Николай Ишентей (Николай Петрович Петров) Чăваш Республикинчи Çĕрпӳ районне кĕрекен Тури Шурçырма ялĕнче 1953 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче çуралнă.
1971 çулта Красноармейскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш ял хуçалăх институтĕнче ăс пухать. Совет Çарĕнче хĕсметре тăрать. Тăван ялне таврăнсассăн совхозра инженерта, вăтам сыпăкри ертӳçĕре ĕçлет.
Литературăпа мĕн ачаранпах туслăскер Чăваш патшалăх университечĕн культурăпа филологи факультетĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе ăс-хакăлне ӳстерет. Халăха çывăх пулни, пурнăçа тарăннăн ăнланни ăна этемлĕх умĕнче тăракан çивĕч проблемăсене хускатма хистеççĕ. 1995 çулта «Япав» журналта унăн «Çуралман ача сасси» поэми пичетленет. Хальччен тӳррĕн калайманнине куçран калама май тупнăран поэмăн кашни йĕркинчен сăрхăнса тухакан чун ыратăвĕ никама та пăшăрхантармасăр тăма пултараймасть. Ăна чăвашсен паллă академикĕ Г.Н.Волков пысăк хак панă. Халăх философине илемлĕх категорийĕ вырăнне лартас ăсталăхĕ унăн ытти хайлавĕсене те чĕрĕлĕх кĕртет, сăнарлă шухăшлавĕнче хăйне евĕрлĕ йĕрке хуçаланать. Николай Ишентей нумай кĕнеке авторĕ, кĕçĕннисен юратнă юмахçи те. 1994 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ.
Кĕнекесем
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...