Пĕртен-пĕр юратнă, кăлкан çӳçлĕ хĕрĕ вилĕмпе кĕрешме пуçланăранпа çур çул та çитет пуль. Çак хушăра пăрчăкан пек вăр-вар, таврара çук сатур Униççе вăхăтсăр ватăлса пĕкĕрĕлсех ларчĕ. Хуйхă сывлăхне самай хавшатрĕ. Çапах та парăнмасть вăл, вăйне çитерсе упăшкине те, Лидăн ашшĕне, хавхалантарма тăрăшать. Веçех майлашăнасса, йĕркеллĕ пуласса ĕнентерет.
Икĕ ача çуратса çитĕнтерчĕç Пуяновсем. Тирпейлĕ пурăнчĕç. Хуçалăхĕ те çирĕп. Кашни куна хĕвелпе пĕрле пуçлакансен урăхла пулма та пултараймасть. Ашшĕсем те, аслашшĕ-мăн аслашшĕсем те ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Вăрман çумĕнчех вырнаçнă ялĕ пуян, мăнаçлă. Чăн пуянлăхĕ — вăрман. Пурте ун хуçалăхĕнче тăрăшаççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Арçынсем сунара çӳреççĕ, услам ĕçĕпе аппаланаççĕ, вĕлле хурчĕсем тытаççĕ. Утар тытма çăмăл кунта. Вăрман ĕçчене хисеплет. Тăрăшакана ал парать темелле. Вĕтĕр-шакăр ачисене арăмĕсем ӳстереççĕ. Вăрманта кашни хĕрарăмăн хăйĕн çырла-кăмпа вырăнĕ пур. Ӳркенментереххисем сиплĕ курăксем пуçтарса, çырла типĕтсе пасара сутма тухаççĕ. Униççе Пуянова шăп çав йышшисенчен пĕри. Алли-ури ылтăн çеç мар, питĕ ăслă, пысăк тавракурăмлă, пултаруллă арăм вăл. Курăксен усăлăхне, тискер чĕрчунсен чĕлхине пĕлет теççĕ ун пирки ял çыннисем. Канаш ыйтма пыракансене пурне те пылпа, матрӳшкепе чей ĕçтерет Униççе, хăш курăк еплерех чиртен сыватнине каласа парать. Тепĕр чух пысăк пĕлӳлĕхпе, ăсталăхпа мачча çинче пĕлсе типĕтнĕ курăкне пусмапа чĕркесе парсах ярать. Ывăлĕ аякра пурăнать вĕсен. Çар хĕсметĕнче тăрать. Пĕртен пĕр шанăçĕ — Лида тата унăн çемйи.
Хĕрĕ инкеке çакланнăранпа — чирленĕренпе — хăй те хăй мар хĕрарăм. Малтан район пульницинчен тухмасăр пăхрĕ. Хăрушла инсульт терĕç тухтăрсем, нумай пурăнаймассине систерчĕç. Хĕрĕх виççĕри хĕрарăмăн мĕн инсульчĕ пулмалла? Униççе сиплĕ шĕвексемпе сыватма пăхрĕ, çăварĕнчен кашăкпа ĕçтерчĕ.
Пурнăç самаях тылларĕ хĕрачине. Инкек çине синкек пуçĕ çине йăтăнсах пычĕç. Ăçта йăнăшрĕ Униççе? Хĕрне тем амак сукмакран пăрнине еплерех асăрхаса ĕлкĕреймерĕ.
Яла çитсе тăкăрлăкран пăрăнса ĕлкĕрнĕччĕ-и çук-и хирĕç хашкаса чупакан мăшăрне — Мируна — курчĕ амăш. Тем пулнă евĕр пăлханса ӳкнĕ арçын.
— Униççе, пульницаран шăнкăравларĕç. Пирĕн хĕр Лидочка калаçас тесе çăварне уçнă тет. Ăна сиплекен тухтăра вăл тем анне, анне, кала теме хăтланнăн туйăннă. Униççе, итле-ха, атя кӳршĕ Ваççана машинана хускатма ыйтам. Халех кайса килер. Калаçаймастчĕ-çке. Эппин пульницара ури çине тăратаççех ăна.
— Атя, кала эппин Ваççана. Ĕрçеет-ши тулĕк? Мăнука шăнкăравламарăн-и? — хыпăнса ӳкрĕ хĕрарăм.
— Кайран, карчăк, кайран. Малтан хамăр кайса килĕпĕр. Кайран çула май Шемшеле кĕрсе тухăпăр, — Мирун кӳрши патне васкарĕ.
— Тавах Турра, тем пекчĕ те. Сывалмалла сан, хĕрĕм, икĕ хĕрачуна амăшĕ кирлĕ. Антонĕ пысăк ĕнтĕ. Йĕкĕт. Техникумра вĕренет. Амăшĕсĕр те аптрамĕ. Кай, мĕн каласа тăратăп эп. Ăна та юратакан амăшĕ кирлĕ. Лида упăшкишĕн ик айкки — тăвайкки. Хаклама пĕлмерĕ арăмне.
Пульница картишне утса мар вĕçсе кĕчĕс Пуяновсем. Алăк тĕлĕнче мăшăра Лидăн тухтăрĕ Алиса Петровна кĕтсе илчĕ. Утнă май Униççе аппа кайнăранпа мĕн-мĕн пулса иртнине каласа пачĕ. Халь лăпланса çывăрса кайнă иккен те палатăна кĕме пăртак тăхтама ыйтрĕ вăл.
— Анне, ылхан-ни хă-ру-шă, каçар-ар Александăра, кур-ха мĕн чухлĕ инкек пул-чĕ юлаш-ки çир-ĕм çул хуш-шин-че. Пĕр айăп-сăр çын-сем хур кур-чĕç. Хăй ав кач-чă пек çӳ-ре-рĕ. Эп нумай çывăр-тăм-и, ан-не. Тем-ле тĕлĕк те тĕл-лен-нĕ, — йĕрекен амăшĕ çине куçне черсе пăхрĕ Лида. Сăмахсене тытăнчăклăн аран-аран каларĕ вăл. — Эп са-на юра-та-тăп. Ача-се-не те ку-рас ки-лет. Пу-рă-нас кил-ет!
Униççе хĕрне чун-чĕринченĕн çепĕççĕн ыталаса илчĕ. Калçса килĕшрĕмĕр тенĕн сылтăм аллине хыттăн чăмăртарĕ. Лида амăш куçĕнчен шанса пăхрĕ.
Униççе коридорта тăракан мăшăрне чĕнсе илчĕ. Мирун Лидăн аллинчен тытса ăна ялта пурте кĕтнине, хăвăртрах ури çине тăма тăрăшмаллине каларĕ. Ашшĕне юратнă хĕрĕсĕр кичеммине пĕлтерчĕ.
— Лида, сан чĕкеçӳсем куллен амăшĕ ăçтине ыйтаççĕ. Кăшт чирленĕ-ха вăл терĕмĕр. Сана сывалма хушаççĕ мăнуксем. Ирпелен садика та каясшăн мар тет ав. Арçынну тарăхать, — терĕ Мирун. Юратмасть вăл кĕрӳшне, кăнттам, тӳрккес, хаяр пулнăшăн питлет. Пĕртен-пĕр хĕрĕ тĕрмерен тухнă арçынпа — кӳршĕ ялти Микулайпа — çемье тĕвĕленĕшĕн тахçантанпах тертленет. Халĕ уйрăмах шухăшлать кун пирки. Кам шутланă çапла пулма пултарасса?
Лида ашшĕне хуравлама вăй çитереймерĕ пулас. Пуçĕпе çеç сĕлтрĕ. Аслисене алăк кутне çитичченех куçĕпе ăсатса ячĕ вăл, шап-шурă палатăра пĕччен юлсан хăйне леш тĕнчерен таврăннă ятпа саламларĕ. Куçĕнчен куççулĕ пĕр чарăнми юхрĕ унăн. Юхрĕ те юхрĕ...
Шкулта аван паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пычĕ Лида. Пур енĕпе те пултаруллăскер пурнăçне шут ĕçĕпе çыхăнтарма шутларĕ, аллине аттестат илсенех хулана института çул тытрĕ. Бухгалтера вĕренме кĕме ĕмĕтленет вăл. Экзаменсене пиллĕк паллăсемпе тытса Çыр Чаллинчи институт студентки пулса тăчĕ.
Кашни шăматкун яла вĕçтерсе çитет. Ашшĕпе амăшĕшĕн тунсăхлать. Аслисем те хĕрне хĕвел пек кĕтеççĕ. Тетĕшĕ, çар çынни, Инçет Хĕвелтухăçĕнче хĕсметре тăрать. Çавăнти хĕрех качча илнĕ. Яла килсен те — виçĕ çулне пĕрре килейĕ-и? Пуяновсен мĕнпур йăпанăçĕ те — Лида çеç. Хĕрĕн кăлтăрти куллийĕ çунатлантарать аслисене. Лида тата институт хыççăн тăван хуçалăхне таврăнма ĕмĕтленет. Çакă мар-и-ха ватăлса пыракан ашшĕ-амăшĕшĕн тулли телей?
Сарпике 3-мĕш курса çитрĕ. Вĕренӳре яланхилле ĕлкĕрсе пырать вăл. Аслă шкул мухтавĕ. Канмалли кунсенче килне те тăтăш кайкаларĕ. Автобус ялĕнчех антарса хăварать, чарăнуранах илсе каять. Хăйĕншĕн те мельлĕ, ашшĕ-амăшĕшĕн те канăçлă.
Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче ушкăнĕпех пухăва хутшăннă хыççăн тӳрех яла вĕçтерчĕ Лида.
Клубра хăйĕн çине пĕр ял ачи, Александр (темшĕн ăна Саша тесе мар, тулли ячĕпе чĕнетчĕç тантăшĕсем), куç илмесĕр пăхнине сисрĕ. Ташлама та чĕнмест хăй, çăвар уçса сăмах каламасть — куç пăвать, пăвать. Илемлĕ каччă — ялти улпут-вăрманçăн кĕçĕн ывăлĕ, Лидăран пилĕк-ултă çул аслăрах йĕкĕт. Катари урамра пурăннăран унпа пит калаçса та курман темелле. Тахçан пĕрре урамра тетĕшпе пĕрле футболла вылянине сăнаса тăнине астăвать. Лида, пĕчĕкскер те чĕрĕскер, тантăшсемпе мечĕк тапакансем хыççăн каçса кайса чупнăччĕ.
Хальхинче сарă çӳçлĕ, кăвак куçлă яш хăйĕн çинчен куçне вĕçертменнине тимлемесĕр пултараймарĕ Пуянова. Тен, вăл ун шăпи. Хĕр-тантăшĕсемпе пĕр ташша та сиктермерĕ студентка. Çамрăк чух та ташламасан хăçан ташлас? Çаплах каламасть-и-ха юлташĕн кукамăшĕ те.
Лида иккĕмĕш кунне те Александр кашни тĕлпулмассерен хăйне куç хĕссе хăварнине асăрхарĕ. Дискотека хыççăн ăсатма пыма ирĕк ыйтрĕ. Хĕр хирĕçлемерĕ. Утрĕç çапла вăрман хĕррипе, кашниех харпăр хăй пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Пĕр-пĕрне каçса кайсах кăсăк япаласем çинчен каласа пачĕç. Александр ашшĕ пек чаплă вăрманçă (лесник) пулма ĕмĕтленет иккен. Çав шухăшпах вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Мари Ел вăрманĕсенче ĕçлесе пуян опыт пухнăскере, кил-çурт тĕпкĕчне ашшĕ тăван тăрăха чĕнсе илнĕ. Ĕç кунта та çителĕклех. Паян яш вăрмансене лашапа çаврăнса тухать, лару-тăрăва тĕпчет. Объезщик кĕске хушăрах ырă ят çĕнсе илме ĕлкĕрнĕ.
Лидăн мухтанмалли нумаях мар-ха. Вăл студентка, пилĕк минутсăр специалист. Александр ăна малашне вăрман хуçалăхĕнче те шут ĕçченĕсем кирлĕ пулассине пĕлтерчĕ.
— Санпа пĕрле услам ĕçне йĕркелесе ярăпăр, — вăлтарах каларĕ вăл хулăн сассипе. — Сан ак, Лида, институт хыççăнхи тĕллевсем мĕнлерех? Тен, пирĕн пурнăç юхан шывĕпе пĕр кимĕ çине ларса ишме тивĕ.
— Каларăн та, пĕр кимĕпе...Эпĕ тăван хуçалăха е бухгалтера, е экономиста вырнаçма шухăшлатăп. Дипломлă специалистсем пур çĕрте те кирлĕ, — куçне çĕклеме вăтанарах калаçрĕ сарпике.
Лидăн çӳçĕ юмахри пикенни пек сап-сарă та вăрăм. Куçĕ хурлăхана аса илтерет. Кулнă чух икĕ пит çымартийĕ те пăт путать. Яштака пĕвĕ-сийĕпе чăн-чăн Нарспи. Вĕреннĕ çĕрте те чечен чăваш хĕрĕн илемне ăмсанакансем сахал-и? Туллиех. Мăшăр пулма чĕнекенсем те пур вĕсен хушшинче. Лидăн уçă кăмăлĕ çеç вăрçăнса кайма памасть. Вăл нихçан та усала усалпа тавăрмасть. Каçарма пĕлет. Чĕрине çеç халиччен никама та уçса паманччĕ. Чăнласах юратса курманччĕ.
— Пĕлетĕр-и, Саша, (сана ун пек чĕнме юрать пуль?) хамăн пурнăçăма эп çӳллĕ, тĕреклĕ, уçă чунлă, тӳрĕ кăмăллă çынпа тĕвĕлеме шутлатăп. Эп ун валли виçĕ ача çуратса панă пулăттăм. Тĕпелте кукăль-пӳремеч пĕçерĕттĕм, каçпа ĕçрен кĕтсе илĕттĕм. Вăл вара мана, ачасене çепĕçлĕх, ачашлăх парнелетĕр, юраттăр. Хальлĕхе ун пеккине тĕл пулмарăм-ха эп, — куçне тартрĕ вăл. — Акă эпĕ киле çитрĕм те. Тавах ăсатса янăшăн. Каçĕ тем тĕттĕмрех паян. Çапах та çут çанталăк тарăн ыйхăран майĕпен вăранни сисĕнет. Кĕçех ак çĕмĕртсем, чиесем,улмуççисем çеçкене ларĕç. Ачасем урама ăшăнма тухĕç. Еплерех илемлĕ-çке çут тĕнче!
Александр Лидăна пит çăмартинчен чăпăрт чуптурĕ те ыран та тухма ыйтса куçĕнчен тинкерчĕ. Йăлăнса пăхнăн туйăнчĕ. Вĕсем ыран клубра мар, çакăнтан виçĕ утăмра вырнаçнă уçланкăра — çамрăксем спорт вăйисене выляма пухăнакан лапамра — тĕл пулма калаçса татăлчĕç.
— Атьсем унта волейболла выляма шухăшланă. Кӳршĕ ялсем те килеççĕ. Пирĕн командăшăн «чирлекен» хĕрсем пулсан эпир çĕнтеретпĕрех. Тантăшусене йыхăр. Ыранччен эппин, — каччă сывпуллашса алă пачĕ те килĕ еннелле уттарчĕ.
Лида уяв кунĕсенче тĕлĕкри пекех çӳрерĕ. Унăн çамрăк чĕрине юрату вут çулăмĕ хыпса илчĕ пулас та — халь кашни кунах савнине курас килчĕ.
Çĕртмере ял кунĕнче менчĕсем уява пухăнчĕç. Çимĕк те, Акатуй та, ял кунĕ те пĕр куна çакланчĕ. Кăнтăр тĕлнелле халăх юратнă уçланкăна пухăнма пуçларĕ. Лида та хаваспах хутшăнчĕ унта — вăл сцена çинчен чăваш юррине юрласа тĕлĕнтерчĕ. Пике хулара вокал студине çӳрет тенине илтнĕччĕ-ха тантăшĕсем — анчах та Лидăран кун пекех чаплă артист пулса тухасса шутламанччĕ. Тахçанччен алă çупнипе пикен тата виçĕ хутченех сцена çине тухма тиврĕ. Хăмасенчен янтăланă сцена çинчен лапам ал тупанĕ çинчи пек курăнать. Александр спорт вăййисене илсе пырать. Тем юлашки шăматкун курмарĕ ăна пике. Клубра та çукчĕ вăл, кайран урамра та. Сăлтавне те пĕлеймерĕ айванскер. Чĕри çеç кӳтсе çитрĕ, юратнă çыннишĕн тунсăхларĕ.
Каç енне самай ывăнса киле таврăнчĕ пике. Килнĕ килнĕ амăшне пахчара çĕр улми йăранĕ çинче пулăшма ĕлкĕрмелле. Ашшĕ ав мунча та хутнă. Ыран кăнтăрларан хулана çитмелле. Çитес кĕçнерникун — экзамен. Пахчаран ывăнса кĕнĕскер мунчаран пилĕк-çурăмне кантарса таврăнчĕ Лида. Амăшне милкĕпе çапрĕ, хăй те çапăнчĕ. Килне çитсен выртса çывăрма ĕмĕтленсе улăхрĕ Лида пĕчĕк çырма хĕрринчен.
Анчах та ăçта унта паян çывăрма? Таçтан-таçтан та тантăшĕсем, пĕр класра вĕреннĕ ачасем килсе çитнĕ. Клуба сĕтĕрсе тенĕ пек илсе тухса кайрĕç кӳршĕри хĕрупраçсем.
Киле каймалла текелесе тăнă хушăра бильярд пӳлĕмĕн алăкĕнчен сасартăк Александр мĕлхи курăнса кайрĕ. Чăнахах та вăл. Каччă та асăрхарĕ курăнать пикене. Унта-кунта çаврăнкаласа кĕнĕ хыççăн Лида патне утса пычĕ те ик сăмах каламалли пур тесе урама тухма чĕнчĕ.
— Салам, чиперкке, сана нумайранпа курман, тем мантăн пулас эс ĕлĕкхи тусна, — пике куçĕнчен тинкерчĕ вăл. Куçĕ яланхиллех кулать.
— Çук-çке, манман. Халь ман çуллахи сесси пырать, вĕренес пулать-çке. Студент сессирен сессиччен хаваслă пурăнать, экзаменсем вăхăтĕнче вара самай тарлать тенине илтнех эс, сарă каччă? — ыйтăвне кура пике те шӳтлĕ хурав парас терĕ . Çапла майпа каччăн сӳрĕкрех кăмăлĕпе килĕшесшĕн пулманнине систересшĕн пулчĕ.
—Лида, пăхсам каçĕ еплерех хитре, çăлтăрсем вăй выляççĕ, пире иксĕмĕре куç хĕснĕнех туйăнаççĕ. Атя урамра кăшт уçăлса çӳрер.
— Ыран çула тухмалла. Кăмăлу пулсан, Саша, ăсатса яр эппин мана киле, — йăлăнчĕ хĕр. Çак ачаран уйрăлас килменнине туйрĕ пулсан та килне иртерех çитмеллине те чухларĕ.
— Яланах хатĕр! Тархасшăн, тархасшăн, — ӳкĕтленçи пулчĕ вăл. — Çур сехет манпа уçăлса çӳреме вăхăт тупмăн-ши? Шапасем еплерех юрлаççĕ, кайăксем юрату юррине еплерех шăрантараççĕ. Хамăрăн юратнă вырăна — палан уçланкине çитсе килĕпĕр. Унти йывăçсене эпир аттепе иксĕмĕр лартнăччĕ. Эпĕ ун чухне пĕчĕккĕччĕ-ха.
— Саша, ыран ирех тăмалла. Килтисем те кĕтеççĕ.
— Çур сехет. Вăтăр минут. И вçо, пĕр самантрах çаврăнса çитĕпĕр. Хапхунтанах кĕртсе яратăп. Калаçса татăлтăмăр-и?
— Юрать эппин — çур сехет!
Вăхăчĕ чăнăх та ытарма çук лăпкă. Уçă сывлăшĕ ӳсĕртсех ярать. Шăпчăксем каçса кайсах юрату юррине юрлаççĕ. Тӳпери Алтăр çăлтăр килĕшӳллĕ мăшăра ытараймасăр телей сунса куç хĕснĕн туйăнчать. Пĕвери шапасем хăйсен мăшăрĕсене илĕртсе кăваклатаççĕ. Вăрманта курăк-чечек шăрши сăмсана кăтăклатать. Пĕр палламан кайăк теме систересшĕн каçса кайса чĕвиклетет.
— Саша, атя таврăнар каялла. Сĕм вăрман енче шевле вылять. Вăхăт-вăхăтпа таçта аслати кĕмсĕртетнĕ пек те туйăнать. Çумăр çывхармасть-ши? Вăрман вĕт вăл. Çиччас йĕпе-сапана туртса илĕ хăй çине, — пăшăрханма пуçларĕ Лида.
— Манпа чухне эс, пирĕштийĕм, нимĕнрен те ан кулян, — хуравларĕ йĕкĕт. — Пĕлĕтсем аякра-ха. Çумăрччен çаврăнса çитетпĕр. Лĕм çил те çук. Туятăн-и?
— Ялтан аякка кайрăмăр, вăрмана та таçта шала-шала кĕтĕмĕр пек туйнать. Хамăр уçланкă çулĕнчен пăрăнтăмăр пулас? Аташса каяр мар.
— Вăрманçăпа юнашар пыратăн-çке эс — вăрман улпучĕн ывăлĕпе. Эпĕ те атте çулĕпе каясшăн, пилĕк минутсăр вăрманçă, вырăнти авторитет.
Мухтанчăк тесшĕнччĕ те Лида именчĕ. Çиллентересрен хăрарĕ. Тепĕр тесен калаçтăр ара — чĕлхе шăмăсăр. Ашшĕ пулăшсан, хавхалантарсан чаплă вăрманçă пуласси те аякра мар. Ачи тăрăшуллăскер-ха.
— Лида паянхи кун вăрăм пулчĕ пек туйăнмарĕ-и саншăн? Эп ирхине уявра аппалантăм, ачасене спорт вăййисене выляттартăм. Клубра пултăмăр. Халь ак ялти чи хӳхĕм хĕрпе юнашар унăн илемĕпе киленсе пыратăп, унăн пылак евĕк шăршине туятăп. Тĕлĕнтермĕш мар-и-ха çакă?
— Калатăн та эсĕ, Саша!
— Чăн тĕрĕсне калатăп-çке. Уçланкă сылтăмарах юлчĕ пулас пирĕн. Эсĕ тĕрĕс асăрханă. Таврăнар каялла, — каччă хĕрĕн аллине хытăрах чăмăртарĕ.
— Кур-ха, кур еплерех вăйлă çил çĕкленчĕ. Çумăр çывхарнăçемĕн çывхарать. Саша, пăхсам вăрман тĕсĕ еплерех хăвăрт улшăнать. Тĕттĕмленет вăл, сӳрĕкленет. Çăлтăрсем курăнми пулчĕç. Йывăçсем çӳллĕрех, мăнаçлăрах курăнаççĕ. Тăманасем ӳлетни чуна çӳçентерет. Пĕчĕк кайăксем юрлама пăрахрĕç. Хăрушă.
— Лида, манпа чухне нимрен те хăрама кирлĕ мар. Çумăрччен эпир тухатпăр чăтлăхран, — яш хăйне лăпкă тытма тăрăшрĕ пулин те ăнсăрт лару-тăру унăн кăмăлне те пусарни сисĕнчĕ.
Пĕр самантра умри юмансем вĕсем çине килнĕнех туйăнчĕ. Арăс-пирĕс çиçĕм йăлтăр-ялтăр çиçрĕ, хыççăнах аслати кĕмсĕртетрĕ. Çил-тăвăл хускалчĕ. Çĕр çулхи юмансен турачĕсем мар, Аçтаха аллипе хăлаçланнăн, инçетелле кармашнăн туйăнчĕ.
— Ай Турăçăм, çак вăрмантан ырă-сывă илсе тухсам пире! — Лида сасси йĕрсе яралса илтĕнет. — Тепре аннепе аттене курма май парсам!
— Мĕскер эсĕ, Лида? Иксĕмĕр чухне кам хăратайтăр? Çак çумăр-и? — лăплантарма пăхрĕ Саша пикене. — Кунтан аякрах та мар, сунарçă çурчĕ пурччĕ пек астăватăп. Лутра та пĕчĕк йывăç çурт. Ăна пĕр ватă сунарçă ăсталанă тесе каласа панăччĕ атте. Ун çинчен темле юмах-халап та çӳрет тенине те илтнĕ.
— Саша, тем ан кала-ха. Мĕнле çурт пур пултăр ку чăтлăхра? Ахальтен каламаççĕ иккен ватăсем вăрман аташтарать тесе. Эсĕ, Саша, ку çулсене пилĕк пӳрнӳне пĕлнĕ пек пĕлетĕн тесе шутланăччĕ. Мĕншĕн вăрмана кĕмелле пулчĕ-ха çĕрле? — Лида кĕç-вĕç йĕрсе яралса калаçрĕ. Чунĕ хурланчĕ унăн.
— Чим, чим, чиперук. Эс мана шанмастăн пулать-и? Курăр-ха, вăрманçă хăюлăхне ĕненмен пикесем те пур иккен çĕр çинче, — каччă хăйне тивĕçлĕ тытма тăрăшрĕ пулин те Лида ниепле те лăпланса çитеймерĕ.
— Ак çак юпаран инçе пулма тивĕç мар çак пĕчĕк хура çурт. Кунталла — Çурçĕр, çавăнталла — Кăнтăр, ку енче — Хĕвелтухăç, лерелле — Хĕвеланăç. Тăхта...— Саша каласа пĕтереймерĕ — çумăр витререн янă пек лӳшкеме пуçларĕ.
— Лида, телей пурах — эпир шăп та шай çав ӳркенмен ватă сунарçă çурчĕ тĕлне килсе тухнă, — каччă хĕре аллинчен туртсах кукленсе ларнă евĕр тайăннă хура йывăç пӳрт енне васкатрĕ. Йĕп-йĕпе вĕсем — тумĕ çинче пĕр типĕ вырăн çук. Çумăр айне лекнĕ хир чăххисем пек хӳтлĕхсĕр.
Çуртăн алăкĕ çинче çăра та пур. Анчах та уçăпа питĕрмен курăнать ăна. Каччă алăка йăпăр-япăр уçрĕ те пикене пăлтăралла кĕме пулăшрĕ. Пăртак тăхта-ха тесе таçтан çӳлĕкрен краççынпа çунакан лампа туртса кăларчĕ. Шăрпăкĕ те кунтах.
— Лида, хăвăн çинчи тумна хывса пăрах хăвăртрах. Ак сана типĕ япала (таçтан те пысăк ал шăлли, те темле çĕтĕк-çурăк туртса кăларчĕ вăл). Кĕпӳне кăшт куштăрхасанах каялла тăхăнăн, — Саша пикене тĕлĕнтерсех ячĕ. — Ну, мĕн пăхса тăратăн. Камăн виçмине экзаменччĕ-ха унта. Санăн мар-и? Чирлеме пачах юрамасть. Çиччас санпа вĕри чей ĕçĕпĕр.
— Кунта мĕн чейник те, пăшăхлантарма курăк е заварка таврашĕ те пур-им? — кăсăкланчĕ йĕпе тумне улăштаракан хĕр.
— Кунта веçех пур. Эпир вăрманта вĕт.
Саша кăппăл-каппăл пăлтăра (ячĕ кăна çапла ĕнтĕ унăн, хăмасенчен çапкаласа хунă картлашка темелле пуль) чупса тухрĕ. Пӳрте тĕтĕм шăрши сарăлчĕ. Хăш хушăра кăвайт чĕртнĕ вăл, çумăр лекмен вырăн тупнă.
Тĕрлĕ курăк ярса вĕрентнĕ чей ĕçсен Лидăна пит аван пулса кайрĕ. Ыйхă пусса илчĕ.
— Саша, çумăр лăпланчĕ. Атя киле каяр, — хăйĕн çинче тата темле кивĕ куртка пуррине асăрхарĕ пике.
— Кĕпӳ типтĕр ĕнтĕ. Кун пек шăнса пăсăласси те аякра мар. Чирлеме те пулĕ.
— Çук, çук, пуçтарăнтăмăр. Эпĕ шăнаканниех марччĕ-ха... Киле çитсен ăшăнăп.
Саша чиперккен кăлкан евĕр çемçе çӳçĕпе выляма, питне, куçне ăнтăхса кайса чуптума пуçларĕ.
— Саша, мĕн хăтланатăн эс? Юрамасть капла—тĕртме алă вăйĕ çуккине, хăй хӳтлĕхсĕр иккенне туйрĕ.
— Пĕчĕкскер эс манăн, илемлĕскерĕм. Ман сана юратас, ачашлас килет. Вĕренсе пĕтерĕн те эп сана качча илĕп. Халь вара пĕтĕмпех манăн пулăн, манăн çеç.
— Хĕр чысне эпĕ пулас мăшăра çеç парнелесшĕнччĕ. Мĕн ĕçтертĕн эс мана. Пĕр чĕптĕм вăй çук... Эс ман тусчĕ-çке. Мĕншĕн ирĕксĕрлетсе, улталаса киревсĕр хăтланатăн?
— Эп сана юратасшăн. Еплерех тутлă, пылак сан кăвар туту...
Лида килне епле çитсе ăшă вырăнĕ çине выртнине тĕлĕкри пек çеç астăвать. Ун чухне тĕттĕмччĕ-ха. Ирхине пуçĕ ыратнипе вăранса кайрĕ. Тăнлавран чукмарпа çапнăнах туйăнчĕ. Хăрушă çумăр илсе килнĕ пĕлĕтлĕ каç хăйĕнпе мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех ăнланчĕ. Амăшĕ кĕнине сиссен куççульне васкаса шăлчĕ вăл.
— Нумай çывăратăн эс, хĕрĕм. Паянах каятăп теменччĕ-и-ха ĕнер? — пăшăрханчĕ амăшĕ.
— Вăхăт мĕн чухлĕ вара халь? — Лида чӳрече енне çаврăнса урамалла кармашса пăхрĕ.
— Кăнтăрла çитрĕ. Ав хĕвел тӳпенех улăхнă. Кая юлса таврăнтăн çав. Темле каччă ăсатса ячĕ пулас сана çĕркаç, — чунĕ вырăнта маррине систермерĕ хĕрарăм. Темшĕн амăш чĕри иртенпех лăпланаймарĕ.
— Паянах каятăп, анне. Юлашки автобус çине тухăп, — мунчара çăвăнса, тасалса тухма тĕв туса пике урама васкарĕ. ..
Çуллахи сессине те яланхиллех питĕ аван паллăсемпе тытрĕ Лида, практика иртме хулари пĕр пысăк предприятире юлчĕ. Кунĕпех лараççĕ вĕсем кантурта. Бухгалтер ĕçĕ питĕ килĕшет пикене. Халиччен ним те марччĕ пек те юлашки кунсенче каçсерен ывăннине туйма пуçларĕ. Тем кăмăлĕ пăтранать, хăсас килет. Тантăшĕ им-çам ĕçсе пăхма сĕнчĕ. Анчах та вар-хырăм ыратнинчен сиплекен эмел пулăшайĕ-ши айванскере? Çак «усал» хыпара вăл хальлĕхе хăйĕнчен те пытарма тăрăшать. Яла ик-виç шăматкун кайман. Тем туртмарĕ ăна унта. Сашăна тĕл пуласран та хăрарĕ. Тем пек курасси те килчĕ. Икĕ вăй-хăват кĕрешрĕç ун чун-чĕринче хальлĕхе.
Амăшĕ ав тертленсе çыру янă. Килне килсе кайма тархасланă. Яла каяс эппин тесе сумккине пуçтарчĕ вăл.
Ашшĕ укăлча хĕрринех чупса тухнă.
— Паян иккĕмĕш автобус патне тухатăп. Сансăр кичем, — ыткăнччĕ арçын «пĕчĕк» хĕрĕ патне. — Килме вăхăт пулмарĕ пулас сан. Эпир аннӳпе тунсăхларăмăр. Çырлана кайма та килеймĕ-ши тетпĕр. Кăçал — çырла-а-а! Хăмла çырлине пуçтарма аннӳ ав кашни ир кăвак çутăлла тухса каять. Манăн ав тем юн пусăмĕ хăпаракан пулчĕ. Аннӳ те хĕвел хĕртме тытăниччен йăкăш-якăш çитсе килет пĕлнĕ уçланкисене. Мана пĕрле илесшĕн мар. Сывлăха упрама хушать.
— Атте, каçарăр ĕнтĕ эсир мана. Ку практикăна пула тытăнса тăма тиврĕ.
— Тем шуранка эс, Лида. Ак ялта качака сĕчĕ ĕçсен, çырла çисен сăн-питӳ улшăнсах кайĕ, — хĕрĕпе калаçма ухата Мирун. Савăнăçне ниçта хураймасть ав.
— Хула-хулах. Эп яла унран ытларах юрататăп.
Ашшĕпе хĕрĕ çапла калаçкаласа килне туххăмрах çитрĕç. Амăшĕ картлашка çинчех кĕтсе тăрать. Ашшĕне ăсатса янăранпа кĕмен те тейĕн.
— Анне, эп клуба çитсе килем-ха. Эсир мана ан çухатăр, — Лида паян е нихăçан та тесе ялти Культура çуртне кайса килме, савнийĕпе курса калаçма шутларĕ.
Каçĕ тĕттĕм. Епле пулсан та Сашăна курса калаçмаллах унăн. Шухăша путса пуçне çĕклемесĕр пырать урампа.
Вăт телей тĕк, телей — ăна хирĕç клубран Александр хăй тухать.
— Кам килнĕ пирĕн яла? Салам, салам. Ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ чипер студенткăн? — кăмăллă калаçнă пек туйăнчĕ яш.
— Аванах-ха, Саша. Сан ĕç-пуç еплерех? — Лида тусĕн куçĕнчен пăхса калаçма тăрăшрĕ.
— Аванах-ха. Юрать эппин. Курăпăр-ха тата калаçăпăр. Каçĕ вăрăм, — пăрăнма тăчĕ вăл.
— Саша, тăхта. Кайма ан васка-ха эс. Ман санпа çирĕппĕн калаçмалли пур, — тытса чарчĕ ăна.
— Тархасшăн, мĕн тесшĕнччĕ эсир мана, пирĕштийĕм? — яланхиллех шӳтлерĕ шух ача. Выляшма пăхрĕ.
— Айккинерех пăрăнар кунтан. Ав çав йăмра айĕнчи сакă çине кайса ларар... Çук-ха унта та мар. Майĕпен килелле ăсатса яр. Клуба кĕрес тĕллевĕм çукчĕ паян, сана çеç курмаллаччĕ.
Çакна илтсен Саша тăрук кулма пăрахрĕ. Сăнасарах тинкерчĕ вăл хăйпе калаçакан çынна. Унтан уй куçлă, вăрман хăлхаллă тенĕ евĕр çывăхра никам та çук-ши тесе куçне унталла-кунталла «ывăтса» илчĕ. Хирĕç килекен курăнмарĕ.
— Итлетĕп сана. Тем хăратсах пăрахрăн.
— Саша, иртнĕ тĕлпулура эпир хамăр сисмесĕрех пысăк йăнăш туса хутăмăр...
— Мĕнле йăнăш? Веçех аванччĕ-çке,— сăмаха сиресшĕн пулчĕ яш.
— Эпĕ йывăр çын, пирĕн санпа кĕçех ача пулать.
— Мĕнле ача? Эпĕ нимĕнле çылăх та туман.
— Сан халь мана качча илме тивĕ. Аттепе анне çак намăса чăтаймĕç.
— Лида, эсĕ уйăх ытла яла килмесĕр çӳрерĕн. Ăçтан пĕлес ман сан варунта кам ачи çитĕннине. Авланма иртерех-ха мана. Кун пирки шутламан та хальлĕхе.
— Эппин хĕре ултавпа илĕртсе чысне вараласси пирки шутланă, арăм тăвасси пирки — çук, — йĕрĕнсе калаçрĕ пике пӳтсĕрпе.
— Никам та сана мăшкăл кăтартман. Сана та ун чухне манпа аванччĕ-çке, кала! Эс юрататăн мана.
— Çапла. Эпĕ сана чăнахах юратса пăрахрăм. Йĕркеллĕ ача пĕр ял пикипе чăнласах туслашасшăн пуль терĕм. Эсĕ апла киленӳ шыранă манра. Пӳтсĕр иккен эс, каппайчăк, — Лида ниепле лăпланаймарĕ.
— Халиччен пĕлмен-и çакна? Иртерех-ха çемье çавăрма. Авланма вăхăт çитсен пĕлтерĕп, — клуб енне çаврăнчĕ вăл.
— Эс пуçтахланса, иртĕхсе ан калаç. Хăвăн ирĕкӳпе авланмасан суд авлантарĕ сана! Эп хамран култарас çук.
— Тем ан калаç-ха. Мĕнле суд? Çынна ан култар.
— Курăпăр-ха унта. Судра тĕл пулăпăр, — пуçне усмарĕ пике. — Эх, Саша, Саша, эп сана ырă чăвашах пуль тенĕччĕ. Эсĕ манра таса туйăм мар, киленĕç шыранă. Санăн мана «тутанса» курас килнĕ. Çав каç нимĕнле палан уçланкине те мар, çав ватă сунарçă çуртнех илсе кайнă?
— Лида, мĕн кулянатăн эс? Ку йăнăша тухтăрсем пĕр самантрах тӳрлетме пултарĕç.
— Çын та мар иккен... Пăхма — чипер, ăслă, шалта — çĕлен йăви.
Хĕрĕн пăлханăвне амăшĕ те сисрĕ. Сăнĕпе улшăннин сăлтавне те чухларĕ хĕрарăм. Кăмăллах мар калаçăва пуçлама çеç хальлĕхе хăюлăх çитереймерĕ. Астумасăр çиллентересрен хăрарĕ. Ĕç-пуçа хĕрĕ хăй çăмăллатрĕ.
— Анне, эсир аттепе иксĕр çĕр çинчи чи çывăх çынсем. Хам айванлăха пула инкеке çаклантăм пулас эп. Паян ак чавса çывăх та — çыртма çук. Сире те тарăхтаратăп ак, намăс кăтартатăп.
— Мĕн калатăн эс, Лида, хĕрĕм. Чунна уçса парсам. Хуть те мĕнле лару-тăруран та пĕрле тухма тăрăшăпар. Пĕрлĕхре — вăй.
— Темĕн çав, ку хӳтĕнче кăткăс та пăтрашуллă ĕç-пуçа çакланчĕ пулас сирĕн çылăхсăр ачăр. Аннеçĕм, каçарăр. Пуçăма çухатрăм. Юратса пăрахрăм та тĕрĕс, виçеллĕ шухăшлама пăрахрăм.
— Мĕн пулса тухнине пăртак чухлатăп-ха, хĕрĕм. Кам çав йĕксĕк?
— ?!
— Ачун ашшĕ кам?
— Анне, эс тавçăртăн та-и? — уяв каç мĕн пулса иртнине Лида пĕр пытармасăр тĕпĕ-йĕрĕпе амăшне каласа пачĕ. Иккĕш те ыталанса йĕчĕç вара. Ашшĕне хальлĕхе калама тăхтарĕç.
— Анне, эп Сашăна суда паратăп. Пĕлтĕр — хĕрсене сунарçă çуртне кайса мăшкăлласан мĕн пулма пултарассине. Темле курăк пăшăхлантарса чей ĕçтерчĕ мана. Ал-ура хама итлеменнине туйрăм. Эрех ĕçсен те çын çавăн пек лăнчăртатса каймĕ.
— Эх, хĕрĕм, хĕрĕм, темле курăк та пур вăрманта. Юрать сывă юлнă эс. Ачине çуратăпăр. Тен, çыхланас мар çав кил-йышпа. Ыррине çав-çавах кĕтсе илеймĕпĕр.
— Çамрăк чиперккесем асăрхануллăрах пулччăр. Ман вĕсене инкекрен сирес килет. Эпĕ вĕт Сашăна чăнласах юрататăп, — куççулĕ тухрĕ унăн. — Анчах та вăл, ахăртнех, юрату мĕнне пĕлмест те. Пуринчен те куçĕнчен пăхса кулать.
— Çынна витĕр кураймастăн. Хăвна пит ан кăшла. Ӳлĕмрен ăслăрах пулăн. Пурнăç кунпа чарăнса лармасть. Ачана ӳстерме пулăшăпăр. Хăйĕн тĕслĕ ывăл çуралнине курсан Сашăн та кăмăлĕ улшăнĕ. Пульницана кайса хырăм пăрахма сĕнет апла? Еплерех чунсăр чурăс çын. Чĕри вырăнне чул çĕклесе çӳрет-ши вара?
Район судне Лида палăртнă вăхăт тĕлне çитрĕ. Саша та кунтах иккен. Ăна хавхалантарма тусĕсем те килсе çитнĕ курăнать. Унталла-кунталла янккаççĕ.
Кăмăлĕ вырăнта мар хĕрĕн. Чĕри кăвакарчăн чĕри евĕр сиксе тухасла тапать. Тĕрĕс турĕ-ши вăл, суда парса, çук-ши? Каялла чакма — кая юлнă. Малалла пурăнмалла.
— Суд пырать. Пурне те хăйсен вырăнĕсене вырнаçса ларма сĕнетĕп,- лару тытăннине пĕлтерсе хыттăн каларĕ секретарь.
Судья айăпланакан çынна ури çине тăма ыйтрĕ.
— Александр Гаврилович, эсир тавăç (истец) тăратнă айăплавпа килĕшетĕр-и? Эсир чăнахах та Лидия Мироновна Пуянована вăрмана илĕртсе кĕрсе мăшкăлланă-и? Чей çине эмел ярса пĕлми тунă-и? — сасси хулăн юристăн.
— Суймастăп, арлă-арăмлă хутшăнăва кĕнĕ. Анчах та пĕтĕмпех хамăр ирĕкпе пулнă, хисеплĕ судья. Лидия...Пуянова хăй мана çыпăçса тарăхарсах пĕтерчĕ. Эп вара парăнтăм.
— Чăнахах та йывăр çын-и паян Пуянова юлташ?
— Çапла. Анчах та ман ача пулма пултараймасть вăл.
— Мĕншĕн апла шухăшлатăр? Мĕнпе çирĕплететĕр хăвăр йышăнăвăра? Эсир ăна качча илме шухăшлатăр-и, çук-и?
— Çук!
— Хисеплĕ судья, ку ыйтупа кӳнтеленсене (свидетельсене) чĕнме юрать-и? — ăшталанчĕ Саша хуларанах тупса килнĕ хĕрлĕ çӳçлĕ адвокат.
— Чĕнĕр!
Ларусен залне Менчĕ ял ачи Павел Семеленов кĕрсе тăчĕ.
— Тĕрĕсне, тĕрĕсне анчах калама тупа тăвăр, гражданин Семеленов.
— Çапла, тĕрĕсне, пĕр тĕрĕсне çеç калатăп, Лидия Пуяновапа эпĕ те ар хутшăнăвĕнче пулнă. Пĕрре çеç те мар. Вăл хăех шăматкунсенчи ташă каçĕсенче клубран вăрмана кайса килме тархаслатчĕ...
— Паша, мĕн калатăн эсĕ? Эпир санпа пĕр урамра ӳснĕ. Мĕншĕн суятăн? — Лида кĕтмен ултава илтнипе ури вăйĕ кайнине туйрĕ, сăнĕпе шурсах кайрĕ.
— Гражданка Пуянова, кӳнтелене тĕпчеме ан чăрмантарăр. Хăвăр шухăшăра каярах пĕлтерме ирĕк парăпăр, — ятларĕ судья.
— Çапла майпа ачи манăн та пулма пултарать.
Ялтан килнĕ тата виçĕ сутăнчăк йĕкĕт судьяран, çылăхран хăрамасăр, сĕмсĕррĕн суйса Лидăпа ар хутшăнăвне кĕнине ĕнентерме пăхрĕç.
Лида суд çуртĕнчен мĕнле тухнине астумасть. Мамăк ури итлесшĕн мар хуçине. Çĕнтерӳçĕ Саша çеç юлташĕсемпе лĕх-лĕх кулни хăлхинче янăраса тăрать. Çĕр çинче мĕн кăна курман вăл. Анчах та кун пек сутăнчăклăха — нихăçан та. Кинора та, чăн пурнăçра та тĕл пулман. Паян ял çыннисем умĕнче чысне çухатнă çăмăлттай хĕр вăл халь.
Юлташ хĕрĕ урамра кĕтсе тăрать. Иккĕшĕ автобус çине утрĕç. Пĕри те нимĕн те нимĕн те шарламарĕ. Килне кĕрсен Лида сивĕ шывпа питне-куçне çурĕ те шурă кĕпе тăхăнчĕ. Вĕрен ăçта çакăнса тăнине пĕлет вăл.
Килте никам та çук. Ахăртнех, ашшĕпе амăшĕ тӳсеймен — хĕрне хирĕç тухнă, тен, район центрнех кайнă. Çавăнпа килте мар вĕсем.
Лида амăшĕпе ашшĕн сăн ӳкерчĕкне тытрĕ, вĕсенчен каçару ыйтрĕ те васкаса тухса кайрĕ. Ку усал ĕçе кĕлетре пурнăçлĕ вăл. Пурăнасси килмест. Никама та курасси килмест. Çирĕп вĕрене çӳлтен тĕвĕлесе çыхрĕ. Пуçне чикрĕ...
— Тăхта, пăрчăканăм. Ак эпир аçупа килтĕмĕр. Сана хирĕç тухнăччĕ... — майĕпен, йăвашшăн калаçрĕ амăш, ачине васкаса хăрушă йăлăран хăтăлма пулăшрĕ. — Хĕрĕм, мĕн хăтланатăн эс? Çапла юрать-и вара?
Çак çывăх тăван сасă чĕрине çупăрларĕ хĕрĕнне. Лида амăш кăкăрĕ çине ӳксе ăнтăхса кайса йĕме пуçларĕ.
— Лăплан, хĕрĕм, çын куççулĕ çĕре ӳкмест. Паянхи утăмпа хăв парăннине, вăйсăррине çеç кăтартнă пулăттăн эс. Мĕн çав çын шеллеме, ӳкĕнме пĕлет тетĕн-и? Асту пуль? Савăнатчĕ çеç пӳтсĕр.
— Анне, каçар мана. Эс апла веçех пĕлетĕн? Вăл, вăл...
— Пĕлетĕп. Лăплан, чиперкке, лăплан. Сан пăлханма юрамасть. Ывăлу кулянĕ. Эпир кăшт çеç ĕлкĕреймен пулас. Эсĕ Иринăпа маларах автобуспа ларса кайнă. Кӳршĕ машинине хускатса кайса килме хăй сĕнчĕ. Куран, ырă çынсем çĕр çинче начаррисенчен самай нумайрах. Эс ăна кайран хăв та курса ĕненĕн... Сивлекенсем те пулĕç, ятлакансем те, анчах ял халăхĕ юратма пăрахмĕ сана...
Лида паттăр ывăл ача çуратрĕ. Кӳршĕ хуçалăхри кантура экономиста вăй хурать. Ĕçрен ывăлĕ патне килне васкать. Ашшĕпе амăшĕ пулмасан йывăртарах пулнă пулĕччĕ ăна. Аслисен хавхалантарăвне кашни утăмрах туять вăл. Пĕчĕк Мирун кукашшĕпе кукамăшне амăшĕнчен те ытларах юратать пуль. Вĕсене хăвăрт хăнăхрĕ. Амăшĕ ялан ĕçре. Ывăлĕ каснă лартнă Александр. Анчах та çăт тĕнчене Улăп ывăл парнеленине илтрĕ пулин те пĕрре те килсе курмарĕ арçын пепкине. Çулталăкран авланчĕ. Ялти библиотекăна культурăпа çутĕç училищи хыççăн ĕçлеме янă çамрăк та хӳхĕм пикене качча илчĕ. Ашшĕ çамрăксем валли чаплă туй туса панă, капмар çурт хăпартма пулăшнă тенине илтрĕç Пуяновсем те.
Йăваш арăмĕ, Саша мăшăрĕ ача кĕтет тенине илтнĕччĕ Лида та. Хăш хушăра Молгачевсен алăкĕнчен инкек пырса шаккарĕ — кинĕ сĕм-суккăр хĕрача çуратса пачĕ. Ачине интернат-шкула вырнаçтарнă терĕç ялта.
Район центрĕнчен инçе мар самаях пысăк хуçалăхра бухгалтер пенсие тухнă пирки ĕç вырăнĕ пушаннине илтрĕ Лида. Кайса пăхам-ха тесе çула тухнăччĕ. Вырăнта хваттер шантарнипе заявлени çырсах хăварчĕ çамрăк хĕрарăм. Пĕчĕк Мируна çӳреме тата аталанма ача сачĕ те пӳрчĕ çумĕнчех.
Вăхăт сиккипе чупать. Чипер сарă ачи пуçламăш шкул та пĕтерет. Тăрăшуллă амăшĕпе мухтанать вăл. Ăна хӳтĕлеме пăхать. Çиччас велосипедпа кукамăшĕпе кукашшĕне кайса курса килет.
Лида тĕрмерен тухнă арçынна киле кĕртрĕ. Пĕччен пурнăç йăлăхтарать, йăнăшасси кашнинпех пулать вăл тесе хăйне лăплантарма пăхрĕ хĕрарăм. Петя ĕçчен, алли вырăнĕнченех ӳсет унăн. Анчах та ывăнсан-тусан е пĕр черкке эрех ĕçсен кăмăлĕ пăсăлса, усалланса каять. Арăмĕ çине аллине те çĕклеет. Ăна-кăна пăхмасăр халиччен арçынпа пурăнса курманскер икĕ хĕр умлăн-хыçлăн çуратрĕ. Вăтăртан иртнине пăхмарĕ вăл. Çак утăма Мирун валли юлташсем кирлине пĕлсех турĕ. Хĕрачисем амăшĕ пекех кăлкан çӳçлĕ, чипер, кăвак куçлă. Пĕрре пăхма — веçех аптрамасть пек. Укçи çителĕклĕ. Ачисем йĕркеллĕ, ăслă. Анчах та хĕрарăм телейне парнелеймерĕ ăна Петĕр. Канăçсăр упăшкинчен хăраса пурăнса чире кайма пуçларĕ. Малтанласа вĕçĕмсĕрех чăтма тăрăшрĕ. Чун ыратăвне шалта тытрĕ.
— Александр ав иккĕмĕш хут атте пулма хатĕрленет теççĕ, — пĕлтерчĕ Ирина телефонпа шăнкăравласа. Хĕр чухнехи юлташĕ ялтах пурăнать Лидăн. — Арăмĕ хальхинче ывăл кĕтет теççĕ.
— Эп вĕсене телей çеç сунатăп. Саша арăмне курнă эп. Çепĕç чĕлхе-çăварлă, ырă кăмăллă, пултаруллă. Ман шутпа, пурне те ырă сунакан çын çав хĕрарăм. Хĕрне те питĕ юратать, пăхать теççĕ. Упăшкине те юрама тăрăшать,— урăх нимĕн те калама пĕлмерĕ Лида. Ольăна курнă вăл. Тата пĕрре кăна та мар.
— Мĕнле çын эс, Лида? Пурне те юрататăн, хаклатăн, — кăмăлсăрланнă пек пулчĕ юлташĕ.
Вăхăт нумай иртрĕ-и, çук-и — районĕпе, пур ялсене те синкер хыпар сарăлчĕ: Ольга Молгачева ача çуратмалли çуртра çăмăлланнă чухне юн кайнипе вилнĕ, ывăлĕн пурнăçĕшĕн тухтăрсем кĕрешеççĕ тет. Çуралсанах амăшĕсĕр юлнă пепки пурнăçпа вилĕм хушшине çакланнă.
Лидăн хуйхăпа чĕри çурăлса кайнă пек туйăнчĕ. Çап-çамрăк илемлĕ хĕрарăм вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнине лăпкăн йышăнма пултараймарĕ вăл. Темччен кулянса, йĕрсе çӳрерĕ. Каярах ачи те хула пульницинче вилсе кайнă терĕç. Çăлса хăварайман куран ăна та тухтăрсем.
Анчах та Саша йĕрсе ылтăн вăхăтне сая ярас темен курăнать — çур çултанах килне хăйĕнчен икĕ хут çамрăкрах хĕрарăм илсе кĕнĕ. Анчах та лешĕ сусăр хĕрĕпе килĕштереймен пирки кăларса яма тивнĕ. Халĕ те телейне шырама пăрахман ахăр. Çын çăварĕ хапха мар-çке. Ку е вăл хыпар хăлхана пыра-пыра кĕретех. Вара кӳрши-кӳршине, тăван-хурăнташĕ пускиле пĕлтерме васкать.
Пĕррехинче тĕлĕкре Лидăна пĕрремĕш юратăвĕ тĕлленчĕ. Саша шап-шурă капмар çăка йывăçсенчен пура хăпартать пек. Лидăна пӳрнипе хăй патнелле кăчăк туртать. Хĕрарăм хускалмасăр тăрать. Эсĕ мана халĕ те каçараймастăн-и тет. Сăмах чĕнсе ĕлкĕреймерĕ — çӳллĕ капмар çурт тайăнма пуçларĕ. Арçын Лида еннелле аллине тăсать. Хĕрарăмăн чунĕнчен çурта кĕрес килмерĕ. Анчах та хăçан-тăр чунĕнчен юратнă çыннине те инкекре хăварас темерĕ — Сашăна пулăшу аллине тăсса парасшăнччĕ. Ĕлкĕреймерĕ. Вăранса кайрĕ. Ӳтне сивĕ тар тапса тухнине курчĕ. Лайăха мар ку тĕлĕк, лайăха мар.
Çакăн хыççăнах эрнеренех, Лида инсультпа пульницана çакланиччен уйăх маларах, Саша аварие лекнĕ. Аслă çул çинче икĕ-виçĕ хут çаврăнса ӳкнĕ машининче пĕр чĕрĕ вырăн та çук имĕш. Водителĕ те вилнĕ...
— Анне, мана паян самай çăмăлрах. Тухтăр мана пурăнатăн терĕ. Хăйне итлеме хушрĕ. Пĕлетĕн-и паян ман пата кам кĕнине? Çук, пĕлейместĕн. Ир-ирех упăшка, Петя килчĕ. Ав çав чечек çыххине парнелерĕ, улма-çырла илсе килнĕ. Сан сывалмалла, эп сана юрататăп терĕ, каçару ыйтрĕ. Улшăнма шантарчĕ. Анне, пульницаран тухсан маншăн та çĕнĕ пурнăç тытăнасса ĕненетĕн-и эсĕ?
— Ĕненетĕп, хĕрĕм, çапла пулатех, — куçĕнчен пăхрĕ ватă..
— Ман ачасем ӳснине пăхса киленес, хам урапа утса çӳрес килет. Ылханма юрамасть, аннеçĕм, хура ылхан каялла сан патна çаврăнса килет тенине вуланăччĕ эп пĕр кĕнекере. Хуть те мĕнле усал ĕçшĕн те каçарма пĕлес пулать.
Амăшĕ — Униççе — чӳрече енне çаврăнса тăчĕ. Вĕри куççулĕ пичĕ тăрăх юхрĕ ун. Тĕрĕллĕ хура саппунĕпе куçне типĕтрĕ. Хĕрне кӳрентерсен никама та, нихăçан та ылханман ватă хĕрарăм. Çакăнма тăнă çырла пек хӳхĕм хĕрĕн пăявне касса янă хыççăн вăрманта ватă юмана ыталаса темччен хурланса йĕнине астăвать. Тахçанччен лăпланаймасăр макăрнăччĕ. Вăйсăрланнăскер сĕм тĕттĕм пуличчен ури çине те тăрайманччĕ. Хĕрне никама та кӳрентерме памĕ вăл. Никама та, ниме те...
— Анне, эп вăрманçă пуласшăн, — терĕ кĕркунне салтакран таврăннă ывăлĕ амăшне ыталаса. — Çак енĕпех иккĕмĕш института каясшăн. Эс мĕнле шутлатăн, анне. Сана, кукамая, йăмăксене мансăр йывăр пулмĕ-и? — ывăлĕ ытараймасăр пăхать инвалид коляски çинче ларакан Лида çине.
— Каях, чунăм, каях. Эп ырлатăп çеç сан йышăнăвна. Анчах та темле лару-тăрура та чи малтан Çын пулма тăрăшмалла. Илтетĕн-и — Çын.
— Анне, эп вĕренме каякан хулара ман тепĕр йăмăк пурăнать. Эсĕ ирĕк парсан эпĕ ăна пулăшма çӳресшĕн. Ăна, суккăрскере, çăмăл мар çак пурнăçра. Анчах та Светлана вăйлă, çирĕп кăмăллă хĕр, сарă хĕвел айĕнче лăпкăн пурăнассишĕн пултарайнă таран кĕрешет вăл.
— Каях, ывăлăм, çӳрех. Сан пысăк чĕрӳнте такам валли те вырăн çитессе пĕлетĕп, шанăçăм, Улăпăм. Питĕме хĕретес çук эс... Нихăçан та...