Шăпа


Вĕçсĕр-хĕрсĕр улăх... Сип-симĕс курăк. Анук çак курăк хушшинче çырла шырать, анчах тупаймасть. Таçтан темиçе çырла тупрĕ те вăл килне кайма пуçтарăнчĕ. Сасартăк тĕпсĕр уçлăхран аçа-çиçĕмпе çунакан шурă урхамах сиксе тухрĕ. Унăн çурăмĕ çинче — халь тесен халь çăвара кĕрсе каясла ирĕлсе тăракан çĕр çырли тултарнă карçынкка. Урхамах Анук умне çитрĕ те урисемпе çĕре кукалерĕ. Унтан çурăмĕ çинчи карçынккана хăйĕн çинчен илсе печĕ те сăмсисенчен вут-кăвар кăларса тӳпенелле вĕçрĕ. «Чим! Кирлĕ мар мана санăн çырлу! Пулăш мана! А-а!» «Эй, Мĕн кăшкăрса выртан. Тăр! Ĕне сума вăхăт çитнĕ пулĕ унта», — сăмса айĕнче мăкăртатрĕ те Виссари тепĕр еннелле çавăрăнса ыйха путрĕ.

Чăнах та, тул çутăла пуçланă та иккен. Анук васкасах вырăн çинчен тăчĕ. Çĕр каç курнă тĕлĕкне асаилчĕ те шухăша кайрĕ. «Ара, мĕне пĕлтерет-ха çак тĕлĕк. Темскер ăна яланах шурă урхамах тĕлленет, тĕпсĕр уçлăха чĕнет...»

Анук витре илчĕ те ĕне сума утрĕ. Чăр! та чăр! юхрĕ ăшă сĕт витрене.

Ĕнине шăварчĕ, кăштах çăнăх пачĕ. Вара кĕтӳ кайиччен пăртак çерем çинче çитерес тесе урама илсе тухрĕ. Анук хăйне паян иртерех кĕтӳ хăвалама тухнă пуль тесеччĕ, çук иккен, авă хирĕçех пĕр ушкăн хĕрарăм пуçтарăннă та хĕрсех тем çинчен калаçаççĕ. Анук ĕнине курăк çине кайса ячĕ те вĕсем патнелле пычĕ. «Питĕ ир тăнă-çке эсир. Эпĕ халĕ хама ытла ир тăнă тесе ӳпкелесе тăратăп», — Анук хĕрарăмсем вăл çывхарсан темшĕн калаçма чарăннине асăрхарĕ, анчах вĕсене нимĕнле ыйту та памарĕ.

Акă анат енчен Таня ĕнине хăваласа çитрĕ. Вăл тантăшне айăккинелле илсе кайрĕ те ăна ыталаса илчĕ, макăрса ячĕ. «Анук, тантăшăм. Сашука киле килнĕ чухне пуйăс çинче вĕлернĕ... Кĕсьинчи укçисене веçех кăларса илнĕ. Хăйне вакунран кăларса персе хăварнă. Çумра паспорчĕ пулнипе çеç палласа илнĕ ăна. Паян каç енне илсе килеççĕ.» Таня малалла калаçма та хăрарĕ. Анукăн пичĕ шурса-шурса пынине курсан вăл ăна ыталаса илчĕ. Икĕ тантăш çынсем илтесрен те хăрамасăр ĕсĕклесе йĕрсе ячĕç.

Сашука тирпейлесе пытарчĕç. Тупăк хуппине уçтармарĕç те. Анук юратнă çыннине пытарма каймарĕ. Çак 3 кун хушшинче вăл вырăн çинчен те тăраймарĕ. Виссари вара арăмĕ мĕншĕн куляннине пĕлекенскер, ăна пушшех те таканларĕ, йĕкĕлтерĕ, кулчĕ... Хăй вара Сашука пытарма кайса уншăн куляннă пек туса тухман куççуьне çынсем умĕнче шăлнă пек турĕ.

Пуçланчĕ вара çакăн хыççăн Анукшăн чĕр тамăк. Виссари кашни кунах ĕçрĕ. Хăш чух е икĕ, виçĕ кун та килне килмерĕ, курансем ăна Валя патĕнче çĕр каçать терĕç.

Анук вара кашни каçах пĕчченлĕхре нушаланчĕ. Кам патне каяс — амăшĕ пĕлтĕр çĕре кĕчĕ, пиччĕш-аппăшĕсем çук, пĕр тантăшĕ Таня çеç ăнланать ăна.

Пĕрремĕш хырăмне пăрахнă хыççăн тем чул ача хăварас тесен те ăнмарĕ вĕсен Виссарипе. «Пĕрремĕшне пăрахмалла пулман. Халĕ тин кая юлнă. Сирĕн текех ача пулмасть.» — Республика пульницинчи тĕп акушери врачĕ каланă сăмахсем Вальăна çапсах хуçрĕç темелле.

Акă халĕ Виссари кашни кун каласа кӳрентерекен сăмахсем Анук чĕринех пырса тивеççĕ. «Ачу сан Сашăран пулнă. Çавăнпа эсĕ ăна эпĕ пĕлесрен кайса пăрахнă та. Манпа канашланă-и эсĕ?» Анук чĕнмест. Тĕлĕкĕнче пĕрре те пулин Сашăна курассишĕн кашни каçах çывăрма выртас умĕн Турра тархаслать. Анук сисет, Сашук ăна юратса хăй патне чĕнет, çак çылăхлă çĕр çинче пĕрле пулмасан та вĕçсĕр уçлăхра яланлăхах пĕрле пулма чĕнсе илĕртет, астарать, аташтарать.

Хăш чух хăрать те Анук. Ара, кашни каçах ăна темле тĕпсĕрлĕх илĕртет. Шап-шурă урхамах вара вут та кăвар кăларса хăй хыççăн чĕнсе йыхравлать.

Вăранать те çакăн пек тĕлĕкрен Анук, шухăша путать. Кам-ха вăл шурă урхамах. Нивушлĕ вăл... Анук кун пек шухăшсенчен аяккалла пăрăнма тăрăшать.

Упăшки паян та килмест пулас. Анук хăпăл-хапăл тăхăнчĕ те юратнă тантăшĕ патне тухса утрĕ.

Таня, хăйĕн тантăшне ăшă сăмахсемпе яланах пулăшаканскер, ăна хапăлах кĕтсе илчĕ. Чунĕсем иккĕшĕн те таса пулсан та, юратнă çыннисене чунпа парăннă пулсан та Таньăпа Анука пĕр шăпах кĕтрĕ иккен. Пĕр уйрăмлăх — Таня халлĕхе пĕчченех пĕр ывăл çитĕнтерет, юратнă çыннипе ăнмарĕ унăн, Анук вара упăшки çумра пулсан та аллине ача тытса кураймарĕ, унăн ачашлăхне туяймарĕ.

«Пăрмаях шурă тум куратăп тетĕн. Ара, ку лайăха пулĕ-ха ĕнтĕ, тен, пĕлместĕп, япăха та пуль. Шурă тĕсе тĕлĕкре курсан лайăх мара теççĕ...» — Таня тантăшне ыталарĕ те чылайччен ăна хăй çумĕнчен вĕçертмерĕ.

«Ĕнене те суман. Каям эппин эпĕ киле. Сывах юл-ха апла эсĕ, тантăшăм», — Анук Таньăна ыталаса чуптурĕ те хăвăрттăн сывпуллашса килнелле утрĕ...

Ниепле те çывăрса каяймасть Анук. Акă вăл пиншакне пĕркенчĕ те урама тухрĕ. Упăшки çаплах-ха урайĕнче харлаттарсах çывăрать.

Урамра шăп. Анук тӳпенелле тинкерчĕ. Паян тулли уйăх иккен. Пĕчĕк чухне асламăшĕ тулса пыракан уйăх çине пăхма юрамасть тенине асаилчĕ те Анук куçне айăккинелле тартрĕ. «Мĕнле кун пулчĕ-ха паян. Ниепле те вăхăт иртмест. Ăш çунать, чĕрем сиксе тухаслах тапать».

Анук хапха умĕнчи пĕренесем çине ларчĕ. «Ха-аш!» — сывларĕ такам хыçалтан. Анук шартах сикрĕ. Çаврăнса пăхас терĕ те, анчах та темле куçа курăнман вăй ăна хытарса лартрĕ. «Çитĕ сана асапланса. Эс — манăн. Тата мĕне кĕтетĕн. Ут ман хыççăн».

Урисем хăйсем тĕллĕнĕнех ăна анаталла уттарчĕç. Кĕтерне аппасен хурăнĕ... Анук тăна кĕнĕ пек пулчĕ. «Ара, ма килтĕм-ха эпĕ кунта. Чим-ха, аташа пуçламарăм-и-ха эпĕ?» Хурăн умне çитнĕ Анук юлашки вăйне пухса килнелле утма тăрăшрĕ. Урисем итлемерĕç, чунĕ пăлханчĕ, чĕри сиксе тухасла тапрĕ. «Лăпланас пулать. Манăн пурăнмаллах. Эпĕ — çĕр çине вăй-хăват пама çуралнă хĕрарăм», — Анук тапăлтатакан чĕрине аллипе тытрĕ те пĕр утăм малалла пусрĕ. Темрен такăнчĕ, ӳкрĕ... Аллипе çĕртен тĕревлесе тăрас тесе çĕкленчĕ. Аллине... хулăммăн явнă вĕрен çакланчĕ. «Мĕн ку? Вĕрен?»

Анук сасартăк ахăлтатса кулса ячĕ. «Саша! Эсĕ-им-ха ку? Çаплах мана юрататăн?» Анук хăй хыçĕнче такам, куçа курăнманскер, анчах та ăна çĕр çинчи юратупа мар, темле урăхла, асамлăн, чунне парса саваканскер тăнине чунĕпе туйрĕ. Вăл савăнса кулса илчĕ, аллине вĕрен илсе хурăн патнелле утрĕ.

...Яштака хурăн турачĕсем... Анук пуçне çĕклесе пăхрĕ те туратсем çинче ларакан темле шап-шурă пĕчĕк кайăксене курчĕ. Аллинчи вĕрене туратсем çине ывăтса ячĕ, чĕрне вĕççĕн çĕкленсе пуçне йăлмак тăхăнтартрĕ «Каçарăр мана. Виссари! Эсĕ чипер пулнă пулсан эпĕ паянхи кун та санпаччĕ. Саша! Эсĕ кăштах кăна хăюлăх çитернĕ пулнă пулсан эпĕ тата эсĕ яланах çак пурнăçра пĕрле пулнă пулăттăмăр!..» «Чăнах. Çак самантаран эпир яланах пĕрле пулăпăр!» — ахрăм пек илтĕнекен сасă таврана янратрĕ. Анукăн урисем хăйсем сисмесĕрех çĕр çинчен çĕкленчĕç. Анук тапкалашрĕ, турткалашрĕ, карăнчĕ, унăн чунĕ тăвăрланса-тăвăрланса пычĕ те кĕлеткинчен тухса тӳпенелле çĕкленчĕ.

Анука сасартăк темле çăмăл пулса кайрĕ. Вăл вĕçрĕ, вĕçрĕ... вĕçнĕ майăн темшĕн аялалла тинкерчĕ. «Ай-уй, Кĕтерне аппасен хурăнĕ айĕнче темле хура кĕлетке выртать. «Анук чунĕ çĕр патнерех вĕçсе пычĕ. Ун кĕлеткине ĕсĕклесе йĕрекен Таня тантăшне палласа илсен вăл ĕсĕклеме хăтланчĕ, анчах нимĕн те пулмарĕ. Анук чунĕ юлташĕ патне пырса ăна çупăрларĕ, анчах лешĕ нимĕн тие сисмерĕ, çавах пулăшу ыйтса унталла та кунталла пăхрĕ. Анук пĕтĕм вăйран ун çине пырса çапăнчĕ, анчах Таня витĕр тухса кайрĕ, леш вара туймарĕ те. Сасартăк темле хăватлă вăй ăна пĕлĕтелле çĕклерĕ. Анук чунне тем тăпăлтарчĕ, асаплантарчĕ.... Вĕçсен вĕçсен вăл темле тĕпсĕр уçланкăна тухрĕ. Уçланкă икĕ еннелле уйрăлнă. Пĕр енче — темле шурă тум тăхăннă мĕлкесем пĕр-пĕринпе тем çинчен хĕрсех пăшăлтатаççĕ, тепĕр енче вара — хӳрисем çине ялтăртатса тăракан ункăсем тăхăнтартнă, куçĕсенчен вут та хĕм çеç тухса тăракан темле хура ĕмĕлкесем пĕр-пĕрне чĕлхе кăларса йĕкĕлтеççĕ. «Çылăх тенкелĕ çине ăна» — хыттăн янранă сас шурă мĕлкесем айне хĕсĕннĕ Анукĕн чунне шартах сиктерчĕç. «Тăхта, айăплă-и-ха Анук çак çылăхсемшĕн? Телей курчĕ-и-ха вăл çав çутă тĕнчере?» Ун çумĕнчи темле куçа йăмăхтаракан шурă тум тăхăннă мĕлке çине тăрсах Анук чунне хӳтĕлерĕ.

«А-а-ха-ха! Телей! Хăй вара кама телей парнелерĕ-ха вăл? Çуралайман ачине-и, е ĕçкĕпе супнă упăшкине? Тамăка ăна! Тамăка. Ĕмĕрĕпех нушалантăр! Ах-ха-а-ха-ха!» — куçĕсенчен вут çеç тухакан, мăйракисене тем вăрăмăш ӳстерсе янă асар-писер хăрушă ĕмĕлкерен тухакан вутсенчен куçне хупларĕ Анук чунĕ. Ай-ай, çав тери йывăр! Хăш еннелле каймалла? Сулахайра — вăл упăшкипе пурăннă чух ăна улталанă çылăх,.. тата... ача... чун парнеленĕ ачин пурнăçне татни...

Сылтăмра вара... Асар та писер куллипе çунтаракан, япшар та йăпăлти шуйттансен астаракан йĕкĕлтевлĕ сăмаххисем Анук чунне арпаштарсах ячĕç. Вăл пĕрре сулахаялла, тепре вара сылтăмалла пăхрĕ.

«Анук! Эсĕ — манăн! Çунатсене сарса ман хыççăн вĕç!», — хăлха çумĕнчех пăшăлтатакан темле асамлă сăмахсене илтнĕ Чун аялалла, тĕпсĕрлĕхе вĕçрĕ. «Саша! Сан сассуна эпĕ палларăм. Ăçта илсе каятăн мана? Манăн санпа пулас килет!!» — Анук чунĕн сасси илтĕнмерĕ те темелле. Умра вĕçекен шап-шурă урхамах ун патне çывхарчĕ, хыттăн кĕçенчĕ, ыталама хевти çитмерĕ пулас, асаплăн йынăшса ячĕ: «Мĕншĕн итлемерĕн-ха эсĕ мана, çав никама шекклемен çылăхлă çутă тĕнчере паянхи кунчченех пĕрле пулмаллаччĕ эпир, халĕ вара кая юлтăмăр...», — ахрăм пек илтĕнчĕ Сашук сасси. Сасартăк тем шаплатса ахлатрĕ те таврари пĕтĕм япала кутăн та пуçăн çаврăнма пуçларĕ... Таçтан, тĕпсĕр уçлăхран пысăк чул катăкĕсем Анук чунне пырса çапса ватрĕç, вăл темĕн чухлĕ хӳтĕленчĕ пулсан та, унăн уçлăхра вĕçекен çунаттисем аманса, тĕпренсе пĕтрĕç.

«Ман хыççăн!» Аслати пекех кĕмсĕртетнĕ сасă Анук чунне аялалла вĕçтерчĕ. «Ăçта эпĕ? Мĕн ку?» Умра мĕлтлетекен темле асамлă вăй ун еннелле çавăрăнчĕ. «Анукăм, юратăвăм! Эпĕ сана пăрмаях хам пата чĕнтĕм. Шурă урхамах пулса сана çăлма ĕмĕтлентĕм.

Паян вара сана çăлас тесе ĕмĕрлĕх тамăка ăсанатăп. Санăн çылăхусене унта хамăн куççульпе çуса йăпанăп! Аялалла вĕç — сана çĕнĕрен чун парнелекен — унта, сип-симĕс таса уйра! Каçар! Юратнă эпĕ сана, саншăнах тамăка...», — Сашукăн сасси темле таçти аякри тĕпсĕрлĕхре çухалса пынăçемĕн Анук чунне вăй кĕрсе пычĕ.

Вăл сасартăк хăйĕн çак самантрах çĕр çине, аялалла вĕçмелли çинчен шутласа илчĕ те аманнă çунаттисене сарса çĕрелле вĕçрĕ.

«Маруçăм, Маруç! Епле апла пулса тухрĕ-ха ĕнтĕ? Мĕншĕн çав ана çине кĕрсе кайрăн-ха ĕнтĕ эсĕ. Айта ĕнтĕ янаварăм, айта!» Анук чунĕ ешĕл симĕс курăк çинче выртакан хăмлама пуçланă ватă кĕсре çине пăхрĕ. Чунĕ тухать, апла пулсан, хăй те, унăн тихи те (Анукпа унăн çуралма ĕлкĕреймен пепки пекех) тĕпсĕр вилĕмлĕхре ĕмĕрĕпех аташса çӳрĕç...

Анук йăл кулчĕ, унтан сасартăк çиçĕмле хăвăртлăхпа чунĕ тухма патне çитнĕ тиха патне вĕçсе çитрĕ, ăна куççуль юхтарса ачашласа ларакан Сантăр пичче патне пырса ун витĕр тухрĕ. Хытса ларчĕ, анчах пĕтĕм вăйне пухса тиха ăшне тапаланса кĕчĕ, чунне вырнаçрĕ... Тиха сывласа ячĕ. «Эй, Турăçăм! Хăват пар мана! Тавах сана манăн пĕртен-пĕр чĕр чуна сыхласа хăварнăшăн», — тин çеç çуралнă пĕчĕк тихана аллипе ачашларĕ Сантăр пичче. «Эпĕ çакăншăн ĕмĕрĕме тамăкра хӳрисене авса пăркалакан шуйттансемпе ирттерме те хатĕр. Сывă пул, Анукăм», — шурă урхамах тӳпенелле çĕкленчĕ, Саша чунĕн сасси çĕр айнелле анса-анса пычĕ те часах илтĕнми те пулчĕ...

Кулленех сип-симĕс курăк çинче çут тĕнче ырлăхĕпе савăнакан, ешĕл симĕс курăка туллин кавлекен пĕчĕк те хаваслă янавар вара тăрăс! тăрăс! сиккелет. Хăй çак çут тĕнчене килнĕшĕн савăнса хыттăн кăна кĕçенет...

■ Страницăсем: 1 2

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Алевтина Павловна (2010-10-29 16:19:14):

Ку калавра- паянхи чёваш хер арёмен шапи .Вуларём та куссуль те тухре. Пулассе вет пурнасра та хер арама ним выранне те хуман ар сынсем! Тавах калавшан!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина (2010-11-05 13:18:07):

Юрататап сакан пек калавсем вулама! Наталия Шибаеван "Чаваш хер араме" хасат сине тухна калавесене те вуланачче эпе. Пултарулла хер арам! Пурнасранах илет ши калавесене- пелес килет!Татах сырма анасусем сунатап!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валя (2010-11-10 18:02:22):

Каçарăр та, качча кайичченех Виссари айне кĕрсе выртнăскер, çуралман ачана вĕлерет. Хăйĕн çине алă хуракана иккĕмĕш пурнăç парнелени вырăнлă мар. Паянхи чăваш хĕрарăмĕн шăпи тенипе те килĕшес килмест. Хамăр качча кайма пĕлменшĕн никам та айăплă мар.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Admin (2010-11-23 20:23:17):

Ку калав мана та килĕшрĕ. Вырăн пармалла тесе шутлатăп. Валăпа килĕшместĕп — кунта Аньăн ĕçне мар, хайлавне тишкерес пулать. Аня — çак калаври сăнар кăна.

«Республика пульницинчи тĕп акушери врачĕ каланă сăмахсем Вальăна çапсах хуçрĕç темелле» — кунта Вальăна мар пулĕ, Аня пулмалла пулнă пулĕ?

 

Elena Iwanowna (2010-11-26 16:52:13):

Хайлав питĕ килĕшрĕ. Вырăна тивĕçлĕ тесе шутлатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Саша (2011-01-30 19:57:24):

Çак калав патне ӳкерчĕк тăвас килет. Эпĕ ӳнер шкулĕнче вĕренетĕп, малтан автортан килĕшӳ илмеллех пулĕ тесе шутлатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Наталия Шибаева (2011-01-30 20:20:53):

Саша! Сире ку калав кăмăла кайрĕ пулсан - тавах! Ӳкерчĕк тума эпĕ хирĕç мар, сĕнекенсем чылаййăн пулчĕç.Ӳкерĕр, конкурса хутшăнăр, ку - сирĕншĕн те пысăк ĕç пулĕ. Ăнăçусем сана!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2011-01-30 21:12:40):

Ӳнер ăмăртăвне хутшăнма автортан килĕшӳ ыйтмах кирлĕ мар :) Ыйтни те, паллах, пăсмасть.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: