Ултав


Пĕртен-пĕр юратнă, кăлкан çӳçлĕ хĕрĕ вилĕмпе кĕрешме пуçланăранпа çур çул та çитет пуль. Çак хушăра пăрчăкан пек вăр-вар, таврара çук сатур Униççе вăхăтсăр ватăлса пĕкĕрĕлсех ларчĕ. Хуйхă сывлăхне самай хавшатрĕ. Çапах та парăнмасть вăл, вăйне çитерсе упăшкине те, Лидăн ашшĕне, хавхалантарма тăрăшать. Веçех майлашăнасса, йĕркеллĕ пуласса ĕнентерет.

Икĕ ача çуратса çитĕнтерчĕç Пуяновсем. Тирпейлĕ пурăнчĕç. Хуçалăхĕ те çирĕп. Кашни куна хĕвелпе пĕрле пуçлакансен урăхла пулма та пултараймасть. Ашшĕсем те, аслашшĕ-мăн аслашшĕсем те ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Вăрман çумĕнчех вырнаçнă ялĕ пуян, мăнаçлă. Чăн пуянлăхĕ — вăрман. Пурте ун хуçалăхĕнче тăрăшаççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Арçынсем сунара çӳреççĕ, услам ĕçĕпе аппаланаççĕ, вĕлле хурчĕсем тытаççĕ. Утар тытма çăмăл кунта. Вăрман ĕçчене хисеплет. Тăрăшакана ал парать темелле. Вĕтĕр-шакăр ачисене арăмĕсем ӳстереççĕ. Вăрманта кашни хĕрарăмăн хăйĕн çырла-кăмпа вырăнĕ пур. Ӳркенментереххисем сиплĕ курăксем пуçтарса, çырла типĕтсе пасара сутма тухаççĕ. Униççе Пуянова шăп çав йышшисенчен пĕри. Алли-ури ылтăн çеç мар, питĕ ăслă, пысăк тавракурăмлă, пултаруллă арăм вăл. Курăксен усăлăхне, тискер чĕрчунсен чĕлхине пĕлет теççĕ ун пирки ял çыннисем. Канаш ыйтма пыракансене пурне те пылпа, матрӳшкепе чей ĕçтерет Униççе, хăш курăк еплерех чиртен сыватнине каласа парать. Тепĕр чух пысăк пĕлӳлĕхпе, ăсталăхпа мачча çинче пĕлсе типĕтнĕ курăкне пусмапа чĕркесе парсах ярать. Ывăлĕ аякра пурăнать вĕсен. Çар хĕсметĕнче тăрать. Пĕртен пĕр шанăçĕ — Лида тата унăн çемйи.

Хĕрĕ инкеке çакланнăранпа — чирленĕренпе — хăй те хăй мар хĕрарăм. Малтан район пульницинчен тухмасăр пăхрĕ. Хăрушла инсульт терĕç тухтăрсем, нумай пурăнаймассине систерчĕç. Хĕрĕх виççĕри хĕрарăмăн мĕн инсульчĕ пулмалла? Униççе сиплĕ шĕвексемпе сыватма пăхрĕ, çăварĕнчен кашăкпа ĕçтерчĕ.

Пурнăç самаях тылларĕ хĕрачине. Инкек çине синкек пуçĕ çине йăтăнсах пычĕç. Ăçта йăнăшрĕ Униççе? Хĕрне тем амак сукмакран пăрнине еплерех асăрхаса ĕлкĕреймерĕ.

Яла çитсе тăкăрлăкран пăрăнса ĕлкĕрнĕччĕ-и çук-и хирĕç хашкаса чупакан мăшăрне — Мируна — курчĕ амăш. Тем пулнă евĕр пăлханса ӳкнĕ арçын.

— Униççе, пульницаран шăнкăравларĕç. Пирĕн хĕр Лидочка калаçас тесе çăварне уçнă тет. Ăна сиплекен тухтăра вăл тем анне, анне, кала теме хăтланнăн туйăннă. Униççе, итле-ха, атя кӳршĕ Ваççана машинана хускатма ыйтам. Халех кайса килер. Калаçаймастчĕ-çке. Эппин пульницара ури çине тăратаççех ăна.

— Атя, кала эппин Ваççана. Ĕрçеет-ши тулĕк? Мăнука шăнкăравламарăн-и? — хыпăнса ӳкрĕ хĕрарăм.

— Кайран, карчăк, кайран. Малтан хамăр кайса килĕпĕр. Кайран çула май Шемшеле кĕрсе тухăпăр, — Мирун кӳрши патне васкарĕ.

— Тавах Турра, тем пекчĕ те. Сывалмалла сан, хĕрĕм, икĕ хĕрачуна амăшĕ кирлĕ. Антонĕ пысăк ĕнтĕ. Йĕкĕт. Техникумра вĕренет. Амăшĕсĕр те аптрамĕ. Кай, мĕн каласа тăратăп эп. Ăна та юратакан амăшĕ кирлĕ. Лида упăшкишĕн ик айкки — тăвайкки. Хаклама пĕлмерĕ арăмне.

Пульница картишне утса мар вĕçсе кĕчĕс Пуяновсем. Алăк тĕлĕнче мăшăра Лидăн тухтăрĕ Алиса Петровна кĕтсе илчĕ. Утнă май Униççе аппа кайнăранпа мĕн-мĕн пулса иртнине каласа пачĕ. Халь лăпланса çывăрса кайнă иккен те палатăна кĕме пăртак тăхтама ыйтрĕ вăл.

— Анне, ылхан-ни хă-ру-шă, каçар-ар Александăра, кур-ха мĕн чухлĕ инкек пул-чĕ юлаш-ки çир-ĕм çул хуш-шин-че. Пĕр айăп-сăр çын-сем хур кур-чĕç. Хăй ав кач-чă пек çӳ-ре-рĕ. Эп нумай çывăр-тăм-и, ан-не. Тем-ле тĕлĕк те тĕл-лен-нĕ, — йĕрекен амăшĕ çине куçне черсе пăхрĕ Лида. Сăмахсене тытăнчăклăн аран-аран каларĕ вăл. — Эп са-на юра-та-тăп. Ача-се-не те ку-рас ки-лет. Пу-рă-нас кил-ет!

Униççе хĕрне чун-чĕринченĕн çепĕççĕн ыталаса илчĕ. Калçса килĕшрĕмĕр тенĕн сылтăм аллине хыттăн чăмăртарĕ. Лида амăш куçĕнчен шанса пăхрĕ.

Униççе коридорта тăракан мăшăрне чĕнсе илчĕ. Мирун Лидăн аллинчен тытса ăна ялта пурте кĕтнине, хăвăртрах ури çине тăма тăрăшмаллине каларĕ. Ашшĕне юратнă хĕрĕсĕр кичеммине пĕлтерчĕ.

— Лида, сан чĕкеçӳсем куллен амăшĕ ăçтине ыйтаççĕ. Кăшт чирленĕ-ха вăл терĕмĕр. Сана сывалма хушаççĕ мăнуксем. Ирпелен садика та каясшăн мар тет ав. Арçынну тарăхать, — терĕ Мирун. Юратмасть вăл кĕрӳшне, кăнттам, тӳрккес, хаяр пулнăшăн питлет. Пĕртен-пĕр хĕрĕ тĕрмерен тухнă арçынпа — кӳршĕ ялти Микулайпа — çемье тĕвĕленĕшĕн тахçантанпах тертленет. Халĕ уйрăмах шухăшлать кун пирки. Кам шутланă çапла пулма пултарасса?

Лида ашшĕне хуравлама вăй çитереймерĕ пулас. Пуçĕпе çеç сĕлтрĕ. Аслисене алăк кутне çитичченех куçĕпе ăсатса ячĕ вăл, шап-шурă палатăра пĕччен юлсан хăйне леш тĕнчерен таврăннă ятпа саламларĕ. Куçĕнчен куççулĕ пĕр чарăнми юхрĕ унăн. Юхрĕ те юхрĕ...

 

Шкулта аван паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пычĕ Лида. Пур енĕпе те пултаруллăскер пурнăçне шут ĕçĕпе çыхăнтарма шутларĕ, аллине аттестат илсенех хулана института çул тытрĕ. Бухгалтера вĕренме кĕме ĕмĕтленет вăл. Экзаменсене пиллĕк паллăсемпе тытса Çыр Чаллинчи институт студентки пулса тăчĕ.

Кашни шăматкун яла вĕçтерсе çитет. Ашшĕпе амăшĕшĕн тунсăхлать. Аслисем те хĕрне хĕвел пек кĕтеççĕ. Тетĕшĕ, çар çынни, Инçет Хĕвелтухăçĕнче хĕсметре тăрать. Çавăнти хĕрех качча илнĕ. Яла килсен те — виçĕ çулне пĕрре килейĕ-и? Пуяновсен мĕнпур йăпанăçĕ те — Лида çеç. Хĕрĕн кăлтăрти куллийĕ çунатлантарать аслисене. Лида тата институт хыççăн тăван хуçалăхне таврăнма ĕмĕтленет. Çакă мар-и-ха ватăлса пыракан ашшĕ-амăшĕшĕн тулли телей?

Сарпике 3-мĕш курса çитрĕ. Вĕренӳре яланхилле ĕлкĕрсе пырать вăл. Аслă шкул мухтавĕ. Канмалли кунсенче килне те тăтăш кайкаларĕ. Автобус ялĕнчех антарса хăварать, чарăнуранах илсе каять. Хăйĕншĕн те мельлĕ, ашшĕ-амăшĕшĕн те канăçлă.

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче ушкăнĕпех пухăва хутшăннă хыççăн тӳрех яла вĕçтерчĕ Лида.

Клубра хăйĕн çине пĕр ял ачи, Александр (темшĕн ăна Саша тесе мар, тулли ячĕпе чĕнетчĕç тантăшĕсем), куç илмесĕр пăхнине сисрĕ. Ташлама та чĕнмест хăй, çăвар уçса сăмах каламасть — куç пăвать, пăвать. Илемлĕ каччă — ялти улпут-вăрманçăн кĕçĕн ывăлĕ, Лидăран пилĕк-ултă çул аслăрах йĕкĕт. Катари урамра пурăннăран унпа пит калаçса та курман темелле. Тахçан пĕрре урамра тетĕшпе пĕрле футболла вылянине сăнаса тăнине астăвать. Лида, пĕчĕкскер те чĕрĕскер, тантăшсемпе мечĕк тапакансем хыççăн каçса кайса чупнăччĕ.

Хальхинче сарă çӳçлĕ, кăвак куçлă яш хăйĕн çинчен куçне вĕçертменнине тимлемесĕр пултараймарĕ Пуянова. Тен, вăл ун шăпи. Хĕр-тантăшĕсемпе пĕр ташша та сиктермерĕ студентка. Çамрăк чух та ташламасан хăçан ташлас? Çаплах каламасть-и-ха юлташĕн кукамăшĕ те.

Лида иккĕмĕш кунне те Александр кашни тĕлпулмассерен хăйне куç хĕссе хăварнине асăрхарĕ. Дискотека хыççăн ăсатма пыма ирĕк ыйтрĕ. Хĕр хирĕçлемерĕ. Утрĕç çапла вăрман хĕррипе, кашниех харпăр хăй пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Пĕр-пĕрне каçса кайсах кăсăк япаласем çинчен каласа пачĕç. Александр ашшĕ пек чаплă вăрманçă (лесник) пулма ĕмĕтленет иккен. Çав шухăшпах вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Мари Ел вăрманĕсенче ĕçлесе пуян опыт пухнăскере, кил-çурт тĕпкĕчне ашшĕ тăван тăрăха чĕнсе илнĕ. Ĕç кунта та çителĕклех. Паян яш вăрмансене лашапа çаврăнса тухать, лару-тăрăва тĕпчет. Объезщик кĕске хушăрах ырă ят çĕнсе илме ĕлкĕрнĕ.

Лидăн мухтанмалли нумаях мар-ха. Вăл студентка, пилĕк минутсăр специалист. Александр ăна малашне вăрман хуçалăхĕнче те шут ĕçченĕсем кирлĕ пулассине пĕлтерчĕ.

— Санпа пĕрле услам ĕçне йĕркелесе ярăпăр, — вăлтарах каларĕ вăл хулăн сассипе. — Сан ак, Лида, институт хыççăнхи тĕллевсем мĕнлерех? Тен, пирĕн пурнăç юхан шывĕпе пĕр кимĕ çине ларса ишме тивĕ.

— Каларăн та, пĕр кимĕпе...Эпĕ тăван хуçалăха е бухгалтера, е экономиста вырнаçма шухăшлатăп. Дипломлă специалистсем пур çĕрте те кирлĕ, — куçне çĕклеме вăтанарах калаçрĕ сарпике.

Лидăн çӳçĕ юмахри пикенни пек сап-сарă та вăрăм. Куçĕ хурлăхана аса илтерет. Кулнă чух икĕ пит çымартийĕ те пăт путать. Яштака пĕвĕ-сийĕпе чăн-чăн Нарспи. Вĕреннĕ çĕрте те чечен чăваш хĕрĕн илемне ăмсанакансем сахал-и? Туллиех. Мăшăр пулма чĕнекенсем те пур вĕсен хушшинче. Лидăн уçă кăмăлĕ çеç вăрçăнса кайма памасть. Вăл нихçан та усала усалпа тавăрмасть. Каçарма пĕлет. Чĕрине çеç халиччен никама та уçса паманччĕ. Чăнласах юратса курманччĕ.

— Пĕлетĕр-и, Саша, (сана ун пек чĕнме юрать пуль?) хамăн пурнăçăма эп çӳллĕ, тĕреклĕ, уçă чунлă, тӳрĕ кăмăллă çынпа тĕвĕлеме шутлатăп. Эп ун валли виçĕ ача çуратса панă пулăттăм. Тĕпелте кукăль-пӳремеч пĕçерĕттĕм, каçпа ĕçрен кĕтсе илĕттĕм. Вăл вара мана, ачасене çепĕçлĕх, ачашлăх парнелетĕр, юраттăр. Хальлĕхе ун пеккине тĕл пулмарăм-ха эп, — куçне тартрĕ вăл. — Акă эпĕ киле çитрĕм те. Тавах ăсатса янăшăн. Каçĕ тем тĕттĕмрех паян. Çапах та çут çанталăк тарăн ыйхăран майĕпен вăранни сисĕнет. Кĕçех ак çĕмĕртсем, чиесем,улмуççисем çеçкене ларĕç. Ачасем урама ăшăнма тухĕç. Еплерех илемлĕ-çке çут тĕнче!

Александр Лидăна пит çăмартинчен чăпăрт чуптурĕ те ыран та тухма ыйтса куçĕнчен тинкерчĕ. Йăлăнса пăхнăн туйăнчĕ. Вĕсем ыран клубра мар, çакăнтан виçĕ утăмра вырнаçнă уçланкăра — çамрăксем спорт вăйисене выляма пухăнакан лапамра — тĕл пулма калаçса татăлчĕç.

— Атьсем унта волейболла выляма шухăшланă. Кӳршĕ ялсем те килеççĕ. Пирĕн командăшăн «чирлекен» хĕрсем пулсан эпир çĕнтеретпĕрех. Тантăшусене йыхăр. Ыранччен эппин, — каччă сывпуллашса алă пачĕ те килĕ еннелле уттарчĕ.

Лида уяв кунĕсенче тĕлĕкри пекех çӳрерĕ. Унăн çамрăк чĕрине юрату вут çулăмĕ хыпса илчĕ пулас та — халь кашни кунах савнине курас килчĕ.

Çĕртмере ял кунĕнче менчĕсем уява пухăнчĕç. Çимĕк те, Акатуй та, ял кунĕ те пĕр куна çакланчĕ. Кăнтăр тĕлнелле халăх юратнă уçланкăна пухăнма пуçларĕ. Лида та хаваспах хутшăнчĕ унта — вăл сцена çинчен чăваш юррине юрласа тĕлĕнтерчĕ. Пике хулара вокал студине çӳрет тенине илтнĕччĕ-ха тантăшĕсем — анчах та Лидăран кун пекех чаплă артист пулса тухасса шутламанччĕ. Тахçанччен алă çупнипе пикен тата виçĕ хутченех сцена çине тухма тиврĕ. Хăмасенчен янтăланă сцена çинчен лапам ал тупанĕ çинчи пек курăнать. Александр спорт вăййисене илсе пырать. Тем юлашки шăматкун курмарĕ ăна пике. Клубра та çукчĕ вăл, кайран урамра та. Сăлтавне те пĕлеймерĕ айванскер. Чĕри çеç кӳтсе çитрĕ, юратнă çыннишĕн тунсăхларĕ.

Каç енне самай ывăнса киле таврăнчĕ пике. Килнĕ килнĕ амăшне пахчара çĕр улми йăранĕ çинче пулăшма ĕлкĕрмелле. Ашшĕ ав мунча та хутнă. Ыран кăнтăрларан хулана çитмелле. Çитес кĕçнерникун — экзамен. Пахчаран ывăнса кĕнĕскер мунчаран пилĕк-çурăмне кантарса таврăнчĕ Лида. Амăшне милкĕпе çапрĕ, хăй те çапăнчĕ. Килне çитсен выртса çывăрма ĕмĕтленсе улăхрĕ Лида пĕчĕк çырма хĕрринчен.

Анчах та ăçта унта паян çывăрма? Таçтан-таçтан та тантăшĕсем, пĕр класра вĕреннĕ ачасем килсе çитнĕ. Клуба сĕтĕрсе тенĕ пек илсе тухса кайрĕç кӳршĕри хĕрупраçсем.

Киле каймалла текелесе тăнă хушăра бильярд пӳлĕмĕн алăкĕнчен сасартăк Александр мĕлхи курăнса кайрĕ. Чăнахах та вăл. Каччă та асăрхарĕ курăнать пикене. Унта-кунта çаврăнкаласа кĕнĕ хыççăн Лида патне утса пычĕ те ик сăмах каламалли пур тесе урама тухма чĕнчĕ.

— Салам, чиперкке, сана нумайранпа курман, тем мантăн пулас эс ĕлĕкхи тусна, — пике куçĕнчен тинкерчĕ вăл. Куçĕ яланхиллех кулать.

— Çук-çке, манман. Халь ман çуллахи сесси пырать, вĕренес пулать-çке. Студент сессирен сессиччен хаваслă пурăнать, экзаменсем вăхăтĕнче вара самай тарлать тенине илтнех эс, сарă каччă? — ыйтăвне кура пике те шӳтлĕ хурав парас терĕ . Çапла майпа каччăн сӳрĕкрех кăмăлĕпе килĕшесшĕн пулманнине систересшĕн пулчĕ.

—Лида, пăхсам каçĕ еплерех хитре, çăлтăрсем вăй выляççĕ, пире иксĕмĕре куç хĕснĕнех туйăнаççĕ. Атя урамра кăшт уçăлса çӳрер.

— Ыран çула тухмалла. Кăмăлу пулсан, Саша, ăсатса яр эппин мана киле, — йăлăнчĕ хĕр. Çак ачаран уйрăлас килменнине туйрĕ пулсан та килне иртерех çитмеллине те чухларĕ.

— Яланах хатĕр! Тархасшăн, тархасшăн, — ӳкĕтленçи пулчĕ вăл. — Çур сехет манпа уçăлса çӳреме вăхăт тупмăн-ши? Шапасем еплерех юрлаççĕ, кайăксем юрату юррине еплерех шăрантараççĕ. Хамăрăн юратнă вырăна — палан уçланкине çитсе килĕпĕр. Унти йывăçсене эпир аттепе иксĕмĕр лартнăччĕ. Эпĕ ун чухне пĕчĕккĕччĕ-ха.

— Саша, ыран ирех тăмалла. Килтисем те кĕтеççĕ.

— Çур сехет. Вăтăр минут. И вçо, пĕр самантрах çаврăнса çитĕпĕр. Хапхунтанах кĕртсе яратăп. Калаçса татăлтăмăр-и?

— Юрать эппин — çур сехет!

Вăхăчĕ чăнăх та ытарма çук лăпкă. Уçă сывлăшĕ ӳсĕртсех ярать. Шăпчăксем каçса кайсах юрату юррине юрлаççĕ. Тӳпери Алтăр çăлтăр килĕшӳллĕ мăшăра ытараймасăр телей сунса куç хĕснĕн туйăнчать. Пĕвери шапасем хăйсен мăшăрĕсене илĕртсе кăваклатаççĕ. Вăрманта курăк-чечек шăрши сăмсана кăтăклатать. Пĕр палламан кайăк теме систересшĕн каçса кайса чĕвиклетет.

— Саша, атя таврăнар каялла. Сĕм вăрман енче шевле вылять. Вăхăт-вăхăтпа таçта аслати кĕмсĕртетнĕ пек те туйăнать. Çумăр çывхармасть-ши? Вăрман вĕт вăл. Çиччас йĕпе-сапана туртса илĕ хăй çине, — пăшăрханма пуçларĕ Лида.

— Манпа чухне эс, пирĕштийĕм, нимĕнрен те ан кулян, — хуравларĕ йĕкĕт. — Пĕлĕтсем аякра-ха. Çумăрччен çаврăнса çитетпĕр. Лĕм çил те çук. Туятăн-и?

— Ялтан аякка кайрăмăр, вăрмана та таçта шала-шала кĕтĕмĕр пек туйнать. Хамăр уçланкă çулĕнчен пăрăнтăмăр пулас? Аташса каяр мар.

— Вăрманçăпа юнашар пыратăн-çке эс — вăрман улпучĕн ывăлĕпе. Эпĕ те атте çулĕпе каясшăн, пилĕк минутсăр вăрманçă, вырăнти авторитет.

Мухтанчăк тесшĕнччĕ те Лида именчĕ. Çиллентересрен хăрарĕ. Тепĕр тесен калаçтăр ара — чĕлхе шăмăсăр. Ашшĕ пулăшсан, хавхалантарсан чаплă вăрманçă пуласси те аякра мар. Ачи тăрăшуллăскер-ха.

— Лида паянхи кун вăрăм пулчĕ пек туйăнмарĕ-и саншăн? Эп ирхине уявра аппалантăм, ачасене спорт вăййисене выляттартăм. Клубра пултăмăр. Халь ак ялти чи хӳхĕм хĕрпе юнашар унăн илемĕпе киленсе пыратăп, унăн пылак евĕк шăршине туятăп. Тĕлĕнтермĕш мар-и-ха çакă?

— Калатăн та эсĕ, Саша!

— Чăн тĕрĕсне калатăп-çке. Уçланкă сылтăмарах юлчĕ пулас пирĕн. Эсĕ тĕрĕс асăрханă. Таврăнар каялла, — каччă хĕрĕн аллине хытăрах чăмăртарĕ.

— Кур-ха, кур еплерех вăйлă çил çĕкленчĕ. Çумăр çывхарнăçемĕн çывхарать. Саша, пăхсам вăрман тĕсĕ еплерех хăвăрт улшăнать. Тĕттĕмленет вăл, сӳрĕкленет. Çăлтăрсем курăнми пулчĕç. Йывăçсем çӳллĕрех, мăнаçлăрах курăнаççĕ. Тăманасем ӳлетни чуна çӳçентерет. Пĕчĕк кайăксем юрлама пăрахрĕç. Хăрушă.

 

— Лида, манпа чухне нимрен те хăрама кирлĕ мар. Çумăрччен эпир тухатпăр чăтлăхран, — яш хăйне лăпкă тытма тăрăшрĕ пулин те ăнсăрт лару-тăру унăн кăмăлне те пусарни сисĕнчĕ.

Пĕр самантра умри юмансем вĕсем çине килнĕнех туйăнчĕ. Арăс-пирĕс çиçĕм йăлтăр-ялтăр çиçрĕ, хыççăнах аслати кĕмсĕртетрĕ. Çил-тăвăл хускалчĕ. Çĕр çулхи юмансен турачĕсем мар, Аçтаха аллипе хăлаçланнăн, инçетелле кармашнăн туйăнчĕ.

— Ай Турăçăм, çак вăрмантан ырă-сывă илсе тухсам пире! — Лида сасси йĕрсе яралса илтĕнет. — Тепре аннепе аттене курма май парсам!

— Мĕскер эсĕ, Лида? Иксĕмĕр чухне кам хăратайтăр? Çак çумăр-и? — лăплантарма пăхрĕ Саша пикене. — Кунтан аякрах та мар, сунарçă çурчĕ пурччĕ пек астăватăп. Лутра та пĕчĕк йывăç çурт. Ăна пĕр ватă сунарçă ăсталанă тесе каласа панăччĕ атте. Ун çинчен темле юмах-халап та çӳрет тенине те илтнĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: