕкре. Урайне улăм сарса панă. Тепринче клеткăсем. Унта çамрăкрах пăрусене вырнаçтарнă. Икĕ пӳлĕмĕнче е сулхăнрах.
— Анна пуçарăвĕ, — пĕлтерчĕ Виктор Андреевич. — Пăрусене «Караваево» совхоз меслечĕпе сивĕре çитĕнтеретпĕр. Пĕлтĕр виçĕ кăмака пулнă, талăкра икшер хутнă. Кăçал пĕр кăмака та çук. Вăтăр кубометр вутă перекетенет, утмăл пăру вилĕмрен çăлăнать.
— Мĕншĕн утмăл? — тĕлĕнчĕ Павел.
— Пĕлтĕр утмăл пуç пĕтрĕ, кăçал пĕрре те катăлман. Паратиф та илеймест, ӳпке те шыçмасть, шăршă та çук. Хам та тĕлĕнетĕп: хĕлле тулта вăтăр пилĕк градус сивĕ, витере пилĕк-ултă градус ăшă. Пăру сăмсисенчен пăс кăна йăсăрланать, çппах нимĕн те мар. Тĕпĕртетеççĕ кăна. Вăт чĕкеç, — йăваларĕ вăл пăру мăйнĕ, унтан ăна ыталасах илчĕ, ачашласа лăпкарĕ. Пĕчĕк хĕрлĕ вăкăр фермă заведующинчен ютшăнмасăр мăйне тăсса, çурăмне авăнтарса тăчĕ. — Халь пурнатпăр, — пĕчĕк ачапа калаçнă пек калаçрĕ вăл пăрупа.
Çурхи хĕвелпе ялкăшакан кил хушшине тухрĕç.
— Паян çичĕ, сехетре парти пухăвĕ. Сан пата чĕнме ямастăн. Пыр, — терĕ Павел Виктор Андреевича.
— Матвеевич чирлĕ. Унсăрах ирттерес терĕн-и?
— Вăл сываласса кĕтсе тăрсан... ĕçсем нумай.
— Сан ирĕк ĕнтĕ. Пирĕн председатель унашкал хуçаланаканнине юратсах каймасть.
— Юратасса çеç пăхса тăрсан... Валяй, валяй, парторг. Тĕрĕс тăватăн, — хутшăнчĕ Александр Петрович.
Павел тӳрех колхоз правленине каймарĕ. Вăл каллех сысна фермине таврăнчĕ.
Кормокухня алăкĕнчен пăс явăнса пĕтĕрĕнет, çурт хыпса кайнă тейĕн. Таврана пĕçернĕ çĕр улми шăрши тапса тухнă. Пăс ăшĕнче сысна пăхакăнсене палласа илме те çук, Федор Васильевич сасси çеç илтĕнет:
— Пĕр чанĕ пиçнĕ. Хупăр. Вутта ахалех çунтаратăр.
— Эй, кам пур, тухăр-ха, — чĕнчĕ Павел.
Федор Васильевич васкамасăр пăс ăшĕнчен мĕкĕлтетсе тухрĕ, алăк енне çаврăнса кăшкăрчĕ:
— Вите тусанĕсене тасатăр. Атту, леш, районтан килни, хитре плащне йăлтах вараласа пĕтернĕ.
Павел енне çаврăнса çапла каларĕ:
— Эс те ун пиркиех килтĕн пулĕ-ха.
— Çапла. Йĕрке çукрах фермăра.
— Сысна пур çĕрте — пылчăк ĕнтĕ. Ĕмĕртен, авалтан. Витене райком çурчĕ пек таваймастпăр, — тесе, шыв пичкиллĕ çуна çине кайса ларчĕ вăл. Кĕсйинчен шăл тасатмалли порошок курупки туртса кăларса хăрах аллипе чикарккă çавăрма пуçларĕ. Павел ăна кăсăкланса сăнарĕ. Федор Васильевичăн кашни хусканăвĕнче ĕçе тăвас килменни курăнать. Ăна ниепле те Виктор Андреевичпа танлаштарма çук. Епле ялкăшаççĕ лешĕн куçĕсем выльăха курсанах, епле ачашлаççĕ! Ак ку? Пысăк уйрăмлăх. Акă вăл чикарккине çавăрса хыпрĕ. Чĕркуççисем хушшине шăрпăк курупкине хĕстерсе хăрах аллипех чĕртрĕ. Кĕçех çăварĕнчен кăвак тĕтĕм палкаса тухрĕ.
— Çуркунне, — терĕ вăл çине-çинех çăтса. — Çуркунне. Нухрат айлăмĕнче ыраш калчи кăçал. Унта халь икĕ метр тарăнăш шăпăл-шапăлах шыв картланнă. Татса ямалла, Павел. Эп хам бригадир чух лашасемпех ăштараканччĕ, кĕреçесемпе тухаканччĕ. Çывăрать Матвейчă, çывăрать. Пĕтет çирĕм гектар, ахалех пĕтет, — ассăн сывларĕ вăл. Павел чĕнменнине кура каллех калаçа пуçларĕ: — Çил арманĕ уйне кăçал тислĕк мар, çара улăмах кăларса купаларĕç. Ав, кур, — тĕллесе кăтартрĕ вăл анаçри сăрталла, — икĕ эрне кĕтетĕп, çаплах хĕрме пуçламасть. Çĕреймест акана тухиччен. Эп хам бригадир чухне сĕт бидонĕсемпе пилĕк-ултă така хуранĕ шыв вĕретсе кайса яраканччĕ. Халь Санька ăша та илмест. Çамрăкрах вăл, пĕлеймест. Анна хыççăн чупсах пĕтелеймемт ача. Павел, сан трактору йывăр, наряд парасса ан кĕт-ха, ачам, кайса пусăрăнтар паянах. Таптамасăр купаларĕç вĕт, аçа çапманскерсем, Прыгунов тухса та курмарĕ. Чун ыратать, пĕтет тислĕк ахалех. Кур-ха, — çанăран туртрĕ вăл йĕкĕте. — Атя-ха çырма хĕррине. Куртăн-и?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...