Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
— Юрать, кукамай! — килĕшрĕ те Коля хĕрарăмсем тухса кайсанах сĕнчĕ: — Микула пичче, мĕнле, сăра тутанса пăхатпăр-и?
Коля хăвăрт тултарса пачĕ. Аш хыпнине ирттерсен, Микула путмар çине выртрĕ.
— Эпĕ кăшт кăна канса илесшĕн, — терĕ вăл.
Микула вăй тымарĕсем çемçелнине туйрĕ. Пĕр кана ним шухăшсăр выртас килчĕ унăн, анчах чĕрĕ çын шухăшсăр пурăнаймасть çав. Коля мунчара пĕлтернисем Микула пуçĕнчен туха пĕлмеççĕ. Прахăр революци ĕçне парăннă паттăр çынччĕ. Халĕ çук ĕнтĕ. Вăл çеç вилнĕ-и? Ирĕклĕх çулĕ йăлтах паттăрсен юнĕпе хĕрелнĕ. Кĕрешӳ малашне те çăмăлах пулмĕ. Тăшман чее те хаяр. Ĕçре Михха салтакĕсем те чăрмав куме пултараççĕ. Микула ывăлне аса илчĕ.
— Коля, — йăвашшăн чĕнчĕ вăл, — Ванюк çинчен мĕн те пулин каласа пар-ха.
Лешĕ сăмахне пуçличченех кулса ячĕ. Микула тĕлĕнсе пăхнине асăрхасан ăнлантарчĕ:
— Çамрăк чухне пулса иртнине аса илтĕм те тӳсеймерĕм. Ванюка халь пачăшкă хунă ятпа мар, ытларах Юман Паттăр тесе чĕнеççĕ.
— Мĕн пирки?
— Вăт итле... Патша тӳре-шари сана нумайччен шырарĕ. Ялйышран тĕпчесе, хăшне-пĕрне хĕнесе те ĕç тухман пирки Ванюка хурал пӳртне илсе пынă. Айван ача урлă айăплă çынна тытса хупма çăмăл тенĕ халап паянхи кун та çӳрет-çке. Ванюк ун йышши маррине кăна чухлайман вĕсем. Илсе кĕртрĕç, тет, хайхи ăна. Тĕпелте, пĕр хăмаран çапкаласа тунă сĕтел хушшинче, жандарм ларать, тет. Çумне револьвер çакнă, аллинче — саламат.
Çак эсремет, сĕтел хушшмчен тухса, Юман Паттăр патне пынă.
— Эй, Ванюк, — тесе пуçĕнчен савнă. — Ахальтен мухтамăççĕ сана. Эс чăн та маттур ача иккен. Эпĕ шанчăклă тусĕ. Ăна тĕрмерен хăтармалли май тупса килтĕм. Кала-ха, ăçта вăл халь?
— Пĕлместĕп! — кĕскен тавăрнă Ванюк.
— Эй, ачам... Эсĕ çамрăклах суясшăн мăр-и? Сывпуллашнă чух аçу ăçта каяссине систерсе хăварнă теççĕ-çке? Ун çинчен кукамупа кукаçу калаçнине илтмен-и? — татах тĕпченĕ жандарм. Ванюк каллех пĕлмене персен, ăна шелленĕ пек хăтланнă: — Вăл ырă кăмăллине, сана юратнине лайăх астăвăтăп. Хуткупăс илсе парайманшăн пăшăрханатчĕ. Уншăн ан хуйхăр. Хам илсе парăп. Аçу ăçтине çеç кала.
— Сан укçу кирлĕ мар мана! — тенĕ Ванюк. Жавдарм, сасартăках шурă куçне кăларса, саламачĕпе хăмсарса кăшкăрашнă:
— Кайăмастăн-и, анчăк çури? Пыршуна куматăп!
— Ăхă, эп анчăк çури-и?! Эпĕ мар, эсĕ урнă йытă! — тенĕ те Ванюк жандарм саламатне туртса илнĕ.
Лешĕ ярса тытасшăн Ватюк çинелле сикнĕ. Ванюк ун ури айне выртнă та хăйне туртса антарнă.
— Жандармсем ялтан кайичченех Ванюк вăрманта пурăнчĕ. Çавăнтанпа ăна Юман Паттăр тесе чĕнеççĕ. Çавăн пек, Микула пичче. Эсĕ ху ывăлна Степанов е Иванов хушаматпа шыраса тупаймăн, — вĕçлерĕ сăмахне Коля.
Коля каласа панине илтсен, Микула ывăлĕ улăп пек паттăр иккенне тата ытларах ĕненчĕ. Ах, иккĕшĕ тĕл пулнă пулсан, мĕн тери аванччĕ. Ывăлĕ ăна кĕрешӳре те пулăшĕччĕ.
Натюшпа Анахвис мунчаран тавранни Микулапа Коля калаçăвне татрĕ.
IX
Энĕшкасснне çитсен, Трифун турех Сантăрсем патне кĕчĕ. Лешсем, кучер хуçа ĕçĕае çӳрет тесе, тараватлăн кĕтсе илчĕç:
— Килех, Трифун. Тĕпелерея ирт!
— Тĕпеле иртесси-мĕнĕ... Николай Степанович кирлĕччĕ те. Ăçта-ши вăл? — ыйтрĕ Трифун.
Тӳрех кĕрӳшĕ пирки самах хускатнăран Сантăр канăçсăрланса ӳкрĕ.
— Мĕн тăватăн унпа?
Хуçана хирĕçле çынсене Сантăр сутма та пĕлнĕрен Трифун асăрханарах хуравларĕ:
— Ванюка сирĕн патăртан эпĕ лартса кайнине пĕлнĕ Микула, çавăн çинчен калаçасшăнччĕ. Атăлкассинче май килмерĕ.
Сантăрăн та мăнукĕ çинчен пĕлес килчĕ.
— Çĕнĕ хыпар пур-им? Пирĕн умра ним те ан пытар! — терĕ вăл.
— Çĕнни нимех те çук. Николай Степанович килме хушнăччĕ те, курсах каяс терĕм.
Кучер хуçа ĕçĕпе маррине, Ванюк пирки те ытлашши пĕлменнине сиссен, Сантăр авăкланчĕ:
— Таçта, ун хыççăн çӳремен!
Сантăр кăмăлĕ сасартăках улшăннинчен Трифун тĕлĕнчĕ: хунĕпе кĕрӳшĕ харкашса илме те ĕлкĕрнĕ пулмалла.
«Ăçта щырамалла ĕнтĕ?» — шухăшларĕ Трифун, урама тухсан. Ик-виçĕ çынран та ыйтса пăхрĕ. Лешсем Трифуна аташнă çын вырăнне хучĕç. Пуçĕпех пĕтнĕ Микула епле таврăнайтăр-ши терĕç пулмалла.
Трифун Микулан пулнă килне, Наум патне, кĕрсе тухма шутларĕ..
Ан тив, вĕсем тус-йышлах мар та, иккĕшĕ пирки çывăх, хирĕç пулсан, пĕр-пĕрне ăшшăн масăр иртмеççĕ.
— Вăй патăр.! — терĕ Трифун картишĕнче кăштăртатакан Наума.
— Тавтапуç! Мĕн çăмăлпа?
— Николай Степянович кунта мар-ши терĕм те...
— Мĕнле Николай Степанович? — куçне чарса пăрахре Наум.
— Эс мĕн, çурт хуçине мантăн-им?
— Ăнах астăватăп-ха. Сас-хура çукчĕ-çке?
— Вăт, çухалнă çын тупăнчĕ. Мана Энĕшкассине килме хӳшрĕ.
Наум савăнса кайрĕ. Чунтан ырă сунса кĕтекен çын ялтах иккен. Вăл хăлхине мăк чикнĕ, куçне шур илнĕ пекех пурăнать.
— Хунĕ патĕнче мар-ши? — терĕ Наум, Трифун вăл мĕн каласса кĕтнине асăрхасан.
— Унта кĕрсе тухрăм, çукчĕ, — Трифун Сантăртан мĕн илтнине каласа пачĕ.
Сантăр кĕрӳшне сиввĕн йышăннинчен Наум тĕлĕнмерĕ. Вăл Микулана килĕштерменвшне, унпала ырă-татуллă маррине тахçанах пĕлет. Юлашки çулсенче Сантăр пуйса кайнă, вăл пур çĕрте те Михха йăлисене йышăнма хăтланни пуриншĕн те паллă. Çапах та Микула ăçтарах-ши?
— Улянасем патĕнче пуль эппин, — аса илчĕ юлашкинчен Наум.
— Прахăрсем патĕнче-и? Шел, çĕлен-калтасем пуçне çирĕç унне.
— Прахăра çеç мар, ылханлă самана пиншер айăпсăр çынна пĕтерчĕ. Николай Степановича урăх ниçта та ан шыра, тӳрех çавăнта кайăпăр. Тата сана Прахăр хĕрĕ хĕллех курасшăнччĕ. Ниепле те май килмерĕ. Малтан хăйне тĕрмене хупрĕç. Каярах салтаксем кансĕрлерĕç.
Наум йăнăшмарĕ. Михха кучерĕ мĕн шухăшпа çуренине чухлаймарĕç пулин те, Уляна çемйинчи çынсем Наумпа пĕрле килнĕскере кăмăллăн кĕтсе илчĕç.
— Килĕрех, тĕпелерех иртĕр, — ăшшăн саламларĕ Уляна.
— Николай Степанович! — хавасланса чĕнчĕ Наум, пукан çинче çӳçĕпе сухалĕ кăвакарнă çын ларнине курсан.
— Наум пичче! — вырăнтан çĕкленчĕ Микула.
Темиçе çул хушши савăнăçпа хуйăха пĕрле тӳссе пурăннă çынсем ыталанчĕç.
— Ĕненес килмест, — терĕ Наум, кăштах лăплансан.
— Çапла пуль те... Хăвах куратăн, эп сан умра. Наум пичче, мĕнле пурăнатăн? Сывлăху епле? — пурне те хăвăртрах пĕлесшĕн пулчĕ Микула.
— Сывлăхĕ хурламаллах мар, Николай Стапанович. Пурнăçĕ тенĕрен, пĕччен тăрса юлтăм та, ухмаха ерес патнех çитрĕм. Улянана тавтапуç. Унăн мăнукĕсене те. Çавоем тăван пек пăхни чуна усрарĕ.
— Ах анчах... — терĕ Уляна, — хăвна тайма пуç, Наум. Эс ухмаха ерĕттĕн-и, ермĕттĕн-и те, эпир вăт, тăван ашшĕ вырăнĕнче пулман пулсан, мăнуксем ӳсесси теплеччĕ.
— Уй, Микула пичче, пахчара куртăн пулĕ. Унти улмуççисемпе çырла йывăççисене йăлтах Наум пичче лартнă, — кукамăш шухăшне çирĕплетрĕ Анахвис.
Коля та сăмах хушмасăр юлмарĕ:
— Мана сӳре сӳрелеме, суха тума, тырă акма пичче вĕрентрĕ.
— Чăнах, Наум пиччене пуç тайса çитерес çук. Маца эсреметсен ирĕкĕнчен хăтарасшăн епле нуша тӳснине пĕлесчĕ тата, — терĕ те Натюш хăйне хупнă хыççăн Ндум халăха пухса приговор йышăнтарнине, вулăсри съездра чухăнсем пуянсене тустарнине каласа парсан, шухăшие çапла вĕçлерĕ: — Наум пичче пирĕн килйыша ырă тунине ĕмĕрне те манас çук. Тĕрмерен таврăннă хыççăн ĕçе чĕртсе ярайманни кăна пăшăрхантарать.
— Йыш пĕчĕк пирĕн. Çитменнине, Атăлкассинчи салтаксем çынсен сехрине хăпартрĕç, — терĕ Наум.
— Халĕ ĕнтĕ йыш сахалах мар. Паян тесен паян пиллĕкĕн эпир, — терĕ те Микула, Наум иккĕленсе пăхнине асăрхасан ăнлантарма васкарĕ: — Паллаштарма ĕякĕреймерĕм-ха, Трифун пичче те, сирĕн пекех, революдилле юхăма хутшăннă. Анчах ун çинчен никамах та пĕлмест.
— Вăл чиркӳре сăмах каланă чухнех сиссеттĕм. Куркăçасшăнччĕ те май килмерĕ, халь аттен тусĕпе тĕл пулнăшăн çав тери хавасланатăп! — сăмах хушрĕ Натюш.
— Çавăнпа чĕнтĕм ăна кунта, — терĕ Микула. — Ĕнтĕ Сехмет пурнăçĕпе салтаксен кăмăл-шухăшĕ çинчен каласа пар-ха, Трифун пичче!
— Пиллĕкмĕш çулхи революци вăхăтĕнче Миххан пырши кăна юлнăччĕ. Тепĕр икĕ çултанах ураланчĕ вăл, вăрçă тухнăранпа ахăрсах кайрĕ. Халăх каллех пăлханасран пулĕ, заводра, машина таврашĕсенчĕ пĕтемпех тыткăнри салтаксене ĕçлеттерет.
— Тыткăнри салтаксене?
— Çапла, Николай Стеяанович. Икçĕре яхăн тыткăнри салтак халь ун аллинче. Тĕрлĕ патшалăх çыннисем. Вĕсен хушшинче рабочисемпе хресченсем, вĕреннĕ çынсем те пур. Пĕр нимĕçе агроном, тет. Ăна управляющине лартнă. Ытти çĕрте беженецсем ĕçлеççĕ. Пурнăçĕсем выльăхăннинчен та япăх. Çаврăнкалама та тйвăр баракра выртса тăраççĕ. Вăт çавнашкал унта... — ассăн сывласа шухăшне вĕçлерĕ Трифун.
— Тыткăнрисем хушшинче вырăсла пĕлекен тупăнмĕ-шн? — ыйтрĕ Микула.
— Пĕр сербĕпе венгрĕ ăнланаççĕ. Вĕсем каланă тăрăх, тыткăнри салтаксем патшана вырăнтан кăларнăшăн савăнаççĕ. Хăйсен çĕршывĕнче те революцн тума ĕмĕтленеççĕ, — терĕ те Трифун каллех Михха пурнăçĕ çине куçрĕ: — Патшана вырăнтан кăларсанах, Сехмет çав терм хăраса ӳкнĕччĕ. Пĕррехннче ман умра та йăпăлтатрĕ. Парăнса ĕçлевĕшĕн сана тав тума вăхăт тет. Пӳрт лартса парăп, пăру туянтарăп, йăва çавăрса пурăн тет. Çавăншăн тарçăсем хушшинче хăлхана тăратса çӳремелле манăн, вĕсен шухăш-кăмăлне хуçана пĕлтермелле.
— Пӳртне лартса пачĕ-и вара? — ыйтрĕ каллех Микула.
— Лартса пачĕ. Хусах чухне пулсан çаврăнса та пăхмăттăм. Арăм хăй вучахĕ умĕнче аппаланасшăн çуннипе кайса кĕтĕм.
— Пит аван. Вăл сана ытлашшипех тивĕç.
— Уншăн эпĕ пурпĕр чуна сутмăп. Паçăр Надежда Прохоровна чиркӳре тухса каланине аса илтерчĕ. Уншăн халь те хама ятлатăп. Мĕнпур ĕçĕ çавăнтан пуçланчĕ. Мана хуçа патне чĕнсе кĕртрĕç. Унта Сала ваккачĕ пурччĕ. Çав хистесех сăмах калама хушрĕ. Эпĕ шӳтлесе килĕшрĕм. Тепĕр кунне чиркĕве кайрăмăр. Пусахласах калаçтарчĕç. Эпĕ, ăссăрскер, вĕсене тăрă шыв çине кăларма хăяймарăм.
— Пурпĕрех вырăнлă сивлерĕн, — ырларĕ Натюш. Анахвис те сăмах хушмасăр ирттереймерĕ:
— Эпир те киленсе итлерĕмĕр. Вĕçĕнче кăна Вăхăтлах правительствăна ырă сунни тĕлĕнтерчĕ.
— Çавăн пирки пăшăрханатăп та. Тӳрех долой тесе кăшкăрмаллаччĕ. Пытармастăп, хам çеç чухне уяса тă-мăттăм. Çав вăхăтра арăм тупăнчĕ те, пурнăçа ытлашши хуçасран хăрарăм. Тата Сехмет патĕнче ĕçлени малашне те кирлĕ пулмĕ-ши терĕм.
— Тĕрĕс тунă, Трифун пичче! — Натюш шухăшĕпе килĕшрĕ Микула. — Ĕнел халăхĕ чăмласа памасăрах ăнланĕ. Эсĕ Михха патĕнче ĕçлени паянах кирлĕ пулчĕ. Салтаксен кăмăл-шухăшне сăнамарăн-и?
— Хăямат, калама мансах каннă, — ĕнсине хыçса нлчĕ Трифун. — Пурте пĕр ăслă мар пулин те, хăйсене ирсĕр ĕç тума илсе килнине чухлаççĕ вĕсем. Уйрăмах Гриша пулеметчик сатур. Прапорщикпе, фельдфебельпе калаçнă чух та хăйне хăюллă тытать. Ун çннче шанăç пур пек. Паян тата сан пирки тавлашса кайрĕç. Эпĕ те хушша кĕтĕм, эсĕ мĕнле çынне, хуçа мĕн сарнине ăнлантартăм.
— Салтаксем мĕнле йышăнчĕç?
— Сан сăмаха илтесшĕн.
— Трифун пичче, тăватăп! Эпĕ халь тесен халь тав çула тухма хатĕр!
Уляна ăшталанса ӳкрĕ:
— Ах анчах, кум... Инçе çултан таврăннă, мунча кĕнĕ хыççăн кĕçĕрхи каç канмалăх çеç. Ыранччен темех сиксе тухмĕ-ха.
— Ырă суннăшăн тавтапуç. Уляна кума. Сирен патăрта темиçе сехет хушшинчех вунă çулшăн кантăм, — терĕ Микула. — Салтаксемпе курнăçасснне вара самантлăха та хăварма юрамасть. Вĕсене хамăр май çавăрмасăр е хăваласа ямасăр халăха тепĕр хут кĕрешĕве хутшăнтарма йывăр. Ленин кăтартнипе большевиксен партийĕ Вăхăтлăх правительствăна çапса аркатма Хĕрлĕ гварди пиркн сан çинчен элек пухать. Ку ĕçе пирĕн те тытăнмалла. Хĕçпăшалсăр нимĕн те тăваймăпăр. Атăлкассине илсе килнĕ пулемета алăран вĕçертес марччĕ. Трифун пичче, Атăлкассине хăçан пымаллине пĕлесчĕ.
— Çур çĕр тĕлнелле çит. Эпĕ сана хыçалти хапха патĕнче кĕтсе илĕп, — терĕ Трифун, сывпуллашнă май.
— Микула пичче! — чĕнчĕ Коля. — Мана та пĕрле ил. Лаша кӳлĕпĕр.
Иккĕн çул кĕскереххине такам та пĕлет. Унпала Ванюк пурнăçĕ çинчен те калаçас килет. Анчах тем сиксе тухас пулĕ.
— Сана çӳресси, Коля. Эпĕ пасара каймастăп вĕт, ху пĕлетĕн. Лашана та кантармалла, — хиреçлерĕ Микула.
— Лаша пирки ан пăшăрхан, Микула пичче. Эпĕ ăна чуптарса суптарман. Пасара каймастăп тенĕрен, эпĕ пĕрре хăраса ирттернĕ. Влаçа чухăнсен аллине илме Хĕрлĕ гварди пухмалла тетĕн. Мана çав гварди ретĕнче тесе шутла та, çула пĕрле тухăпăр!
Большевиксен программине пĕлмесен те, Коля ĕççыннисен ирĕклĕхĕшĕн пăшал тытма хатĕрри куçкĕретех. Килĕшмесен, унăн ырă емĕчĕ татăлать. Килĕшме те вăл ытла çамрăк. Татăклă калама аптранăран:
— Кукамуран ыйт-ха, вăл мĕн калĕ? — терĕ Микула. Мăнукĕ те кĕрешĕве хутшăнасшăн çунни Улянана
савăнтарчĕ. Тăрăшни сая пулмарĕ. Упăшкишĕн, хĕрĕсем-Шĕн, мăнукĕсемшĕн вăл кăштах мăнаçланчĕ те.
— Эпĕ чармастăп, — терĕ çавăнпа. Коля пит-куçĕ хĕвел пек çуталчĕ.
— Тавтапуç, кукамай! — терĕ те вăл Микула пиччĕш енне çаврăнса хушса хучĕ: — Куртăн-и, кукамай ман майлă!
Лаша кӳлсе ларчĕç те вĕсем çула тухрĕç. Урамра çамрăксен юрри-кĕвви илтĕнет:
Куккук çырли, куккук çырли
Санюк пур, Кĕркури пиччен...
Микула куçĕ умне хăй çамрăк чухнехисем тухса тăчĕç. Кĕçĕрхи пекех, вăйăсенче çак сăвва каласа, Анукпа иккĕшне те тăрăхлатчĕç. Карталанса çаврăнакан хĕрупраçсем хушшинче халĕ те Анук пулассăн туйăнать. Çавăнтах пурнăçра пулма пултарайман шухăшне сиресшĕн Коля енне çаврăнчĕ:
— Вăййа юлас килмест-и?
— Çук! — çула çитнĕ арçынла татса хучĕ Коля. — Вăйă-кулă тармĕ. Паян тумалли ĕçе ырана хăварсан, пин кун хăваласа та çитеймĕн тенĕ ваттисĕм.
Çамрăк çын сăмахĕ Микула кăмалне çемçетрĕ.
— Тĕрĕс, Коля. Чипер таврăнсан, вăйă-кулă ыран та пулĕ. Кĕçĕрхи ĕçе тумасăр хăварма юрамасть.
Микула хăйпе килĕшни Кольăна та савăнтарчĕ.
Кĕçех вĕсем Уйкаса тухрĕç. Çамрăксен юрри-кевви хăлхаран сирĕлменччĕ, урам вĕçнерех хуралçă шăкăртмин сасси илтĕнчĕ те, Коля кулса ячĕ.
— Мĕн куртăн? — тĕлĕнчĕ Микула.
— Ним те курман та, тӳсме çук. Ав, хуралçă шакăртаттарать. Çав мĕне пĕлтернине чухлатăн-и?
«Эй, эсреметсем. Кунталла ан çывхарăр. Эпир сире тытма пултăратпăрь — асăрхаттарать вăл хурахсене. Нумаях та пулмасть-ха Натюш аппана хупăрлама килчĕç. Эпир те çак хуралçă пек янраса çӳренĕ пулсан, милиционерсене хăваласа яма мар, хамăра шаккаса хăваратчĕç.
Коля çамрăксен пурнăçĕнчи пăтăрмах çинчен сăмах хускатнине сисрĕ Микула. Малалла калама хистесшĕнччĕ, пус хапхи патне çитни кансĕрлерĕ. Тимĕр сенĕкпе пакур йăтнă икĕ арçын çула пӳлчĕ:
— Эрхип пичче, Куçук пичче! Ма чаратăр? Е пăллай-марăр-и? — эрленсе сасă пачĕ Коля.
Хуралçăсем Кольăна палларĕç пулин те, унпа юнашар ют çын ларса пынипе кăларса яма васкамарĕç.
— Ăçталла çул тытатăр?
— Ăçталла... — терĕ те Коля пĕлтерме юранипе юраманнине чухлайманран Микула çине пăхрĕ.
— Эрхип пичче, Куçук пичче. Мĕнле пурăнатăр? — хаваслăн саламларĕ Микула.
Хуралçăсене ятран чĕнни те ӳкĕте кĕртмерĕ. Вĕсем çав-çавах тĕпчерĕç:
— Хăш ялсем эсĕ? Кам тавраш?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...