Елена Аксупи (чӑн ячӗ Елена Геннадиевна Селиванова-Алексеева) — чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ. 1973 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче Аксу районĕнчи Беловка ялĕнче çуралнă. Тӑван ялти пуçламăш, Кивĕ Тимушкелĕнчи вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă. 1990–1995 çулсенче Шупашкарти Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче аслă пĕлӳ илнӗ. 1995 çулхи çурла уйăхĕнчен пуҫласа Чӗмпӗрте тухакан «Канаш» хаҫатра вӑй хурать.
Пӗрремӗш хайлавӗ 2000 çулта Чӗмпӗрти чăваш çыравçисен «Шевле çути» литература альманахĕнче кун ҫути курнӑ. Тĕрленчĕкӗсемпе прозăпа çырнă хайлавӗсем «Ял пурнăçĕ» (Тутарстанри Аксу районĕнчи чăвашла хаçачĕ), «Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларакан «Чăваш тĕнчи» тата «Чăваш хĕрарăмĕ», «Сувар» (Хусан), «Канаш» (Чӗмпӗр) хаçатсенче, «Тăван Атăл», «Атăл юрри» (Чӗмпӗр) журналсенче пичетленеҫҫӗ. 2006 çулта «Телей çăлтăрĕ хыççăн» кĕнеке пичетленсе тухнӑ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Hi! Ein smarter Kniff für deinen Allta...
Hei! Truc special pentru azi — această...
Bună! Îți recomand un truc nou — metod...
Здравей! Подобри ежедневието си с този...
Why overspend on paid ads? Our AI-powere...
Pozdrav! Ako tražiš nešto novo i druga...
Salutări! Un mic secret: puțini cunosc...
Drive targeted traffic to your website w...
Discover how our AI can skyrocket your c...
https://yandex-promocode...