Çавал сарăлсан :: 7. Улах тапхăрĕ...
Кунта юр ирĕлнипе кăвакарса кайнă, катăкăн-катăкăн хытса ларнă кĕл выртать.
— Фермăсенче вунă кăмака, икĕ запарник çунтаратпăр, унтан тухса тăкатпăр. Мĕнешкел удобрени сая каять. Çĕр улми анине тăксан, улми пуç пек пулать. Кашни çулах эп, ытти бригадăсемпе танлаштарсан, аллă- утмăл центнер ытларах çĕр улми кăлăрнă. Мĕнле? Кĕлпе. Халь çилпе вĕçтеретпĕр те шывпа юхтаратпăр. Хума вырăн тупаймаççĕ. Кулăшла. Эп ăна колхозниксен кĕлетне пухнă, Халь? Эй, — аллипе сулчĕ вăл, — чĕре çеç ыратать. Прыгунов пысăк ĕçсен масштабне юратать:
Кунашкалли енне çаврăнса та пăхмасть. Эх, тет, колхоза эрех завочĕ лартма ирĕк парсан, икĕ çултах малта пыракансене хуса çитсе иртсе каймалла та, тет. Куртăн-и еплерех шутлать. Форменнă капиталист.
— Эс, Федор Васильевич, çын çитменлĕхĕсене куратăн, вăл аван-ха, хăв пĕр фермăна та йĕркелейместĕн, — чăтаймарĕ Павел. Каччă фермă заведующийĕ çилленессе кĕтрĕ, анчах лешĕ лăпкăн çеç хуравларĕ:
— Мĕн пĕлетĕп эп сыснасемпе? Ячĕшĕн çеç мар-и? Чун тур туртмасть кунта...
— Чун туртмасан та япăхтарсах ямалла-мар.
— Хуçи çаврăнса пăхмасан тарçи мĕн тутăр? Пире Трофим Матвеевич «сăрă хуртсем» тет, урăх сăмахĕ те çук тейĕн. Ăна ирĕк парсан, паянах сысна фермине пĕтерме хатĕр. Тупăшсăр, тет.
— Кăна эс ытлашши калатăн. Сысна ашĕсĕр епле обязательствăна пурнăçламалла?
— Эй, пурăнсан куратăн... Кĕçĕн çынна та усал хуньамăшĕ виçĕ кун тӳсет. Кайран çӳп шăтăкĕнчен ирттермест.
— Манăн алăк патĕнче тăрас хавасăм çук-ха. Ахаль лариччен айта, хĕрсене пулăшар.
Павел, лаççа кĕрсен, витресем илчĕ, пĕверен ăсса хăпарса, кормозапарникри вĕри шывпа хутăштарса лĕплентерчĕ. Витресем йăтса витенелле утрĕ. Федор Васильевич, манăн вăхăт çук тесе, общежитине кĕчĕ.
Юсама тытăннă клеткăсене те, сарма пуçăннă урайне те сарса пĕтереймен. Василий Иванович. килсе кайсанах Трофим Матвеевич юсассине чарса лартнă. Имĕш виçĕ пус тăман сыснасемшĕн аллă тенкĕлĕх хăмасем сая каяççĕ.
Хĕрсем пӳлĕм каштисене, чӳрече çытарĕсене, пӳлĕм пĕренисене сĕреççĕ. Илемленет вите, тасалса, çутă сăн кĕрет.
— Акă сире шыв, — лартрĕ витрисене Павел, Татах кайса ăсса килчĕ.
— Çакăн пек заведующи пулсан, — терĕ пĕчĕк Лисук. — Кил, Павел, пирĕн пата.
— Пĕчĕкреххине шыра, — кулчĕ вăрăм та çинçе пӳллĕ Елуç.
— Хам пĕчĕкки те çитĕ, — тавăрчĕ Лисук. Хăй паксăрлăхĕнчен вăтанса хĕрелчĕ, анчах ыттисене систерес мар тесе, ахăлтатсах кулса ячĕ.
— Ун чаплăраххисем пур терĕç-ха, — тавăрчĕ Елуç. Халь Павел хăй хĕрелнине туйрĕ. Неушлĕ ун патне Марье пынине пĕлеççĕ? Е ахаль кăна тĕртсе илеççĕ-ши?
— Чĕлхӳсем пек хивре кастарса ĕçлĕр. Çунă хыççăн акшарпа шуратăр. Ыран обком секретарĕ килĕт, — чеен кулса суйрĕ Павел.
— Калатпăр кам та пулсан килет пуль, тесе. Федор Васильевич та кăшкăркалать, — килĕшрĕ Лисук.
Ырă мар турĕ-ха Павел. Капла çынсене такам килет тесе хăратса ĕçлеттерни тĕрĕс меслет мар. Шӳтлерĕ çеç те, анчах çав шӳтре тĕрĕслĕх пулма пултарассине вăл чĕрене те хывмарĕ. Тепĕр темиçе кунтанах вара Шупашкартан самаях пысăк хăна персе çитрĕ.
Çула май Павел фермăри ĕçсене, çынсене тишкĕрме хăтланчĕ. Федор Васильевич канăç памарĕ ăна. Павел ăна тахçанах ас тăвать. Миçе çул ĕçленĕ-ши вăл бригадирта? Çирĕм çулах пуль. Яланах ăна ырă ятпа асăнатчĕç. Ун бригади турпас пек пучахлă тырăсем ӳстеретчĕç. Кайран ав, председателе те лартрĕç... Лавĕ йывăртарах пулчĕ пуль, туртаймарĕ. Хутла сахал вĕреннĕ, колхоз та бригадă мар, кунта пин тĕрлĕ çын. Йывăр çулсенче те колхозран пăрахса кайман. Халь те ытлашши вăйлах пурăнмасть пулас. Нухрат айлăмĕнче капланнă шыв, çĕрмен тислĕк çинчен калани аса килчĕ. Çĕре юратать этем, çĕре. Апла ăна çĕр патне тавăрмалла. Эс те çав, парторг, сан этем чунне курмалла, эс пур, çын мĕне юратнине те пĕлместĕн. Апла пулсан, çынсемпе ăçтан йĕркеллĕ ĕçлетĕн? — вăрçрĕ вăл хăй ăшĕнче..
Павел Володьăна колхоз правленинче тĕл пулчĕ.
— Тепĕр хут салам, комсорг. Улах рыцарĕ. Эп сана сăмахпа çеç мыскараçă тесе. Эс ĕçпе те кая мар-мĕн. Завьялов мана култарса тăнран ячĕ. Калăп: эс ир енне ытла та туйми çывăратăн. Ăçта пулнă ку, тетĕп. Вăл пур, улах тапхăрне хупма кайнă-мĕн, — ахăрчĕ каччă кĕнĕ-кĕменех.
Володя кăмăлсăрланчĕ, хăйĕн чĕрĕ куçĕпе Павела кӳренӳллĕн пăхрĕ.
— Юлташ та чĕнтĕрлĕ кĕпесен юлашки хыпарĕпе усă курать. Завьялова ăна мĕн? Кашни уйăхри взнос вăхăтра пухăнтăр та, Тоня Пуговкина сыв пултăр. Вара шăл йĕрмелĕх çитрĕ.
— Тăхта-ха, эс ӳсĕр-çке. Сан патна пыма çук, эрех шăрши çапать. Мĕн эс, Кĕтерук çине тарăхса-и?
Шыва кĕрсе ӳкрĕм. Шăнса пăсăласран пичче сиплерĕ.
— Тата икĕ сехетрен пуху, эс ӳсĕр. Капла çамрăксен куçĕ умне епле тухатăн? Çитменнине, Завьялов пулать.
Сана вăл ахаль те хытă тарăхнă.
— Тарăхнипе лав туртаймăн. Эп унччен урăлатăп. Медпункта кайса нашатырлă спирт шăршла.
— Юрĕ, — сасартăк килĕшрĕ Володя.
— Тăхта, йывăç пирки мĕн хыпар?
Пур. Лесхозран решени çеç кирлĕ тата укçа куçарса памалла. Прыгуновпа çураç, ытти пурте пулать...
5
Пуху ирттерес вăхăт та çитрĕ, анчах комсомолецсем çаплипех ӳрĕк-сӳрĕк килкелеççĕ-ха. Колхоз правленинчен коммунистсем калаçкаласа тухаççĕ, вĕсен пухăвĕ пĕтрĕ курăнать. Пысăк чикарккă мăкăрлантаракан Хапас Хветĕрĕ, пĕртен-пĕр аллипе хĕç тытнă пек сулкаласа, Виктор Андреевичпа тем пирки тавлашать. Уйрăм сăмахĕсем ун клуб ратнех вĕçсе çитеççĕ, анчах мĕн пирки сăмах пынине ăнланса илме çук.
Клуб умĕнче тăракан çамрăксем патне Павел çитрĕ.
— Комсомолецсен дисциплинă çук, — пĕлтерчĕ ăна Александр Петрович. — Парти организацин вĕсемпе вирлех ĕçлеме тивет.
— Ытти чух йĕркеллех пулаканччĕ, — тавăрчĕ Павел, тӳрре тухма тăрăшнă пек. — Çул япăх тесе лараççĕ ĕнтĕ. Комитет ларăвне ирттерес те, ыран бригадăсенче уйрăм пухăпăр.
— Кунпа килĕшме пулать, — çураçрĕ Завьялов. Комитет членĕсем тата тепĕр вунă комсомолец библиотекăна кĕрсе ларчĕç. Комитет ларăвне уçсан, Володя Александр Петровича самах пачĕ.
— Эп колхозăн пур участокĕсенче те пулаймарăм, çапах та çакнашкал вывод тума пулать: чăн-чан çĕкленӳ палăрмасть. Çур аки ирттерме вăрлăх çитмест. Тракторсем пирки Кадышев каланине шанатăп: вĕсем юсавлах пуль. Фермăри ĕçсем те мухтамалла мар. Сысна ферминче уйрăммăнах япăх. Каплах ĕçлесен, кам сире ырă сăмах калĕ?Ытти колхозсенче фермăсем те, уй-хир бригадисем те коммунизмла ĕçлессишĕн кĕрешеççĕ. Çавалкасра шăпах. Камăн çакна пуçармалла? Обкомран, райкомран килессе кĕтетĕр-и? Ăçта сирĕн пуçарулăх?
Александр Петровичăн сасси хĕрӳ, илемлĕ. Аллисемпе вăл сăвă вулакан артистпа пĕрех хăлаçланать, пӳрнисем ун пĕрре чăмăртанаççĕ, тепре сарăлса каяççĕ.
— Чи малтанах комсомол организаци секретарĕн пуçаруллă пулмалла. Вăл пур, çынсене ыр ĕç тума çĕклес: чухне, вĕсен алăкĕсене тăпăлтарса йăмрасем тăрне çакса лартать, улах тапхăрне хупать. Мĕн вăл? Вăтăрмĕш çулсенчи хулиганщинă! Пуху умĕн ĕçсе ӳсĕрĕлет, член укçи çур çул маларах илсе хурать. Ху лайăх производственник пулнипе мухтанма кирлĕ мар. Комсомол, кирек кам пулсан та, хăй уставне пăсма ирĕк памасть. Устав маншăн та, ВЛКСМ райкомĕн секретарĕшĕн те, Владимир Барановшăн та, пур комсомолецсемшĕн те — пĕрре. Улах ларасси вăл, ялта агитациллĕ ĕç начар пулнинчен килет. Куншăн кам айăплă? Каллех Баранов. Вуланă-и вăл ку таранччен пĕр лекци? Вуламан. Пулă яланах пуçĕнчен çĕрет. Кирлĕ-и пире чире кайнă ăслă этем? Кирлĕ мар. Комсомол уставне пăснăшăн, хĕрарăмпа вăрçнăшăн тата ĕçке ернĕшĕн эп Баранов юлташа строгий выговор пама сĕнетĕп. Шухăшласа пăхăр, паянтан вăл сирĕн пуçлăх пулса юлма пултарать-и?
Комсомол райкомĕн секретарĕ Санька çумне пырсак ларчĕ, ăна хăлхинчен тем пăшăлтатса пĕлтерчĕ. Çĕтĕк кĕтессинче чавсипе пуçне тĕревлесе ларакан Володя Александр Петрович бригадира çапла каларĕ тесе шухăшларĕ: «Эп халь пӳçарса патăм, ытти йăлтах сирĕнтен килет. Ăна комсоргран та кăлармалла, строгий выговор та памалла».
— Ертсе пыр комитета — илтрĕ вăл Завьялов сассине.
— Кам сăмах илет? — сиксе тăчĕ Володя. Хĕрелнĕ куç шуррисемпе вăл стена тăрăх лартнă пукансем çине ларса тухнă каччăсемпе хĕрсене тинкерет. Ав, Петĕр çĕлĕкне çавăрса ларать, унпа юнашар Верук дояркă, тăпăл-тăпăл пĕчĕк кĕлеткеллĕ те пĕчĕк пит-куçлăскер. Вăл хăй ăçта ларнине те манса кайнă; юратупа тулнă симĕс куçне Александр Петрович çинчен илмест. Унăн çумĕнчи Анна темĕнле кăмăлсăртарах пек, пуçне усса шухăша путнă.
Чĕнмеççĕ çамрăксем. Шарламаççĕ. Володя хăй тĕплĕн пуху ирттернĕ чухне вĕсене чарма та çук, пĕри те тепри калаçаççĕ. Халь хăна вăтантарать пуль.
Ав, Петĕр çĕкленчĕ. Пĕр икĕ çул каялла йăрăччĕ вăл, юлашки çулсенче утти те улшăнчĕ: сумлă, хăй хакне пĕлекен, хăй вăйне шанакан арçын утти. Ĕç улăштарать этеме. Петĕршĕн кану кунĕ çук. Ялти кашни килтех унăн алли тунă япалана тупма пулать: турчка-и, çатма тимĕрри-и, шыв курки-и — сахал-и тĕрлĕ ăпăр-тапăр япала. Çурлине те вăлах шăллать, çавине те вăлах туптать. Çавăнпа ун ячĕ те пур: çынсем хисеплеççĕ ăна.
Акă, вăл сĕтел умне çитсе тăчĕ, васкамасăр кашнин çинех пăхса çаврăнчĕ, йăвалать хăй çĕлĕкне, çĕлĕкрен сăмах туртса кăларас пек.
— Мĕн чĕнместĕр, ачасем? Е сире райком секретарĕн сăмахĕсем хумхатмаççĕ? Вăн, вăл выговор парас, тет, Володьăна комсомол организаци секретарĕнчен кăларас, тет. Мĕнле, килĕшетĕр-и? Эп комитет членĕ. Эп хирĕç. Мĕн пур çитменлĕхшĕн ма Баранова айăпламал-ла? Ăçтан пĕр Володя пурне те туса çитертĕр? Клубне те вăлах уçать, вăлах вăйă йĕркелет, драмă кружокне ертсе пырать, вăлах воскресник ирттерет. Ăçта клуб заведующийĕ? Марье мĕн тăвать? Библиотекара кĕнеке парать те ĕç укçи илсе пурăнать. Ăна ма райком курмасть? Хăратăр çав Трофим Матвеевичран. Хăратăр, Александр Петрович. Вăл туххăмрах тĕк татса ярать. Мана мĕн? Эп кунта Трофим Матвеевич пулсан та çаплах калатăп, мана, ĕçлетĕп пулсан, колхозникрен никам та кăларас çук. Икĕ алла пĕр ĕç... Пĕрре кăлтăк шырама тытăнсан, темĕн те тупма пулать. Улах пирки мĕншĕн Володьăна айăпламалла? Унта вăл çынсене пĕлтерӳ çапса пуçтармасть. Кĕтеруксен хапхине ăна, саккун пулсан... Мĕн вăл улах? Райком секретарĕ тĕрĕс каларĕ: кивĕ пурнăç юлашки. Çав юлашкине хам тутанса пăхнăран калатăп. Пĕррерĕн пĕрре кайрăм та, питĕрсе лартрĕç. Киле каймалла, ăçтан тухас? Çенĕк урай хăмине илсе çĕре сикрĕм çеç, кашкăр капкăнне çаклантăм. Мĕн ку? Хулиганщинă, терĕ райком секретарĕ. Вăл та тĕрĕс. Халь ак Володьăна улахшăн та выговор парасшăн. Эп хирĕç. Ĕçессе вăл шыва кайнă пирки ĕçнĕ. Ун ĕнтĕ комсорг тесе, пĕлсе тăнă çĕртех шăнса пăсăлмалла. Ман шутпа, Володьăна выговор пама та, комсомол организаци секретарĕнчен кăларма та сăлтавсем çителĕксĕр, Эп хирĕç, — Пĕтер хăй вырăнне кайса ларчĕ.
— Тĕрĕс, — терĕ Анна.
— Володьăна суйличчен çулталăкра икĕ пухуран ытла пулман, — хушса хучĕ Санька.
— Ике çул каялла колхозĕпе те вăтăр комсомолец çеç пулнă, халь çитмĕлтен иртрĕ, — чăтаймасть Володя.
— Пурринчен мĕн усси? Çурри те пухăва çӳреççĕ, — касса татать Завьялов.
Павел, комсомолецсем лăплансан, сăмах пачĕ. Ларнă чухне вăл çамрăксене сăнарĕ. Пурне те паллама та хĕн. Парторгăн кашнинех пĕлмелле: вĕсем — парти тĕрекĕ, партие пулăшакансем. Çук, калаçăва Володя тавра çеç яма юрамасть, умра тăракан ĕçсене кăтартмалла, кашни çамрăках колхоз ĕçĕшĕн хăйĕн ответлăхне туйтăр.
— Пирĕн çитменлĕхсене курма пĕлнипе пĕрлех, çитĕнӳсене те курма вĕренмелле, — пуçларĕ Павел — Юлашки вăхăтра çынсем районти организацисенче вăрманпромхозран каялла таврăна пуçларĕç. Акă, вакун росторанта официантра ĕçленĕ Çимӳн каллех трактор çине ларчĕ. Хăй каланă тăрăх, питех те тупăшлă вырăн пулнă-мĕн. Анчах этем пĕрре çĕре юратнă пулсан, чунĕ: ун патнех туртать. Ку çын улшăннине пĕлтермест-и? Е тата акă, Аннанах илер. Вăтам шкул пĕтернисенчен вăл колхозра чи малтан ĕçлеме пуçларĕ. Кăçал хăй тĕллĕн техникумран вĕренсе тухать. Ку таранччен ялта хăй : тĕллĕн вĕренни пулнă-и? Пулман. Çак тĕслĕх пирĕн этемсем улшăнни çинчен каламасть-и? Халь ĕне ферминче çеç вăтам шкул пĕтернĕ ултă хĕр ĕçлет. Колхоз начар чухне вĕренме условисем пулман. Халь пур теме юрать Кала-ха, Вася, эс малалла вĕренес теместĕн-и? — ыйтрĕ Павел Гайкă Ваççинчен. — Аннӳ чирленĕ, пăхакан пулман, çавăнпа парахнă. Вĕренес текенсем ялта сахал мар. Малалла каçхи вăтам шкул уçас вăхăт çитрĕ.
— Вăт ку тĕрĕс, — терĕ Верук дояркă.
— Хĕлле ĕç те сахал, — хушса хучĕ Санька.
— Шоферсен курсне уçмалла, — персе ячĕ Гайкă Ваççи.
— Шофер сана... Вакун ресторана Çимун вырăнне официанта кай, — йĕплесе илчĕ ăна Петĕр.
— Ан хумханăр, кам мĕне вĕренес тенине шута илĕпĕр. Шоферсен курсне те ДОСААФ комитечĕ çумĕнче йĕркелеме пулать. Ял хуçалăх училищине те комсомол комитечĕ урлă механизаторсем пулма вĕренме яратпăр. Ун чух улаха каяс текенсем те сахал пулĕç. Улах та, ман шутпа, пăсăк япалах мар. Анчах унта пирĕн, комсомолĕсен, пуç пулмалла. Мĕншĕн, пуçтарăнса, Шолоховăн «Уçнă çеремне» вуласа сӳтсе явас мар?
—Джовăнни Боккаччон «Декамеронне», — хушса хучĕ Александр Петрович.
Райком секретарĕ йĕпленине Павел илтмĕш пулчĕ, хăп шухăшне малалла тăсрĕ:
— Мĕншĕн улăхра тĕрĕ кружокĕ йĕркелес мар? Хĕр-ача клубра тĕрлеме вăтанать пулсан, улăхра тĕрлет. Тем те тума пулать, хамăрăн çеç тарăшмалла. Вăл-ку тарам, çамрăксем пысăк ĕçрен тăрса ан юлччăр. Вĕсем çав тери нумай. Эсир пурте чăваш уй-хирне пĕлетĕр. Юрăсенче çеç вăл ĕмĕт пек паха та куçпа виçейми анлă. Тĕрĕссипе унашкал мар. Ăна çырма-çатрасем касса кайнă, кăнтăр çилĕсем унăн питне пĕрре мар тăрмала-тăрмала тусан кăларса вĕçтернĕ. Ăна çурçĕр сиввисем шăнта-шăнта чĕререн хурланса кулянакан хĕр тути евĕр çуркалантарнă. Пирĕн тăван халăх шăпи те çĕр шăпи пекех хурлăхлă пулнă, хăйне тăрантаракан кашни утăм çĕрне вăл вăрман хăртса туртса илнĕ, пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхнă. Таван çĕр ӳстерекен тырă юмахри пек çăкăр пулса выртман, анчах унăн шăрши, унăн тути чăваш çыннишĕн темĕнле апатран та сиплĕ пулнă, пуласлăха ĕнентернĕ, шанчăк çуратнă. Çав çăкăра çисе ӳснĕ чăвашсем çинчен Çеçпĕл «Шанчăк пуррисем телейлĕ», тенĕ. Кăвас чĕресĕнче йӳçĕтнĕ, йывăç кĕреçе çине лăпкаса хунă, купăста çулçипе хывса вĕри кăмакара пĕçернĕ чăваш çăкăрĕ паян та мана час-часах шухăша ярать. Вăл маншăн паян йӳçĕ. Мĕншĕн? Куратăр-и эсир пирĕн колхоз çĕрне? Эпир ăна пĕтерсе пыратпăр. Çавна пулах ĕнтĕ пирĕн тыр-пул пĕчĕк. Эрози пирки кăна эпир çулсерен тăват çĕр-пиллĕк çĕр пăт тырă çухататпăр. Вăл ĕç кунĕ пуçне виç çĕршер грам валеçме çитет. Кала-ха, Петĕр, эс миçе ĕç кунĕ тăватăн? — сасартăк ыйтрĕ Павел.
— Çулталăкра-и?
— Çулталăкра çав.
— Пин ытла.
— Халь хавах шутла: эрозие пула кăна эс вун сакăр пăт тырă çухататăн.
— Эп çеç мар.
— Тĕрĕс. Çакăнта кашни лараканах, пĕтĕм колхозниксем çухатаççĕ. Ăна чарма пулать-и? Пулать. Эпир ун пирки халь çеç парти пухăвĕ ирттертĕмĕр. Коммунистсем йывăç лартма карах! тухатпăр, терĕç. Комсомолецсем тăрса юлмаççĕ пуль тетĕп.
Тата тепĕр паха хыпар пĕлтересшĕн сире. Çитес уйăхра вăрманпромхоза пĕтереççĕ, пĕтĕм варман симеç зонана кĕрсе юлать. Типмест текех пирĕн Çавал. Парти пухăвĕ умĕн Василий Ивановичпа калаçрăм. Района электростанци килнĕ. Унсăр пуçне вăрманпромхозăн кивĕ электростанцине те пирех параççĕ. Юписене Салукарах касмалла. Кăçал хамăр тăрăшсан, ялсенче çутă пулать.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...